Комментари хушас

5 Авăн, 2023

Хыпар 99 (28127) № 05.09.2023

«Ылтăн» тăваткал метрсем

Темиçе çул каялла кăна кам та пулин Шупашкарта пурăнмалли çурт-йĕрĕн тăваткал метрĕн хакĕ 100 пин тенкĕ урлă каçĕ, кирлĕ тĕк 200 пин тенкĕ патнелле те çывхарĕ тенĕ тĕк — ĕненместĕм. Паян ĕненме тивет. Çĕр хĕсĕк тесе халь Шупашкарта та 20 хутран та çÿллĕрех çуртсем тăвасси вăй илсе пырать, хаксем те çак туртăма евĕрлеççĕ тейĕн — шав çÿлелле вирхĕнеççĕ.

Тĕп хулара хаксем çапла пысăк хăвăртлăхпа хăпармашкăн сăлтав та çук пек, анчах кунта рынок саккунĕсем хисепре мар пулас – строительсем хваттерсен хакне пĕр чарăнми ÿстереççĕ. Чылай çул каялла çурт-йĕр строительствин сферинче пирвайхи утăмсем тăвакан компани ертÿçипе калаçни аса килет. Шупашкарта самай пысăк микрорайон тума пуçласси çинчен каланă май вăл строительствăна тăсса яма юраманни çинче пусăм тунăччĕ. Сăлтавне те уçăмлатнăччĕ: çуртсене хăвăртрах туса пĕтермелле, сутмалла. Мĕншĕн тесен строительсемшĕн «ылтăн тапхăр» пулнă вăхăт вĕçленсе пырать. Унччен Шупашкара ял çамрăкĕсем йышлă килнĕ — вĕсене хваттер нумай кирлĕ пулнă. Малашне апла пулмĕ — ял та тĕпсĕр мар: унта та халь нумай ача çуратмаççĕ, эппин, Шупашкарта та хваттер туянасси пĕчĕккĕн чакса пырĕ — тăваткал метрсен пысăк хакĕсем çинче никĕсленнĕ бизнес тупăшлăхĕ те чакĕ… Унăн сăмахĕсенчи логика питĕ çирĕп пек туйăннăччĕ, анчах çулсем иртрĕç — çав компани хăй панкрута тухрĕ, унăн ертÿçи калани те тÿрре тухмарĕ — çĕнĕ çуртсенчи хваттерсем çав-çавах питĕ хаклă. Унччен тума пуçлакан çуртсенчи тăваткал метрсене пая кĕрсе туянса перекетлеме май пурччĕ пек, паян вара çитес çул кăна мар, 2025, 2026 çулсенче хута ямалли позицисем пирки те ĕмĕтленмелли çеç юлать. Кăшт йÿнĕрех утравсем çук мар — калăпăр, Хĕвеллĕ микрорайонта тăваткал метрăн 70 пинрен иртеймен варианчĕсене тишкерме пулать, Сад микрорайонне те çавнашкал утравсен шутне кĕртме пулать, çапах тĕпрен илсен — 100 пин тенкĕрен хаклăрах. Çук, сăмах темле керменсем пирки пымасть — нумай хутлă ахаль çуртсенчи пулас хваттерсем çапла хаклă. Унччен Шупашкарăн çурçĕр-хĕвел анăç районĕ хаклăрахчĕ, халь вара ку йăлана çирĕп пăхăнни те туйăнмасть – ытти çĕрте те шăл витми хаксене асăрхама пулать. Хула варри стройкăсемпе пуян мар, çапах «Карл Маркс урамĕнчи ЖК» пирки каламаллах. Чи хаклă тăваткал метрсем — шăпах унта. Строительствăна 2026 çулта кăна вĕçлеме палăртнă пулин те «Технология» компани чылай хваттере сутма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Тăваткал метр хакĕ 160 пин тенкĕрен кăшт иртнĕ. Хальлĕхе… Премиум-класс текен çуртсене хута ярасси финишалла çывхарнă май хаксемпе мĕн пулассине чухлама йывăр мар. Центртан инçе каймасăр «Благовещенский» микрорайона кĕрсе пăхар. Хăй вăхăтĕнче кунта «çерем çĕр» уçнă «Старко» компание çĕр çăтрĕ темелле, анчах сăваплă вырăн пушă тăмасть теççĕ вĕт — ку территорире ĕçсем малалла пыраççĕ. «Стройтрест-21» компани харăсах темиçе çурт çĕклет — тăваткал метр хакĕ хальлĕхе 112 пин тенкĕрен кăшт кăна пысăкрах. «Технологиех» Водопровод тата Константин Иванов урамĕсем хĕресленекен вырăнта строительство пуçарнă. Тăваткал метрсен хакĕ — 110 пин тенкĕрен пуçласа. Сăмах май, кунта тепĕр компани те ĕçлет те — хăйне евĕрлĕхе асăрхарăм: 2-мĕш хутра тăваткал метр хакĕ 111 пин тенкĕ, 3-мĕшĕнче — 112… Стройкомпанисен коммерци пайĕсенче «мĕн чухлĕ çÿллĕрех — Атăл панорами çавăн чухлĕ хаклăрах» тесе шухăшлаççĕ-тĕр. Юнашарах, Дегтярев урамĕнче, тĕп хулари строительство сферинче ят-сум çĕнсе илнĕ «Отделфинстрой» ĕçлет. Çуртăн хăтлăх шайĕ çÿллĕреххине кура хаксем те пысăкрах — тăваткал метр 128-тан тытăнса 139 пин тенкĕ таран. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


Тăшмана сутăннисем пулнă

СССР Оборона Халăх Комиссариачĕн «СМЕРШ» контрразведкин тĕп управленине туса хунăранпа 2023 çулхи ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче 80 çул çитрĕ.

Власов çарĕнче «СМЕРШ» пайĕсене пурнăçлама çак тĕллевсене шаннă: Хĕрлĕ çарпа флот чаçĕсене тата халăх хуçалăхне сăтăрлас тĕллевпе ют патшалăхсен разведки йĕркелекен шпионсен, диверсантсен, террористсен тата партипе совет органĕсене хирĕçле элементсен ĕçĕ-хĕлне тăрă шыв çине кăларасси, тăшман агентури фронт урлă каçсанах явап тыттарассине пĕлсе тăтăр тесе тивĕçлĕ мера йышăнмалли условисем туса хурасси, Тăван çĕршыва сутакан-улăштараканпа тата фронта хăварса таракансемпе кĕрешесси. Çавăн пекех «СМЕРШ» çапăçу хирĕнчен тухассишĕн хăйсене хĕç- пăшалпа суранлатакансене трибунал умне тăратнă, тыткăнран тата тăшман «хуранĕнчен» хăтăлса тухнисене ала витĕр кăларнă, Оборона Халăх Комиссариачĕн ятарлă заданийĕсене пурнăçланă. Контрразведка ятне Иосиф Сталин панă: «СМЕРШ» — «смерть шпионам». Çар контрразведки Хĕç-пăшаллă вăйсен аслă командующине Сталина тÿррĕнех пăхăннă, ăна ертсе пыма 35 çулти Виктор Абакумова хушнă. «СМЕРШ» виçĕ çул хушшинче тĕнчери чи тухăçлă контрразведкăсенчен пĕри пулса тăнă: 30 пин ытла шпиона, 3,5 пин диверсанта, 6 пин террориста тытса чарнă. Тăван çĕршыва фашистсенчен хÿтĕлессишĕн пирĕн ентешĕмĕрсем паттăррăн çапăçнă. Вĕсене асăнса пурăнатпăр, вĕсен умĕнче пуçа таятпăр. Ку материалта вара сутăнчăксене вырăн уйăрас килет. Оборона министерстви Украинăра ятарлă операци ирттернĕ чухне ку тема пушшех актуаллă. Фашистсен Германине сутăннă Андрей Власов генералăн Ирĕке кăларакан вырăс çарне ªРОАº 1945 çулта салатсан Канаш районĕнчи 1899 çулта çуралнă Илья Павлова та «СМЕРШ» али витĕр кăларнă. Следователь ыйтса пĕлнĕ тăрăх, 1919 çултанпа çар хĕсметĕнче тăнăскер вăрçă умĕн шифрлакансемпе штаб офицерĕсен службин командирĕсен пĕлĕвне ÿстерме хутшăннă. Нимĕçсен тыткăнне лекиччен вăл — 57-мĕш армин шифр пайĕн пуçлăхĕ. Власов çарĕн шифр пайне Дабендорфри пропагандистсен курсне 1945 çулхи кăрлач уйăхĕнче пĕтернĕ хыççăн ертсе пынă. Унта пырсанах Павлова çар штабĕн пуçлăхĕ Федор Трухин хăйĕн патне пыма чĕнтернĕ, биографийĕпе пирĕн чаçсенче мĕнле должноçсене йышăннине ыйтса пĕлнĕ. «Шифр пайĕн пуçлăхĕ пулас килет-и?» — ыйтнă вăл, ĕçе йĕркелеме нимле документ та сĕнмен, ăна Павлов хăй пĕлнĕ пек пурнăçланă. Штаб секретариачĕпе оперативлă пай пуçлăхĕсем Шейко тата Нерянин ªвăрçăччен Хĕрлĕ çарăн 52-мĕш армийĕн штабĕн оперативлă пайне ертсе пынăº, Карбуков, Арцизов, Богданов, Чикалов, Поздняков, Таванцев, ытти генералпа аслă офицер пирки кăтарту панă. Шалти ĕçсен Халăх Комиссариачĕн ªНКВДº çар контрразведкин уйрăм пайĕн отрячĕ Ленинград фрончĕн Çар Канашĕн членĕ Андрей Жданов, фронт командующийĕ Константин Жуков, штаб пуçлăхĕ Михаил Хозин алă пуснă 1941 çулхи авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнчи хушупа ªЛенинград фрончĕн штабĕн архивĕнче упранатьº килĕшÿллĕн «хăравçăлăхшăн, авăнăн 13, 14 тата 15-мĕшĕсенче çапăçу хирне пăрахса тарнăшăн» строй умĕнче персе пăрахнă пирĕн сакăр офицерпа салтак хушшинче хресчен çемйинче 1909 çулта çуралнă пĕр чăваш ªхушаматне-ятне палăртманº та пулнă. Ăна çара Чăваш АССРĕнчен илнĕ, 2-мĕш батальонран. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   ♦


«Шурлăхри шапа тинĕс тутине пĕлеймĕ»

«Ăшă вырăна вĕçекен кайăк пекех эсĕ», — теççĕ мана юлашки вăхăтра юлташсем. Чăнах та, пĕр вырăнта ларма юратмастăп», — чунне уçрĕ искусствоведени кандидачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн аслă сотрудникĕ, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн доценчĕ Любовь Бушуева. Çак кунсенче Любовь Ивановна Байкал тăрăхĕнчен таврăннă. Çул çÿревĕ çинчен вăл «Хыпар» вулаканĕсене те каласа кăтартма кăмăл турĕ

Отпускпа тĕрĕс усă курмалла – курса çÿремелле «Маншăн ку çулталăк питĕ кăсăклă килсе тухрĕ. Кролик çулне кĕтсе илме тăвансем патне Мускав облаçне кайрăм. Вĕсем ман пата раштав уйăхĕнчех шăнкăравларĕç, Çĕнĕ çулпа Сурхури уявĕсене пĕрле уявлама чĕнчĕç. Нумай шухăшламарăм — самолетпа вĕçрĕм. Каялла та унпах таврăнтăм. Маншăн Шереметьево тăван аэропорт пекех. Кăçал унта вунă хутчен пултăм. Унта ăçта мĕн вырнаçнине лайăх пĕлетĕп. Çуркунне çитсен ăçта канма вĕçмелли пирки шухăшлама тытăнтăм. Мĕн тетĕр? Пуш уйăхĕнчех Байкала кайма путевка туянтăм. Мĕншĕн ăна суйларăм тетĕр-и? Манăн унта пулмаллах тесе тĕв турăм. Маларах Байкала е Камчаткăна каймалла-ши тесе шухăшлаттăм. Байкал çывăхрах та ăна суйларăм. Раççейре çавăн пек вырăнсем пур: вĕсенче пулса курмаллах! Акă, сăмахран, «Ылтăн ункă» маршрутпа çÿремелле, Пушкин тăвĕ çине çитмелле. Эпĕ унта иккĕмĕш хут кайса килтĕм. Алтая та çитмеллех. Камчатка, Сахалин, Курил утравĕсем те илĕртÿллĕ. Пĕлтĕр Алтая кайса килтĕм. Унта Мускав вăхăчĕпе танлаштарсан уйрăмлăх — 4 сехет. Иркутскран аяккарах вырнаçнă Ольфон утравĕпе 5 сехет уйрăмлăх. Байкал тăрăхĕнче 9 кун пурăнтăм. Çак тапхăрта унти вăхăта хăнăхма ĕлкĕртĕм. Çавăнпа халĕ ирхине 3-4-рах вăранатăп. Джетлаг теççĕ ăна. Пĕлтĕр Алтай хыççăн пĕр уйăхран тин тăна кĕрсе çитнĕччĕ», — хавхаланса калаçрĕ çул çÿревçĕ. Любовь Ивановна Байкала кайма путевка илнипех лăпланман-ха. Отпуск вăхăчĕпе усă курса ытти çĕре те çитме ĕмĕтленнĕ. Ара, Байкала çурла уйăхĕнче кăна çула тухмалла-çке… Çу уйăхĕнче вăл Кавказа, Карачай-Черкеска вĕçтернĕ. «Манăн сăрт-ту патне çитес килетчĕ. Эпĕ Алтай хыççăн тусене шутсăр юратрăм», — йăл кулчĕ аса илÿсен авăрне путнă хĕрарăм. Пĕр авăк шăпланнă хыççăн калаçăва малалла тăсрĕ: «Эпĕ «Мучи» скульптурăсене пуçтаратăп. Акă ку — Алтай старикки. Ку — Бурят, ку — Байкал, кăна Аслă Новгородран, теприне Дагестанран илсе килтĕм. Пĕрремĕш старик Польшăри Краков хулинчен пулнăччĕ. Мана çакнашкал мучисем çав тери килĕшеççĕ. Вĕсем управçă, сыхлавçă вырăнĕнче. Кавказа, çÿлерех асăнтăм ĕнтĕ, тусене тепĕр хут курассишĕн кайрăм. Кавказ тăвĕсем, Алтайрипе танлаштарсан, пачах расна. Манăн шухăшпа, Кавказра та пулса курмаллах. Уйрăмах — Домбайра. Калăпăр, тин кăна çулла, тепĕр сехетрен е иккĕрен хĕллене куçатăн. Унта юр тăрăх утатăн, сивĕ… Ирĕксĕрех ăшă тăхăнатăн. Перчетке пирки аса илетĕн… Пирĕн, наука кандидачĕсен, отпуск 42 куна тăсăлать. Çавăнпа та ăна курса çÿремешкĕн усă курмалла тесе шухăшлатăп. Пĕрре çул çÿреме тытăнсан çав йĕркене пăрахаймастăн, урăхла пурăнаймастăн. Çул çÿревре яланах çĕнĕ çынсемпе паллашатăп. Вĕсемпе кайран çыхăну тытатăп, шăнкăравласах тăратăп. Костромара, сăмахран, Надьăпа паллашнăччĕ. Волгоград çывăхĕнче пурăнать вăл. Галинăпа темиçе çул çыхăну тытатпăр ĕнтĕ. Икĕ çул каялла Псков, Аслă Новгород еннелле кайнăччĕ. Унта тăваттăн çÿренĕччĕ. Галинăпа çыхăну пĕр вăхăт татăлнăччĕ, Ростов хулинче ăнсăртран тепĕр хут тĕл пултăмăр. Эпĕ пĕр ушкăнраччĕ, вăл — тепринче. Ăраскала ĕненмелле. Вăл пире çапла тĕл пултарчĕ. Питĕ савăнтăмăр. Унтанпа пĕр-пĕрне çухатмастпăр. Унпа пĕрле Волхов шывĕ хĕррипе çÿрерĕмĕр, Псковра, Пушкин тăвĕсем поселокра, Аслă Новгородра, Мускавра пултăмăр. Мускавра чухне тăвансем хăйсем Дагестана вĕçесси çинчен пĕлтерчĕç. «Киле кайса ан çÿре, айта тÿрех пирĕнпе», — терĕç. Çак шухăшпа çывăрма выртрăм. «Килте мĕн тăвасха?» — терĕм, билет туянтăм. Çапла Дагестана лекрĕм. Эпир унта Избербаш хулинче пурăнтăмăр. Пÿлĕмри чÿречерен тинĕс курăнатчĕ. Сулакски каньонне кайса килтĕмĕр. Дербента, Астрахань хулисене çитрĕмĕр. Унтан Чăваш Ене таврăнтăм. Килте 5 кун пурăнтăм та Байкала вĕçрĕм». <...>

Роза ВЛАСОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.