Комментари хушас

22 Çурла, 2023

Хыпар 93 (28121) № 22.08.2023

Çĕршыври ăстасен ыйхи вĕçнĕ,

е Чăваш Ен Пуçлăхĕн пуçарăвĕ вĕсен кăмăлне кайни çинчен

Пĕлтĕр республикăра «Раççейĕн тĕрленĕ картти» проекта пурнăçа кĕртрĕç. Унта çĕршывăмăрăн 85 регионĕнчи, Камчаткăран пуçласа Калининград таранах, тĕрĕ ăстисем хутшăнчĕç. Луганскпа Донецк халăх республикисем те, Запорожьепе Херсон облаçĕсем те карттăра вырăн тупрĕç. Проект çакăнпа вĕçленмерĕ. Кăçал карттăна Пĕтĕм Раççейри культурăпа туризм проектне кĕртнĕ. Маршрута суйласа илнисем этнографипе тавра пĕлÿ музейĕсене çитсе курĕç. Проекта «Культура» наци программипе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ.

Расна, анчах пĕрле

Иртнĕ эрнере вара Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче «Тĕрленĕ Раççей» фестиваль уçăлчĕ. Пуçарăва РФ культура министрĕ Ольга Любимова та ырласа йышăннă. «Раççейĕн тĕрленĕ картти» — илемлĕ проект. Фестиваль халăх культурипе çывăхрах паллашма май парĕ», — тенĕччĕ вăл. Чăвашсен пуçарулăхĕпе хавхаланса Камчатка тăрăхĕн, Белгород, Курган, Псков тата Самар облаçĕсен ăстисем регион карттине чи малтан тĕрлерĕç. Çĕршыври мĕн пур ăста алла йĕппе çип тытрĕ, хăйĕн тăрăхне эрешлерĕ. Вĕсен ĕçĕсем Шупашкарти ÿнер музейĕнче вырăн тупрĕç. Зал варринче «Раççейĕн тĕрленĕ карттине» вырнаç¬тарчĕç, йĕри-тавра — регионсен пайĕсем.

Виçĕ кун, çурла уйăхĕн 18-20-мĕшĕсенче, çак ĕçсене тÿлевсĕрех курма май пулчĕ. Фестивале савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Ÿнер музейĕ умĕнче чăваш йăли-йĕркипе паллашма май пулчĕ. Артистсем пурне те вăйă картине чĕнчĕç, чăваш халăх юрри-кĕввине шăрантарчĕç. Пухăннисене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ.

«Раççейĕн тĕрленĕ карттине» çĕршывăмăр сыхчи теççĕ. Чи пĕлтерĕшли — вăл тĕрлĕ тăрăхра пурăнакансене пĕрлештерме пултарни. Эпир расна, анчах пĕрле. Пĕлтĕр пуçланă проекта малалла аталантаратпăр. Хальхи технологисем декораципе хушма искусствăн пурнăçне тăсаççĕ. Йăх-несĕлĕн кун-çулне сăнлакан пуянлăх ăруран ăрăва куçса пырать. Чăваш тĕрри илемлĕ кăна мар, калама çук пуян та. Пирĕн хушăра Донецк тата Луганск халăх республикисенчен çитнисем те пур. Вĕсем пĕрлехи проектсене хастар хутшăнаççĕ. Республикăра чăваш тĕррин шкулне йĕркелерĕмĕр. Вăл халĕ муниципалитетсенче ĕçлет. Унта вĕренекенсем Тĕрĕ кунĕ умĕн ирттерекен конкурса хутшăнаççĕ, çĕнтерÿçĕсен йышне кĕреççĕ. Тĕрлекен ача гаджетсене айккине хурать, шухăшлава аталантарать. Сире çак проекта хастар хутшăннăшăн, суб±ектсен пуçлăхĕсене, Федерацин национальноçсен ĕçĕсен агентствине, РФ Культура министерствине тав тăватăп. Пысăк ĕçе пĕччен пурнăçлама çук. Эпир пĕрле чухне шанчăкпа малалла утатпăр», — терĕ Олег Алексеевич.

Маçтăрсем хисепе тивĕç

Раççей Федерацийĕн сенаторĕ Петр Тултаев Раççейре тĕрлĕ наци çынни туслă пурăннине аса илтернĕ май: «Кашни халăхăн историйĕ нумай ĕмĕре тăсăлать. «Раççейĕн тĕрленĕ картти» çакна лайăх сăнлать. Проект хăйне евĕр. Пĕрремĕшĕнчен, вăл пултарулăха аталантарать, иккĕмĕшĕнчен, çут ĕçне тума пулăшать. Карт-тăра халăхсен кун-çулĕ курăнать, патриотизм туйăмĕ палăрать. Чăваш Ен те хăйне евĕр республика. Кунта халăх культурине сыхласа хăварнипе танах ăна аталантараççĕ те. Çакăншăн республикăра пурăнакансене тав тумалла. Проект авторĕсем патшалăх наградисене тивĕç. Эпĕ паян ятарласа иртерех çитрĕм. Куравпа паллашрăм, «Раççейĕн тĕрленĕ карттине» кашнинчех тĕрлĕрен куратăп. Чылай регионта хамăн халăхăн сăнне асăрхарăм», — терĕ Петр Николаевич. Федерацин Атăлçи округĕн полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи Владимир Колчин та ĕçсемпе мăнаçланса паллашнине палăртрĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов шкул партти хушшинче ларнă чухнех тĕрлеме вĕреннине пĕлтерчĕ. «Пирĕн тĕп хуламăра 70 регион маçтăрĕ çитрĕ. Тĕрленĕ карттă мĕн пур региона çыхăнтарать. Хальхи çăмăл мар лару-тăрура çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Раççейри халăхсен ассамблейин председателĕ Владимир Васильев та пирĕн мероприятие пысăк хак пачĕ. РФ Патшалăх Канашĕн депутачĕсем те проектпа кăсăкланаççĕ. Олег Алексеевич тĕрĕ гаджетсене айккине сирме хистенине асăнчĕ-ха. Пире те пуçламăш классенче тĕрлеме вĕрентетчĕç. <...>

Ольга КАЛИТОВА

♦   ♦   


Кубăра пурăнакансем чăваш чĕлхине итлесе тĕлĕннĕ

Пăхса тăранайми янкăр кăвак океан, Че Гевара, сайра тĕл пулакан автомобильсем, чăваш эстрада юрăçин Андрей Заволжскин клипĕ… Эсир вара Куба тесен куç умне мĕн кăларатăр? Чăваш Енрен унта çÿрекен йышлах мар ĕнтĕ — чылайăшĕ Турци, Египет çĕршывĕсене суйлать. Апла пулин те хальхинче пире Раççейрен аякра вырнаçнă утрав пирки ытларах пĕлме май килчĕ. Ун çинчен Шупашкарта пурăнакан Анастасия Игнатьева каласа кăтартрĕ.

Самолетпа – 13 сехет

Настя И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕренет. Нумаях пулмасть çак аслă шкулти тепĕр икĕ студенткăпа — Ксения Лукьяновăпа тата Валерия Тимофеевăпа — пĕрле вăл Кубăра пулнă. Унта хĕрсем Кубăри халăхсен туслăхĕн институчĕ йыхравланипе, Раççейпе Кубăн туслăх обществи тата унăн регионти уйрăмĕ ярса панă йыхрава пула лекнĕ. Кайса килмелли тăкаксене университет саплаштарнă.

— Пирĕн университет Раççейпе Куба обществинче тăрать. Çак çĕршыва каякансене палăртнă чухне пирĕн факультетăн ректорĕ Алена Иванова мана сĕнчĕ. Ятарлă суйлав ирттернĕ. Манăн кандидатурăна ырланă. Чи малтанах чикĕ леш енне каймалли паспорт, пурнăçа страхлакан документ тутартăм. Унтан кучченеçсем хатĕрлеме тытăнтăмăр. Кубăра икерчĕ пĕçерес шухăшлă пулнипе çăнăх та илтĕмĕр. Çавăн пекех чăматанра Чăваш Ен ялавĕ, наци тумĕ вырăн тупрĕç, — аса илчĕ Настя.

Ăнлантăр ĕнтĕ: çулĕ çывăх мар. Хĕрсем Мускавран Кубăна тÿрĕ рейспа 13 сехет вĕçнĕ. «Тимĕр кайăкпа» пĕрремĕш хутчен çула тухнă пулин те Настя пĕрре те шикленмен, хăйне аванах туйнă.

— Мускавран ирхи 9 сехетре тухнăччĕ. Кубăри Варадеро хулине 13 сехетре çитрĕмĕр. Унти вăхăт 7 сехет таран юлса пырать. Çавăн чухне Чăваш Енре 22 сехетчĕ ĕнтĕ. Аэропортран пире кĕтекен лагере — Артемиса провинцине — икĕ сехет кайрăмăр. Унта питĕ шăрăх — вăтамран 35 градус. Сывлăш нÿрĕкĕ пысăк, — каласа кăтартрĕ маттур студентка.

Пĕр çĕршывран теприне çитсен климат улшăнăвĕ организма витĕм кÿретех. Хĕрсем çакна малтанах туйман. Пĕрремĕш эрне вĕçленсе пынă çĕрелле пĕрин сунас пуçланнă, теприн пырĕ хăй çинчен систернĕ. Анчах ют чĕлхесен факультетĕнче вĕренекен Ксения Лукьяновăн шухăшĕпе, урăх чĕлхепе тăрук нумай калаçма тивни те çапла витĕм кÿме пултарнă.

Хĕрлĕ тăпра

Лагерьти икĕ эрнелĕх программăна 18-70 çулсенчи 100 яхăн ыркăмăллăхçă хутшăннă: Европа çĕршывĕсенчен — 47-ĕн, Латин Америкинчен — 50 ытла. Пĕтĕмĕшле пăхсан, çамрăксем сахалрах пулнă. Çапах ку пĕр-пĕринпе кăмăллăн хутшăнма чăрмантарман. Икĕ эрнелĕх программа вăхăтĕнче волонтерсем ĕçленĕ, лекцисене хутшăннă, музейсене çÿренĕ.

— Фермăсенче ытларах çум çумларăмăр, пахча çимĕç пуçтартăмăр. Унти курăк пирĕн патринчен уйрăлса тăрать. Пире панă лаптăка пĕтĕмпех тасатмалла пулнипе хăш çум курăкĕ мĕн ятлă пулнипе кăсăкланмарăмăр та. Пирĕн патра ун пек чухне кĕреçепе ĕçлеççĕ, унта вара алăпа тăпăлтармалла. Перчеткесене те хамăр илсе кайнăччĕ, унсăрăн çара алăпах ĕçлеме тивĕччĕ. Ытти çĕршывран килнисем вара питĕ тĕплĕн хатĕрленсе тухнă: чăтма çук шăрăх çанталăка пăхмасăрах чĕркуççи таран резина атăпа, комбинезонпа. Пĕр хутчен пăрăç пуçтартăмăр. Пирĕн патри пылак пăрăç евĕрлĕрех вăл, анчах пĕчĕкрех. Пире ушкăнсене пайланăччĕ: пĕрисем сыр тунă, эпир вара пахча çимĕç пуçтартăмăр, — аса илчĕ Настя.

Лариса ПЕТРОВА

"Çур çĕр иртни виççĕре тăрса пахчара ĕçлеттĕм"

«Пахчана хамăра килĕшнĕ пек тăвасси те — пултарулăх ĕçĕ», — тет Шупашкар округĕнчи Мăналта пурăнакан Наталия Мочалова. Çак кунсенче Наталия Валерьевна патне çитсе куртăмăр, вăл йĕркеленĕ илем тĕнчипе килентĕмĕр.

Чечексем ÿсеççĕ... «чĕрере»

«Чечексене юратасси ăçтан пуçланнă тетĕр-и? Мăшăрăм Андрей стройкăра ĕçлет. Вăл Шупашкарти Кăнтăр хĕвел анăç поселокĕнче çурт хăпартнăччĕ. Пĕррехинче ун хуçи, хĕрарăм, шăнкăравласа упăшкана укçа пырса илме чĕнчĕ. Ывăлпа иксĕмĕр пĕрле ларса кайрăмăр. Вырăна çитсен машинăра ларса юлтăмăр. Упăшка кĕчĕ. Кĕçех хĕрарăм тухрĕ те: «Айтăр, кĕрсе курăр, мĕн туса ларатăр кунта?» — терĕ. Кĕтĕм те — куç-пуç алчăраса кайрĕ. Çавăн пек илем! Эсир пĕлетĕр-и: киле таврăнтăм та çĕрĕпе çывăраймарăм. Виçĕ каç куçа пачах хупмарăм. «Çынсем епле хитре пурăнма пĕлеççĕ. Эпĕ çавăн пек тăваймастăп-им?» — терĕм хама. Пирĕн пахчара ун чухне курăк ÿсетчĕ, тĕрлĕ çимĕç çитĕнтерме йăрансем тунăччĕ. Ăçтан, мĕнрен пуçламалла тесе эрнипех шухăшласа çÿрерĕм. Илемлĕ пĕр кун пикентĕм те ĕç пуçланса кайрĕ! Çур çĕр иртни виççĕ-тăваттăра пахчана тухса ĕçлеттĕм», — ĕç-пуç мĕнрен пуçланнине аса илчĕ Наталия Валерьевна. Вăл Мăналта çуралса ÿснĕ, çак ялах качча тухнă. Хăй шкулта поварта ĕçлет.

Малтанах Наталия Мочалова пахчинче йывăçсемпе чечексене унтакунта тĕлли-паллисĕр лартнă. Туйăсем, самшитсем, хостăсем… ÿстернĕ. Интернетра та пăхнă паллах. Анчах кил хуçи арăмĕ каланă тăрăх, интернетри вăл — пĕрре, тума пуçлатăн та çĕнĕ шухăшсем çуралаççĕ. Халĕ Наталия Валерьевна «чĕре» тума тытăннă. Кăшкарне тимĕртен ăсталаттарнă. Хушшисене чул хунă. «Чĕре» варринче илемлĕ чечексем ÿсеççĕ. Каярахпа пусă, çил арманĕ, пĕчĕк каçă, пĕве тунă. Чĕр чунсен кÿлеписене туяннă.

«Вĕсене пĕлсе суйламалла. Гипсран тунисене илмелле мар. Пĕр-икĕ çултан вĕсем пĕтеççĕ. Çумăр, хĕвел йăлтах «çисе ярать». Полистонран ăсталанине туянмалла», — вăрттăнлăха уçрĕ ăста. Унăн пахчинче акăшсемпе аистсем, пăлансем, тăмана тата ытти чĕр чунпа вĕçен кайăк, юмахри сăнарсем пур.

«Ландшафт дизайнĕпе кăсăкланма пуçлани виççĕмĕш çул кăна-ха. Урамра икĕ çул каялла чечексем лартма тытăнтăмăр. Малтан выльăхсем çÿретчĕç те вĕсене хăваламаллаччĕ. Халĕ кĕтÿ каймасть. Выльăхсене питех кăлармаççĕ. Пире пăхса çынсем те чечексем акма пуçларĕç. «Мĕншĕн чирлеттерсе ятăн чечексемпе? Халĕ пирĕн те тумалла» — теççĕ. «Пăхма кăмăллă, илемлĕ вĕт», — тетĕп те манăн шухăшпа килĕшеççĕ. Чечек калчисен пĕр пайне туянатăп, ыттине хамах тăватăп. Йăлтах лартса пĕтерейместĕн, мĕншĕн тесен чÿрече янахĕ çинче вырăн çитмест. Герань 7-8 тĕрли пур ĕнтĕ. Вĕсене интернет урлă саккас парса туянатăп. Вăрлăхран акса ÿстеретĕп. Хĕлле çитĕнтеретĕп те çулла пахчана, урама тухса лартатăп. Эпĕ икĕ çула яхăн петуни акнăччĕ, халĕ герань çине куçрăм. Ампельлĕ геране шутсăр кăмăллатăп. 8 тĕрлĕ кĕлчечек çитĕнтеретĕп. Вĕсен йышĕнче явăнса ÿсекеннисем те пур. Пурте — пирĕн тăрăхри çанталăка тиркеменнисем. Хĕл каçма вĕсене хыр, чăрăш турачĕсемпе витетĕп», — илем тĕнчипе малалла паллаштарчĕ Наталия Валерьевна. <...>

Роза ВЛАСОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.