Комментари хушас

29 Çурла, 2023

Хыпар 96 (28124) № 29.08.2023

Мухтавлă ентеш тата Сталин

Етĕрне уесĕнчи (халĕ Вăрнар округĕнчи) Кульцав ялĕнче çуралнă СССР халăх артисчĕ Максим Михайлов çуралнăранпа çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче 130 çитрĕ.

Унăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан статья «Хыпарта» сахал мар пичетлерĕмĕр. Çапах çырса кăтартманни те чылай. Калăпăр, Максим Михайловăн тата СССР ертÿçин Иосиф Сталинăн хутшăнăвĕ. 1929 çулччен чиркÿре ĕçленĕ Максим Михайлов 1932 çулта Пысăк театрта юрлама пуçласан Хусанта, Ĕпхÿре, Омскра священниксемпе çыхăну йĕркелеме тăрăшман, кунтан та ытларах — вĕсене манма тăрăшнă. Мĕншĕн тесен вăл 1930 çулсенче чылай пачăшкăна репрессиленине пĕлнĕ. 1909 çулта пурнăçне чиркÿпе çыхăнтарнăскер театрта ĕçленĕ тапхăрта ун пирки хăйне сăмах тивесрен асăрханнă. Çавăнпа настоятельсен хурлăхлă шăписем, çав шутра хăйĕн çулне уçса пынă наставниксем, çинчен калаçма тăрăшман. Кульцаври ентешĕсем вăл маларах чиркÿ хорĕн юрăçи, диакон, протодиакон пулнине илтнĕ. Ахăртнех, çавăнпа ăна, 1937 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланăскере тата «РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ» ята тивĕçнĕскере, хăйсен Сталин ячĕллĕ колхозĕн 10 çулхи юбилейне 1939 çулта паллă тума йыхравламан. 1938 çулхи чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче йĕркеленĕ Кульцаври уява та СССР Аслă Канашĕн депутачĕсене, СССР Геройĕсене Петр Пумпурпа Валерий Чкалов летчиксене тата республикăри 120 колхозника чĕннĕ, анчах хăйсен паллă ентешне йыхравламан. 1940 çулта Максим Михайлова СССР халăх артисчĕн ятне пани те Кульцавра чыслама хистемен. Паллах, юрăç сăлтавне ăнланнă: колхоза ертсе пыракан коммунистсем çамрăк чухне священник пулнăскерпе çыхлансан партаппарат умĕнче куçран ÿкесрен шикленнĕ. Вĕсем кăна мар, республика ертÿçисем те хăранă. Мĕншĕн тесен 1937- 1939 çулсенче нумайăшне, çав шутра чиркÿ çыннисене, «революцие хирĕçле организацире тăнăшăн» айăпласа ĕçлесе юсанмалли лагере янă е персе вĕлернĕ. Пысăк театрăн тăватă артистне, çав шутра Максим Михайлова, СССР Халăх Комиссарĕсен Канашĕ Сталин премине парасси пирки «Извес¬тия» хаçатăн 1941 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕн¬чи номерĕнче йышăну пичетлесе кăларсан çеç Кульцавсем Максим Дормидонтовичпа çыхăну йĕркеленĕ. — Йышăну кун çути курсан СССР Аслă Канашĕн депутачĕ, Сталин ячĕллĕ колхоз председателĕ Сергей Коротков тата парти ячейкинче тăракансен ушкăнĕ сумлă премие тивĕçнĕ ятпа ун патне телеграмма ярса саламланă, — каласа кăтартрĕ «Максим Михайлов: «настоящий русский бас» кĕнеке авторĕсенчен пĕри, Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн ÿнер уйрăмĕн наукăн аслă сотрудникĕ Михаил Кондратьев. — Часах колхозниксем унпа тĕл пулма Мускава кайнă, Пысăк театрта Михаил Глинкăн «Иван Сусанин» оперине курнă. Халăх геройĕн арине ентешĕ Максим Дормидонтович юрланă. Паллă артист колхоз делегацине хваттерĕнче ăшшăн йышăннă, пултарулăх ĕçĕ çинчен каласа панă, тĕллевĕсемпе паллаштарнă, «партипе правительство тата Сталин искусство ĕçченĕсене питĕ нумай пулăшнине» палăртнă. Колхозниксене вокзала çитиччен ăсатнă, вĕсен асне тĕлпулу ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă. Çыхăну йĕркеленнине çирĕплетекен 1941 çулхи сăн ÿкерчĕк упранса юлнă, унта бас колхозниксен хушшинче сăнланнă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


«Тăшмана Курск пĕккинче чăл-пар салатрăмăр»

Курск пĕккинчи çапăçу 1943 çулхи утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче пуçланнă, Хĕрлĕ çар çурлан 23-мĕшĕнче Харьков хулине ирĕке кăларнипе вĕçленнĕ.

Унта тăшман пысăк çухату тÿснĕ, çапăçу хыççăн нимĕçсен пирĕн полксене тапăнма хĕç-пăшал та, çынсем те çитмен. Республика хаçачĕсен 1943 çулхи çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнчи номерĕсенче Хир фрончĕн çарĕсем аякри Воронеж тата Кăнтăр-хĕвел анăç фрончĕсем пулăшнипе хаяр çапăçусенче хирĕç тăнă тăшмана хуçни, ăна тапăнса Харькова илни, çĕршывăн тĕп хулинче 220 тупăран çирĕм хут персе хулана нимĕçсенчен тасатнă чаçсене чысласси çинчен пĕлтернĕ. Çапăçăва хутшăннă хăш-пĕр ветеран аса илĕвĕ Хальхи вăхăтри историн патшалăх архивĕнче упранать. «Курск пĕккинче çапăçу пуçланасса пирĕн 140-мĕш Çĕпĕр дивизийĕ Молотычи тата Теплое ялĕсем патĕнче кĕтрĕ, — çырса хăварнă Шупашкар районĕнчи Мемеш ялĕнче çуралнă Василий Сорокин, вăрçă хыççăн журналистра ĕçленĕскер. — Çурлан 7-мĕшĕнче 25-30 нимĕç хурчки кашни çур сехетрен пирĕн пата вĕçсе пырса сăнав пункчĕсем тата Теплое тÿпемĕнчи пехота çине çĕр-çĕр бомба пăрахрĕ, вĕсене артиллери снарячĕсемпе хупларĕ — татăкĕсем хура тăхлан çумăрне аса илтерсе çĕре шапăр-шапăр тăрăнчĕç. Пуç çинче икĕ снаряд та пĕр-пĕринпе çапăнса çурăлчĕ. Бомба-снаряд çурăлнăран çĕр чĕтренчĕ, типĕ тăпра çĕкленнĕрен тусанпа ĕнĕк витĕр нимĕн те, çав шутра хĕвел те, курăнми пулчĕ. Пÿртсене çулăм хыпса илчĕ, тырă кĕлленчĕ, снарядсем катари йывăçсене те вут хыптарчĕç. Çунакан çу, шăраннă тимĕр, кĕл шăрши таврана сарăлчĕ. Сывлăшра хăлхана çуракан кĕрлев тăчĕ. Сывлама йывăр — йĕклентерчĕ. Хăшĕ-пĕрин хăлхаран юн юхать, хăлха карăнтăкĕ ан çурăлтăр тесе çăвара уçатпăр. Чăтма май çук тамăк. Çут тĕнче пĕтсе килнĕн туйăнать. Авă, тÿпере нимĕç самолечĕсен тепĕр ушкăнĕ курăнчĕ те — аялалла ÿкекен бомбăсем чун-чĕрене çурасла шăхăрни хăлхана хупларĕ. Мĕншĕн çавнашкалах шăхăраççĕ? Фашистсем сăсăл вĕçтереççĕ: бомбăпа пĕрле рельс татăкĕсем, пушă пичкесем пăрахаççĕ. Сывлăша çурса ÿкнĕ чухне арçуринчен хытăрах та шăхăраççĕ. Чĕре хыттăн тапать, чун тухассăн туйăнать. Анчах пирĕн салтак пурне те курнă-тÿснĕ, фрицсен психика атакисене хăнăхса çитнĕ. Ку çеç те мар, хăрушă самантсенче вăл шÿтлеме те пултарать. Окопра манпа юнашар выртакан Гриша Иванов, Шупашкар районĕнчи Хурамакасси каччи, тутине йĕлпĕртсе лĕхлетсе илчĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ — тÿпем хыçĕнчен хура хĕреслĕ танксем сăмсине кăтартрĕç, авă, пирĕн окопсем патне çывхарчĕç. Хĕрлĕ артиллеристсем тĕллесе тÿрĕрен пеме тытăнчĕç. Вĕсен хыçĕнчи фрицсем çине минăсем тăкăнчĕç — лешсем унталла-кунталла ывăтăнчĕç. Танксем хÿтĕлев тăрăхĕ урлă каçассишĕн атакăна темиçе хут та тухрĕç, анчах патне те çитеймерĕç. Хаяр çапăçу темиçе куна тăсăлчĕ. Дивизи офицерĕсемпе салтакĕсем эрнере 90 ытла атакăна сирсе ячĕç, 270 танка вут хыптарчĕç, 8 самолета персе антарчĕç, 15 пин ытла фрица леш тĕнчене ăсатрĕç. 1943 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче пирĕн çарсем тапăну операцийĕ пуçларĕç, çурлан 5-мĕшĕнче Орел тата Белгород хулисене тăшманран ирĕке кăларчĕç». Мари Эл журналисчĕ Михаил Иванов Улатăр районĕнчи Алтышево ялĕнче çуралнă Яков Сульдин аса илнине ха¬çатра пичетленĕ: «Курск патĕнчи юнлă çапăçуран тăватă талăк тухмарăмăр, пурте пуç хума хатĕрччĕ. Пĕр атака хыççăн теприне сиртĕмĕр, хамăр та атакăна çĕк¬лентĕмĕр. Малтанхи кунсенче çак шухăш пуçа пăралатчĕ: тăшмана тытса чарма вăй çитерейĕпĕр-ши? Пирĕн çинелле «Тигрсем» темиçемĕш хут талпăнаççĕ, вĕсен хыçĕнче — автоматлă фрицсем. Акă, пирĕн Т-34 танксемпе автоматчиксем атакăна тухрĕç. Мясников танкисчĕсем паттăррăн çапăçрĕç, анчах вăй тамалсах пычĕ. Ман куç умĕнче темиçешĕнчен хура тĕтĕм палкаса хăпарчĕ, хыççăнах — тата пĕринчен. Юлашки пеме чарăнмарĕ, снаряд хыççăн снаряд кăларса ячĕ, пулеметĕнчен çулăм пĕрĕхтерчĕ. Эпĕ экипажа пулăшма васкарăм, мана башньăна йышăнчĕç. Пирĕн пата çывхаракан «Тигрсене» тĕллесе петĕмĕр. Курск патĕнчи çапăçу пуçланнăранпа нимĕçсем эпир хÿтĕленнĕ çĕрте çухату нумай курчĕç, чăн та, вăл пирĕн те пысăкчĕ. Полка тăваттăмĕш талăкра хÿтĕленÿ вырăнĕнчен кăларчĕç. Нумай танкист унтан танксăр, юлташĕсемсĕр тухрĕ. Юлнă техникăна юнашар чаçе шанса патăмăр та полк валли çĕнĕ экипажсемпе танксем йышăнма çул тытрăмăр». <...>

Анастасия УШЕНИНА

♦   ♦   


Чăматан йăтма пулăшакана… качча кайнă

Кил-çурт ăшшине упракан, юратнă мăшăр, асанне, кукамай, ял хастарĕ. Мухтава чăннипех те тивĕçлĕ, сатур. Тăвай ен аталанăвне пысăк тÿпе хывакан хĕрарăмсенчен пĕринпе, Чутейре пурăнакан Людмила Михайловăпа паллаштарма сăлтавĕ те пур. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, ăна, пилĕк ача амăшне, «Анне» мухтав паллипе чысланă.

Людмила Алексеевна Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнчи çичĕ ачаллă çемьере кун çути курнă. Ача чухнех учитель профессийĕн пархатарлăхне ăса хывса ÿснĕ. Вăтам шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмне куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ. \ Студент çулĕсенчи ĕç биографийĕ Шупашкарти пиравăр тĕртекен фабрикăпа çыхăннă, унта вăл пир тĕртекенре тăрăшнă. Аслă пĕлÿ илнĕ дипломлă хĕре Тăвай тăрăхĕ хапăл туса йышăннă. Çĕнĕ Ишпуç, Чутей шкулĕсенче ачасене тăван чĕлхепе литературăна юратма вĕрентнĕ вăл. Ырă чунлă та сăпайлă учитель ĕçтешĕсен, ашшĕ-амăшĕн, ял-йышăн хисепне часах тивĕçнĕ. Çĕнни патне ăнтăлаканскер «Ешĕл хунав» кружок йĕркеленĕ. Ачасене сăвăсемпе заметкăсем шăрçалама вĕрентнĕ. Хайлавĕсем районти «Ял ĕçченĕ» хаçатра тăтăшах кун çути курни çамрăк çыравçăсене хавхалантарнă. Юратнă вĕрентекенне район, республика шайĕнчи предмет олимпиадисенче çĕнтерÿçĕ, призерсен йышĕнче пулса савăнтарнă. Пултаруллă ачасем хатĕрленĕшĕн вĕрентекене ЧР Вĕрентÿ министерствин, ытти ведомство-организацин тав хучĕсемпе чысланă. Людмила Алексеевна хăй те професси ăсталăхне ÿстерме конкурссене хутшăнать. «Çулталăк вĕрентекенĕ» тупăшура пултарулăхне кăтартнă. Республикăри сăн ÿкерчĕксен конкурсĕнче малти вырăна йышăннăшăн ăна ЧР Вĕрентÿ министерстви Дипломпа наградăланă. Педагогсен муниципалитет шайĕнчи тĕрлĕ конкурсĕнче темиçе хутчен те Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Сăмах май, унăн вĕренекенĕсенчен нумайăшĕ учитель ĕçне суйланă. Журналист профессине алла илнисем темиçен те. Вĕсен ăшă тав сăмахĕсем уншăн чи пысăк хаклав вырăнĕнче. Людмила Алексеевна çемье телейне Чутей ялĕнчех тупнă. «Чутеевский» хуçалăхри Владимир Михайлов механизаторпа ĕçлеме килнĕ кунах паллашнă. Хĕре хĕрлĕ чăматанне йăтма пулăшса общежитие çитерсе панă каччăпа тепĕр çул туй кĕрлеттернĕ. Иккĕшĕ те нумай ачаллă çемьере çитĕннĕрен пысăк йыш çинчен ĕмĕтленнĕ. Паян вĕсем чăннипех те телейлĕ ашшĕпе амăшĕ: виçĕ хĕрпе икĕ ывăл пăхса ÿстерсе аслă çул çине кăларнă. «Ачисемпе мăнаçланмалăх пур», — тет тус-юлташĕ те хавхалануллăн. Александр Шупашкарти коопераци институтĕнче вĕ¬реннĕ. Татьяна — Хусанти медицина, Мария та çав хулари технологипе дизайн колледжĕсенче професси илнĕ. Алексей — Шупашкарти электромеханика колледжĕн, Елена Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин студенчĕсем. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра ачисем пĕрмаях мĕнле те пулин конкурс-фестивале, олимпиадăсене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса малтисен йышне кĕнĕ. Юрă-ташăра пултаруллă Лена ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ те пулнă. Халĕ музыка училищинче 2-мĕш курсра вĕренекенскер республикăри, Пĕтĕм Раççейри конкурссенче темиçе хутчен те лауреат дипломне тивĕçнĕ. Çапла кашниех хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн тĕрĕслесе малашлăхне чун туртнă ĕçпе çыхăнтарнă. Канмалли кунсенче, пысăк уявсенче вĕсем çуралнă килне васкаççĕ. Çемьепе ăçта каяссине, мĕн тăвассине Михайловсем палăртма хăнăхнă. Çут çанталăкра пулма кăмăллаççĕ. Владимир Ивановичпа Людмила Алексеевна ачисене çывăх тăванĕсемпе хутшăнма та хăнăхтарнă. Амăшĕ çуралнă Патăрьел тăрăхĕнче те тăтăшах пулаççĕ вĕсем. <...>

Раиса ШУМОВА

♦   ♦   


Кинемей килти пуканесене чăвашла тумлантарнă

Телей тенине кашни çын хăйне майлă ăнланать. Пĕри телее юратура шырать, тепри сывлăхпа тăнăçлăха мала хурать. Эпĕ сире телейлĕ хĕрарăм çинчен çырса кăтартасшăн. Калама çук йывăр пулнă унăн пурнăçĕ, шăпа ăна тĕрлĕ кăткăс тĕрĕслев витĕр кăларнă, хĕрарăм пурпĕрех парăнман, малаллах талпăннă.

Пĕр кун ĕçе тухманшăнах айăпланă

Елена Ирзакова /Вершева/, Анаткас Хачăкра çуралса ÿснĕскер, иртнĕ уйăхра 94 çул тултарчĕ. Ырă та уçă кăмăллă кинемей мана тарават кĕтсе илчĕ, аса илÿ çăмхине сÿтнĕ май хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан вăй питти арçынсем тăшманпа çапăçма тухса кайнă. Ун чухне 12 çулти Лена аслисемпе тан колхозра вăй хунă: сÿреленĕ, тырă вырнă, авăн çапнă. Лаша кÿлсе тырă миххисене Шупашкара çити турттарнă. «Мĕнле йывăрччĕ», — аса илет Елена Мокеевна. Çав сăмахсене каланă чухне йывăр çĕклеме йăтни куç умне тухать пулĕ, кинемей куçĕ шывланать. Асаплă та тертлĕ вăрçă çулĕсенче иртнĕ хĕн-хурлă ачалăх çулĕсем унăн асĕнче тарăн йĕр хăварни сисĕнет. Муркаш тăрăхĕнчи Сергеевка шкулĕнче 5 класс вĕренме ĕлкĕрнĕ хĕрача. 14 çула çитсен Шупашкарти заводра патрон тултарнă çĕрте ĕçлеме тытăннă, хĕр çавăнта виçĕ çул, вăрçă пĕтичченех, вăй хунă. «Кашни кун 12-шер сехет ĕçлеттĕмĕр. Тăхăнмалли те, çимелли те пулман», — хурланнипе сасси чĕтренсе тухать Елена Мокеевнăн. Чăтнă çав, тÿснĕ, ăна йывăрлăх парăнтарайман. Тăхăнмалли çуккипе шăннăран сахал мар чирленĕ. Хырăм выççине те, вăй çитменнине те пăхман. Вăрçă пырать-çке, салтаксене пулăшу кирлĕ! Тылри йывăрлăха фронтрипе танлаштарма çук, кунта тăхлан айĕнче мар. Чăтăпăр! Акă 1945 çул çитнĕ. Чăтăмсăррăн кĕтнĕ Çĕнтерÿ кунĕ! Вăрçă чарăннă пулин те завод ĕçленĕ-ха. Канма май килменнипе ывăннă хĕрача тăван ялне таврăннă, пĕр кун ĕçе кайман. Çавăншăн Елена Мокеевнăна саккунпа айăпласа тăватă уйăхлăха Шупашкарти тĕрмене хупнă. Чĕре çурăлса каймалла! Пурнăçри тĕрĕслĕх, пур-ши эсĕ? Мĕн тунă-ши çаплах айăплама кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ хĕр-упраç? 1946 çулта Атăл леш енне вăрман касма янă. Сарлака та пысăк йывăçсене ал пăчкипе татнă, туратсене иртнĕ, тирпейленĕ.

Машина айне пулнă

Пĕррехинче киле таврăннă чухне Шупашкар урамĕнче Елена пысăк машина айне пулнă. Кам шутланă-ха иртсе пыракан машина хĕрачана кутамккинчен çаклатасса? Ленăна больницăна илсе кайнă, шăммисем хуçăлса пĕтнĕрен темиçе операци тунă. Вар-хырăмри нумай органа амантнă çав машина. Больницăра виçĕ уйăх хускалми выртнă вăл. Унтан тухсан 17 çулти хĕр çĕнĕрен утма вĕреннĕ. Ура çине тăма килтисем пулăшнă. Çын мĕн чухлĕ чăтма пултарать, Турри çавăн чухлĕ чăтăмлăх парать тенине илтнĕ-ха, анчах кун чухлĕ нуша пĕр çынна лекни тĕлĕнтерет. Чи пăшăрхантараканни вара — тухтăрсем палăртнă диагноз. Елена Мокеевнăна ача çуратма юраманни çинчен каланă. Çакă уяр çанталăкра аçа çапнă пекех янăранă. Мĕнле-ха капла? Кашни хĕрарăмăн тивĕçĕ — амăшĕ пуласси, ăрăва тăсасси. Çемье вучахне чĕртеймесен, ун ăшшине тытма май килмесен, ача сассине илтмесен мĕнле пурăнмалла? Пурнăçăн тĕп тĕллевĕ йăх-несĕл аталанăвĕ пулни куçкĕретех. Сывалнăшăн савăнмасăрах больницăран тухнă вăл. 77 çул каялла пулнă синкер пирки паянхи кун та чĕрине ыраттарса куççуль витĕр каласа кăтартрĕ Елена Мокеевна. Хуйха сирес тесе ĕçе кÿлĕннĕ вăл. Малтанах çăмăлраххине вырнаçнă. Ивановкăри питомникре йĕкелтен, мăйăртан тата ытти вăрăран калча туса нумай ÿсен-тăрана пурнăç панă. Каршлăхри туберкулезран сипленмелли санаторире вăй хунă.

Мускавран — яла

Усал хыпар юлан утпа çÿрет теççĕ. Ялти халăх аманнă хĕр çине тиркесе пăхнă — ача çуратма юраманнине таврара пурте пĕлнĕ тейĕн. Кашниех тăрăхласа-сивлесе сăнанă пек туйăннă ăна. Çавăнпа Елена Мокеевна хĕр тантăшĕпе пĕрле Мускава тухса кайнă, унта штукатур-малярта ĕçлеме тытăннă. Чуна парсах тăрăшнă вăл. Пултаруллă, ĕçлеме ÿркенмен хĕре стройкăра мастерта ĕçлекен каччă асăрханă. Качча тухма ыйтнă. Анчах Лена тухтăрсем ача çуратма юраманни çинчен асăрхаттарнине манман. Ку судра çырса панă приговор пекех янăранă, канăç паман, çĕнĕ пурнăç тĕвĕлеме хушман. Еленăн ĕçрен тухса кайма тивнĕ. Юратнă çыннипе пĕрле пулайманни чуна шĕкĕ çинĕ пекех кăшланă пулинех. Савнă çынпа пĕрле пулассинчен хăраса, ăна телейлĕ тăваймассинчен шикленсе хĕр тăван ялне таврăннă. Штукатур-маляр ĕçне алла илнĕскер тĕрлĕ çĕрте вăй хунă: МСОра тата ПМКра çуртсем купаланă çĕрте кирпĕч хунă. Муркаш администрацийĕн çуртне, Москакассинчи шкул çуртне купаланă, штукатурка тунă, Мăн Сĕнтĕрти больницăра, райпо çурчĕсемпе лавккисенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, плитка çыпăçтарнă. Йывăр ĕçрен пĕрре те хăраман, Елена Мокеевна ачисене те юсав ĕçĕсене тума вĕрентнĕ. Стройкăра нумай çул ĕçленĕшĕн Елена Мокеевнăна Хисеп хучĕсемпе чысланă. <...>

Надежда ВАРЮХИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.