Комментари хушас

27 Авăн, 2023

Хресчен сасси 38 (2977) № 27.09.2023

Çамрăксене яла хăварма тăрăшмалла

Нумаях пулмасть Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Milknews тĕп редакторне Мария Жебита интервью панă. Унта ытларах вырăнти Правительство пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсене мĕнле пулăшу кÿнине сÿтсе явнă, туса илнĕ продукцие вырнаçтарас, республикăна професси илнĕ кадрсемпе тивĕçтерес ыйтусем тавра калаçнă.

Инвесторсем килни Чăваш Еншĕн пĕлтерĕшлĕ пулăм. Çапла майпа бюджета хушма укçа килет, пысăк предприятисем çĕкленеççĕ, ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ. «Чăваш Ен — Сычуань» проекта республика çыннисем темшĕн хапăлласа йышăнман. Китай инвесторĕсем сĕт кластерĕн строительствине хута ярассине те ырламан. Паянхи кун тĕлне мĕнлерех-ши унăн шăпи? Регион ертÿçи Олег Николаев каланă тăрăх, проекта пăрахăçламан. Китай инвесторĕсене улшăнусем кĕртме сĕннĕ. Сăмахран, тĕп ĕç-хĕле хăмла туса илессипе çыхăнтарсан аван пулĕччĕ. Кунта тĕрлĕ сăлтав витĕм кÿрет: рынокри лару-тăру аван пулни те, Китайра хăмла тирпейлессипе ĕçлекен технологисем аталанни те, хамăр енчен хăмла ÿстерме пулăшу кÿресси те. Раççейре хăмлан 90 процентне шăпах пирĕн республикăра туса илеççĕ. Кун йышши хутшăну проекта кĕске хушăра пурнăçлама май парас шанчăк та пысăк. Чăнласах, малтанлăха Правительствăпа инвестор тата халăх хушшинче ăнланманлăх пулнă. Интереслĕ проекта хута яма лайăх ресурссем те пулнă. Анчах ĕçе тĕрĕс йĕркелеменни ăна чарса лартма хистенĕ. Вырăнти халăх хушшинче те ăнланманлăх çуралнă. «Чăваш Ен Правительстви шалти тата тулашри инвесторсемпе яланах ĕçлеме хатĕр, регион аталанăвĕн тĕллевĕ инвестици проекчĕн тĕллевĕпе пĕр килтĕр çеç», — тенĕ Олег Николаев. Сĕт индустрийĕ те кăçал нумай ыйту çуратрĕ. Чĕр тавар хакĕ чылай фермера канăç памарĕ. Паянхи кун лару-тăру йĕркеленчĕ. «Нумай» сĕт тапхăрĕ вĕçленсе пырать, типĕ сĕте экспорта ăсатасси вăй илет. Çулсерен сĕт туса илесси ÿссе пыни унăн хакне йÿнеçтерет те. «Йывăрлăхсене пăхмасăр хуçалăхсенчи мăйракаллă шултра выльăх шутне чакарма мар, ÿстерме тăрăшрăмăр», — палăртнă Олег Николаев. Август уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пур хуçалăхра та сĕт калăпăшĕ 2,1 процент ÿснĕ. Пĕлтĕр ял хуçалăх организацийĕсем пĕр ĕнерен 6835 килограмм сĕт суса илнине каламалла. «ЧебоМилк», «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ», «Акконд-агро» предприятисем ку енĕпе малти ретре тăраççĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра сĕт тата тĕрлĕ продукци кăларассипе 27 организаци ĕçлет. Çу пуçламăшĕнче чĕр тавар хакĕ 13 тенкĕ пулнă. Халĕ — 20 тенкĕ. Сĕтпе ĕçлекен пысăк предприятисем хаксене палăртса хунă, вĕсем вăрах вăхăтлă контрактсемпе ĕçлеççĕ, субсиди илеççĕ. Ку тапхăра та вĕсем çăмăллăнах ирттерсе ячĕç. Харпăр хăй хуçалăх ертÿçисене йывăртарах килчĕ. Вĕсене пулăшас тĕллевпе виçĕ çул каялла бюджетран субсиди уйăрнă. Пĕр ĕне пуçне 3 пин те 800 тенкĕ килет. Халĕ республикăра тата пилĕк пулăшу вăя кĕнĕ. Ĕне, качака, сурăх усрамашкăн компенсаци илме пулать, ял хуçалăх техники, удобрени, вăрлăх туянма тата выльăха пĕтĕлентерме усă курнă нухратăн 40 процентне каялла тавăрса параççĕ. Унсăр пуçне регионта 200 пуç таран мăйракаллă шултра выльăх тытакан çемье фермисене те пулăшу килет. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх ĕçченĕсем валли 70 ытла енлĕ пулăшу пăхса хăварнă. Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн шухăшĕпе, кашниех хăйĕн ĕçне йĕркелеме пултарать: хăй тĕллĕн ĕçлекен-и, фермерпа çемье ферми-и, хуçалăх е кооператив-и?. Хальлĕхе агрегаторсем тăвассипе ĕçленине те каланă ертÿçĕ. Вĕсем урлă пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсем кăларакан продукцие тирпейлекенсем патне çăмăллăнах çитерме пултараççĕ. Ку шутра — шкулсене вĕри апатпа тивĕçтересси те. Республикăра туса илнĕ продукцие вырăнта тирпейлесе ăна Раççей тата ют çĕршыв рынокне кăларасси тĕп тĕллев пулса тăрать. 2020 çултанпа ял хуçалăх тăкакĕсен 40 процентне субсидилеме йышăннă та. Енчен те хуçалăх ÿсен-тăранпа ĕçлет пулсан тăкаксен 35 процентне, выльăх-чĕрлĕх тытакансене 45 процент саплаштарма пултараççĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Вĕренни этеме çунат парать

Пĕрремĕш вĕрентекен яланах асра. Вăл пире вулама, çырма, шутлама вĕрентет. Ыррипе усаллине, лайăххипе начаррине уйăрса илме хăнăхтарать. Иккĕмĕш анне тейĕн…

Василиса Крыловăн педагогикăри ĕç стажĕ – 37 çул. Вăл — кĕçĕн классен вĕрентекенĕ. Куславкка районĕнчи Катĕркасси ялĕнче çуралса ÿснĕскер 1956 çулта Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен Куснарти вăтам шкулта пионервожатăй пулса ĕçлеме тытăннă. Виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн мăшăрĕпе Шупашкар хулине куçса кайнă. Кунта çамрăк педагог малтанах тĕп хулари 7-мĕш, унтан 32- мĕш шкулта кĕçĕн классене пĕлÿ панă. Вăхăт иртсен çемьери лару-тăрăва пула Крыловсем каялла Куснар ялне куçса килнĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех — 24 çул — Василиса Григорьевна вырăнти вăтам шкулта вăй хунă. Çакна та палăртмалла: тивĕçлĕ канăва тухсан ăна, сумлă вĕрентекене, ĕçлеме тепĕр хут чĕнсе илнĕ. Ачасене вĕрентме еплерех пулнă-ши? «Мĕн пытармалли? Вăл вăхăтра вĕрентекен сумĕ, хисепĕ çÿллĕ шайра пулнă. Ашшĕ-амăшĕпе те çыхăну аван йĕркеленнĕ. Пĕр йывăрлăх пулнă. Шкул ачисен йышĕ нумаййи канăçсăрлантарнă. Уйрăмах çакă хулари шкулсенче палăратчĕ. Класра 40 ытла ачаччĕ. Пĕлÿ материалне пурин патне те илсе çитерме çăмăлах марччĕ. Кая юлса пыракансемпе уроксем хыççăн уйрăммăн ĕçлеттĕмĕр. Хамăн пурнăçра итлемен ача курман эпĕ. Куçпа пăхсах итлеттернĕ. Кашни шăпăрланпа пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ», — пĕлтерчĕ сумлă педагог хăй вĕрентнĕ çулсене куç умне кăларса. Василиса Григорьевна пурнăç çулĕ çине кăларнă ачасен хушшинче педагог профессине суйланисем те сахал мар. Тен, пĕрремĕш вĕрентекен çунатлантарнă та вĕсене. Акă, сăмахран, Елена Ремезова, Наталья Мочалова. Василиса Крыловăна вĕренекенĕсем манмаççĕ, тав сăмахĕ калаççĕ, уявпа саламласа открыткăсем шăрçалаççĕ, хăнана килсен кĕрсе-тухса сывлăхĕпе интересленеççĕ. Чăн-чăн вĕрентекенĕн мĕнле енсемпе палăрмалла-ши? «Чи малтанах ачасене юратмалла. Тем тесен те, ачасене уйăрма юрамасть: лайăх-и вăл, япăх-и, ача вăл — ача. Кашнин хăйĕн таланчĕ пур. Ăна курма, туйма пĕлмелле. Педагог профессийĕнче чăтăмлăх пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать, ĕçе те юратмалла», — канаш пачĕ çамрăксене вăл. Вĕрентекен профессине суйласа илнишĕн пĕрре те ÿкĕнмест опытлă педагог. «Ĕçлеме пăрахсассăн та чун шкула туртатчĕ. Каникулсенче ачасемсĕр тунсăхласа çитеттĕм, курас килетчĕ», — тет вăл. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Пур халăх та пĕртăван

Ачасене шкулта чăваш чĕлхине юратма, хисеплеме вĕрентет вăл. Пушă вăхăтра тĕрĕ тĕрлесе кăмăлне уçать. Шупашкарти 61-мĕш шкулта ĕçлекен Нина Михеева педагог чăваш тĕррипе интересленме пуçлани виçĕ çул та çитет.

Хăйĕн ĕçĕсемпе ăста Шупашкарта, Тутар Республикинче, Мускавра иртнĕ уявсемпе куравсене хутшăннă. Кăçал тата Дагестан тăрăхĕнчи Кубачире иртнĕ Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн фестивальне çитсе курма тÿр килнĕ унăн. Çак фестивале ытти регионтан икĕ-виçĕ ăста çеç хутшăннă пулсан пирĕн республикăран улттăн кайнă. Пурте вĕсем чăваш наци йăли-йĕркипе, çи-пуçĕпе интересленекенсем. Тĕслĕхрен, Оксана Владимирова /Çĕрпÿ\округĕ/ çăматăсем илемлетет, Дина Трякова /Йĕпреç округĕ/ вĕтĕ шăрçаран, тенкĕрен хушпу, тухья, масмак тăвать, Надежда Николаева /Шупашкар хули/ çемçе теттесем ăсталать, Наталья Аношина /Çĕмĕрле округĕ/ йывăç япаласем çине чăваш эрешĕсем ÿкерет, Нина Наумова /Шупашкар хули/ йывăçран кашăк-курка тăвать. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен мĕн пурĕ 80 ăста килсе çитнĕ. Тĕрлĕ халăх, тĕрлĕ йăла-йĕрке, тĕлĕнсе пĕтерейместĕн. «Чăнласах тыткăнларĕ фестиваль. Çул çÿрев тухăçлă пулчĕ. Кунта тепре килсе курас ĕмĕтĕм çуралчĕ. Курмалли, пĕлмелли, танлаштармалли тем чухлех. Ытти халăх ăстисемпе курса калаçма, вĕсен ал ĕçне тытса курма, вырăнти йăла-йĕркепе паллашма çав тери кăмăллă пулчĕ. Эпир те, чăвашсем, хамăра тивĕçлĕ кăтартрăмăр. Дефилере наци çи-пуçĕпе паллаштартăмăр, Чăваш Ен ялавне вĕлкĕштертĕмĕр. Дагестанри юрăпа ташă ансамблĕ çак уява илем кÿчĕ. Ташă картине тухса ташларăмăр, наци халăхăн çи-пуçне тăхăнса сăн ÿкерттертĕмĕр», — çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăма пытармарĕ Нина Ивановна. Пĕр талăк ытла çул çинче пулнă вĕсем. Кубачине çитсен ентешсене хăна çуртне вырнаçтарнă. Фестивале хутшăнакансем валли йĕркелÿçĕсем ятарлă программа хатĕрленĕ. Виçĕ куна пынă фестиваль нумайлăхах асра юлнă. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.