Комментари хушас

3 Çурла, 2023

Çамрăксен хаçачĕ 30 (6480) № 03.08.2023

Чăваш юррисене юрласа турккă посолне те тĕлĕнтернĕ

Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн артистки Ольга Кириллова – халăхсен хушшинчи тата республика шайĕнче иртнĕ тĕрлĕ юрă конкурс çĕнтерÿçи. Çамрăк юрăçăн кун-çулĕ пирĕн хаçат тусĕсене кăсăклă пуласса шанса унпа хама та хумхантаракан чылай ыйту тавра калаçрăм.

Тÿрех икĕ çĕрте ĕçленĕ — Ольга, эсĕ кăçал çуркунне Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕнче хăвăн пĕрремĕш пултарулăх каçне ирттертĕн. Кунашкал уяв кашни юрăçшăнах пысăк та сумлă пулăм. — Малтанах пултарулăх каçне йĕркелеме шутламанччĕ. Пĕррехинче ку ыйтăва ĕçтешсем çĕклерĕç: «Ансамбльте тахçанах вăй хуратăн. Мĕншĕн уяв ирттерместĕн?» Шухăша путрăм. Ансамбльте 2010 çултанпах ĕçлетĕп. Концерт йĕркелемелĕх юрăсем те пухăннă. Ку енĕпе çине тăрсах ĕçлеме пуçларăм. Илемлĕх ертÿçи Юрий Васильев та манăн шухăша ырларĕ. Мăшăрăм та хавхалантарчĕ. Репертуарти халăх кăмăлланă, хама килĕшнĕ юрăсене суйласа программа турăм. Ансамбль ертÿçисем мана концерт йĕркелеме пулăшрĕç. Паянхи илемлĕх ертÿçипе Светлана Беловăпа Алексей Тимошенко хореограф та ансамбль ташăçисене ĕçе явăçтарчĕç. Манпа пĕрле уявра тăвансемпе юлташсем те пулчĕç. Канаш ентешлĕхĕ саламлани те чуна çунатлантарчĕ. — Эсĕ Канаш тăрăхĕн хĕрĕ иккен. Чăваш классикĕн Çеçпĕл Мишшин ентешĕ. Кунтах Юрий Ювенальев ÿнерçĕ, Лидия Саринепе Лидия Филиппова сăвăçсем, Александр Ильин юрăç тата ытти пултаруллă çын кун çути курнă. — Эпĕ Малтикас ялĕнчен. Çеçпĕл ячĕллĕ шкулта ăс пухрăм. 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне сцена çине пĕрремĕш хут тухрăм. Çак шкулта вĕренсе пĕлÿ илни, хамăрăн пултаруллă ентешсемпе пĕр шайра пулас, ку тăрăхăн ятне-сумне ÿстерес тени маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Манăн та хамăн тÿпене хывас килет. Ача чухне республика шайĕнчи «Çеçпĕл кăвайчĕсем» поэзи фестивальне хаваспах хутшăнаттăм. Çак уяв ачасен пултарулăхне аталантарма майсем туса паратчĕ. Пирĕн шкул делегацийĕ Украинăри Остер хулине кайса украин хĕрĕн тумне тата хитре юрă илсе килнĕччĕ. «Месяц по небу ходит» ятлăскер чуна выртрĕ. Шăп та лăп çак юрăран манăн паянхи пултарулăх кун-çулĕ пуçланчĕ те. Унпа «Цветы Чувашии», «Канаш Ен мерченĕсем», паллă гитарист Назиб Жиганов ячĕллĕ тата ытти конкурса хутшăннăччĕ. — «Улми улмуççинчен аякка ÿкмест», — тет чăваш… — Манăн атте купăс калать. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Вăл колхозра вăй хунă. Каярах Канашри вакунсем тăвакан заводра пушар машинипе ĕçлеме пуçланă. Халĕ Канашри чукун çул станцийĕнче пушар пуйăсĕн пушарнăйĕ пулса ĕçлет. Анне илемлĕ юрлать. Манăн сассăм унăнни пек. Эпĕ анне юрланă чухне хамăн сасса илтетĕп. Вăл тивĕçлĕ канăва тухиччен сутуçăра вăй хунă. Эпĕ астăвасса кашни уяврах аттепе иккĕн юнашар тăрса юрлатчĕç. Аппапа Иринăпа вĕсен туйăмлă юррисене итлесе ÿсрĕмĕр. Пĕртăванăм Мускавра шкулта информатикăпа математика предмечĕсене вĕрентет. Мăшăрĕпе ывăл çитĕнтерет. Ача чухне пĕрле шкул хорĕнче юрлаттăмăр. 9 класс пĕтерсен эпĕ Шупашкарти музыка училищине пĕлÿ илме кĕтĕм. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   


«Ку приложени туристсене те илĕртĕ»

Артем Сорокин И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетне вĕренме кĕнĕренпех ăслăлăхпа пултарулăх шыравĕнче хастар. Вăл Пĕтĕм Раççейри студентсемпе çамрăксен «Çын. Гражданин. Ăсчах» фестивалĕнче икĕ çул малти вырăнсене йышăннă. Нумаях пулмасть Артем ертсе пыракан ушкăн хатĕрленĕ «ЕЖ» проект «Стартап. Пуçламăшĕ» программăн чи лайăх ТОП-5 программа йышне кĕнĕ, 1 миллион тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ.

Мускаври паллашу — Артем, эсĕ Чăваш Ене кÿршĕ регионтан вĕренме килнĕ. Пирĕн тăрăхри чи пысăк аслă шкул сана мĕнпе илĕртрĕ? — Эпĕ Мари Элтан. Тăван Чикме хулинче аслă вĕренÿ заведенийĕ çук. Шкул хыççăн малашлăх çулне суйланă май килтен аякра мар вырнаçнă, çав вăхăтрах хама пур енлĕ аталантарма май паракан вĕренÿ учрежденине суйлама тăрăшрăм. ЧПУра хам ĕмĕтленнĕ пекех журналистика енĕпе пĕлÿ пухма май пурри те савăнтарчĕ. Чăннипе, аттепе анне эпĕ ача чухне тухтăр профессине алла илме сĕнетчĕç. Хама медицина хăçан та пулин илĕртнине астусах каймастăп. Мана пултарулăх кăсăклантаратчĕ. Çамрăк техниксен станцийĕнче тĕрлĕ кÿлепе ăсталама килĕшетчĕ. 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне чирлерĕм. Чир шала кайса сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратнипе Мускаври клиникăра çулталăк сипленме тиврĕ. Çавăнта ачасем вĕренÿре юлса ан пыччăр тесе пĕлĕве аталантармалли «Вĕренетпĕр. Пĕлетпĕр» программа хута кайнăччĕ. Тĕп предметсемпе пĕлÿ илнисĕр пуçне хушма вĕренÿ секцийĕсем йĕркеленĕччĕ. Вĕсенчен пĕри радиожурналистикăпа çыхăннăччĕ. Çавăнта эпĕ те кайрăм. «Эхо Москвы» радиостанцире тăрăшакан Михаил Куницын журналист пирĕнпе кăсăклă ăсталăх класĕсем ирттеретчĕ. Интервью илме, сасса тĕрĕс лартма вĕрентетчĕ. Çавăн чухне малашлăха журналистикăпа çыхăнтарма ĕмĕт çуралчĕ. — Эсĕ 3-мĕш курса хыçа хăварнă. Эппин, санăн журналистикăри практика опычĕ те пурах. — Çапла. 1-мĕш курсрах аслă шкулта тухса тăракан «Ульяновец» хаçатпа çыхăну йĕркелерĕм. Çавăн чухне «УниверТВ» ертÿçипе паллашса студире сюжетсем хатĕрлеме вĕрентĕм. Телекурав уйрăмах илĕртрĕ. Университет пурнăçне çутатасси маншăн ансат ĕç пек туйăнма пуçларĕ. Паянхи кун тĕлне ку канал валли 80-а яхăн публикаци хатĕрлерĕм. Çак ĕçе 1-мĕш курс студенчĕсене явăçтарма тытăнтăм. Сюжетсем хатĕрлеме хăнăхнине шута илсе кăçал çулла производство практикине «Чăваш Ен» ПТРКра ирттертĕм. Анчах унта питĕ çăмăл пулчĕ тесе калаймастăп. Федераци каналĕн тытăмĕнчи телекуравра сюжет хатĕрлес йĕрке те урăхларах пулса пырать. — Тематикăна тишкерес тĕк сана ытларах мĕнле видеоматериал хатĕрлеме килĕшет? — Хальхи саманара журналист пĕр евĕрлĕ япалапа кăна ĕçлейменнине ăнланатăп. Çавăнпа та эпĕ универсаллăхшăн. Тĕн уявне çутатмалла-и, вĕрентÿ тытăмĕнчи кăсăклă сюжет хатĕрлемелле-и — ÿкерме, çырма яланах хавас. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Ывăлĕ хыççăн ашшĕ те çар операцине кайнă

Йĕри-тавра çумăр ислетет пулин те Туçа тăрăхĕ çумăрсăр антăхрĕ. Çу каçса та пĕр тумлам ÿкменччĕ. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан икĕ Дима пĕри – Казаков, тепри – Щербаков тăван тăрăха вăхăтлăха отпуска килсенех çумăр çуса пачĕ. Ырă пулăма пĕлтертĕрех ку.

Мунча тунинчен тĕлĕннĕ Дима Казаков Анат Туçара çуралса ÿснĕ. Вăл хăйĕн ирĕкĕпе, чун хушнипе 2022 çулхи юпа уйăхĕнче çар ретне тăнă. Тĕрĕссипе, унăн ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах унта каяс шухăш тĕвĕленнĕ. Çапах та хăйĕн тĕллевне çур çултан çеç пурнăçлама пултарнă. Казаковсем ачисене мĕн пĕчĕкрен чăн-чăн арçын пулса ÿстернĕ: 3 арçын ача спартансем пек çитĕннĕ. — Эпĕ ун чухне те 12-13 çулсенче пулнă. Пирĕн килте икĕ мотоциклччĕ. Пĕри – «Урал», тепри – «Восход». Иккĕмĕшĕ вуçех те юрăхсăрччĕ. Ăна аттерен юсама ыйтса илтĕмĕр. Вăл пур пĕрех юрăхсăр тесе шеллемерĕ. Кÿршĕ ачипе Алеша Перепелкинпа çав мотоцикла йăлт юсарăмăр, çÿрекен турăмăр. Атте мотоцикл çÿресе кайнине курсан тĕлĕннипе шанк! хытнăччĕ. Тульккăш хытарса каларĕ, «Милици аллине çаклансан лекет», — терĕ. Çавăнтанпа эпир мотоцикл çинчен анман. Пакунлисенчен тарса «тимĕр ута» çÿллĕ хÿме урлă миçе хутчен каçарман-ши? Хамăн пурнăçа техникăпа çыхăнтарма тĕв тунăччĕ. 1997 çулта Анат Туçари вăтам шкула пĕтерсен мана Шупашкарти педагогика колледжне вĕренме кайма сĕнчĕç. Ку ман валли маррине вĕреннĕ чухнех ăнлантăм. Çавăнпа та 1998 çулта салтака кайрăм. Абхазире килĕштерÿ вăйĕсенче /миротворческие силы/ службăра пулнă. Хĕсметре тăнă чухне малаллахи пурнăçа çакăнпа çыхăнтарма шутларăм. Салтакран таврăнсан шалти ĕçсен пайне ĕçлеме вырнаçрăм. Çемье çавăртăм. Халĕ манăн ывăл 16 çулта. Эпĕ, ачаран техника енне туртăннăскер, унта 4 çул ĕçленĕ хыççăн каллех техникăпа ĕçлеме тытăнтăм. Ку ĕçпе хамăн ирĕкпе çар операцине тухса кайичченех аппаланнă. Ятарлă çар операцине пуçлансанах кайма шутланăччĕ те… Малтан килтисемпе пĕр шухăшлă пулмасран тытăнса тăтăм. Юпа уйăхĕнче мобилизаципе каякансемпе пĕрле çула тухрăм. Малтан 2 уйăх Ульяновск хулинче тăтăмăр. Унта пире йăлт çĕнĕрен вĕрентрĕç. Раштавăн 23-мĕшĕнчен пуçласа эпĕ Запорожье облаçĕнче, — терĕ Дима Казаков. Халĕ икĕ эрнене канма килнĕ вăл. — Эпир чăваш полкĕнче. Пур çĕрте те чăваш. Эпир ытларах хÿтĕлев линине тытса пыратпăр. Окопсем чаватпăр, блиндажсем тăватпăр. Кайран малалла каятпăр. Хăш-пĕр чухне пурăнмалли условисене йăлт туса пĕтеретпĕр çеç — татах малалла кайма хушу параççĕ. Нарядра тăратпăр. Халĕ пĕр хула патĕнче чарăннă. Унта хальччен пĕр йĕркеллĕ çурт та пулманнинчен тĕлĕнетĕп. Пирĕн тăрăхри выльăх витисене те вĕсен çурчĕсенчен пысăкрах, тĕплĕнрех тунă. Мунча çĕклесе патăмăр. Унта пурăнакансем тĕлĕнсе кайрĕç. Хальччен ăçта шыва кĕрсе, çăвăнса пурăннă-ши вĕсем? Тата унти çут çанталăк тĕлĕнтерет. Хĕл каçса та пĕрре кăна юр çуса курчĕ пуль. Акацисем юман пек парка, тем çÿллĕш ÿсеççĕ. Тата питĕ йĕплĕ. Йĕппи 10-15 сантиметра çитет. Резина атă витĕр шăтарать. Çав енчен япăх. Эсир манран неонацистсемпе епле кĕрешни çинчен те ыйтса пĕлесшĕн пулĕ-ха. Çук, ун çинчен нимĕн те каласа параймастăп. Мĕншĕн тесен хÿтĕлев линийĕнче никам та пулмасан малти лини тытăнса тăраймасть. Малти лини валли пур япалана та эпир тивĕçтерсе тăратпăр. Тĕрĕс, вĕсене питĕ йывăр килет. Улăштармалла пулсан эпир яланах хатĕр тăратпăр. Манăн çарти специальноç – стрелок санитар». <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Ашшĕ-амăшĕ ыйтнине пурнăçлама Америкăран килнĕ

«Манра чăваш юнĕ те чупать. Апла пулин те Чăвашра пĕр тăван та çук. Тен, пур та пулĕ, вĕсене пĕлместĕп. Манăн анне енчи тăвансем чăваш пулнă. Анчах эпĕ ÿссе çитнĕ çĕре вĕсемпе çыхăну çухатнă. Аттепе анне те тахçанах çĕре кĕнĕ. Иккĕшĕн вил тăприйĕ те Америкăра. Шăпах вĕсем хушса хăварнине пурнăçлама килтĕм те эпĕ», — çапла пуçларĕ сăмахне хăйĕнпе «Илья в кубе» тесе паллаштарнă арçын. Малтанах шÿтлет пулĕ терĕм. Кайран чăннипех те çапла пулнине ĕнентĕм — Ильин Илья Ильич.

НЛО пулнине ĕненмен Илья Ильин Ташкент хулинче çуралнă. Амăшĕ Мария Варсонофьева Шупашкар хулинче çуралса ÿснĕ. Çемйи уйрăм çуртра пурăннă. Шкул пĕтернĕ хыççăн Марийăн малалла вĕренме май килмен. Ашшĕпе амăшĕ ăнсăртран сĕрĕм тивнипе вилнĕ. Хĕр пĕчченех тăрса юлнă, стройкăна ĕçе вырнаçнă. Шăпах 1966 çулта, Ташкентра çĕр чĕтреннĕ хыççăн, чылай çамрăк комсомол путевкипе унта тухса кайнă. Çак шутра Мария та пулнă. Паллах, çак хăрушă инкек хыççăн пысăк хулана ура çине тăратма çăмăлах пулман. Çапах та Мария пек çамрăксем кунта йышлă ĕçленĕ. Вĕсенчен пĕри Ташкентрах çуралса ÿснĕ вырăс каччи Илья Ильин пулнă. Çамрăксем пĕр-пĕрне килĕштернĕ, çемье çавăрнă. Ташкент хулинчех пурăнма юлнă. Çамрăк мăшăрăн пĕрин хыççăн тепри виçĕ ывăл çуралнă. Вĕсене хулара 3 пÿлĕмлĕ хваттер панă. — Маншăн ачалăх чи лайăх самантсемпе асра юлнă. Темиçе халăх ачи пĕр-пĕринпе килĕштерсе выляттăмăр. Ĕмĕтсем çав тери пысăкчĕ. Çак ачалăх иртсе каять тесе нихăçан та шутламан. Аттепе анне стройкăра вăй хунă пулсан эпĕ ытларах техника енне туртăнаттăм. Хамăр картишри ачасемпе малтан велосипед пуçтараттăмăр, ÿсерехпе — мотоцикл… Шкул пĕтерсен çав енĕпех техникума вĕренме кĕтĕм. Эпир 9-мĕш хутра пурăнаттăмăр. Çапла пĕррехинче каçхине балкон çине тухрăм. Каçхи тÿпене сăнарăм. Вăхăт нумай та иртмерĕ — хамран инçех те мар пĕр çутă пăнчă пысăкланнăçемĕн пысăкланса, çап-çаврака турилкке евĕр пулса манăн ума пырса тăчĕ. Эпĕ, хальччен ун пеккине нихçан та курманскер, хускалма пĕлмесĕр тăтăм. Ахаль-махаль турилкке мар, унта чÿрече паллин йĕррисем те курăнатчĕç. Çав турилкке ман умра темиçе çеккунт çаврăнчĕ те çиçĕмле хăвăртлăхпа епле килнĕ — çапла çухалчĕ. Тем вăхăтран кăна тăна кĕтĕм. Хам мĕн курнине килтисене каларăм – вĕсем ĕненмерĕç. Çав каçхине турилккене эпĕ çеç мар, хулари нумай çын курнă иккен. Ун хыççăн вăхăт нумай та иртмерĕ — Узбекистанра лару-тăру улшăнма тытăнчĕ. Çук, кăна эпĕ НЛОпа çыхăнтармастăп. Хам ăна курнине çеç çирĕплететĕп. Ют халăх çыннисене пурăнма кунран-кун йывăрлана пуçларĕ. Юрать, эпĕ техникум пĕтерсе ĕлкĕртĕм. Ĕçе те вырнаçнăччĕ. Мана унта хисеплетчĕç. Çапах та тĕл пулакан кашни çынран: «Эсĕ вырăс, санăн кунта саркаланса пурăнма ирĕк çук», — текен сăмахсене илтме кăмăллах марччĕ. Шăллăмсем те çав сăмаха илтнипех тарăхатчĕç. Ăçта тухса каяс? Ку вăхăт тĕлне Шупашкарта аннен çывăх тăванĕсенчен никам та çукчĕ. Çавăнпа Чăваша каятпăр теме шухăш та пулман. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Килти «фермăри» кашни чĕр чунăн ячĕ пур

Вăхăт каç еннелле сулăнсан Степановсен çемйинчи ачасем хăнăхнă кулленхи ĕçе пурнăçлама васкаççĕ. Килĕнчен инçе мар карнă электрокĕтÿç картинчи выльăха хуçалăх таврашне хăваласа кĕртеççĕ, шăвараççĕ. Çавăн хыççăн чăн-чăн фермăри пек уйрăм пÿлнĕ вырăнта тăракан ĕнесемпе пушмак пăрусем патне кил хуçи мăшăрĕ Алина Юрьевна çитет. Каçхи сăвăм пуçланать…

Ĕçлеме «вăрласа» кайнă Тăвай районĕнчи Кивĕ Пуянкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ чăваш хĕрĕ пурăна киле çакăнта, Елчĕк тăрăхĕнчи Шăмалака, çаврăнса çитессе шухăшлама та пултарайман паллах. Пÿрсен таçта та кайăн çав, хĕр-упраçăн шăпи çавнашкал. Шупашкарта аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Алина Красновăна /хĕр чухнехи хушамачĕ/ ăннă: ун валли тăван ялĕнчи шкултах ĕç тупăннă. Çапла 2008 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăл Кивĕ Пуянкасси шкулне пухăннă ачасене вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ пек кĕтсе илнĕ. Ахăртнех, ялти ача садĕнче воспитательте вăй хуракан Ирина Витальевна аслă хĕрĕ тăван ялтан инçе кайманшăн хĕпĕртенĕ те. Анчах «Хĕр ĕмĕрĕ хăналăх» каларăша пуçра тытса яланах капла пулмасса та тĕшмĕртнĕ-тĕр. Елчĕк çĕрĕ çинче çитĕннĕ Алексей Степановăн та шкул хыççăнхи сукмакĕ Алинăнни евĕрлĕ пулса пынă. Аттестат алла илнĕ йĕкĕт Шупашкара ял хуçалăх академине /халĕ — аграри университечĕ/ вĕренме кайнă. 2006 çулта дипломлă ветеринар тăван тăрăха таврăннă. Ачаранах выльăхчĕрлĕх йышлă тытнă çемьере çитĕннĕ çамрăк Шăмалакри «Свобода» пĕрлешÿллĕ хуçалăхра вăй хума тытăннă. Яш чухне тупăш ытларах кĕрекен ĕç патне туртăнни — хăнăхнă пулăм. Алексей те часах Шупашкарти «Зооветснаб» хуçалăха ĕçлеме куçнă. Çавăн чухне çамрăк специалистăн республикăри тĕрлĕ района командировкăна тухса çÿреме тивнĕ. «Пирĕн тăрăхра, Елчĕкре, хĕр вăрлас йăла пур. Манăн пурнăçра вара… хама «вăрларĕç». Авлантарас шухăшпа мар тульккăш, ĕçе илĕртес тĕллевпе. Çапла пĕр ахаль кун калаçмалли пур тесе Шупашкара пычĕç те машинăпа Тăвай енне лартса кайрĕç. «Пурăнма пÿлĕм уйăрса паратпăр, шалу енчен кÿренмелле пулмĕ — тархасшăн, ĕçле», — ÿкĕте кĕртрĕç ун чухне пулас ĕçтешсем. Тăвай тăрăхĕнче «Акконд-Агро» хуçалăхра ветеринарта вăй хума тытăнасси çапларах пулса тухрĕ», — аса илчĕ Алексей Николаевич. Паллах, пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçасси çăмăл мар. Анчах кирек мĕнле улшăнура та ырă ен тупăнасса шаннă. <...>

Ирина ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.