Çамрăксен хаçачĕ 34 (6484) № 31.08.2023
Тĕлĕке килнĕ каччăпа çемье çавăрнă
Икĕ чĕре пĕр тикĕссĕн тапсан, икĕ çын ку тĕнчене пĕр-пĕрин валли çуралнине ăнлансан нимĕнле «туйăмсен тĕрĕслевĕ» те кирлĕ мар. Шупашкарта пурăнакан Александрпа Марина Казаковсен юрату историйĕ çакна çирĕплетет те.
Амăшĕн ĕмĕчĕ
Марина Казакова Елчĕк районĕнчи Шуршу ялĕнче ахаль çемьере çуралса ӳснĕ. Ашшĕ Александр Федорович шкул хыççăн тракториста, механизатора кăна вĕренсе тухнă пулсан та анлă тавра курăмĕпе тĕлĕнтернĕ. Марина историпе, географипе е ытти предметпа мĕн те пулин пĕлмесен унран ыйтнă. Александр Федорович çав самантрах ăнлантарса панă. Шел те, вăл 7 çул каялла çĕре кĕнĕ. Амăшĕ Вера Александровна пысăк çемьере çуралнă, 6 пĕртăван ӳснĕ. Асли пулнăран вăл вĕренме каяйман. «Аннен шкул пĕтерсен малалла питĕ вĕренес килнĕ. Анчах унăн ир-ирех тăрса фермăна ĕçе çӳреме тивнĕ. Ĕçе вĕçлесен ачасем Чăваш Тăрăмне шкула кайнине йĕре-йĕре пăхса тăнă. Шкул директорĕ киле пырса: «Сирĕн Верăна вĕренме ямалла», — тесе темиçе хут та каланă. Анне йĕтем, ферма заведующийĕнче нумай çул ĕçленĕ. «Учитель пулас килетчĕ», — тетчĕ вăл пĕрмай куççульленсе. Аннен ĕмĕтне эпĕ тата аппа пурнăçларăмăр. Надя — истори учителĕ. Анне хăйĕн вĕренме май пулманнипе йăмăкне Риммăна та нумай пулăшнă. Акăлчан чĕлхин учительне вĕренсе тухнă Римма Соснова халĕ — Шупашкарти 37-мĕш шкул директорĕ. Анне ялтах пурăнать, кăçал 70 çул тултарать», — вĕрентекен çулне мĕншĕн суйланине ăнлантарчĕ Марина Александровна. Хĕрĕ учителе вĕренме кĕрсен Вера Александровна питĕ савăннă. Вăл вĕрентекенсене çав тери хисепленĕ. «Учитель иртсе кайнă чухне пуçа çĕклеме те вăтаннă эпир», — амăшĕ пĕрре мар çапла каланă. Марина Александровна И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс филологийĕн факультетне вĕренме кĕнĕ, амăшĕн шанăçне тӳрре кăларас тесе тăрăшнă, çĕрĕпе кĕнеке вуланă. «Диплом илсен Шупашкарти электромеханика колледжне ĕçе вырнаçма кайрăм. Колледж умне çитсе тăтăм кăна — анне шăнкăравларĕ. «Темскер хама япăх туятăп», — терĕ. Каялла çаврăнтăм та автобуса ларса яла кайрăм. Аннен инсульт, инфаркт пулнă иккен. Ун чухне аппа Надя Мускавраччĕ, пичче Федя салтакраччĕ. Пăхакан çук. Ним шутламасăр хуларан пăрахса яла куçса килтĕм. Реабилитаци вăраха тăсăлчĕ. Эпĕ Чăваш Тăрăм ялĕнче вĕреннĕ. Унти шкул директорĕ ĕçлеме чĕнчĕ. Нумай шутламарăм — килĕшрĕм. Çапла ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме пуçларăм. Ун чухне, 2010 çулта, Раççейре шăпах Вĕрентекен çулталăкĕччĕ. Чăваш Енре 5 учителе 500 пин тенкĕ преми парассине пĕлтерчĕç. Анчах проект çырса хӳтĕлемеллеччĕ. Директор мана унта хутшăнма сĕнчĕ. Хама тĕрĕслесе пахас терĕм. Нумай тăрăшма тиврĕ. Çапах премие илтĕмех. Ку укçапа тӳрех Шупашкарта пӳлĕм туянтăм. Ялти шкулта учительсем çитместчĕç. Эпĕ вара мĕн ачаран спортпа туслăччĕ те И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра физкультура учительне вĕренсе тухрăм. Тата пĕчĕк чухне питĕ ташлас килетчĕ. Шкулти ачасен те ку ĕмĕт пуррине асăрхарăм. Директорпа канашласа «Ташлакан шкул» проектпа ĕçлеме пуçларăм. Шкулти пĕтĕм ача ташлатчĕ», — калаçăва тăсрĕ ăста педагог. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Аслашшĕ купăс парнелесен ăна хăй тĕллĕн калама вĕреннĕ
Дмитрий Никифоровпа «Çамрăксен хаçачĕ» ирттерекен баттлта паллашрăм. Сцена çинче хăйне ирĕклĕн тытакан йĕкĕте пĕрремĕш хут курсанах вăл маттур юрăç пулнине ăнлантăм. Дима Шупашкар округĕнчи Ишлей шкулĕнче 7-мĕш класра кăна вĕреннине пĕлсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Пултаруллăскерпе çывăхрах паллашас тесе хăйĕнпе курсах калаçма шутларăм.
Пĕрремĕш хут — Мускава Дима 2009 çулта Ишлей салинче çуралнă. Вĕсен йăхĕ-тĕпĕ çак ялпах çыхăннă. Ашшĕ Владимир Николаевич — «Газпромра», амăшĕ Галина Поликарповна çĕвĕçĕре вăй хураççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те юрă-кĕвĕпе туслах мар. Димăна музыка искусствипе аслашшĕ паллаштарнă. Вăл мĕн ачаран купăс каланă. Паллах, кĕвве юратакан çыннăн килĕнче купăс пулнă. 2-мĕш класа кайнă чухне аслашшĕ мăнукне пĕрремĕш хут купăс тыттарнă, «Мĕншĕн-ши эп сана пит юратрăм?» юрра калама вĕрентнĕ. Çавăнтан пуçланнă та Димăн юрă-кĕвĕ «чирĕ». Мăнукĕ купăспа интересленнине кура аслашшĕ инструмента ăна парнеленĕ. Çапла Дима хăй тĕллĕн тата интернетпа усă курса тĕрлĕ юрă-кĕвĕ калама вĕреннĕ. Сасси унăн чăннипех те питĕ уçă. Тепĕр çулхинех Дима алла баян тытнă. Ăна та хăй тĕллĕнех парăнтарнă. Анчах музыка пĕлĕвĕсĕр малалла аталанма май çуккине ăнланнă вăл, çавăнпа кăçал музыка шкулне çӳреме тытăннă. «Ĕлкĕрĕп-ха унта вĕренме, кăçал 8-мĕш класа кăна каятăп вĕт», — тет вăл. Пултарулăхĕ пысăккине кура Дима Никифорова тахçанах тĕрлĕ уява, ял уявĕсене чĕнме пуçланă. Вăл купăс-баян каласа, юрласа халăха савăнтарма пултарать. Иртнĕ çул Юрий Энтин йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри «Чунга-чанга» фестиваль-конкурса хутшăнса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Мала тухнисене Мускава финала чĕннĕ. Çапла 2022 çулхи чӳк уйăхĕнче республикăри тăватă ача çĕршывăн тĕп хулине çул тытнă. Вĕсем «Горизонт» ача-пăча лагерĕнче каннă, çав вăхăтрах фестивале хутшăннă. Унта вĕсене сцена çинче мĕнле юрламаллине, ташламаллине, актер ăсталăхне те вĕрентнĕ. «Пĕрремĕш хут килтен аякра пулса куртăм. Çул çинче чирлерĕм. Çапах çĕнĕ туссем тупни, вĕсем пулăшни йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшрĕç. Тата лагере ачасем валли сăвăсем çыракан паллă поэт Юрий Энтин хăй пыни пĕтĕм йывăрлăха мантарчĕ. Вăл 88 çула çитнĕ пулин те ачасемпе питĕ çывăх пулни хăпартлантарчĕ. Ун валли концерт лартрăмăр. Пире мухтарĕ. Хăйĕн çинчен нумай каласа пачĕ, сăввисене вуларĕ. Эпир питĕ кăмăллă юлтăмăр», — хăпартланса каласа кăтартрĕ Дима. Çĕнĕ çул хыççăн вĕсене каллех Мускава илсе кайнă. Хальхинче — Çамрăк Менделеев лагерьне. Кунта вĕсене Юрий Энтинăн интерактивлă ача-пăча музыка театрĕ хатĕрленĕ тĕрлĕ юмахĕ тăрăх клипсем ӳкернĕ çĕре хутшăнтарнă. Çак юмахсене интернетра та курма пулать. «Кашни çул çӳревех интереслĕ те тухăçлă иртрĕ. Мускава иккĕмĕш хут кайсан Раççей халăх артисчĕпе Геннадий Гладков композиторпа тĕл пултăмăр. Ку та хăйне евĕр парне пулчĕ пирĕншĕн. «Бременские музыканты» мультфильма курман çын çук та пулĕ. Ун валли кĕввине шăпах Геннадий Гладков çырнă. Вăл тĕлпулура хăйĕн юррисене юрласа пачĕ. Эпир те «кивçенре» юлмарăмăр, хамăр та шăрантартăмăр. Композитора пирĕн юрăсем питĕ килĕшрĕç, малашне те çакăн пек ăнăçусем тума сунчĕ», — малалла каласа кăтартрĕ Дима Никифоров. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Класра кăна мар, коридорта та чăвашла калаçатăп»
Ыран шкул ачисем парта хушшине ларĕç. Уяв умĕн кăçал Раççейре вĕрентекенпе наставник çулталăкĕ пулнине шута илсе Шупашкарти 33-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, «Раççей Федерацийĕн воспитанипе çутĕçĕн хисеплĕ çынни» кăкăр паллине тивĕçнĕ Ирина ДИАРОВĂПА тĕл пултăм.
Хăйне сăмах панă
— Ирина Алексеевна, сирĕнпе акă эсир ĕçлекен шкулта тĕл пултăмăр. Халĕ чăваш тĕнчине витĕмлĕн сăнарлакан класра парта хушшинче чăвашлăх туйăмĕпе тулса ларатăп. Сирĕн шкулта çак кунсенче августри педканаш иртнĕ. Еплерех çивĕч ыйтусене çĕклерĕç çĕнĕ вĕрентӳ çулĕ умĕн?
— Учительсене предметсемпе мĕн чухлĕ сехет уйăрасси, малтанхи вĕренӳ çулĕнчи çитĕнусем пирки, ачасем экзаменсене еплерех тытни, вĕрентекен хăш класа ертсе пырасси тата ытти çинчен калаçрĕç. — Кăçалхи вĕренӳ çулне те унчченхи пӳлĕмрех пуçлатăр-и?
— Хамăн пӳлĕмре 1998 çултанпа ĕçлетĕп. Кунта яланах таса та тирпейлĕ.
— Стенаран сирĕн кĕске биографие çырнă, сăн ӳкерчĕксемпе илемлетнĕ стенд çакăнса тăрать. Кунтах — Чăваш Енĕн сумлă çыннисен сăн ӳкерчĕкĕсем.
— 2013 çулта Мускавра тăван чĕлхе вĕрентекенсен хушшинче иртнĕ конкурса хутшăнтăм. Çак кĕске информацие хампа паллаштарма тесе ятарласа турăм. Кайран ăна класра çакас терĕм. Эпĕ — шкулти стажировка лапамĕн хуçи. Ытти шкултан килекен педагогсем «Кам-ха вăл — Ирина Алексеевна Диарова?» текен ыйту хуравне стендран пĕлме пултараççĕ.
— Педканашра предметсемпе сехет уйăрасси пирки калаçнă терĕр. Шкулсенче чăваш чĕлхи урокĕсене чакарнă, сирĕн шкулта ку енĕпе лару-тăру еплерех-ши?
— 2017 çулта тăван чĕлхене суйласа вĕренмелле тесен ку пирĕн республикăна пырса тивмест пулĕ тенĕччĕ. Пирĕн икĕ патшалăх чĕлхи-çке. Анчах ачасен тăван чĕлхене суйламалла терĕç. Пур çĕрте те çак ыйтăва патăм: «Мĕншĕн физика, математика, хими предмечĕсене суйласа вĕрентмеççĕ-ха?» Калăпăр, пулас филолога çак предметсене тарăннăн вĕренни кирлех-и? Эпĕ çак саккуна йышăнман, йышăнаймастăп та. «Тăван чĕлхене куçарусăр мелпе вĕренесси» проектпа чылай çул ĕçлетĕп. Çак проект тăван чĕлхене урăхларах хаклама пулăшать. Ачасем чĕлхене вăйă мелĕпе вĕренеççĕ. Çавăнпа пирĕн шкулта чăваш чĕлхине пур ача та вĕренет. Шкул администрацине, директора куншăн тав сăмахĕ каламаллах. Эпир çав пĕр сехете сыхласа хăварма май тупрăмăр. Ку тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕ те хирĕç каламарĕ. Кăçалтан пуçласа 1-мĕш классенче тăван чĕлхене тепĕр сехет чăвашла вĕрентĕпĕр. Çапла пĕр урок чăвашла патшалăх чĕлхи пулать, тепĕр сехет — тăван чĕлхе урокĕ. Патшалăх чĕлхи урокĕнче ытларах паллă çынсемпе, театрсемпе паллаштаратпăр, тăван чĕлхе урокĕнче вара чăвашла калаçма, хутшăнма вĕрентетпĕр.
— Ачасем те çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ пулĕ-ха.
— Иртнĕ вĕренӳ çулĕн вĕçĕнче Шупашкара тĕлĕнтертĕмĕр. Манăн класри Дима Черновпа Яна Петрова 9-мĕш класс хыççăн чăваш чĕлхипе экзамен тытрĕç. Эпĕ вĕсене 1-мĕш класранпах чăваш чĕлхине вĕрентетĕп. Экзамена çанă тавăрсах хатĕрлентĕмĕр. 30 ытла изложени çыртăмăр. Ку вĕренӳ çулĕнче те ачасем чăваш чĕлхипе экзамена хатĕрленессе шанатăп. Шкулта манăн хамăн йĕрке. Эпĕ класра çеç мар, коридорта та ачасемпе, ĕçтешсемпе чăвашла кăна калаçатăп.
— Эсир хăвăрăн ĕçе юратни туйăнать…
— Чăнласах юрататăп. Урока уява килнĕ пек килетĕп. Республикăра чăваш чĕлхине аталантарас тесе тем тĕрлĕ конкурс та иртет. Кашни çулах ачасемпе сочинени çырса конкурссене хутшăнатпăр, сăвă калатпăр, тĕпчев ĕçĕсем хатĕрлетпĕр. Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче 35 конкурса хутшăнтăмăр, 22-шĕнче малти вырăнсене йышăнтăмăр. Иван Яковлев пирки видео хатĕрлесе И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ регионсен хушшинче йĕркеленĕ конкурсра та çĕнтерейрĕмĕр.
— Шкулти ытти халăх ачисене чăваш чĕлхине мĕнле вĕрентетĕр?
— Чăваш чĕлхине вĕренес килмест тенине, алла чĕре çине хурса калатăп, хамăр шкулта нихăçан та илтмен. Тен, çурăм хыçĕнче калаççĕ пуль. Эпĕ класс пухăвне чăвашла çеç ирттеретĕп. Манăн класри ачасен ашшĕ-амăшĕ хушшинче чăвашла ăнланманнисем çук. Эпĕ чăвашла шухăшлатăп, чăвашла пурăнатăп. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
Унăн юррисем мăшăрне кĕтекен хĕрарăмсемшĕн гимн пек
Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Олеся Спиридоновăн мăшăрне мобилизаципе илсе кайнă. Пĕр кунхине Владимир ытти салтакпа пĕрле çапăçăва кĕнĕ. Çавăн хыççăн арăмĕ ун пирки икĕ эрне нимĕнле хыпар та илтмен. Кашни самантра кĕлтунă, шăнкăрав кĕтнĕ… «Ман чĕре вăл мĕнле сывланине илтет», — пĕрмай пăшăлтатнă Олеся. Çакăн хыççăн унăн «Слышишь» юрă çуралнă. Вăл ăна упăшкин ротинчи салтаксене тата вĕсен мăшăрĕсене халалланă.
Хĕл Мучи шыранă та…
Олеся Пушкăртстанри пысăках мар Айгуль ялĕнче пурăнать. Кунта тĕрлĕ халăх çынни кун кунлать, чылайăшĕ — чăваш. Вăл Çтерлĕ хулинчен инçех мар. Çавăнпах çемье ку ялта çурт туянма шухăшланă. Олесьăн ачалăхĕ Тетерпуç ялĕнче иртнĕ. Ашшĕпе амăшĕ халĕ те унтах пурăнаççĕ. Олесьăн пысăках мар бизнес пур. 15-мĕш çул ĕнтĕ чечек студине тытса тăрать. Вăл ытларах туй, ача-пăча уявне йĕркелеме пулăшать. Зала, туй машинине чечекпе илемлетет, аниматор пулса тăрăшать. Олеся хăйĕн ĕçне чунран юратнине палăртать. Вăл флорист ĕçне ятарласа вĕренмен. Хăй çавăн пек пултаруллă пулнине калать. Унăн çемйи те талантлă: мăшăрĕ — Çтерлĕ районĕнчи культура керменĕн илемлĕх ертӳçи. Мобилизаци пуçланиччен Олесьăпа Владимир кĕрекеçĕ пулса туй ертсе пыма та пуçланă. Темиçе уяв ирттернĕ кăна — киле повестка çитнĕ.
Олеся мобилизаци пуçлансанах мăшăрне хатĕр пулмаллине каланă. «Санăн чăн-чăн арçын, хăюллă пулмалла терĕм. Кирек мĕнле хĕрарăм та юратнă çыннине ярасшăн мар. Арçынсен вара Тăван çĕршыва хӳтĕлемелле. Хĕрарăмăн кун пек лару-тăрура арçынна хавхалантарса, пулăшса пымалла. Ун пек тумасан ăна йывăр килет», — палăртрĕ çамрăк хĕрарăм. Вăл мăшăрĕпе çыхăнăва тухсан ăна пĕрмаях хавхалантарма тăрăшать. Олеся хăйĕн пек мăшăрне çар операцине ăсатнă хĕрарăмсене те ырă сăмахпа пулăшать. Владимир вĕренӳре Пензăра пулнă. Олеся инçе çула кĕскетсе ун патне хăйĕн машинипе кайнă. Хăйсен тăрăхĕнчен мобилизаципе кайнă салтаксем валли пухнă япаласене те пĕрле илнĕ. Япала нумаййипе ларкăчсене илсе пăрахма тивнĕ, алăксем аран-аран хупăннă.
Çамрăк мăшăрăн чун киленĕçĕ — юрласси. Унччен Олесьăпа Денис юлташĕсемпе пĕлĕшĕсен çуралнă кунĕнче час-часах юрă шăрантарса кăмăла çĕкленĕ. Музыкăсăр пурăнма хăнăхман Денис вĕренӳре чухне пĕтĕм салтак умĕнче юрланă. Ăна арçынсем ӳкере- ӳкере соцсете вырнаçтарнă, çав видеона пĕлĕшĕсемпе тăванĕсем патне ярса панă.
— Владимирпа 4 çул пĕрле эпĕ. Кăçал çемье çавăрнăранпа 3 çул пулать. Унпа интернетра паллашрăм. Эпĕ студент çулĕсенченпех ыр кăмăллăх ĕçне хастар хутшăнатăп. Ун чухне ача çурчĕсене çӳреттĕм. Килсĕр йытăсемпе кушаксене пăрахмастăп. Вĕсене сипленĕ хыççăн çĕнĕ хуçа тупатăп. Хам ĕçлесе илнĕ укçан пĕр пайне йывăр лару-тăрăва лекнĕ, чирлĕ çынсене пулăшма яратăп. Кашни Çĕнĕ çул умĕн сахал тупăшлă çемьери ачасене савăнтарма, парне пама çӳретĕп. Хамах — Юр пике. Пĕррехинче манпа пĕрле çӳрекен Хĕл Мучине темĕн пулчĕ, те чирлерĕ — пыраймарĕ. Интернетра Хĕл Мучине шырама тытăнтăм. Çавăн чухне Владимирăн страници куç тĕлне пулчĕ. Унăн юлташĕ пулма заявка ятăм. «Эпир пĕр-пĕрне паллатпăр-и?» — çырчĕ вăл. «Çук. Эпĕ Хĕл Мучи шыратăп», — хуравларăм. «Ĕмĕрлĕхех-и?» — ыйтса ячĕ вăл. Çапла паллашрăмăр та, ĕмĕрлĕхех курăнать, — шӳтленĕ май каласа кăтартрĕ хăй вăхăтĕнче учителе вĕреннĕ, шкулта кĕçĕн классене 6 çул вĕрентнĕ Олеся. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
2023 çулхи çулла мĕнпе асра юлĕ?
Паян — çуллан юлашки кунĕ. Çак виçĕ уйăхра республикăра пĕлтерĕшлĕ, кăмăллă, çав вăхăтрах кĕтмен тата чуна хурлантаракан пулăмсем пулса иртрĕç. Çуллана пĕтĕмлетнĕ май чи хăйне евĕр пулăмсене аса илер.
Сăра фестивалĕ
Сăра ĕçме кăмăллакансене «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль тепĕр хут пухрĕ. Вăл кăçал та Шупашкарти Юхан шыв портĕнче иртрĕ. Фестивалĕн хăйне евĕр рекорчĕсене тӳрех асăнар: 8 кунра унта 45 пин çын пырса курнă, вĕсем 52 пин литр кăпăклă сăра, 17 пин литр алкогольсĕр ĕçме тата 2 пин литр кăрчама тутанса курнă. Шупашкара Воронеж, Мускав, Тула, Самар, Калуга, Ленинград, Чулхула, Пенза, Чĕмпĕр облаçĕсенчи, Мари тата Тутар республикисенчи çынсем çитнĕ. Чикĕ леш енчен — Китайран, Индирен, Монголирен, Намибирен — хăнасем килсе курнă. Вĕсем Чăваш Енри, Самар, Чулхула, Чĕмпĕр, Мускав облаçĕсенчи, Йошкар-Олари, Çыр Чаллăри, Хусанти, Санкт-Петербургри сăра хатĕрлекен компанисен продукцийĕпе паллашнă. Уява вырăнти тата урăх регионсенчи юрăçсемпе ташăçăсем илем кӳнĕ. Тĕп хăнасем Беларуçри «Леприконсы» ушкăн артисчĕсем пулнă.
Тепĕр мисс
Чăваш хĕрĕсем çулленех тĕрлĕ илем конкурсĕнче палăраççĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студентки Диана Яковлева çак çулла Мускавра иртнĕ «Раççей топ тĕнче мисĕ» ята çĕнсе илнĕ. Хальхи вăхăтра пике университетра дизайнера вĕренет. Çав вăхăтрах ăслăлăх валли вăхăт тупать. Çĕнĕ Шупашкар хĕрĕ фотосессисенче ӳкерĕнет, мода куравĕсене хутшăнать. Вăл икĕ модель агентствинче преподаватель пек ĕçлет: хăйĕн опычĕпе ыттисене паллаштарать. Ташă — унăн пурнăçĕн пĕр пайĕ. Пике ку енĕпе те çитĕнӳсем тăвать. Пурăна киле вăл хăйĕн студине уçас ĕмĕтлĕ. Диана палăртнă тăрăх, çыннăн пĕрмай аталанмалла. Конкурсра çĕнтерни вара уншăн — ăнăçу патне ăнтăлмалли тепĕр картлашка. <...>
Ирина КОШКИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...