Комментари хушас

27 Утă, 2023

Чăваш хĕрарăмĕ 29 (1308) № 27.07.2023

Чуна выртакан «тĕтрелĕх»…

Венера Рим мифологийĕнче илемлĕх турри шутланать. Унăн витĕмĕпе çынсен чунĕсенче чи ырă туйăмсем амаланнă теççĕ. Вăл илем, юрату, киленӳ… парнелет имĕш. Ашшĕ-амăшĕ хĕрне Венера ят панă чухне çакăн çинчен шухăшланăши? Çак ята суйласа хĕр пĕрчийĕн шăпине «çырнăнах» туйăнать.

Сăмахăм Венера Сандомирова-Пономарева ӳнерçĕ пирки. Унăн ĕçĕсем чунчĕремре, чăн та, чи ăшă туйăмсем çуратаççĕ, мĕншĕн тесен унăн ӳкерчĕкĕсенче — чăваш хĕрарăмĕ. «Кукам», «Мамак», «Амăшлăх»… «Раççей мисĕ – 2018» ĕçе вăл 2018 çулта «Раççей мисĕ» конкурсра çĕнтернĕ Шупашкар хĕрĕ Юлия Полячихина хитрелĕхĕпе хавхаланса ӳкернĕ. «Мана унăн çутă сăнĕ, савăк кăмăлĕ килĕшрĕ», — каласа парать Венера Николаевна. Тăванĕсем-и, паллă çынсем-и е тăван тăрăх илемĕ-и сăнланнă – кашни картина хăйне евĕрлĕ. «Туманистка» тесе те калаççĕ ун пирки. Мĕншĕн çапла каланине ĕçĕсене тимлекен тӳрех ăнланса илĕ. Чăн та, вĕсене «тĕтре карса илнĕ» тейĕн. Çапах ун витĕр чăн чăваш хĕрарăмне куратпăр. Вăл ĕçпе пиçĕхнĕ, хура-шурне сахал мар чăтса ирттернĕ, çирĕп тата çав вăхăтрах ырă та уçă кăмăллă. «Куçĕ салху-çке…» — асăмрах унăн картининчи сăнарсем. Пурнăç хуйхăсуйхăсăр пулмасть çав. Венера Сандомирова Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Хăмаркка ялĕнче 1949 çулта çут тĕнчене килнĕ. Аслă шкул хыççăн тăван ялĕнчи шкулта ӳкерӳ тата черчени учителĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Шупашкар районĕнчи тата тĕп хуламăрти шкулсенче тăрăшнă, 1977 çултанпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ӳнерпе графика факультетĕнче преподавательте ĕçленĕ. Пулас мăшăрĕ Валерий Пономарев ӳнерçĕ те кунтах тăрăшнă. Художник ачисем ашшĕн е амăшĕн çулĕпе кайнине нумай тĕслĕх пĕлетĕр-и? Пултаруллă Пономаревсен çемйи – ку енĕпе ырă тĕслĕх. Венера Николаевна, Валерий Викторович тата вĕсен хĕрĕ Мария — Раççей художникĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕсем. Ывăлĕ Владимир та çак енпех аталаннă. Мария Валерьевна, ашшĕ пекех, хамăр тăрăхри кăна мар, ытти хулари чиркӳсене илемлетет. Венера Сандомирова — паян хастар ĕçлекен ӳнерçĕсенчен пĕри тесен те йăнăш пулас çук. Нумаях пулмасть Литература музейĕнче унăн ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. <...>

Надежда КУДРЯШОВА.

♦   ♦   


Нумай ыйтăва пĕр вырăнтах татса пама пулать

«Пурччĕ-ха хучĕ, пурччĕ», — сумкине ухтарать кинемей. Нумай функциллĕ центра тем ĕçпе килнĕ ĕнтĕ, анчах сăлтавĕ пурах унăн, ахальтен çӳремест. Тен, пенси тĕлĕшрен уçăмлатмалли самант вырăнтан хускатнă. Тен, куçман пурлăха пырса тивекен ыйту сиксе тухнă… НФЦ-на кашниех тĕрлĕ сăлтавпа çӳрет. Кунта вуншар кăна мар, çĕршер ыйтăва татса пама пулать.

«Акă-çке», — пăлханмах пуçланă кинемей пĕчĕк хут таткине тупсан савăнăçлăн йăл кулчĕ. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчи харпăр кабинетне кĕмелли пароле вăл пăхмасăр ас тумасть паллах. Паянхи техникăпа усă курма пĕлменскер чылай япалана ăнлансах та пĕтереймест ахăрнех. Анчах центрта тăрăшакансем кирек епле ыйтăва та уçăмлатма пулăшасса аван пĕлсе çитнĕ. Чăн та, мĕн пур тенĕ пекех ыйтăва килтен тухмасăрах татса пама пулать паян. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕпе усă курма пĕлекенсем çапла тăваççĕ те. Анчах та çулсем иртсе пынă май çӳçĕ кăвакарма тытăннисене ятарлă специалистсен пулăшăвĕ кирлĕ-ха. Тепĕр тесен, вĕсемсĕр ĕç кăларайманнисем çамрăксен йышĕнче те пур. МФЦ-ра тăрăшакансем пурне те пулăшма хатĕр. «Ача укçи илмешкĕн хамăн тата упăшкан ĕçĕнчен хут пуçтарса халтан каяттăм. Халĕ нумай функциллĕ центрта ыйту кăна çырмалла иккен. Кирлĕ хутсене специалистсем вырăнтан хăйсемех ыйтса илеççĕ», — пĕлтерчĕ нумаях пулмасть пĕлĕшĕм. «Ыйтăвне килтен тухмасăрах çырма та пулать», — пурнăç чылай малалла аталаннине, кунран-кун килекен çĕнĕлĕхсемпе çăмăллăхсем ăна самай ансатлатнине пĕлтеретĕп эпĕ. «Ăнлансан çăмăл паллах. Анчах ăçта тата мĕнле пускăч пуррине пурте чухласах çитереймеççĕ-çке. Тепрехинче аппаланса пăхăп-ха. Тепĕр тесен, пĕр вырăна çитсе килесси çичĕ тĕле чупасси мар», — тӳрре тухать пĕлĕшĕм хăйне «кая юлса пыракансен» йышне кĕртесрен асăрханса. Чăн та, халĕ пĕр вырăнтах ача çуралнине çирĕплетекен хут илме те, пулас пенсипе кăсăкланма та, налук ыйтăвĕсене уçăмлатма та… пулать. Ку тĕлĕшпе нумай функциллĕ центрсем те, патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ те пысăк вырăн йышăнать. Пурнăçа самай ансатлатать. Çĕннине, лайăххине вара питех те хăвăрт хăнăхатпăр. 2010 çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче «Патшалăх тата муниципаллă пулăшусем йĕркелесси çинчен» федераци саккунĕ вăя кĕнĕ. Шăпах çак нормативлă документ НФЦ ĕçне йĕркелесси, граждансене патшалăх пулăшăвĕпе усă курас тĕлĕшпе административлă чăрмавсене чакарасси çинчен калать. Çак пулăма тĕпе хурса паян НФЦ ĕçченĕсен кунне паллă тăваççĕ. Кунашкал центрсем кирли çинчен çĕршывра 2000- мĕш çулсенчех калаçма пуçланă. «Манăн документсем» пĕрремĕш центр Мускавра 2011 çулхи çурла уйăхĕнче уçăлнă. Ун чухне вăл граждансене налук тата миграци службипе, кадастр палатипе тата Раççей Пенси фончĕпе «çыхăнма» май панă. Центр кӳрекен пулăшусен йышĕ çулсеренех ӳссе пынă май паян акă кунта 400 ытла пулăшупа усă курма пулать. Ку хисеп çулсерен анлăлансах пырать. «Пĕр чӳрече» мелĕпе ĕçлекенскер пулăшу кӳрекен патшалăх учрежденине çаврăннă. Граждансемпе влаç органĕсен хушшинчи ыйтусене татса парас тĕлĕшпе ăнăçлă проект пулса тăнă. Кунта пулăшу илмешкĕн тĕрлĕ ӳсĕмри, социаллă расна ушкăнри çынсем çӳреççĕ. Кунашкал центрсем республикăри кашни муниципалитетра тенĕ пекех пур. Вĕсене вăхăт ыйтнă пек çĕнетсех тăма май шыраççĕ. Специалистсем вара кирек хăçан та çынсен ыйтăвĕсене май пур таран тĕплĕнрех те туллинрех татса пама тăрăшаççĕ. <...>

Татьяна НАУМОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.