Хресчен сасси 32 (2971)№ 16.08.2023
«Симĕс ылтăн» уявĕ
Шупашкарта Пĕтĕм çĕршыври «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль уçăлчĕ. Хăнасене кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах пухрĕ вăл. Сăра пахалăхĕпе паллаштарма республикăри предприятисемсĕр пуçне унта Раççейĕн 11 регионĕнчен — Мари Элтан, Тутарстанран, Воронеж, Калуга, Ленинград, Мускав, Чулхула, Пенза, Самар, Ульяновск облаçĕсенчен — сăра вĕретекен 21 компани хутшăнма кăмăл турĕ.
«Фестиваль культура программипе анчах мар, ĕçлĕ тĕлпулусемпе те пуян. Кунта хăмла аталантарассипе çыхăннă чи çивĕч ыйтусене татса пама май килĕ», — терĕ регион ертÿçи Олег Николаев хăмла ĕç-хĕлне тата сăра вĕретессине халалланă уява уçнă май. Каласа хăвармалла: Чăваш Енре сăра фестивальне иккĕмĕш çул йĕркелеççĕ. Тĕлпулăва хутшăнакансен йышĕ çултан-çул\ÿссе пырать. Сăра вĕретекен предприятисем хăнасене сăрапа, фермер хуçалăхĕсемпе общество апатланăвĕн предприятийĕсем вара тутлă апат-çимĕçпе сăйлаççĕ. Пуçласа фестивальте уçă тÿпе айĕнчи Сăра музейĕ йĕркеленĕ. Унта республикăри кашни округ сăра вĕретмелли йăлайĕркене ăсталăх класĕ урлă кăтартса парать. Кашни кил картишĕн хăйĕн рецепчĕ иккен. Чăваш сăрин историйĕ темиçе пин çула тăсăлать. Чăвашсем сăра вĕретме мĕн авалтан пуçланă. Раççейри «симĕс ылтăнăн» 90 процентне пирĕн республикăра туса илеççĕ. Пĕлтĕр 194,8 тонна хăмла ÿстернĕ. Кăçал çак культура регионта 133 гектар йышăнать. Чăваш патшалăх аграри университетĕнче Компетенцисен центрĕ ĕçлет. Унăн лабораторийĕнче культурăн биохими кăтартăвне тĕпченĕ. Институтри коллекципе усă курни хăмлан 24 сорчĕн генетика паспортне йĕркелеме пулăшать. Унсăр пуçне республикăра хăмла пуçтаракан тата типĕтекен комплекс проектне хута яраççĕ. Хăмла пуçтаракан агрегата «Техма-Агромаш» заводра хатĕрлеççĕ. Комбайна август вĕçĕнче тĕрĕслĕç. Агрегат хăйне лайăх енчен кăтартсан ăна производствăна ярĕç. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Чечексен ытамĕнче
Унăн пÿрчĕ умĕнчи куçа йăмăхтаракан хĕрлĕ, шурă, кĕрен, сарă чечексем кирек кама та хăйĕн ытамне илĕç. Самантлăха та пулсан çак вырăнта чарăнса тăмасăр, çак илемпе киленмесĕр, тутлă шăршă çаврăмне путмасăр чăтаймастăн. Çăтмах тĕнчине лекнĕнех туйăнать Йĕпреç тăрăхĕнчи Туçа ялĕнче пурăнакан Валентина Убасникова пурăнакан çурт патне çитсен.
Маттур хĕрарăм чечексемпе темиçе çул интересленет. Ÿсен-тăрана кил-çурт таврашĕнче те, пÿртре те ĕрчетет. Мĕн тĕрли çук-ши кунта? Петуни, гортензи, флокс, кĕлчечек… Шăварать, кăпкалатать, апатлантарать вĕсене. Ăнсăртран ÿсен-тăрана çил е выльăх-чĕрлĕх сиен кÿрсен чылайччен кулянса çÿрет. «Ара, çак илем умĕнчен мĕнле пăрăнăн? Пĕри тепринчен капăртарах, черчентерех», — терĕ пахчаçă чечекĕсене ытараймасăр. Валентина Аркадьевна вăрлăха хăй хатĕрлет е почта урлă çырăнса илет. Шупашкартан туянса килнĕ калча та чылай унăн. Çĕнĕ сортсемпе интересленсех тăрать вăл. Кашни çулах хапха умне чÿлмексемпе чечексем кăларса лартать. Иртен-çÿрен çак илеме ытараймасăр чарăнса тăмасăр иртмест. Амăшĕн чун киленĕçне кура хĕрĕ Наталия та çак еннех туртăннă. Паллах, ялта выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп сиен кÿресси пулать. Пăхса, тимлесе тăрать кил хуçи. Урамра ĕçленĕ хыççăн чуна йăпатмалла ал ĕçĕ тытать. Тĕрлет, çĕкелпе çыхать. Ĕçсем типтерлĕ, яка пулса пыраççĕ. Лавккаринчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Пăрчăкан пек вăр-вар хĕрарăм
Сĕнтĕрвăрри округне кĕрекен Нарат Чакки салинчи Валерий Витальевичпа Людмила Геннадьевна Даньковсене таврара пĕлмен çын çук пулĕ. Даньковсем 15 çул каялла, ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче, тавра пĕлÿ музейĕ уçнă.
Çак «Хăна çурчĕ» туристсемшĕн те, ку тăрăхра пурăнакансемшĕн те çĕнĕлĕх пулса тăнă. Даньковсен хуçалăхĕнче ĕлĕкхи ял пурнăçне сăнлакан музей, çуллахи кухня, веранда, пысăк кану пÿлĕмĕ тата чăваш мунчи пур. Хăйсем пурăнакан çуртăн иккĕмĕш хутĕнче туристсене канма пÿлĕмсем тунă. Кунта хăнасене яланах хапăл. Çурт умĕнче, пахчара, кил картинче куçа шартаракан тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ÿсеççĕ. «Хăнана кĕмесĕр иртсе ан кайăр», — тесе кăчăк туртнăнах туйăнать. Садпахчара калаçса-канса лармалли вырăн уйăрнă. Пĕлтĕр тата ăшă гараж, музей валли хăтлă пÿлĕм хăпартрĕç вĕсем. Ют çĕршывран, аякран килнĕ туристсем кунти илемлĕхпе тата Даньковсенчен инçе мар вырнаçнă Михаил Архангел ячĕпе çĕкленĕ ĕлĕкхи чиркÿпе киленме пултараççĕ. Туристсем чăваш сăрине астивме, хуран куклине тутанма пултараççĕ. Музейра чăн-чăн пуянлăх упранать. Унта ват асаттесемпе асаннесем усă курнă япаласене тытса курма пулать. Людмила Геннадьевна хупран ăсталанă сăпка, сăмавар, кăкшăм, чÿлмек, лаша хăмăчĕ тата ытти нумай япала пухнă. Ахăртнех, малтанхи радиопа йывăç чăматана та тытса курма пулать кунта. Ĕлĕкхи чăваш тĕрриллĕ ал шăллисем тата мĕне тăраççĕ! Сĕнтĕрвăрринчи тавра пĕлÿ музейĕн директорĕ Л.Мизгирева палăртнă тăрăх, кунта 300 ытла экспонат упранать. Хăшĕ-пĕри вĕсен патĕнче те çук иккен. «Сире кĕтекен кил», — çапла çырса хунă Нарат Чакки салинчи Даньковсен хапхи çине. «Хăна çурчĕ» пирки Мускаври телевидени те сюжет ÿкерсе кайнă. «Мăшăрăм Валерка пулăшса пыман пулсан çакăн пек пысăк ĕçе йĕркелеме пулмастчĕ. Пур кил хуçи те çуртра ют çынсем пурăннине чăтса лармасть. Мăнкун эрнинче, сăмахран, Балтика тăрăхĕнчен туристсем килчĕç. Сурăх, качака, ĕне курсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç хайхискерсем. Выльăха тытатыта пăхрĕç, çуммăн тăрса сăн ÿкерĕнчĕç», — каласа парать кил хуçи арăмĕ. Сăмах май, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Людмила Геннадьевна тивĕçлĕ канура пулсан та ялти культура çуртĕнче вăй хурать. Унсăр пуçне 39 çул ытла пĕр улшăнмасăр «Шăнкăрав» пултарулăх ушкăнне ертсе пырать. «Шăнкăравпа» пĕрле Чăваш Енре кăна мар, республика тулашĕнче те сахал мар пулнă. Хăйсен чуна пырса тивекен юррисемпе çынсене пĕрре мар савăнтарнă, хавхалантарнă. Пăрчăкан пек вăр-вар хĕрарăм лара-тăра пĕлмест, малашлăхшăн тăрăшать. Чăвашлăх çăл куç пек тапса тăрать çак хĕрарăмра. Культура тытăмĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн республика тата округ шайĕнчи вун-вун Тав тата Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. <...>
Николай АГАКОВ. Сĕнтĕрвăрри округĕ, Нарат Чакки сали.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...