Хресчен сасси 37 (2976) № 20.09.2023
Вăрман ĕçне парăннисем
Йăлана кĕнĕ тăрăх, сентябрĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче вăрман ĕçченĕсем хăйсен професси кунне уявлаççĕ. Ку хутĕнче республикăри вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсем Тăвай округĕнче пухăннă.
ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Эмир Бедертдинов профессие парăнса ĕçлекенсен ячĕпе чылай ăшă сăмах каланă. Вăрман хуçалăхне аталантарас тата сыхлас тĕлĕшпе нумай ĕç тунине палăртнă. Пирĕн республикăра вăрман лаптăкĕ 30 ытла процент йышăнать. «Экологи» наци проекчĕн шайĕнче вăрман хуçалăхĕн комплексне çĕнетес тата цифровизацилес енĕпе сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Вăрман саккунне улшăнусем кĕртеççĕ, вăрмана çĕнетессипе ĕçлеççĕ. Юлашки тăватă çулта, сăмахран, Чăваш Енре вăрман лаптăкне 5 пин гектара яхăн ÿстернĕ. Каснă йывăçсем вырăнне çĕнĕ хунавсем лартнă. Çак кун республикăри «Чи лайăх вăрман хуçалăхĕ» курав-конкурс çĕнтерÿçисене те чысланă. Канашри вăрман хуçалăхĕ — пĕрремĕш, Йĕпреç тата Сĕнтĕрвăрри вăрман хуçалăхĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленисене патшалăх наградисем панă. Вăрман ĕçченĕсем тĕрлĕ конкурса хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть, тĕслĕхрен, Иркутск хулинче вăрман касакансен хушшинче «Лесоруб — 2023» Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Тупăшăва 17 ушкăн, 80-а яхăн çын хутшăннă. Пирĕн республика чысне Артем Шашков, Сергей Субботин, Андрей Климин тата Галина Климина хÿтĕленĕ. Вăрман касакансем тĕрлĕ дисциплинăра ăмăртнă. Бензомотор пăчкипе ĕçлекен операторсен командисен тупăшăвĕнче Чăваш Ен ушкăнĕ çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Уйрăм ăмăртура хĕрарăмсен хушшинче Галина Климина иккĕмĕш вырăн йышăннă. Вăл Шупашкарти вăрман хуçалăхĕнче пушарпа хими станцийĕн ертÿçинче ĕçлет. Галина — вăрман касакан пĕртен-пĕр хĕрарăм. Ку ĕç çăмăл мар. Уйрăмах хĕрарăмшăн. <...>
Вера МИХАЙЛОВА
♦ ♦ ♦
Сывлăх хамăртан та килет
Пĕтĕм тĕнчери пациентсен хăрушсăрлăх кунне халалласа ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствинче брифинг иртрĕ. Медицина ĕçченĕсем харпăр хăй тĕллĕн мар, тухтăр канашĕпе сипленмеллине, пахалăхсăр эмел пирки çийĕнчех тĕрĕслев органне пĕлтермеллине, вăхăтра диспансеризаци тухни чирчĕре малтанхи тапхăрта тупса палăртма май панине каларĕç.
ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов тухтăрпа пациентăн пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемеллине палăртрĕ. Çакă тĕрĕс диагноз лартма май парать. Ку ĕçре диспансеризаци пысăк витĕм кÿрет. Чире малтанхи тапхăрта тупса палăртни пациентăн сывлăхне сăнаса тăма, тухăçлă сиплеме пулăшать. Кăçалхи сакăр уйăхра 295 пин çын профилактика тĕрĕслевĕпе диспансеризаци витĕр тухнă. Вĕсенчен 27 пинĕшĕн тĕрлĕ чир-чĕр пурри палăрнă. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăм — вакцинаци. Кĕркуннепе çуркунне çак ыйту уйрăмах çивĕч тăрать. Республикăра грипран вакцинацилеме пуçланă ĕнтĕ. «Медицина учрежденийĕсенче коронавирусран вакцина çук тени — суя. Утă уйăхĕнче унăн пĕрремĕш партийĕ килнĕ, халĕ акă хушма 5 пин ытла доза çитнĕ. Вакцинăна республикăри мĕн пур сиплев учрежденине салатса панă. Грипран та вакцина çителĕклĕ», — палăртрĕ министр. Сывлăх сыхлавĕн сферине тĕрĕслесе тăракан федераци службин /Росздравнадзор/ Чăваш Республикинчи территори органĕн ертÿçи Татьяна Аносова эмел хăрушсăрлăхĕ пирки чарăнса тăчĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн статистики тăрăх, пациентсем час-часах хăйсем тĕллĕн сипленнине çирĕплетеççĕ. Юлашки çулсенче çĕршывăн тата республикăн фармацевтика рынокĕ «таса» темелле. 2006 çултанпа пирĕн регионта фальсификат е контрафакт эмел препарачĕсене тупса палăртман, пахалăхсăр эмел йышĕ те самаях чакнă. Кăçал эмелпе суту-илÿ тăвакан 500 ытла саккунсăр сайт ĕçне чарса лартнă. Раççей Федерацийĕнче усă куракан пур препарата та маркăламалла. Производитель кашни препарат çине код лартать. Ун тăрăх тавар туянакан эмел пирки пĕлме пултарать. Çакă саккунсăр, пахалăхсăр таварпа кĕрешме май парать. Çавăн пекех кашни çынах «Честный знак» мобильлĕ приложенипе усă курса препарата тĕрĕслеме пултарать. Енчен те ку е вăл препарат пирки иккĕленÿ пулсан Росздравнадзора пĕлтерме сĕнеççĕ. <...>
Вера МИХАЙЛОВА
♦ ♦ ♦
Пĕчĕк ялти пултаруллă çын
Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Юрьевка ялĕнче пурăнакан Вера Дубова пуçĕпех ÿнер тĕнчине путнă. Вăл сăрăсемпе картинăсем ÿкерме пуçлани пилĕк çул çитет. Юрьевка — пĕчĕк ял. Çапах та кунта пултаруллă та хастар çын сахал мар пурăнать. «Пĕрремĕш ĕçе лайăх астăватăп. Гуашь сăрăпа ахаль альбом çинех ÿкертĕм. Çут çанталăка сăнларăм. Ĕç айванрах пулса тухрĕ. Çулсем иртнĕçемĕн ăсталăх хушăнчĕ курăнать. Халĕ пир çинче ятарлă сăрăсемпе ÿкеретĕп», — пĕлтерчĕ Вера Анатольевна алăри ĕçне хакласа. Пĕрремĕш картинăсене интернетран пăхса ÿкернĕ вăл, кайран хăй тĕллĕнех мĕн сăнламаллине тупнă. Сăрăсемпе киçтĕксене Вера Анатольевна Шупашкар хулинчи ÿнер лавккинчен туянать. Картинăсене пир тата йывăç çине ÿкерет. Мăшăрĕ хурăн йывăçа якатса парать те хĕрарăм унта тĕрлĕ пулăма сăнлать. Ÿкерес ăсталăх камран куçнă-ши пултаруллăскере? «Çемьере ÿнере чунпа туякан çын сахал мар пулнă пирĕн. Анне тĕрлеме ăстаччĕ. Аслă пичче хитре ÿкеретчĕ. Тепĕр пичче Станислав Николаев «Тропа деда Егора» юмах тĕнчине йĕркелерĕ. Унта тем тĕрлĕ кÿлепе те пур». Художник пулас тесен кашни кун çав ĕçре тăрăшмалла, ăсталăха ÿстерсе пымалла. Çутта та тĕрĕс палăртмалла. Сăмахран, пĕлĕт ÿкернĕ чухне тĕссемпе выляма тивет. Тăван тавралăх илемне курма, туйма пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Вера Дубова ытларах çут çанталăка сăнлама кăмăллани палăрчĕ. Акă, пĕр ÿкерчĕкре шурă хурăн пуçне ухса ларать, тепринче симĕс вăрман кашлать, виççĕмĕшĕнче чечекпе тулли улăх-çаран, юхан шыв, сăрт-ту сăнланнă. Юрьевка ялĕнчи паллă вырăн сахал мар унăн ĕçĕсенче. Çывăх çыннисем ĕçе пысăк хак пани малалла ĕçлеме хавхалантарать ăна. Ĕçсене чи малтан мăшăрĕ Владимир Дубов курать, лайăх енĕсене палăртать. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...