Тантăш 36 (4856) № 14.09.2023
Пĕлÿ кунĕнче Кремльте юрă шăрантарнă
Çулсерен Мускавра, Кремльте çăлтăрсемпе иртекен Пĕлÿ кунĕ — нихăçан манăçми çутă та хаваслă уяв. Шупашкарти 5-мĕш гимна- зире вĕренекен Дима Еремеева кăçал çав пысăк концертра юрлама тивнĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче арçын ача юрă шăрантарнине «Россия 1» телеканалта курма май пулчĕ. Пысăк сцена çинче юрлама Дима малтан кастинг витĕр тухнă. Ăна Шаманпа, Лариса Долинăпа, Лев Лещенкăпа, Наташа Королевăпа, Александр Панайотовпа тата ытти «çăлтăрпа» пĕрле юрлакан хора йышăннă. «Пĕлÿ кунĕ» концерта Пĕтĕм Раççейри «МузЛето» юрă- кĕвĕ марафонĕн çĕнтерÿçисене суйласа илнĕ.
САМБОНА ТА ÇŸРЕТ, ХОККЕЙÇĂ ТА Дима Еремеев — 13 çулта. Вăл çичĕ çул ĕнтĕ вокала çÿрет. Малтан Дима шкулти арçын ачасен ансамблĕнче юрланă, кайран Шупашкарти «5 октав» вокал студинче ªертÿçи Татьяна Шереметьеваº хăйĕн пултарулăхне аталантарма тытăннă. Шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан Дима ăçтан пур çĕре те ĕлкĕрет-ши?! Лара-тăра пĕлменскер мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă. Арçын ача пĕрремĕш класранах самбона çÿрет, ултă çултан республикăри «Ылтăн шайбăра» хоккейла выляма, ăмăртусене хутшăнса çитĕнÿсем тума тытăннă. Килĕшет арçын ачана коньки çинче. «Хоккейла хăравçă кăна вылямасть», — тесе шÿтлеме юратать вăл. Çавăн пекех гимназире мĕнле те пулин уяв, пысăк мероприяти иртет-и — шкул ертÿлĕхĕ ăна шанать. Тĕрлĕ енчен аталаннă Димăна сцена пуринчен те çывăхрах пек туйăнать. Вăл килтисемшĕн те ырă тĕслĕх. Унăн йăмăкĕсем Ленăпа Аня пиччĕшĕнчен пачах та юласшăн мар. Сăмах май, ултă çулта чухне Лена «Голос. Дети» кăларăмăн саккăрмĕш сезонне хутшăннă. «Алла Пугачевăн «А знаешь, все еще будет» юррипе тухрĕ сцена çине. Тÿресем ăна: «Эсĕ тĕлĕнтермĕш, пурне те тыткăна илтĕн», — терĕç. Шел те, ун патне çаврăнмарĕç. Анчах та ку ниме те пĕлтермест, проекта хутшăнни темрен паха. Лена хăйне суйласа илменшĕн пачах та кулянмарĕ. Унăн пултарулăхне Егор Крид, Баста, Светлана Лобода хакларĕç. Çакна каласшăн, эпир ачасене пысăк сцена çине кăларма тĕллев лартман. Паллах, халĕ вĕсемпе пĕрле çитĕнĕвĕсемшĕн савăнатпăр. Ачасен хăйсене пур çĕрте те тĕрĕслесе пăхмалла. Юрлама, ташлама çÿреччĕр е спорта суйлаччăр, вăхăт иртнĕ май хăйсене пурнăçра мĕн кирлипе кирлĕ маррине ăнланса илеççех», — палăртать амăшĕ Екатерина Еремеева.<...>
Елена АТАМАНОВА
♦ ♦ ♦
«Делай, что должен и будущее не заставит себя долго ждать!»
С 7 по 10 сентября в городе Саранск проходил Всероссийский образовательный форум «Дай Пять!» На своей площадке он собрал 200 участников. Это школьники, студенты, волонтеры, педагоги и организаторы Всероссийского образовательного волонтерского проекта «Дай Пять!» из 72 регионов России. Представитель нашей республики София Степанова также оказалась в их числе.
София учится в 10-ом классе 18-го лицея города Новочебоксарск. Она – участник детской дирекции Российского движения детей и молодежи «Движение Первых» Чувашской Республики. Со своей командой, во главе с Олесей Илларионовой, здесь занимаются организацией мероприятий, форумов, а также активно участвуют в проектах от «Движения Первых». Всероссийский образовательный форум «Дай Пять!» стал еще одной площадкой для развития организационных компетенций, обмена опытом и инициативами. Конкурсный отбор на форум для нашей героини оказался очень прост, в этом ей сильно помог опыт работы президентом ученического самоуправления в 4-й школе города Новочебоксарск. «На форум я попала легко, увидела новость об отборе, выполнила конкурсное задание ªнадо было написать пост на тему «Что бы ты изменил в своей школе?»º и прошла!» – говорит она. Целями форума стали обмен опытом в добровольческой деятельности в сфере образования и разработка методик, мероприятий для развития образовательной системы страны. Работа проходила в Мордовии на площадке МГУ им. Н.П. Огарева. В вузе были проведены мастер-классы для детей. Ученики и наставники общались с ректором Дмитрием Глушко, который отвечал на вопросы и активно поддерживал участников форума. По мнению Софии, «Дай Пять!» – это альтернатива дополнительным урокам и занятиям. Здесь дети осознанно учатся брать на себя ответственность за других, развивая организаторские и педагогические качества. Нельзя не отметить насыщенную программу форума. «Здесь мы разрабатывали проекты в сфере онлайн-образования. У нас были мотивационные встречи с профессионалами своего дела в таких областях, как литература, тренерство, коммуникации. В завершении программы мы защитили проекты перед экспертами. Я очень горжусь собой, что смогла стать частью такого масштабного мероприятия. 46 регионов, 200 участников – и среди них я, единственный представитель Чувашии!» – делится впечатлениями София. Что же мотивирует талантливую молодежь нашего региона участвовать в таких масштабных мероприятиях? Чем они еще занимаются, помимо активной общественной жизни? <...>
Ангелина ПЫРКИНА
♦ ♦ ♦
Ача чунне ăнланакан çыравçă
Чăвашсен пĕрремĕш ача-пăча писателĕ Трубина Мархви ятне илтсессĕн тÿрех унăн «Хăнара» калавне аса илетĕп. Чăваш АССР тата РСФСР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ çуралнăранпа кăçал 135 çул çитрĕ. Çак пулăма халалласа регионсен шайĕнче «Асăнмалăх, савăнмалăх» викторина иртрĕ. Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарти Трубина Мархви ячĕллĕ вулавăшра унăн пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ, çĕнтерÿçĕсене чысларĕç.
Пултарулăх ăмăртăвне Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен, Чĕмпĕр, Саратов облаçĕсенчен, Кострома хулинчен шкул ачисемпе студентсем, ача садĕнче тăрăшакан воспитательсем, вĕрентекенсемпе вулавăш ĕçченĕсем хутшăнма кăмăл тунă. Викторинăна пурĕ 450 ĕç килнĕ, вĕсенчен 87-шне суйласа илнĕ, 36-шĕ çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. — Пултаруллă ачасем хуравсене шыранă май мĕн кирлине тупма пултарчĕç çеç мар, хăйсен ăс-хакăлне те пуянлатрĕç. Çакă та пире савăнтарать, — палăртрĕ ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров. Çавăн пекех вăл Трубина Мархвине чыслани пĕтĕм чăваш тĕнчишĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн ректорĕ Андрей Александров тата Шупашкар хулин депутатсен пухăвĕн депутачĕ Максим Гребенкин саламларĕç. Максим Николаевич хулари çурçĕр хĕвел анăç районĕнче кунашкал центр пулнишĕн хĕпĕртенине палăртрĕ, ачасене кунта вăхăта туллин ирттерме май туса панишĕн тав турĕ. Андрей Юрьевич асăннă викторинăна Кострома облаçĕнчен те хутшăнни кĕтменлĕх пулни пирки пĕлтерчĕ. Трубина Мархвин кĕнекисем паллă вырăн йышăнаççĕ. Çакна ун ячĕпе ирттернĕ «Асăнмалăх, савăнмалăх» викторина та кăтартса пачĕ. Ăна халалланă мероприяти чăн-чăн уява çаврăнчĕ. Сцена çинче Шупашкарти 62-мĕш шкул ачисем авторăн «Шĕшкĕ» калавĕ тăрăх хатĕрленĕ презентаципе тата кĕске постановкăпа паллаштарчĕç. Вырăсла, чăвашла шăрантарнă юрăсем уяв сĕмне илем кÿчĕç. ЧПУн студенчĕсем Трубина Мархвин сăввисене вуларĕç. Пултарулăх ăмăртăвĕнче çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнисен йышĕнче Çĕрпÿ округĕнчи Тавăшкасси шкулĕн саккăрмĕш класĕнче вĕренекен Артем Александров та пур. — Çак викторинăна хутшăнма мана Ираида Александрова вĕрентекен сĕнчĕ. Эпир унпа пĕрле ĕçлерĕмĕр, хуравсене кĕнекесенче шырарăмăр. Хăшĕсене хам та пĕлеттĕм. Ку тупăшăва хутшăннă май писатель ăçта çуралнине çеç мар, вăл тата вĕрентекен пулнине пĕлтĕм. Паян «Шĕшкĕ» калавпа та паллашма май пулчĕ. Ку хайлав та килĕшрĕ. Манăн шухăшпа, Марфа Дмитриевна ачасен чунне ăнланакан çыравçă. Çиччĕмĕш класра унăн «Хăнара» калавне вуланăччĕ. Пĕчĕкскере шеллерĕм, кăмăл-туйăм пусăрăнчĕ. Ашшĕамăшĕн йăнăшне пулах ачасем нуша кураççĕ, пурнăçран уйрăлаççĕ, — юратнă писателĕн чи кăмăла кайнă калавĕ пирки каласа пачĕ Артем. Шупашкарти 62-мĕш шкулта вĕренекен Лена Челыковăпа Алиса Гурьева та ку викторинăна хутшăнма май тупнă. <...>
Татьяна ИШМУРАТОВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...