Комментари хушас

13 Авăн, 2023

Хресчен сасси 13.09.2023 36 (2975) №

Хăмла ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртет

Чăваш патшалăх аграри университечĕн доценчĕ, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ Роман Андреев çамрăк ăсчахсен Пĕтĕм Раççейри конкурсне хутшăннă. Унăн проектне экспертсем пысăк хак панă. Роман хăмла туса илес ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртме тата механизацилеме сĕнет.

Хăмла туса илес ĕç ансат мар: лартмалла, пăхмалла, пуçтармалла. Ытларах алă вăйĕпе усă курмалла. Роман Андреев ăсчах вăхăта тата алă вăйне перекетлес тĕлĕшпе хăмла пуçтаракан комбайнăн мобильлĕ прототипне шухăшласа кăларнă. Ку агрегат хăмлана авринчен уйăрать иккен. Машинăна пĕлтĕр çуркунне пуçтарма пуçланă. Пуçласа аграри университечĕн инженери факультетĕнче тĕрĕслесе пăхнă. Кăçал, акă, август уйăхĕнче уйра усă курма пуçланă. Алă вăйне çăмăллатасси тĕп тĕллев пулнă. РФ Ял хуçалăх министерствин гранчĕ çак ĕмĕте пурнăçа кĕртме пулăшнă та. «Малтанах комбайнăн 3Д модельне хатĕрлерĕмĕр. Ку ĕçе виçĕ çын хутшăнчĕ — эпĕ тата икĕ аспирант — Сергей Лукаев тата Кирилл Егоров. Вăхăчĕ сахалрах пулчĕ. Ял хуçалăхĕнче пур япалана та ĕçре тĕрĕслесе пăхмалла-çке. Унсăрăн ĕç тухăçлăхне пĕлме пулмасть», — тет Роман. Агрегатпа икĕ çын ĕçлет. Пĕри механизма ĕçлеттерет, тепри хăмла аврине çаклатса тăрать. Ку машина хăмлана авринчен уйăрма пулăшать. Алă вĕççĕн çак ĕçе тума вăхăт нумай кирлĕ. Пысăк комбайнсем ытларах пысăк уйсем валли пулсан пĕчĕк лаптăксем çинче фермерсене ĕçлеме питĕ меллĕ агрегат. Сăмахран, пĕр çын кунне чи нумаййи вунă килограмм хăмла пуçтараять. Машина — ытларах. «Малашлăхра сортировка модульне тума палăртатпăр. Хальлĕхе техникăра кăлтăксем пур-ха. Вĕсене пĕтерессипе ĕçлемелле», — пĕлтерчĕ çамрăк ăсчах малашнехи ĕмĕт-тĕллевне уçса панă май. Чăваш патшалăх аграри университечĕн инженери факультечĕн деканĕ Николай Пушкаренко каланă тăрăх, университет ĕçченĕсем хăмла ĕçне механизацилессипе 2017 çултанпа ĕçлеççĕ. Тĕрлĕ агрегат шухăшласа кăларнă. Асăннă прототип – тепĕр çитĕнÿ. «Хăмла\ÿстерессипе нумай ĕç-пуç ирттеретпĕр, специалистсене хатĕрлетпĕр, хăмлапа ĕçлес шухăшлă фермерсемпе хуçалăхсене сĕнÿ-канашпа пулăшатпăр, хăмла тымарĕсемпе тивĕçтеретпĕр, çĕнĕ сортсем кăларассипе те тимлетпĕр», — хушса хучĕ аграри университечĕн хăмлапа ĕçлекен центрăн ертÿçи Анатолий Коротков. Паянхи кун тĕлне аграри университечĕн «симĕс ылтăн» лаптăкĕсем Шупашкар округĕнче — 3,2 гектар, Сĕтĕрвăрри округĕсенче 4 гектар йышăнаççĕ. Ытларах «Подвязный» сортпа ĕçлеççĕ. Туса илнĕ хăмлан пĕр пайне тĕпчевсем ирттерме усă кураççĕ, ыттине сăра вĕретекенсене сутаççĕ. Ку ÿсен-тăран валли кăçал çанталăк япăхрах пулнă. Нÿрĕк çитмен пулин те тухăç япăхах мар. Кашни гектартан вăтамран 17 центнер хăмла тухнă. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Çăкăртан аслă ан пул

АПК ветеранĕсен союзĕн Шупашкар хулинчи уйрăмĕн хастарĕсем тĕп хулари 2-мĕш çăкăр заводĕнче экскурсире пулчĕç, предприятин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, вырăна тухса ирттерекен ларăва хутшăнчĕç.

Кунта ĕç вĕресе тăрать. Çăкăр, кондитерпа булка изделийĕсен ассортименчĕ пысăк. Кунне завод 17 тонна çăкăр изделийĕ кăларать. Пĕлтĕртен тата республикăри столовăйсене апат-çимĕçпе тивĕçтерме пуçланă. «Çăкăр заводне çĕнетме тăрăшатпăр. Унăн хăватлăхне паянхи кун тĕлне 25 процент таран ÿстертĕмĕр. Юлашки çур çулта транспорт паркĕ те самаях çĕнелчĕ. 2022 çулта завод валли 19 миллион тенкĕлĕх хатĕр туяннă пулсан кăçал — 50 миллион тенкĕлĕх. Часах батон пĕçермелли тăваттăмĕш лини хута ярасшăн. Кадрсем çитменни шухăшлаттарать паллах. Пур ĕçе те автоматизацилеме май килмест-çке. Ку ыйтупа Шупашкарти апатланупа коммерци техникумĕпе, экономикăпа технологи колледжĕпе тата Чăваш патшалăх аграри университечĕпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Практика тухнă хыççăн ĕçлеме юлас шутлă çамрăксем те пур. Ку савăнтарать», — пĕлтерчĕ Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕн директорĕ Станислав Николаев пухăннисене предприятин ĕçĕпе кĕскен паллаштарнă май. «Паянхи кун конкуренци пысăк-и?» — интересленчĕç ветерансем. Продукцие çăкăр завочĕ фирма лавккисенче, федераци сечĕсенче сутать. Иртнĕ çул çăкăр-булкăна Мари тата Тутар республикисене ăсатнă. Малашлăхра Ульяновскпа ĕçлес кăмăл пуррине пытармарĕ ертÿçĕ. «Шупашкар элеваторĕн» директорĕ Яков Григорьев каланă тăрăх, çăкăр завочĕ пĕлтĕртен «Чăвашçăкăрпродукт» предприяти йышне кĕнĕ. Çакă пĕр-пĕрне пулăшма май парать. Пĕлтĕр, сăмахран, тĕп хулари элеватора модернизациленĕ. Маларах кунне 500 тонна тырă тирпейленĕ пулсан халĕ çак кăтарту ÿснĕ — 600 тонна яхăн. Станоксене улăштарнă, ыраш çăнăхĕн линине хута янă. Халĕ Канашри элеватора çĕнетес ĕçсем пыраççĕ. Виçĕ çулта Шупашкар элеваторĕ 1 миллиард тенкĕлĕх тупăш тунă. Продукцие çĕршыври 16 региона ăсатаççĕ. Унсăр пуçне Таджикистан, Узбекистан, Китай тата Иран çĕршывĕсемпе туслă çыхăнусем йĕркелес тĕллевлĕ. Ларăва хутшăнакансен умĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн аграри, çут çанталăкпа усă курас тата экологи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Алексей Шурчанов та тухса калаçрĕ. Кун йышши тĕлпулусем пĕлтерĕшлĕ пулнине, аграри ветеранĕсен опычĕ пысăккине, малашне те тачă çыхăнса ĕçлессине каларĕ. Чăн та, Ял хуçалăх министерстви агропромышленноç комплексĕнче ĕçлекенсене 9 енĕпе 78 ытла тĕрлĕ пулăшу парать. ЧР ял хуçалăх министерствин пай пуçлăхĕ Владимир Юшин вырма кал-кал пынине палăртрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, тĕш тырă çапса тĕшĕлессипе Елчĕксем, Канашсем тата Улатăрсем малти ретре. Чи пысăк тухăç — Улатăр округĕн. Вăтам тухăç — 41 центнер. Çĕрпÿсен те кăтартусем япăх мар. Кăçал çĕр улми лаптăкне пысăклатнă. Халĕ хăш-пĕр округра çĕр улми пухса кĕртессипе ĕçсем пыраççĕ. Тухăç — 244 центнер. Пахча çимĕç пуçтарассипе те хĕрÿ ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне хуçалăхсем кĕрхи культурăсем валли çĕр хатĕрлеççĕ, хăшĕсем акма та тухнă. «Çулленех лаптăксене ÿстерсе пыратпăр, ахаль выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртетпĕр. Шел пулин те, кун йышши çĕрсем пур-ха», — пĕлтерчĕ Владимир Юшин. <...>

Вера МИХАЙЛОВА

♦   ♦   


Тайма пуç, юратнă шкул, юратнă вĕрентекен

Учитель ĕçĕ пархатарлă, сăваплă тата яваплă. Вăл пурне те пĕлесшĕн çунакан таса чунлă шăпăрлансене пĕлÿ тĕнчине илсе кĕрет, вĕсен тавра курăмне аталантарма пулăшать. Çакă мăнаçлантарать, хавхалантарать, чунра савăнăç туйăмĕ вăратать.

Чăнах та, хăвăн ăс-тăнна, пĕлĕве, пултарулăха ыттисене парнелесси — сăваплă ĕç. Кашни вĕрентекен хăйĕн пурнăçне пархатарлă ĕçпе ирттерет тесе çирĕплетсех калама пулать. Пĕлÿ çурчĕн алăкĕн хăлăпне тытнă кашни ачан юратнă вĕрентекенĕ пулнă-тăр. Манăн пĕрремĕш вĕрентекенĕм те яланах асăмра. Ун çинчен ырă та ăшă туйăмпа аса илетĕп. Вăл — Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ, 1923 çулта Муркаш районĕн Çурлатăри ялĕнче пуçламăш шкул уçаканĕ, унта ĕмĕрĕпех учитель тата пуçламăш шкул ертÿçи пулса тимленĕ Павел Сергеев. Алла ручка тытса пĕрремĕш сас паллисене хитрен кăна çавăрттарса илме, каярах вара шăрçа пек почеркпа çырма вăлах вĕрентнĕ. Учитель мĕн каласса куçĕнчен пăхса унăн кашни сăмахне тăнланă эпир. Çав çирĕп кăмăллă, çемçе те ырă чунлă, ăш пиллĕ çын алли витĕр темĕн чухлĕ ача тухнă. Павел Сергеевич кашни ачанах тимлĕх уйăрнă, илемлĕ те тикĕс çырма, вулама, шутлама вĕрентнĕ. Тин кăна шкула килнĕ ачасенчен хăшĕ-пĕри алла ручка—кăранташ тытса курманнисем те пулнă. Пурин патне те çул тупмалла, кашнин чунне пĕлмелле. «Сумка çÿллĕш ÿсеймен» ачасене ларса тăма вĕрентмелле, çав вăхăтра йĕркелĕхпе тирпейлĕхе те хăнăхтармалла. 50-60 çул каялла пурнăç условийĕсем те, самани те, ачасем те паянхи пурнăçран çĕрпе пĕлĕт пекех уйрăлса тăнă-çке. Апла пулсан та манăн вĕрентекенĕм пурне те ăс пухма пулăшнă, ырра вĕрентнĕ. Павел Сергеевич çинчен ырăпа калаçнине, ăшă туйăмпа аса илнине итлеме паянхи кун та питĕ кăмăллă. Пĕрремĕш учителе эпир кирек хăçан та ырăпа асăнма тивĕç. Вăл пире çĕнĕ пурнăçшăн кĕрешме, ăнланманнине ăнланма, пĕлменнине пĕлме, халăхпа тан утма вĕрентнĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи çула Педагогпа наставник çулталăкĕ тесе çирĕплетнĕ. Çавна май шкулсен, унта ĕçлекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма питех те кăмăллă. П.Сергеев пирĕншĕн чăн-чăн тава тивĕçлĕ вĕрентекен, шкул ертÿçи тата хастар наставник пулнă. Çурлатăри пуçламăш шкул вара хăй вăхăтĕнче ятсăр-сумсăр пулман. Кунтан сахал мар пултаруллă çын тухнă. Çын ĕçпе илемлĕ, теççĕ. Çак сăмахсене Çурлатри ялĕнче ĕçлесе пурăннă П.Сергеев çинченех каланă тейĕн. Вăл хăй пурнăçне ачасене вĕрентес, тĕрĕс воспитани парас, пурнăç çулĕ çине кăларас ĕçе халалланă. Хăйне ашшĕ-амăшĕ шанса панă ачасенчен ăслăтăнлă çын тăвас тесе ĕçленĕ Павел Сергеевич. Кашни ачапа пĕр чĕлхе тупма тăрăшнă. Нумай вĕренекене пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнă. Çавăнпа та пулĕ ăна хăй вĕрентсе кăларнă ачасем яланах ырăпа асăнаççĕ, хисеплеççĕ. <...>

Геннадий МОИСЕЕВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.