Хыпар 106-107 (28134-28135) №№ 22.09.2023
Чăваш илеме 35 сăмахпа палăртма пултарать
«Çавăн пек çĕршыва пĕлетĕр-и эсир? Чи пуян историллине тата ялан çамрăккине», — çак сăмахсенчен пуçланать Чăваш кĕнеке издательствинче нумаях пулмасть кун çути курнă «Чувашия: вехи истории и современность» кĕнеке альбом.
Сăмах май, авăн уйăхĕн 19-мĕ¬шĕнче Чăваш наци библиотекинче çĕнĕ кĕнеке-альбомăн презентацийĕ иртрĕ. «Чун çимĕçĕ» вулакана Чăваш Республикипе, хăйне евĕр çут çанталăкĕпе, нумай ĕмĕр тăсăлакан историйĕпе, пуян еткерлĕхĕпе, йăли-йĕркипе, культурипе, нацие чапа кăларнă паллă çынсемпе, мухтавлă ентешсемпе паллаштарать. Çĕр пин юрăллă, çĕр пин тĕрĕллĕ тата çĕр пин сăмахлă тăрăха кĕнекере пур енлĕн сăнланă. Вăл тыткăнлать, хăйĕн патне туртать, туристсене илĕртет. Умсăмахра палăртнă тăрăх, кĕнеке-альбомăн малтанхи кăларăмĕ 2018 çулта кун çути курнă. 5 çулта тĕнчере, çĕршывра тата Чăваш Республикинче улшăну самай пулнă. «Чăваш Республики пурăнмалли чи лайăх вырăн пултăр тесе тăрăшать Чăваш Ен Правительствин команди», — палăртнă умсăмахра ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та. «Туссем, Чăваш Ен пирки чи интереслĕ фактсене палăртма ыйтнăччĕ. Çĕр ытла сĕнÿ çитрĕ. Пытармастăп, вĕсенчен хăшĕ-пĕри пирки хам та пĕрремĕш хут пĕлтĕм. Вунă чи интереслĕ хыпара уйăртăм», — çапла çырнă хăйĕн телеграм-каналĕнче кĕнеке-альбома хакланă май Олег Николаев. <...>
Роза ВЛАСОВА
♦ ♦ ♦
Услам шантараççĕ, кивçен ыйтаççĕ – ан ĕненĕр
IT-технологисене «кÿлнĕ» преступниксем Чăваш Ен çыннисене çĕр-çĕр миллион тенкĕлĕх çухату кÿреççĕ
Чăваш Енре пурăнакан «инвестор» ултавçăсене 9 миллион тенке яхăн куçарса панă. Хурлăхлă рекорд — çын дистанци мелĕпе улталакансен вăлтине çакланса çакнашкал пысăк çухату тÿснĕ тĕслĕх реcпубликăра пулманччĕ-ха...
Тÿлевсĕр сыр ăçтине кашниех пĕлмест
— СМС-пĕлтерÿ куç тĕлне пулчĕ, — каласа парать Канашра пурăнакан 58 çулти арçын. — Темле «Газпроминвеста» укçа хывса услам тума сĕнеççĕ. Камăн тупăш илес ан килтĕр — хăтланса пăхас терĕм. Хамăн телефон номерне çыртăм... Ăна çав кунах «брокер» шăнкăравланă. Хăйĕнпе Артур тесе паллаштарнăскер ĕçе пысăк мар укçаран пуçлама сĕннĕ — 12 пин тенкĕрен. «Скайппа çыхăнма вĕрентрĕç. Тепĕр кунхине каллех çыхăнчĕç — 30 пин хывма сĕнчĕç. Лăплантарчĕç: «Ан пăшăрхан — унта пирĕн укçа та пулать», — терĕç», — сăмахне тăсать улталаннăскер. Унтан вара укçа виçи те ÿссех пынă. «Брокерсем» ăна сумлăрах тупăш илес тесен пысăкрах укçа хывмалли пирки каланă, кредит илме сĕннĕ: «Вĕсене итлесе пĕр кредит илтĕм. Унтан — тепре...»
Çапла майпа банксенчен кивçен илсе арçын криптовалютăна укçа хыватăп тесе пĕтĕмпе 9 миллион тенкĕ куçарнă. Çав укçана онлайнплатформăран каялла кăларайман — пĕтĕмпех çухатнă. Çакна ăнланса илсен вăл Канаш хулин шалти ĕçсен пайĕнчен пулăшу ыйтнă. Полици ултав тĕслĕхĕпе Уголовлă кодексăн 159 статйин 4-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ямăтти капкăнра кăна пулнине манатпăр çав: пĕчĕк ача евĕр — юмахри пек темĕнле асамлăха шанатпăр, палламан-туман çынсем ырă пулса пире лайăх тума ăнтăлнине ĕненетпĕр. Çак вăлтана ватăсем, çынна шанма хăнăхнăскерсем, лекнине ăнланма та пулать пек, анчах вĕсем кăна мар, пĕр-пĕринпе ырă та уçă пулмалли йăласем çине алă сулнă самана витĕмĕпе воспитани илнĕ вăй питти тата çамрăк çынсем те улталанаççĕ вĕт-ха. <...>
Николай КОНОВАЛОВ
♦ ♦ ♦
Анатолий ДАНИЛОВ: Çамрăксем хăйсен вырăнне тупса ăнăçлă .çлени савăнтарать
Пирĕн вулакансене университет ĕçченĕсен пурнăçĕнчи сăн ÿкерчĕксемпе паллашма та кăсăклă ахăртнех. Çавăнпа паян вĕсенчен пĕринпе паллаштарма шухăшларăмăр. Анатолий Данилов — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика кафедрин ертÿçи, пресс-служба пуçлăхĕ, истори наукисен кандидачĕ, чылай кĕнеке авторĕ. Вăл нумай çул журналистика факультетне ертсе пынă. Сумлă ĕçне кура Анатолий Порфирьевич «РФ аслă професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ», «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятсене тивĕçнĕ, тĕрлĕ преми лауреачĕ пулса тăнă. Ăна РФ Вĕрентÿпе наука министерствин Хисеп хучĕпе наградăланă.
АТТЕПЕ АННЕ. Муркаш районĕнчи Пĕрремĕш Май Выççăлккинче 1955 çулта çуралнă эпĕ. Атте Порфирий Данилович каласа кăтартнă тăрăх, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан вăл Сăр хĕррине окоп чавма кайнă. 1945 çулхи кĕркунне колхоз председателĕ ăна çавăнта повестка пырса панă. Фронта тухса кайсан пилĕк çултан çеç таврăннă вăл. Амăшĕ çĕре кĕнĕ, пĕччен пурăнакан ашшĕ ывăлне тÿрех палласа та илеймен. Сталинграда хÿтĕленине уйрăмах йывăррăн аса илетчĕ атте: «Атăл шывĕ юнлă юхатчĕ», — тетчĕ. Вăл Курск пĕккинчи хĕрÿ çапăçăва та хутшăннă. Связист пулнă май Çĕнтерÿ кунне пуринчен малтан пĕлнине асăнатчĕ. Атте икĕ хутчен аманнă. Лазаретра выртнă. Çамки тата ĕнси çинче суран йĕрĕсем пурччĕ. «Снаряд ванчăкне ĕнсе çинчен алăпах туртса кăлартăм», — тетчĕ. Вăрçăран таврăнсан аннепе Зоя Ивановнăпа çемье çавăрнă. Эпир виççĕн ÿснĕ: аппа, пичче тата эпĕ. Урок вĕреннĕ чухне пире нихăçан та кансĕрлемен, кирек мĕнле ĕç пулсан та чăрмантарман. Вĕрентессишĕн тăрăшнă. <...>
Елена ЛУКИНА
♦ ♦ ♦
Çырла сукмакĕпе утса хресчен хуçалăхне çитер
«Хула ачисенчен нумайăшĕ батон та йывăç çинче ÿсет тесе шухăшлать вĕт. Çавăнпа пирĕн проект вĕсемшĕн уйрăмах усăллă та интереслĕ пулмалла — ачасене ăçта мĕн ÿснине кăтартăпăр», — шÿтлет Шупашкар округĕнчи «Ивушка» питомникăн управляющи директорĕ Екатерина Волкова.
Грант агротуризма вăй парать
Раççей Ял хуçалăх министерстви ял туризмне аталантарас тĕллевпе тĕрлĕ проект валли çуллен «Агротуризм» грант уйăрать. Ял хуçалăхĕнчи пĕчĕк производительсене тараватлăх индустрийĕн объекчĕсене тума, вĕсене инженери коммуникацийĕсемпе çыхăнтарма, оборудовани туянма, ытти ĕç валли 10 миллион тенкĕ таран параççĕ. Çак пулăшу мерипе аграрисене 2022 çулта тивĕçтерме пуçланă. Чăваш Енре ку субсидие илнĕ пирвайхи çын — Улатăр округĕнчи Юрий Аверьянов фермер. Вăл «Симĕс çаран» турбаза проектне хатĕрлесе гранта тивĕçнĕ. Унта çынсене йышăнаççĕ те ĕнтĕ. Хăнасем валли пĕчĕк çуртсем çĕкленĕ, мунча кĕме, пулă тытма пулать, спорт лапамĕ тунă. 2023 çулта укçан пулăшма комисси Патăрьел округĕнчи Чулпан Пазюковăн «Тургай» кану базин проектне суйласа илнĕ. Унта та туристсем пулă тытма, кимĕ-катамаранпа ярăнса киленме пултараççĕ. Фермăра пулса курма, фермер хатĕрлекен ĕçме-çимене туянма пулать. Хăйне евĕрли — вĕлле хурчĕн çуртĕнче çывăрма май пурри. Унти ыйхă питĕ сиплĕмĕн — ульетерапи текен çак мел сывлăхшăн усăллă. 2024 çулта валеçмелли грантсен хуçисем те паллă ĕнтĕ — РФ Ял хуçалăх министерствин сайтĕнче комисси суйласа илнĕ тулли списока пичетленĕ. 92 проект валли пĕтĕмпе 700 миллион тенкĕ уйăрĕç. Палăртма кăмăллă: ку хутĕнче гранта Чăваш Енрен харăсах икĕ проект тивĕçнĕ. Красноармейски округĕнчи Валерий Шумилов фермер 8 миллион тенкĕ илĕ. Вăл туристсем валли çулталăк тăршшĕпех ĕçлекен «19-мĕш ĕмĕрти чăваш хресченĕн кил-хуçалăхĕ» лапам уçма палăртать. Çил арманĕ, хресчен пÿрчĕ, мунча, нÿхреп тата ытти те — пĕтĕмпех пулмалла. Шупашкар агломерацийĕнчен 40 километрта кăна вырнаçнă та — тĕп хуларан та хăнасем килсе çÿрĕç. Проект туристсен канăвĕн пахалăхне лайăхлатма кăна мар, чăваш ялĕн историне упрама та пулăшĕ. Çав шутра — наци уявĕсен йăли-йĕрки урлă та. Ку енĕпе ушкăнсем валли ăсталăх класĕсем йĕркелес шухăш та пур. Валерий Николаевич кăçал Ял хуçалăх банкĕ пуçарнипе Чăваш патшалăх аграри университетĕнче йĕркеленĕ «Фермер шкулĕнче» вĕреннĕ — шăпах «Ял туризмĕ» çул-йĕрпе пĕлÿ илни агротуризма аталантармалли проекта тÿрре кăларас тĕлĕшпе лайăх тĕрев пуласси пирки иккĕленмест. <...>
Николай КОНОВАЛОВ
♦ ♦ ♦
«Тăшмана парăнтарса малалла талпăнатпăр»
Çавăн пек професси пур — Тăван çĕршыва хÿтĕлесси. Çак тивĕçе тĕп тĕллев вырăнне хурса йышăннисем йывăрлăхран хăрамаççĕ, хăйсен сывлăхне, кирлĕ пулсан пурнăçне те, шеллемесĕр Тăван çĕршывшăн кар тăраççĕ, ыттисене тĕслĕх кăтартаççĕ. Паян, çĕршыв çăмăл мар лару-тăрура чухне, тĕнчери терроризмпа кĕрешнĕ вăхăтра, çакă пушшех те пысăк вырăн йышăнать. Украинăри ятарлă çар операцийĕнчен отпуска килнĕ Николай Николаевпа тĕл пулса калаçнă чухне унăн кăмăл çирĕплĕхĕ, таса чунлăхĕ, вăл арçын тивĕçне чунран парăнни витĕр курăнчĕ.
Аслашшĕ вĕрентсе каланă-ха, анчах…
Николай Вăрмар районĕнчи Чулкаç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хăйĕнпе паллаштарма ыйтсан сăмахне аякран пуçларĕ вăл. — Аттесен çемйинче виçĕ ывăл çитĕннĕ. Атте Андрей Валерьевич — асли. Вăл тинĕс çар флотĕнче виçĕ çул службăра тăнă. Çарта хатĕрленĕ альбомĕнчи сăн ÿкерчĕкĕсене пĕчĕкренех пăхса ÿсрĕм. Салтакран таврăннă тумĕ те илĕртÿллĕ. Кашни арçын ачашăнах çапла ĕнтĕ вăл. Аттен моряк фуражки те хитре. Çавăнпа мана салтака каясси нихăçан та шиклентермен. Хама спортра пиçĕхтернĕ, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама хатĕрленсе ÿснĕ, — чунне уçрĕ 32-ри арçын. Николайăн ашшĕ çамрăк чухнех сварщик профессине алла илнĕ, темиçе çул ĕнтĕ çак ĕçре тăрăшать. Ывăлĕ те ашшĕнчен тĕслĕх илсе шкулпа сыв пуллашсан сварщике вĕреннĕ. Хăй вара ытти арçын ача пекех шкулта чухне ĕç тата физкультура урокĕсене юратнине пытармарĕ. Çавăнпа çар ретне тăричченех ĕçлеме тытăннă. Сăмах май, пĕчĕкренех ашшĕ пек пулма ĕмĕтленсе ÿснĕ вăл. Ашшĕ ĕçрен таврăннине, унтан кил-тĕрĕшре ĕçленине сăнанă. Апла пулсан унăн та çывăх çынни пек пулмалла. Повестка парсан Николай юлташĕсемпе пĕрле салтак юрри юрланă. Кукамăшĕ-асламăшĕ ал шăлли çакса ăна пил панă. — Мана салтака ăсатнă чухне асатте вĕрентсе калани паянхи кун та асрах. Маншăн пăшăрханнă вăл. «Мăнук, ăслăрах пул, салтакра пушмак панă чухне икĕ-виçĕ виçе пысăкраххине ил. Унта ăшă нуски памаççĕ, икĕ-виçĕ пурттенкке çавăрмалăх пултăр», — терĕ. Эпĕ салтака çулла кайрăм, пире берцы, нуски пачĕç. Асатте вĕрентнине итлесе пурпĕрех пысăкрах пушмак илтĕм. Вара урана мăкăль /мозоль/ тухнăччĕ. Халĕ аса илсен кулăшла та пек. Ун чухне вара меллех пулмарĕ пысăк пушмак, — каласа кăтартрĕ Николай. Çывăх çыннине аса илсен куçĕ шывланнине пытарма тăрăшрĕ вăл. Сăлтавĕ акă мĕнпе çыхăннă: отпуска мăнукне кĕтсе илнĕ аслашшĕ унпа чылай вăхăт калаçса ларнă, анчах, шел те, тепĕр кунхине пурнăçран уйрăлнă. Пĕлтĕр вара асламăшĕ çĕре кĕнĕ… <...>
Елена ЛУКИНА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...