Комментари хушас

7 Авăн, 2023

Çамрăксен хаçачĕ 35 (6485) 07.09.2023

«Премипе хавхалантарни тата тухăçлăрах ĕçлемеллине пĕлтерет»

Пирĕн тăван чĕлхе — чăваш чĕлхи. Вăл пире асаттеасаннерен, кукамай-кукаçирен, атте-аннерен куçнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçĕнче, çак ĕмĕр пуçламăшĕнче унăн сумне çĕклес тесе нумай тăрăшрĕç. Хулари ача сачĕсенче те чăвашла вĕрентме тытăннăччĕ. Чĕлхене вĕренме çăмăлрах пултăр тесе чăваш орфографине улăштарчĕç. Пĕр вăхăт терминсене чăвашлатса пăхрĕç. Çапах тăван чĕлхене ăша хывасси амăшĕн кăкăр сĕчĕпе куçмалла. Шкулта вара ăна малалла аталантармалла, чĕлхе илемне, хăватне туйма вĕрентмелле. Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем чĕлхене упраса хăварассишĕн çав тери нумай тăрăшаççĕ. Сехетсем чакнă пулин те вĕсем хăйсем мĕн тума пултарнинчен те ытларах пурнăçлаççĕ. Конкурссем, фестивальсем, олимпиадăсем… — ачасене пур çĕре те хутшăнтарма тăрăшаççĕ. Çакăн пек пултаруллă вĕрентекенпе паллаштарас килет сире паян.

17 çул вĕрентет Наталия Путякова /хĕр чухнехи хушамачĕ — Яковлева/ Патăрьелти 1-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине 17 çул вĕрентет. 2021 çулта ăна пысăк çитĕнÿсемшĕн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» ята панă. Чăннипех те, пултаруллă та маттур учитель. Вăл вĕрентнĕ ачасем — республикăра чăваш чĕлхипе тата литературипе иртнĕ олимпиада çĕнтерÿçисем. Унсăр пуçне чăваш чĕлхипе литературин пĕтĕм тĕнчери олимпиадинче пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ призерсемпе çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. Ахальтен мар 2022 çулта Наталия Алексеевна РФ Президенчĕн 200 пин тенкĕ премине тивĕçнĕ. — Эпĕ Шупашкар районĕнчи Кĕçĕн Турхан ялĕнче Алексейпе Альбина Яковлевсен çемйинче çуралнă. Тăватă хĕр ÿсрĕмĕр. Эпĕ — чи кĕçĕнни. Чи аслă аппа Алина пире пăхаканниччĕ, канаш параканниччĕ. Иккĕмĕш çуралнă хĕр Лена — ачаранах сусăр. Çапах пирĕн пекех выляса-кулса ÿснĕ вăл. Вăл атте-аннепе пурăнатчĕ. Вĕсем вилнĕренпе ăна Алина пăхать. Атте питĕ çирĕп ыйтакан çынччĕ. Пĕрре чÿречесене сăрланă. Эпĕ, лара-тăра пĕлменскер, çавна алăпа тытнă. Апат çиме ларсан атте çакна кам туни пирки ыйтрĕ. Пĕри те чĕнместпĕр. «Кам тума пултарать ĕнтĕ Наташăсăр пуçне», — терĕç. Атте аллинчи кашăкĕпе мана çамкаран «вĕрентсе» илчĕ. Унтанпа хамăн айăпа йышăнманни пулман. Анне ытла та сăпайлă, ырă кăмăллă çынччĕ. Хуран кукли питĕ тутлă пĕçеретчĕ. Кун сиктерсе хатĕрлетчĕ ăна. Паянхи кун та пирĕн çемьере пурте хуран кукли юратаççĕ. Шел, анне ытла та ир çĕре кĕчĕ. Çапла, манăн чи телейлĕ тапхăр ачалăхпа çыхăннă. Вăл вара чи лайăх вăхăтра, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче, иртнĕ. Пĕчĕк чухне манăн учитель те, врач та, артист та пулас килетчĕ. Ялти клуба концерт лартма çÿренĕрен артист профессийĕ пирки ĕмĕтленеттĕм. Кукамай ялти фельдшер пулнăран тăвансенчен нумайăшĕ пурнăçне медицинăпа çыхăнтарнă, çавăнпа манăн та врач пулас килетчĕ. Учительсем питĕ хисеплĕ çынсем, ку професси те илĕртетчĕ. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА

♦   ♦   


Дагестан халăхне чăвашсен тухйи кăсăклантарнă

Хуплу евĕр кукăль пĕçереççĕ

Йĕпреç тăрăхĕнчи Пучинкери Дина Трякова культура тытăмĕнче 10 çул ĕçлет. Чăваш наци йăли-йĕрки, çи-пуçĕпе тумĕ уншăн питĕ çывăх. Вăл вĕтĕ шăрçаран, тенкĕрен хушпу, тухья, мăй çыххи тата ытти капăрлăха ăсталать. Ку ĕçе çамрăк ăрăва та явăçтарать: вăл ачасене ал ĕçне хăнăхтарас тесе ятарласа кружок йĕркеленĕ. 2020 çулта Дина «Республикăри чи лайăх çамрăк алă ăсти» ята çĕнсе илнĕ. Пĕлтĕр Чăваш Енри халăх пултарулăхĕн промыслисен маçтăрĕ пулса тăнă. Вăл хăйĕн ĕçĕсемпе Шупашкарта, Мускавра тата ытти хулара иртнĕ куравсенче паллаштарнă. Халĕ ав Дагестана та çитнĕ. — Çак фестивале Чăваш Енрен 6 ăста кайма кăмăл турĕ. Инçе çула тухма ятарласа микроавтобус саккас патăмăр. Пирĕн çул Дагестанри Кубачи ял еннелле выртрĕ. Унта халăх пултарулăхĕн фестивалĕ пĕрремĕш хут иртрĕ. Ăна культура пуçарăвĕсен Президент фончĕн гранчĕ пулăшнипе йĕркеленĕ, — калаçăва пуçларĕ Дина. — Кубачие чăвашсем пек чылаййăн пынă ăстасем çукчĕ. Хăш-пĕр регионтан 1 çын кăна çитнĕччĕ. Пире, чăваш ăстисене, 2 хутлă пысăк хăна çуртне вырнаçтарчĕç. Кубачире унашкалли нумай. Вырăнти халăх çынсене хăйсен çуртĕнче вырăн уйăрса парать, хăйсем те пĕрлех пурăнаççĕ. Пире йышăннă хуçасем питĕ кăмăллăччĕ, ăшшăн кĕтсе илчĕç. Кубачири халăх сăртлă-туллă вырăнта пурăнать, ĕçĕ çукрах. Çавăнпа ытларахăшĕ туризм пулăшнипе, çынсене хăйсем патĕнче пурăнтарса, тупăш тăваççĕ. Ялта администраци çурчĕ, больница, ача сачĕ пур, шкулĕ пĕчĕкрех. Кубачире кĕмĕлрен тĕрлĕ япала ăсталакан чылай. Ял шăпах ку енĕпе палăрнă. Кашни килтех ăстасем пур, вĕсем хăйсен мастерскойĕнче ĕçлеççĕ. Çав илемлĕ япаласене курсан хамăр та туянмасăр чăтаймарăмăр. Ялта совет саманинче хăпартнă комбинат пур. Унта кĕмĕлрен алка-вăчăра, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр ăсталаççĕ. Фестиваль çÿллĕ шайра уçăлчĕ: Дагестанри юрăпа ташă ансамблĕсем пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Унта Раççейри тĕрлĕ тăрăхран 80 ăста пухăнчĕ. Вырăнти халăх та чылай пуçтарăннăччĕ. Пĕрремĕш кунхине каçхине пурне те фейерверк курма йыхравларĕç. Унта та халăх юрри-ташшипе савăнтарса ăсталăх класĕсем кăтартрĕç. Эпир те ташша тухрăмăр. Хăйне евĕр дискотекăра фестиваль йĕркелÿçисем те, вырăнти администраци пуçлăхĕ те пирĕнпе пĕрле ташларĕç. Вĕсем хăйсене мăнна хуманни калама çук килĕшрĕ. <...>

Ирина КОШКИНА

♦   ♦   


«Юратнă çынпа кирек ăçта та пурăнма лайăх»

«Эпĕ ялтах пурăнасшăн», — тенĕ Сергей Оксанăна паллашсанах. Ку сăмахсем хĕре пачах та хăратман. Ара, юратнă çынпа кирек ăçта пурăнсан та лайăх-çке. Тепĕр тесен, Оксана хăй те ял пурнăçне яланах килĕштернĕ, унăн хулара тĕпленес шухăш пулман та. Çапла пĕр шухăшлă икĕ çамрăк çемье çавăрнă. Халĕ Димитриевсем Елчĕк тăрăхĕнчи Курнавăш ялĕнче пурăнаççĕ. Уçăлма чĕннĕ те… качча илнĕ Оксана çак тăрăхрах, Çуткÿл ялĕнче, Светлана Викторовнăпа Александр Владимирович Фоминсен çемйинче çуралнă. Вăл — чи асли, ун хыççăн шăллĕ Николай çут тĕнчене килнĕ. Вăл Шупашкарта тĕпленнĕ. Оксана мĕн астăвасса, вĕсем килте яланах 2-3 ĕнерен кая мар усранă. «Эпир мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Ирхине картише тухма мана вăратман-ха. Каçхине вара пулăшма тухаттăм. Эпĕ, анне тата асанне пĕрер ĕне алăпа сăваттăмăр», — ачалăхне аса илчĕ 28 çулти çамрăк хĕрарăм. Çуткÿл Курнавăш ялĕнчен инçех мар вырнаçнă. Çапах Сергейпа Оксана пĕр-пĕрне унччен нихăçан та асăрхаман. Пĕрре каччă юлташĕсемпе кÿршĕ яла, Çуткÿле, кайсан чипер хĕре курнă та тÿрех куç хывнă. Ун чухне Оксана 16-ра кăна пулнă-ха. Çамрăксем паллашнă. Кайран Сергей унăн страницине интернетра шыраса тупса çырусем вĕçтерме пуçланă. Çапла хĕрпе каччăлла çÿреме тытăннă вĕсем, туйăмсен çирĕплĕхне 6 çул тĕрĕсленĕ. «Сергей мана питĕ хитре калаçма пĕлнипе тыткăнларĕ пуль. Чечексем парнелетчĕ, çуралнă кунра çемçе теттепе савăнтаратчĕ. Кăмăла çавăрчĕ», — хĕрпе каччăлла çÿренĕ саманта аса илсен Оксана кăмăллăн йăл кулчĕ. 2016 çулхи çу уйăхĕнче Сергей яланхи пекех каçхине Оксана патне пынă. Çав вăхăт тĕлне вăл савнине ашшĕ-амăшĕпе паллаштарнă ĕнтĕ. «Сана паян качча илетĕп», — тенĕ те Сергей хĕре килне илсе кĕнĕ. «Маларах мĕншĕн каламастăн? Хăть хитререх кĕпе тăхăнса тухăттăм», — шÿтлесе, çав вăхăтрах аван марланса калаçнă хĕр. Сергейăн ашшĕ-амăшĕ пулас кинне çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ, сĕтел хушшине лартнă. Çав çулах утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче çамрăксем туй тунă. Ăна кафере мар, «ялти пек» килтех ирттернĕ. Тин çемье çавăрнă Димитриевсен ăçта пурăнасси пирки иккĕленÿ пулман: Курнавăшра, Сергейăн тăван килĕнче. Вăл — çемьере чи кĕçĕнни, пĕртен-пĕр ывăл. Пĕр аппăшĕ Шупашкарта тĕпленнĕ, тепри — Курнавăшрах. Сергей тĕпкĕч ывăлăн килте юлмалла тесе шутланă. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.