Чун хавалне пусарас марччĕ
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Вырăсушкăньре тĕлĕнмелле йăла пур: çулла, Трусский /Троица уявне ку ялта çапла калаççĕ/ хыççăн тепĕр эрнерен, вырсарни кун, мĕн ĕлĕкрен пыракан фольклор уявне - Пуканя - ирттереççĕ. Ку мешехепе тĕрлĕ ĕненÿ çыхăннă. Йăла-йĕрке çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесе иртнĕ эрне кун çула тухрăмăр. Халăх шăпах та субботникреччĕ: урамра хытă çул сарасшăн вĕсем. Колхоз вăхăтĕнче пахча çимĕç управĕ пулнă çуртăн ишĕлчĕкĕсене тиетчĕç. Машина кĕтнĕ хушăра хаваспах хăйсен уявĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Малалла вулас...