Комментари хушас

10 Çурла, 2023

Чăваш хĕрарăмĕ 31 (1310) № 10.08.2023

Ентешĕмĕр тулаш разведкăна та пулăшнă

Хальхинче Чăваш Енре çуралса ÿснĕ, Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн ªООНº Европăри уйрăмĕ тата пĕтĕм тĕнчери ытти организаци çумĕнче ССР Союзĕн яланхи представителĕнче — элчинче — тăрăшнă Зоя Миронова çинчен унăн канашçи шутланнă, чăннипе вара Патшалăх хăрушсăрлăх комитечĕн ªКГБº Женевăри разведка резиденчĕн çумĕ пулнă Всеволод Радченко аса илĕвĕпе паллашăпăр.

Гражданлăх пама ыйтнă

1970 çулсенче СССР Посоллăхĕн, Консуллăхĕсен, ООНăн Европăри уйрăмĕнчи совет элчĕлĕхĕн, пирĕн тулашри ытти организацин сотрудникĕсене Америкăн тата унăн союзникĕсен разведкисем хăйсене майлă çавăрса политика, экономика, технологи, ытти енĕпе вăрттăн информаци илсе тăма, вĕсене Союза хирĕçле патшалăхсен гражданлăхне илтерме, çапла майпа совет обществине варалама хăтланнă. Пирĕн организацисене ертсе пыракансем вара, çав шутра Зоя Миронова та, хăйсене пăхăнса ĕçленĕ сотрудниксем совет гражданĕн таса ятне çÿлте тытчăр, вырăнти саккунсене пăхăнччăр, ют разведкăсене вăрттăн информаци парса тăван çĕршыва ан сутчăр тесе тивĕçлĕ мерăсем йышăнсах тăнă.

«Пирĕн сотрудниксем ют патшалăх çыннисен хушшинче пурăнатчĕç, чылайăшĕ ĕç вырăнĕнче вĕсене пăхăнатчĕ, — аса илнĕ Всеволод Радченко, КГБăн отставкăри генералмайорĕ. — Пурнăç шайĕ енĕпе СССР тата Швейцари хушшинчи уйрăмлăх питĕ палăратчĕ. Женевăра темиçе çул вăй хунă хыççăн хăшĕ-пĕрин патриотлăхĕ хухатчĕ, патшалăхăмăр çитменлĕхĕсене асăрханăран пуçĕсем «мăкăрăлатчĕç».

Акă, Балахоновах илер. Маларах ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн куçаруçи пулнăскер ООНăн Европăри уйрăмне тăлмачра ĕçлеме кайнă. Унăн пулăшăвĕпе куллен тенĕ пекех Зоя Мироновăн та усă курма тивнĕ. Вăл ертсе пынă элчĕлĕхĕн хăрушсăрлăх сотрудникĕ Василий Окулов ªиртнĕ номерте унăн аса илĕвĕпе паллаштартăмăр. — Авт.º Всеволод Радченкăна «Балахоновпа кирек хăш енĕпе те çыхăну йĕркелеме юрамасть, час-часах пырне эрехпе чÿхет, ÿсĕрĕлсен пуçтахланать» тенĕ.

Балахонов тăван çĕршыв патриочĕ маррине часах çирĕплетсе панă: Женева влаçĕнчен хăйне Швейцари гражданлăхĕ пама ыйтнă. Чăн та, контрразведкине нимех те пĕлтереймен. «Совет элчĕлĕхĕн темиçе сотрудникĕ — разведчиксем», — тенине документсемпе çирĕплетеймен. Полици Балахонов арăмĕпе ачине Фрибург хулинчи йÿнĕ хăна çуртне вырнаçтарса тытса тăнă.

Пирĕн Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин çав тĕслĕхе сивлеме тивнĕ, вăл çемйипе курнăçтарма ыйтнă — швейцарсем тĕл пултарман. Зоя Миронова Балахоновпа пулни-иртни çинчен министерствăна систернĕ, çемйипе тĕл пулмашкăн министр çумне Анатолий Ковалева шанма сĕннĕ.

Туслă çыхăну

Вăл Женевăра Швейцари президенчĕпе тĕл пулнă, çемьене Союза таврăнмашкăн май туса пама ыйтнă. Президент полици ĕçĕпе кăмăлсăрланнине палăртнă, «Балахонов хăйĕн çемйипе пĕрле Швейцарие эмиграцилеме шухăшланăшăнах шăв-шав çĕклеме кирлĕ мар» тенĕ. «Темиçе хут ыйтрăмăр пулин те Ковалева тĕл пултармарĕç, — çырать В.Радченко. — Швейцарсем йывăрлăхран урăх çулпа тухрĕç: арăмĕпе ачине полици сыхланă хăна çуртĕнчен тухса тарма, пирĕн Бернри посоллăха çитме май туса пачĕç. Вĕсене Мускава пĕрремĕш самолетпа ăсатрăмăр».

Хăна çуртĕнчен Балахонова та кăларса ярсан хайхи посоллăха икĕ кунран çитнĕ, ăна кĕтсе илме яланхи элчĕлĕх сотрудникĕ Василий Окулов кайнă. Балахонов траппа хăпариччен путишле япала пулса тухнă: журналистсен умĕнче палламан çын те йăнăшса, те юриех Балахоновран мар, Василий Окуловран çапла ыйтнă: «Швейцарирен ССР Союзне хăвăр ирĕкĕрпех каятăр-и?» «Хамăн ирĕкпех», — хуравланă Окулов таса француз чĕлхипе.

Мускавра Балахонов тĕлĕшпе тÿрех уголовлă ĕç пуçарнă, вăл Швейцарин контрразведкине ССР Союзне сиен кÿрекен информаци пĕлтерменнине тата Союза хăйĕн ирĕкĕпех таврăннине шута илсе ăна часах чарса лартнă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Пăшал сасси те, танк кĕрлевĕ те…

Çуралнă кĕтес, шĕкĕр Шупашкарăмăр, хаклă республика, мăнаçлă Раççей — çакă пĕтĕмпех тăван çĕршыв. Ăна хаклама, упрама пĕлмелле. Кирлĕ пулсан — хÿтĕлеме те. Чăваш Енре çамрăк ăрăва патриотизмла туйăмпа çитĕнтерес ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Çурла уйăхĕн 3-6-мĕшĕсенче республикăра çарпа истори клубĕсен тата шырав отрячĕсен «Сăр хÿтĕлев чиккинче» фестивалĕ иртрĕ. Ăна Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă паттăр ентешĕмĕрсене халалланă. Яшсемпе хĕрсене Етĕрне тăрăхĕнчи Ильина Гора ялĕ çывăхĕнче пухни те ахальтен мар. Шăпах унта Сăр хÿтĕлев чикки сыхланса юлнă.

Фестивале Чăваш Енри тата Мордва Республикинчи 200 ытла çамрăк пухăннă. Хĕр-упраçпа яшкĕрĕм Сăр хĕрринче палаткăсенче вырнаçнă. Тăватă кунра тĕрлĕ калаçу йĕркеленĕ, пĕр-пĕрин ĕçĕхĕлĕпе, паха опычĕпе паллашнă. Квест-вăйăсем те хаваслă иртнĕ. «Вырăс егерĕ» çар клубĕ çамрăк салтаксен курсне те йĕркеленĕ. Çитĕнекен патриотсем ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе те курса калаçнă. Фестивалĕн кашни кунĕ усăллă иртнĕ. Сăмахран, çĕр айĕнчен тухакан япаласене епле сăн ÿкермелле, документсене, протоколсене мĕнле çырмалла? Çак ĕçсене пурне те тĕрĕс пурнăçламалла. Çав вăхăтрах хăрушсăрлăх йĕрки çинчен те манмалла мар.

Шырав отрячĕсем йĕркеленес юхăм республикăра юлашки çулсенче вăй илсех пырать. Чăваш Енре ку тĕлĕшпе 51 отряд ĕçлет. Ачасемпе çамрăксем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ вырăнсене тухсах çÿреççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, вĕсем Хĕрлĕ çарăн 50 салтакĕн юлашкисене тупнă.

Кунашкал фестиваль йĕркелесси ырă йăлана çаврăнса пырать тесен те юрать. Кăçал вăл иккĕмĕш хутчен иртрĕ. Ăна малашне те ирттересси иккĕлентермест. Çакна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та палăртрĕ. <...>

Татьяна НАУМОВА

♦   ♦   


Амăшĕн халалĕ пурнăçланать

Ытти çĕрти пекех Красноармейскинче те çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленес ĕç хĕрÿ пырать. Шкул директорне Татьяна Беззубовăна шăпах пĕлÿ çурчĕн лапамĕнче тĕл пултăм та. «Авăн уйăхĕ кантăкран шаккать, — терĕ йăл кулса пуçлăх. — Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасемпе 33 педагог тăрăшрĕ. Вĕсенчен çиччĕшĕ — пуçламăш класс вĕрентекенĕсем. Надежда Тимофеева, Елена Исакова, Елена Аркадьева, Оксана Иванова, Людмила Петрова, Валентина Иванова тата Алевтина Васильева тивĕçне туллин пурнăçласа пыраççĕ. Хăшне-пĕрне паян шкулта тĕл пулма пултаратăр», — пĕлтерчĕ директор. Шăпах хăй ĕçлекен класра паллашрăм та эпĕ Алевтина Васильевăпа. Сăмах-юмах пуçартăмăр.

Ачалăх

«Шупашкар районне кĕрекен Кайри Ункăпуç ялĕнче 1970 çулхи çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ эпĕ, — пуçларĕ калаçăва Алевтина Витальевна. — Питех те илемлĕ вырăн пирĕн тăрăхра. Анлă Атăл мĕне тăрать. Ахальтен мар пулĕ унăн хĕррипе ачасемпе аслисен кану çурчĕсем вырнаçнă. Пиллĕкĕн çитĕнтĕмĕр. Эпĕ – иккĕмĕш. Йышлă çемьере ÿснĕ май мĕн пĕчĕкрен ĕç патне туртăнтăмăр. Çиччĕ тултарсан вырăнти шкулăн сукмакне такăрлатма пуçларăм. Мария Ермакова учительницăна паян кун та ăшшăн аса илетĕп. Мария Михайловна пирĕншĕн анне вырăнĕнчех пулнă. Вăл вулама-çырма кăна мар, тирпейлĕхе, тасалăха, çирĕп дисциплинăна вĕрентетчĕ, хамăра çын хушшинче мĕнле тытмаллине ăнлантаратчĕ. Мĕн пур лайăххине ăша хывма пулăшнă. Пирĕн уроксем Хыркасси чиркĕвĕн алтарĕнче иртетчĕç. Пиллĕкмĕш класра тинех пире валли шкулăн çутă та илемлĕ пĕр пÿлĕмĕнче вырăн тупăнчĕ. Класс ертÿçин тилхепине нимĕç чĕлхи учительне Калерия Николаевнăна шанса пачĕç. Вăл та ачасен туслăхне çирĕплетес тесе хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшрĕ. Пире яланах «пĕри — пуриншĕн, пурте — пĕриншĕн» девизпа ĕçлеме хăнăхтарнă.

Çуллахи каникул кунĕсенче тус-тантăшпа пĕрле тăтăшах «Октябре 50 çул» хуçалăх уй-хирне ĕçлеме тухнă. Çум çумланă, утăулăм пухса кĕртме хутшăннă, кĕр енне йĕтем çинче тăрăшнă. Икĕ çул çу каçипех вырăнти «Чайка» санаторин столовăйĕнче чашăккашăк çунăччĕ», — ачалăх вăхăчĕсене аса илчĕ Алевтина Васильева.

Çул Канаша выртать

Сакăр класс вĕреннĕ хыççăн Кайри Ункăпуç хĕрĕ Канашри педагогика училищинче пĕлĕвне малалла тăсма шухăшлать. Мĕншĕн çывăхри Шупашкарта мар-ха, аякри Канашра?

«Вăл çулсенче Канашри педучилищĕре аннен иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ Роза Максимова ĕçлетчĕ. Вăл, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухса аспирантура пĕтернĕскер, пай пуçлăхĕнче тăрăшатчĕ. Студентсене тăван чĕлхепе литература вĕрентетчĕ, методика урокĕсене ертсе пыратчĕ. Вăл витĕм кÿрессе, йывăрлăхсенче пулăшу парасса шаннă пулĕ», — каласа кăтартать Алевтина Витальевна.

Çапла Вăрман Çĕктер шкулĕн тăватă вĕренекенĕ — Алевтина Лукина, Оля Моросина, Саша Митягин тата Алеша Павлов Канаша çул тытнă. Алевтинăпа Оля студентсен йышне кĕнĕ.

Хаваслă та савăнăçлă çулсем хăвăрт иртнĕ: çуллахи сесси хĕллехине улăштарнă. 1989 çулта Алевтина алла диплом илнĕ. <...>

Юрий БОРИСОВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.