Хыпар 103-104 (28131-28132) № 15.09.2023
Олег НИКОЛАЕВ: Тÿрĕ калаçу тĕрĕс йышăнусем тума пулăшать
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев кĕçнерникун республикăн «Контактри» ушкăнĕнче черетлĕ «тÿрĕ лини» ирттерчĕ. Икĕ сехете яхăн тăсăлнă калаçу вăхăтĕнче вăл граждансен виçĕ теçеткене яхăн ыйтăвне хуравлама ĕлкĕрчĕ — экологипе çыхăннисенчен тытăнса медицина таран.
Атăл сывалĕ
Тÿрĕ эфира чиновниксем пăхни пирки ыйтнине хуравланă май Олег Николаев иккĕленмерĕ: муниципалитетсен ертÿçисем кăна мар, министерствăсен представителĕсем те тимлĕ пăхаççĕ, итлеççĕ. Мĕншĕн тесен «тÿрĕ лини» граждансемшĕн пĕлтерĕшлĕ нумай ыйтăва асăрхама май парать, чиновниксен вара шăпах вĕсене татса памалла. Олег Николаев «тÿрĕ лини» республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсемшĕн те интереслине палăртрĕ, диаспора Чăваш Енри ĕçсемпе, пурнăçпа кăсăкланнăшăн савăнни çинчен каларĕ. Унтан — экологи теми. Атăл шывĕ çулла сип-симĕс пулни пирки кăмăлсăрланса панă ыйту, паллах, Олег Алексеевичшăн кĕтменлĕх пулмарĕ. Вăл Атăла сыватас енĕпе нумай ĕç тунине çирĕплетрĕ — ку енĕпе ятарлă программа та пур. Çак ĕç анлă — Атăла юхса анакан çумăр шывне тасатасси таранах. Паллах, пысăк укçа кирлĕ. Ку енĕпе, ун шучĕпе, углерод единицисен рынокне йĕркелени те пулăшма пултарать. Паллă, шыв, вăрмансем кăмрăк йÿçек газне çăтаççĕ. Ку енĕпе пирĕн регион тÿпи пысăккине çирĕплетейрĕмĕр тĕк — хайхи единицăсене сутма пултарăпăр. Укçана çав шутра экологи ыйтăвĕсене татса памашкăн та яма май пулĕ. Чăннипе вара, паллах, экологи ларутăрăвĕ кашни çынран та нумай килет. Республика Пуçлăхĕ хăй чупма тухсан çул айккипе выртакан пластик савăтсене илсе çÿп-çап урнине пăраха-пăраха хăварни çинчен каларĕ. «Халь сăнатăп та — чупма тухакан ытти хăшпĕр çын та çапла тума пуçларĕ» — ырă тĕслĕх тавралăх тасалăхне упрама пулăшать.
Шкул тума ачасем кирлĕ
Шупашкар округĕнчи Карачурара тата Улатăр округĕнчи Стемасра шкулсем тума ыйтакансене регион ертÿçи уçăмлă хурав пачĕ: унта та, кунта та вĕренекенсен йышĕ пĕчĕк, çавăнпа та вĕсене урăх шкулсене илсе çÿрени вырăнлă. Олег Алексеевич шучĕпе, шкул тума пулать, анчах унта пултаруллă вĕрентекенсем пулмалла, тивĕçлĕ оборудовани кирлĕ — унсăрăн вĕрентÿ пахалăхĕ тивĕçтермĕ. Федераци шайĕнче паян демографи лару-тăрăвне тимлĕ сăнаса тăраççĕ, çавăнпа Мускав йыш пĕчĕк çĕрте çĕнĕ шкул тума пулăшасси те иккĕленÿллĕ. Тĕслĕх вырăнне Олег Алексеевич хăй çуралнă яла асăнчĕ: «Эпĕ вĕреннĕ чухне шкулти кашни класра пирĕн ялтан ултă-çичĕ ачаччĕ, паян вара пĕр ача та çук...» «Шкулсем малашне те тăвăпăр», — терĕ вăл, анчах вĕсем пысăк йыш валли кирлĕ. Чăваш Ен паян 9 шкулпа ĕçлет: Шупашкарти Сад, Университет микрорайонĕсенче, Çĕнĕ Шупашкарта, Кÿкеçре... Кĕçех Вăрнарта çĕнĕ шкул тума пуçламалла — унта ачасем икĕ сменăпа вĕренеççĕ, Комсомольскинчи шкулта авари пулма пултарать — çĕнни кирлĕ... <...>
Николай КОНОВАЛОВ
♦ ♦ ♦
Пур ĕçе те «лайăх» паллăлăх тума хăнăхнă
— Тăван çĕршыва юратмалла, хамăрăн халăха хисеплемелле, унăн историне пĕлмелле тата хăвăн ĕçре чăн ăста пулмалла — çак йĕрке ĕмĕрлĕх, — палăртать Раççей Геройĕ Николай Гаврилов. Ентешĕмĕрĕн сăмахĕсем сăпайлă, анчах питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Николай Федорович сăмахне ĕçпе çирĕплетнĕ.
«Эпĕ кăйкăр пулатăп!»
Канаш районĕнчи Янкăлч ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕскер тантăшĕсене ачаранах тĕлĕнтернĕ. Тĕслĕхрен, çуран чупса пуринчен те иртсе кайнă, ыттисене тăрăшма хавхалантарнă. Летчик пулас ĕмĕтпе çунатланса ирсерен тренировка ирттернĕ, хĕлле йĕлтĕрпе чупассинче ăна çитекен пулман. Николай Гавриловăн тăван ялĕнче паянхи кун та ял-йыш аса илĕвĕ манăçман: «1958 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче ир-ирех шăпах Гавриловсен çурчĕ çийĕн самолет вĕçсе иртсе шурă йĕр хăварнă. Выльăха кĕтĕве хăвалакан çынсем ялти çĕнĕ хыпара сÿтсе явнă: Гавриловсен пĕрремĕш ача çуралнă — ывăл. Хурçă кайăка куç хÿрипе ăсатакансенчен пĕри: «Самолет курни ырра — летчик пулать!» — тенĕ. Шăпах ĕнер мухтавлă ентешĕмĕр, летчик, Совет тата Раççей авиаторĕ, генерал-лейтенант, Раççей Геройĕ Николай Гаврилов 65 çул тултарчĕ. Федор Гавриловичпа Мария Мироновна пилĕк ачана пурнăç парнеленĕ. Çемьери тĕрĕс воспитание кукамăшĕ, асламăшĕпе аслашшĕ те витĕм кÿнĕ. Ку çеç-и? Кольăна кукамăшĕ Анастасия ырра вĕрентекен юмахсем каласа кăтартнă май пĕррехинче кăйкăр çинчен çÿрекен халаппа паллаштарнă. Тимлĕ итленĕ арçын ача: «Эпĕ кăйкăр пулаятăп-и?» — тесе ыйтнă. «Пулаятăн», — хавхалантарнă кукамăшĕ. Çавăн хыççăн мăнукĕ çирĕппĕн: «Эпĕ кăйкăр пулатăп!» — тенĕ. Çирĕп сăмахлă пулма ачаранах хăнăхни куçкĕрет. Кукамăшĕ тутлă икерчĕпе сăйланине, çавна май вырăсла шутлама вĕрентнине паянхи кун та астăвать Раççей Геройĕ. Аслашшĕ вара арçын ачара çирĕп кăмăл пиçĕхтернĕ: аслисем каланинчен иртмелле мар, вĕсемпе тавлашмалла мар. Çакă дисциплинăна хăнăхтарнă. Асламăшĕ пахчара ĕçлеме, выльăх-чĕрлĕх пăхма явăçтарнă. Тăванĕ ĕçлекен ялти лаша фермине те ултă çултах утнă вăл. Юлан ут çинче çирĕппĕн лараканскер часах лашапа ĕçлеме пуçланă. Вунă çулта пĕрремĕш шалу илсе амăшне тутăр парнеленĕ. Колхозра шоферта вăй хуракан ашшĕ те ывăлне шаннă: техника ĕçне пĕрле явăçтарнă. Ашшĕн юлташĕсем те çавна май арçын ача яваплăха пĕлсе ĕçленине курнă, шаннă. Çитĕннĕçемĕн Николай Гаврилов ăса хывнă: аслисем сана шаннине лайăх пурнăçламалла, вара тин тата яваплăрах, йывăртарах ĕç хушĕç. <...>
Елена ЛУКИНА
♦ ♦ ♦
Асамлă тăрăхри асра юлнă экспедици
Кирек епле экспедици те çĕнĕ кăмăл-туйăмпа, ырă та савăк, асра юлмалли самантпа пуян. Нумаях пулмасть Раççейри халăхсен туслăхĕн çуртĕнче «Ÿнерĕн ишекен мастерскойĕ» Арктика экспедицине хутшăнакансем пухăннă.
Асăннă тĕлпулăва хисеплĕ полярниксем, художниксем, артистсем тата ыттисем хутшăннă. Мероприятие Арктикăра иртнĕ экспедицие халалланă. Сăмах май, экспедицире Чăваш Енре çуралса ÿснĕ икĕ ÿнер ăсти — Иван Александровпа Виктор Аванмарт /Егоров/ пулнă. Художниксем çул çÿрев мĕнле иртни, асра юлнă самантсем çинчен каласа панă, хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарнă. Тĕлпулурах пултарулăх экспедицине хутшăннисене асăнмалăх парнесем панă. Тĕлпулăва федерацин Раççейри чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ, Раççей Федерацийĕн Геройĕ Николай Гаврилов ертсе пынă. Тава тивĕçлĕ полярниксем Дмитрий Шпаро тата унăн ывăлĕ Матвей, художник-çул çÿревçĕ Вячеслав Егоров, Арктикăри тата Антарктикăри халăхсен хушшинчи хутшăну енĕпе ĕçлекен РФ Представителĕн çумĕ Константин Зайцев, паллă Совет летчикĕн Михаил Водопьяновăн ывăлĕ Алексей Михайлович, Раççей халăх артисчĕ Александр Михайлов, Москонцерт солистки Ирина Шоркина, экспедицие йĕркелеме пулăшнă Игорь Семенов хисеплĕ хăнасен йышĕнче пулнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче спикерсем экспедицири чи савăк, асамлă тата хăйне евĕр самантсене аса илнĕ. Мероприяти федерацин Раççейри чăвашсен наципе культура автономийĕн, Национальноçсен ĕçĕсен тата пĕрремĕш сăрт-ту машинисене тăвакан компанин федераци агентствин пулăшăвĕпе иртнĕ. Тĕлпулăва хутшăнакансем мероприятие çÿллĕ шайра йĕркеленине, Раççей Федерацийĕн Геройĕ Николай Гаврилов ăна питĕ ăста ертсе пынине палăртнă. Пухăннисем çакăн пек ăшă тĕлпулусен пĕлтерĕшĕ пысăк пулни çинчен каланă, вĕсене малашне те йĕркелеме сĕннĕ. Çакна та палăртмалла: Николай Гаврилов ячĕпе Полярниксен ассоциацийĕн президентĕнчен, СССР тата РФ Геройĕнчен Артур Чилингаровран çыру çитнĕ. Вăл экспедици йĕркелени авалхи йăлана тăснине палăртнă. Ÿнерçĕсене Арктика илемне хăйсен ĕçĕсенче кăтартма май туса панăшăн тав тунă. <...>
Роза ВЛАСОВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...