Комментари хушас

21 Утă, 2023

Хыпар 79-80 (28107-28108) № 21.07.2023

«Пĕр шухăшлă çынсемпе ĕçлеме çăмăл»

Старостăсем — халăхпа вырăнти влаç органĕсен çыхăнăвне çирĕплетекенсем. Халăха нимене кăларас, курăмлă ĕçсем пурнăçлама явăçтарас ĕçре вĕсен тӳпи питĕ пысăк.

«Ялта та пурнăç лайăх»

Михаил Жидков ял старостин тивĕçĕсене 2010 çултанпа пурнăçлать. Вăр-вар та сăмахшăн кивçене кайман арçын Етĕрне тăрăхĕнчи Çухра ялĕнче çуралса ӳснĕ, çавăнтах тымар янă. Хастар арçынна ял тăрăхĕн депутатне икĕ хутчен та суйланă. Яла хулапа улăштарма нихăçан та шутламан вăл. — Атте колхозра техникăпа вăй хунăран хам та унран уйрăлма пĕлмен. 7-мĕш класра ăс пухнă чухнех уйра тракторпа ĕçлеттĕм. Килте стройка пыратчĕ ун чухне, çывăх çыннăн харăсах çурт-хуралтă та хăпартмаллаччĕ, уй-хирте те ĕçлемеллеччĕ. Атте мана ун чухнех трактор шанса парса хăваратчĕ те хăй килте стройкăпа аппаланатчĕ. 2-3 сехетрен мотоцикл утланса уй-хире тухса тĕрĕслетчĕ, веçех йĕркеллĕ пулнине курса-ĕненсе каялла вĕçтеретчĕ. Шкул хыççăн Советскинчи професси училищине вĕренме кĕтĕм, кĕркунне ыттисенчен 2 уйăх каярах каяттăм. Колхоз ертӳçи мана вырма вăхăтĕнче уй-хир ĕçĕсене явăçтарма ыйтса училище директорĕ патне çырупа тухатчĕ. Чӳк уйăхĕнче кăна вĕренме пуçлаттăм. Ĕçлес тесех ĕçленĕ, никам та патакпа хăмсарса тăман. Халĕ фермер патĕнче тăрăшатăп. Эпĕ хулара пурăнаймастăп. Ялта та пурнăç лайăх, ӳркенмелле мар кăна. Ĕçлес текен валли ĕç тупăнатех. Тĕслĕхрен, хамăр патрах 5 фермер кооператив йĕркелерĕ. Тыр-пул, рапс, купăста, çĕр улми аксалартса ӳстереççĕ. Ĕçлес текенсемшĕн ĕç вырăнĕсем пур, — ял пурнăçне кăмăллани Михаил Николаевичăн кашни сăмахĕнче палăрчĕ. Арçыннăн хăйĕн пурнăçĕнче виçĕ ĕç тумалла теççĕ. Михаил йывăç та пĕрре мар лартнă, çурт тунă, мăшăрĕпе, вăл шкул ӳсĕмĕчченхи ачасемпе ĕçлет, ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ. — Эпĕ 24-рах çурт хăпартрăм, — мухтанмасăр калаçрĕ вăл. — Унччен мăшăрпа икĕ çул пĕчĕк çеç йывăç çуртра кун кунларăмăр. Сарай-хуралтă таврашне те хамăрах турăмăр. Çурт хăпартмашкăн патшалăхăн «Ялти çамрăк специалист» программи пулăшрĕ. Колхозра водительте ĕçлесе 600 пин тенке тивĕçрĕм. Ялта пурăнакан çемье ĕçлеме кăна мар, канма та вăхăт тупать. Нумаях пулмасть Жидковсем Беларуç Республикинчи тăванĕ патĕнче пулнă. Минск хулинчи Трактор заводне, Ботаника садне çитсе килни тарăн йĕр хăварнă кил хуçин чунĕнче. Унти тасалăх, илемлĕх, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене сума суни пирки хавхалансах сăмах вакларĕ вăл. Ертсе пыракан кирлех Хăтлăх кĕртес, пурăнмалли условисене лайăхлатас тесе Çухра ялĕнче Михаил Жидков староста ертсе пынипе курăмлă ĕçсем туса ирттереççĕ. — Пуçаруллă бюджет — питĕ лайăх программа. Пĕлтĕр унта хутшăнса шыв пăрăхĕсене улăштартăмăр, çавăн валли килĕрен 8-шар пин тенкĕ пухрăмăр. Вĕсене иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенчех хывнă. Асфальт сарнă чухне каток ĕçлени чукун пăрăхсене те витĕм кӳнĕ, лешсем пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çурăлма тытăннă. Кашни кĕркунне-çуркунне шыв пăрăхĕсем шăтатчĕç. Çулталăкра сахалтан та 2-3 хутчен экскаватор чĕнме тиветчĕ. Çурăлнă вырăна шыраса тупса сапламалла, каялла хупламалла — халăхран укçа пуçтараттăмăр. Шухăшларăмăр та, мĕншĕн киввисене сапласа нушаланмалла? Пухура халăхпа сӳтсе явса йышăну турăмăр: çĕнĕ пăрăхсем хывмалла. Пурте килĕшрĕç. Полиэтилен пăрăхсен эксплуатаци вăхăчĕ — 50 çул. Ялсенче çивĕч ыйту чылай: çул сармалла, шыв кĕртмелле, пĕве тасатмалла… Кирек мĕнле ялта та халăха тапратакан пĕр-пĕр çын кирлĕ. Кĕтĕве кĕтӳç кирлĕ вĕт, ялта та ертсе пыракан, пĕрлехи ĕçе хутшăнма хистекен пулмаллах. Тĕрĕссипе, ялта ман пек йăрă, чупса çӳрекен çын çук та, — шӳтлесе те илчĕ ял старости. Кăçал Çухра ялĕнче халăх пуçарăвĕпе шыв башнине улăштарнă. Халĕ ялта башня та, шыв пăрăхĕсем те çĕнĕ. Тата маларах скважинăна тасатнă. Çак ĕçе ял халăхĕ нимĕнле программăна хутшăнмасăр хăйĕн вăйĕпе тунă. — Башня лартмашкăн кашни килрен 1500 тенкĕ пуçтартăмăр. Кивви шăтсан сапламашкăн та укçа-тенкĕ кирлĕ, çĕнни лайăхрах. Паянхи кун башня лартма кăна 1 миллион ытла тенкĕ кăларса хумалла. Хамăр кăна тăкакланас пулсан мĕн чухлĕ укçа хывмалла! Унсăр пуçне хамăрăн ĕçлемелле. Программăна хутшăнса халăх укçа-тенкĕн 10%-не хывать, ĕçе подряд организацийĕ пурнăçлать. Пуласлăхра шыв башни патĕнче электричество приборĕсен будкине йĕркене кĕртме, йĕри-тавра карта тытма палăртатпăр. Тăрăшнине кура çынсем ырă сăмахпа хавхалантараççĕ, çакă савăнтарать, — чунне уçрĕ Михаил Жидков. Темиçе çул каялла Çухрара çутă пулман: электричествăн кивĕ юписене çĕннисемпе улăштаракансем хунарсене те пĕрле илсе кайнă. Халăх укçа пуçтарса хунарсем, энергие перекетлекен лампăсем лартнă. Кăçал ял çыннисем электрокĕтӳç йĕркеленĕ. Ĕне пуçне 3-шер пин тенкĕ пухнă. Унччен кĕтӳ пăхма 3-4 çын тухнă пулсан халĕ пĕрре те çителĕклĕ. Вăл та кунĕпех выльăх патĕнче тăмасть. Ку та нимелле тунă ĕçсенчен пĕри. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   


«Программа пур чухне пысăк ĕçсем туса юлмалла»

Кивĕ Тинкеш тăрăхĕнче 12 проектран 10-шне пурнăçа кĕртнĕ

Халăх пуçарăвĕ çинче никĕсленнĕ проектсемпе чи ăнăçлă ĕçлекен территори уйрăмĕ пирки ыйтсан Етĕрне округĕнче Кивĕ Тинкеше асăнчĕç. Кăçал унта 12 проект пурнăçланать, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ — 8 миллион ытла тенкĕ. Территори уйрăмне 2019 çултанпа Светлана Михайлова ертсе пырать. Унпа тĕл пулса пуçаруллă бюджет программипе пурнăçланакан ĕçсем, халăх вĕсене мĕнле кăмăлпа хутшăнни çинчен калаçрăмăр.

Шутне ӳстерсе пыраççĕ Кивĕ Тинкеш уйрăмне Мăн Пакăш, Пакăш Выççăлкки, Кĕçĕн Ямаш, Кивĕ Тинкеш, Çĕнĕ Тинкеш, Юманай, Ванькушкăнь, Качикасси, Çухра тата Кăмаккасси ялĕсем кĕреççĕ. Кунта — 500 ытла хуçалăх, вĕсенче 700 ытла çын пурăнать. — Малтан пирĕн тăрăхра «Пучах» колхоз ĕçлетчĕ. Вăл ура çинче çирĕп тăнă вăхăтра халăх йышĕ те ытларахчĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн ялсенче пурăнакан сахалланма пуçларĕ, çамрăксем хуланалла кайма тытăнчĕç. 2019 çулхи юпа уйăхĕнче ял тăрăхĕн администрацийĕнче специалистра ĕçлеме тытăнтăм, пĕр уйăхранах пуçлăх тивĕçĕсене пурнăçлама шанчĕç, — вырăнти лару-тăрупа паллаштарчĕ Светлана Николаевна. Сăмах май, вăл виççĕмĕш çул лава пĕччен туртать, администрацире специалист çук. Ĕçлеме пуçласанах ял тăрăхĕнче пуçаруллă бюджет программине хутшăнмашкăн виçĕ проект хатĕрленĕ, анчах хыснара кирлĕ чухлĕ нухрат пулманран конкурса документсем тăратайман. Çав вăхăтра вырăнти хуçалăх панкрута тухнă, çавна май таврари çĕр лаптăкĕсене тара парас ыйтăва татса пама тивнĕ. Унччен ял тăрăхĕн бюджетне аран-аран йӳнеçтерсе пыракан колхозран 40 пине яхăн тенкĕ аренда укçи кĕнĕ пулсан çĕр лаптăкĕсене аукциона тăратни чылай пысăк тупăш илсе килнĕ. Çав укçа-тенкĕ пуçаруллă бюджет программине хутшăнма та, ытти ĕçе пурнăçлама та май панă. Çапла 2021 çулта халăх пуçарăвĕ çинче никĕсленнĕ 5 проекта пурнăçа кĕртнĕ. Чи малтанах Кивĕ Тинкеш ялĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсене асăнса лартнă палăка çĕнетнĕ, Кĕçĕн Ямашри пĕр урамра вак чул сарнă, Çĕнĕ Тинкеш ялĕнче шыв башнине улăштарнă. Икĕ ялта — Кивĕ Тинкешре тата Мăн Пакăшра — 1900 тата 2400 метр шыв пăрăхĕ хывнă. Ĕçсем ăнса пыни вырăнти халăха та, ертӳçе те хавхалантарнă. Пĕлтĕр Кивĕ Тинкешсем Чăваш Енĕн Ял хуçалăх министерствине 6 проект тăратнă. Халăх тӳпе хывнипе Пакăш Выççăлкки, Çухра, Çĕнĕ Тинкеш, Юманай ялĕсенче шыв пăрăхĕ хунă, Ванькушкăньте вак чул сарнă, Кивĕ Тинкеш ялĕнче 2 пĕвене тасатнă. 2022 çултах конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнмашкăн икĕ проект хатĕрленĕ. Вĕсене те министерство ырласа йышăннă. Ĕçсене кăçал пурнăçланă: Мăн Пакăш ялĕнчи пĕвене тасатнă, Кĕçĕн Ямашри ача-пăча лапамне карта тытса çавăрнă тата беседка тунă. Çĕрĕпе çырать Çынсене таса шывпа тивĕçтересси — республикăри çивĕч ыйтусенчен пĕри. Иртнĕ ĕмĕрте тунă башньăсем, шыв пăрăхĕсем кивелсе юрăхсăра тухса пыраççĕ. Кивĕ Тинкеш уйрăмĕнчи ялсенче пурăнакансене те шыв пăрăхĕ пĕрре мар çурăлса тарăхтарнă, çавăнпах халăх пуçарăвĕпе пурнăçланакан проектсенчен чылайăшĕ шыв башнине улăштарассипе, çĕнĕ пăрăх хывассипе, скважина чавассипе çыхăннă. — Шывсăр пурăнма çук, чи малтан вăл кирлĕ. Акă Çĕнĕ Тинкешре шыв ыйтăвĕ çивĕч тăратчĕ, пăрăх шăтса нушалантаратчĕ. Виçĕ çулта шыв ыйтăвне татса патăмăр, пуçаруллă бюджет программине хутшăнса пĕр çулхине башня юсарăмăр, тепĕр çулхине шыв пăрăхĕ хыврăмăр, кăçал скважина тасатрăмăр. Çитес çул ял çыннисем пĕве тасатас шухăшлă, — пĕлтерчĕ Светлана Николаевна. Кăçал территори уйрăмĕнче пурнăçланакан 12 проектран 10-шĕнче ĕçсене вĕçленĕ те ĕнтĕ. Çухра, Çĕнĕ Тинкеш, Кăмаккасси ялĕсенче шыв башнисене улăштарнă, Çĕнĕ Тинкешре скважина тасатнă, Мăн Пакăшра шыв башнине карталанă тата автоматика вырнаçтарнă. Патшалăх пулăшăвĕпех Качикассинче, Кĕçĕн Ямашра вак чул сарнă. Пакăш Выççăлккинче çула пĕлтĕрех юсанă-ха, анчах ун чухне укçи-тенки ĕçе вĕçне çитерме çитмен. Çак ĕçе тăсса кăçал урам вĕçĕнче вак чул сарнă, машинăсене çаврăнмалли лапам тунă. Кăçал пурнăçламалли пысăк тепĕр проект Юманай масарне хăтлăх кĕртессипе çыхăннă. Унăн хакĕ – 1 миллион та 400 пин тенкĕ, халăх хывакан тӳпе 10 процентпа танлашать. Проект тăрăх масар çинчи йывăç-тĕме касса тирпейлемелле, тавраллах карта тытса çаврăнмалла, çывăх çыннисене юлашки çула ăсатмалли тăрăллă вырăн тумалла. Мăн Пакăш ялĕнче пĕвене çирĕплетме палăртнă. Проект хакĕ — 1 миллион та 700 пин ытла тенкĕ. Аукцион нумаях пулмасть иртнĕ. Халăх тӳпине Валерий Григорьев фермер хывма килĕшнĕ. Кунти ялсенче ача-пăча тата спорт лапамĕ темиçе те. 2020 çулта ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ ятпа республикăри кашни ял-салана 100-шер пин тенкĕ панăччĕ. Çав укçапа Кивĕ Тинкеш уйрăмĕнчи виçĕ ялта — ача-пăча лапамĕ, ыттисенче тăватшар элементлă спорт лапамĕ вырнаçтарнă. Кивĕ Тинкешсем кăçалхи конкурсăн хушма тапхăрĕнчен те юлман. Территори уйрăмĕн ертӳçи тăрăшнипе тепĕр 3 проект тăратнă. Республика бюджетĕнчен нухрат куçсан Кĕçĕн Ямаш ялĕнче шыв башнине юсама, Кăмаккассинче скважина тасатма тата Кивĕ Тинкешре Акатуй тата ытти уяв ирттермешкĕн сцена йĕркелеме палăртаççĕ. Светлана Николаевна проектсене хăех хатĕрлет. Хĕрӳ вăхăтра сехет йĕппи малалла васканине те сисмест вăл. — Киле каймасăр çĕрĕпе ĕçлени те, ирхи 3 сехетре ĕçе килни те пулать ун пек чухне, — йăл кулать вăл ӳпкелешмесĕр. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


В технике Ростсельмаш мы уверены:

— чувашские аграрии на республиканском Дне поля

Выставка «День поля Чувашской Республики» в 2023 году прошла с 13 по 14 июля недалеко от села Михайловка в Цивильском муниципальном округе. В границах посадочной полосы аэродрома разместились экспозиции, площадки для демонстрационных показов, шатры для деловых встреч, полевая кухня и центральная концертная сцена.

Компания Ростсельмаш уже традиционно выступила на выставке с комплексной экспозицией: гостям выставки был представлен новый трактор Ростсельмаш 2400, зерноуборочный комбайн NOVA 340, кормоуборочный комбайн DON 680M и культиватор для сплошной обработки почвы R-1220. Кроме того, две новинки производителя — трактор Ростсельмаш 2400 и система автоуправления РСМ Агротроник Пилот 1.0 электроруль, на опытных полях выставки показали высокопроизводительную работу, обрабатывая площадку в автоматическом режиме без участия механизатора. Представители Ростсельмаш в ходе официальной части об˜явили делегации высокопоставленных гостей и СМИ о планах строительства нового дилерского центра. Эту идею поддержал и поприветствовал глава Чувашии Олег Николаев, назвав эту новость «Главной» на 17-ом республиканском Дне поля. Среди гостей шатра Ростсельмаш мы поговорили с председателем СХПК имени Суворова Алексеем Воробьевым. «Наше предприятие занимается как животноводством, так и растениеводством. Обрабатываем около 4000 гектаров: это пшеница, ячмень, кукуруза и силос. Из КРС у нас 600 голов молочного стада. Первый зерноуборочный комбайн Ростсельмаш мы приобрели еще в 2010 году – это был ACROS 530. Сейчас ACROS’ов у нас 6 штук, а первая машина до сих пор бегает. Конечно, современные комбайны намного совершеннее и удобнее в работе, чем 10 лет назад, но еще со времен первого знакомства с Ростсельмаш у нас осталась уверенность в надежности этих агромашин», — рассказал Алексей Валентинович. «У нас упор, конечно, на зерноуборочной технике. ACROS 585 — самая популярная среди наших механизаторов машина. Она отличается хорошей производительностью, неприхотливостью и опять же качеством уборки зерна. Урожай такой комбайн не бьет, хоть и работает быстро. Останавливаются ли комбайны в поле? Да, редкие поломки техники были, но ребята из дилерского центра Ростсельмаш очень быстро приходили на выручку. <...>

♦   ♦   ♦


Николай ГАВРИЛОВ: Тăван çĕршыва юрататăп, нумай пурăнас тетĕп

Кăçалхи ака уйăхĕнче Федерацин чăваш наципе культура автономине Раççей Геройĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ çынни, халăх сума сăвакан Николай Гаврилов ертсе пыма тытăнчĕ. Виçĕ уйăх çеç иртрĕ пулсан та автономи курăмлă ĕçсем тума ĕлкĕрчĕ. Николай Федоровичпа федерацин Атăлçи тата Урал округĕсенче патриотизм воспитанийĕ парас енĕпе ĕçлекен тытăмри представительсен форумĕнче тĕл пултăмăр. Калаçу питĕ кăсăклă иртрĕ.

Пирĕншĕн пысăк чыс

— Николай Федорович, чи малтанах çак форум çинчен ыйтса пĕлес килет. Мероприятие мĕнле хак паратăр?

— Паллах, патриотизм воспитанийĕн темипе округсен шайĕнче форум ирттерме Шупашкара суйлани пирĕншĕн пысăк чыс. Чăваш Ен хăйне лайăх енчен кăтартрĕ. Мероприятие республика Пуçлăхĕ, тĕрлĕ ведомство ертӳçисем хутшăнчĕç. Çапăçу хирĕнче хăйсене тивĕçлипе кăтартнисене çар наградисемпе чысларĕç. Çакнашкал форум ирттерни çамрăксен, студентсен, специалистсен туслăхне çирĕплетет, пирĕн республикăна, пирĕн нацие çӳле çĕклет. Форумра эпир ĕç паттăрлăхĕ, ятарлă çар операцине хутшăнса хăюлăх кăтартакан ентешсем çинчен ахальтен калаçмарăмăр. Çак çынсем ĕçлеме хăнăхнă, хăйсем тар тăкса ĕçлесе илнĕ пурлăхпа пурăнаççĕ. Вăрçăра ун пеккисене хаклаççĕ. Мĕншĕн тесен пуçарулăх, лару-тăрăва тĕрĕс хак пани, мĕн тумаллине вăхăтра тавçăрса илни пирĕн çамрăксене хăйсене лайăх енчен кăтартма май парать. Ентешсем çĕнтерӳпе таврăнасса питĕ шанатăп. Вĕсен пĕлӳ, саккунпа килĕшӳллĕн социаллă хӳтлĕх илмелле пултăр, хăйсен пултарулăхĕпе çĕршывшăн пысăк ĕç тума май килтĕр. Мĕншĕн тесен пирĕн çĕршывшăн кадрсен резервĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ.

— Форумра палăртнă тăрăх, юлашки 30 çулта çĕршывра патриотизм воспитанийĕ парас ĕç, шел те, хавшанă.

— Урăхла идеологи пулнă, пурлăх хаклăхĕсем тĕпре тăнă, çакă унчченхи ăрусен чунĕнче пулнă патриотлăх туйăмне сирсе янă. Ятарлă çар операцийĕ пире вăйлă тĕрĕслет. Вăл Раççей халăхĕн хӳтĕлевне, промышленноçне тата кăмăлне çирĕплетет. Пур вăрçăра та çĕнтернĕ эпир. Раççей халăхĕ влаç, Тăван çĕршыва хӳтĕлекен служба тавра нихăçанхинчен те вăйлăрах чăмăртаннине халĕ пирĕн тăшмансем те палăртаççĕ. Волонтер юхăмĕсенех илер. Пирĕн пысăк çĕршывăн кашни кĕтесĕнчен ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне гуманитари пулăшăвĕ каять. Тен, вăл ытлашши те пулĕ, мĕншĕн тесен патшалăх та, Оборона министерстви те салтаксене мĕн кирлипе йăлтах тивĕçтерет. Анчах халăх юратăвне, чунпа пĕрле пулнине туйни пирĕн салтаксене хăвăртрах çĕнтерме хавхалантарать.

Ют алăпа кăвар туртаççĕ

— Эсир — çар летчикĕ, Афганистан, Чечня вăрçисенче пулнă. Ятарлă çар операцийĕ мĕнле вĕçленесси пирки мĕн те пулин калаятăр-и?

— Сисетĕп, ют çĕршывсем Украинăна паракан пулăшу чаксах пырать, пирĕн çарсем фронтăн пĕтĕм линине çавăрса илĕç. Ятарлă çар операцийĕнче малалла тапăнса, палăртнă тĕллевсене пурнăçласа çакна çĕнтерӳпе вĕçлемелле. Выляса яма юрамасть пирĕн. Шел те, Украина малашне патшалăх пулаймĕ, нацийĕ юлĕ. Историре ун пекки пулнă. Астăватăп-ха: вун пилĕк çул каялла Шупашкарта Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе парад иртнĕ чухне Хĕрлĕ тӳремре пĕр нимĕçе сăмах панăччĕ. Вăл Раççей çыннисене фашизма çĕнтернĕ аслă кун ячĕпе саламларĕ, вĕсен çĕрĕ çинче фашизм çуралнишĕн нимĕçсем çинче пысăк яваплăх пулнине палăртрĕ, ăна тĕп тунăшăн совет халăхне тав турĕ. Германире пурăнакансен хушшинче халĕ те неофашизма тепĕр хут вăй илнĕ усал чир вырăнне хуракансем пур. Вăл океан леш енче çуралнă, унпа Америка тата Англи хуçаланаççĕ. Анчах вĕсем ют алăпа кăвар туртаççĕ, пирĕнпе çапăçма тăванла украин халăхĕпе усă кураççĕ. Ăслă çынсем кĕçех тăна кĕрессе шанатăп, анчах çакна хăвăртах манма пулмĕ. Ун валли вăхăт кирлĕ.

— Истори тапхăрсенчен тăрать. Пĕрре пулни те тепĕр хут çаврăнса килет.

— Çапла, истори тапхăрлă. Вăхăт иртĕ, вырăссенчен нихăçан та япăххи тухманнине пурте ăнланса илĕç. Раççей халăхĕ яланах тĕрĕслĕхшĕн пулнă. Тата, паллах, тĕрĕслĕх пирĕн енче.

Хăна пек пынă та…

— Ака уйăхĕн вĕçĕнче эсир Федерацин чăваш наципе культура автономине ертсе пыма тытăнтăр. Кĕске çак тапхăртах автономи пурнăçĕ чĕрĕлсе тăни сисĕнет. Çĕнĕ должноçра хăвăра мĕнле туятăр? Пуласлăх валли мĕнле плансем палăртса хутăр?

— Ун чухне Пĕтĕм Раççейри чăвашсен съездне эпĕ хăна пек çеç пынăччĕ, автономи членĕ те марччĕ, съездран вара председатель пулса тухрăм. Паллах, эпĕ республика Пуçлăхĕпе те, Мускаври Федерацин национальноçсемпе ĕçлекен агентствин ертӳçипе те канашларăм, анчах пурте пĕр саслăн манăн кандидатура çинче чарăнчĕç. Ку енĕпе ĕçлеме палăртманччĕ эпĕ, мĕншĕн тесен хамăн тĕп ĕçсĕр пуçне манăн общество пĕлтерĕшлĕ ытти ĕç те пайтах. Эпĕ Спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн президенчĕ, Раççей вертолет индустрийĕн ассоциацийĕн президенчĕ, Раççей вертолет пĕрлешĕвĕн ертӳçин пĕрремĕш çумĕ. Çар службипе тата ветерансен юхăмĕпе çыхăннă общество ĕçĕ те çителĕклĕ маншăн. Анчах çĕршыв йывăр лару-тăрурине шута илсе тăван халăхăн общество пурнăçне хутшăнманни вырăнсăр пек туйăнчĕ те — килĕшрĕм. Пирĕн канаш — коллеги органĕ, вăл 19 çынран, хисеплĕ те ят-сумлă чăвашсенчен, тăрать. Пирĕн çитĕнӳсем те пур. Эпир Ленинград, Чĕмпĕр, Тюмень облаçĕсенче, Тутарстанра иртнĕ наци уявĕсене хутшăнтăмăр. Çавăн пекех Мускавра чăваш наци уявне те йĕркелерĕмĕр.

— «Сокольники» паркра хăватлăн кĕрленĕ Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ пирки калатăр пулĕ-ха?

— Çапла. Пирĕн уява хутшăннă пур чăваш та, пур хăна та çакăн пек чаплă уяв Мускавра тахçанах иртменнине палăртрĕ. Ку пире хавхалантарать. Çавăнпа эпир ĕçе кивĕлле /уяв, концерт ирттерсе, чăваш апачĕпе сăйланса, чăваш сăрине ĕçсе/ çеç йĕркелесшĕн мар, вĕрентӳпе, ăслăлăхпа çыхăннă мероприятисем те ирттересшĕн, вĕсем Раççей Федерацийĕнче пурăнакан нумай çынна илĕртĕç. Сăмахран, нумаях пулмасть çĕнĕ проект хута ятăмăр. Чăвашран тухнă тава тивĕçлĕ ӳнерçĕсенчен иккĕшне суйларăмăр та «Михаил Сомов» ледоколпа Çурçĕрти Пăрлă океана çул çӳреве ăсатрăмăр. Вĕсем кашни поляр станцине çитеççĕ, унтан Мурманска таврăнаççĕ. Хастарсем çаврăнса çитнĕ вăхăтра Мускаври Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче савăнăçлă тĕлпулу ирттерме палăртрăмăр, унта тĕп хуламăрта пурăнакан чăвашсем те, хăнасем те хутшăнĕç. Чилингарова, Шпарона, Кошелева, Елагина чĕнĕпĕр. «Çавра сĕтел» йĕркелесе дискусси ирттерĕпĕр. Çакнашкал «çул çӳревре» пулнă чăваш ӳнерçисем хăйсен шухăш-кăмăлне ӳкерчĕксенче кăтартĕç, вĕсен ĕçĕсенчен çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче курав та йĕркелеме май пулĕ. Çапла вара пултарулăх, ӳнер, ремесла, театр искусстви йышши ырă пуçарусемпе эпир чăваш халăхĕн ĕçне пĕтĕм çĕршывĕпе сарăпăр. Устав пире анлăн ĕçлеме май парать, тăватă çултан хамăр мĕн туса ирттернине чăваш халăхĕ умĕнче пĕтĕмлетĕпĕр. Чăваш интеллигенцийĕ халĕ «чĕрĕ ĕç» пуçланнине палăртать. Эпир пур регионпа та куçа-куçăн ĕçлетпĕр, вĕсене килĕшет ку. <...>

Татьяна ВАШУРКИНА.

♦   ♦   ♦


Хăнана каякан хĕре вăрласа кĕнĕ

Хĕр вăрласа кĕртсен çемье телейне тупма пулать-и? Çакна Етĕрне округĕнчи Йӳçпанра пурăнакан Николайпа Галина Ландышевсем уçăмлатма пулăшрĕç.

Турткалашса пăхнă Ун чухне иккĕшĕ те Килтĕшри шкулта ĕçленĕ. Хĕр — пионервожатăя, каччă лаборанта вырнаçнă. Çамрăксем пĕрпĕринпе хутшăнман тесен те юрать. Киле ăсатасси пирки вара сăмах та пулман. Пĕррехинче, кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче, Галина Петровна тăванĕсем патне Иркутск облаçне кайма хатĕрленнĕ. Инçе çула тухиччен шкул директорĕ патне ирĕк ыйтма, канашлама кĕнĕ. Вăл, паллах, хĕре Çĕпĕре кайма чарман. Çав вăхăтра ертӳçĕ пӳлĕмне Николай Васильевич кĕрсе тăнă. Куç хывнă чиперкке хăнана каймашкăн шухăш тытнине пĕлнĕ пулинех. «Ниçта та ямастăп. Ыйту хутне пăрахма тивет», — çирĕппĕн каланă çамрăк. Апла пулин те хĕр-упраç хăйĕн шухăшне улăштарман. «Чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче каçхине çемьепе телевизор куратпăр. Пӳрте виççĕмĕш сыпăкри тăван Нина кĕрсе тăчĕ. Аппăшĕ ача çуратни пирки каларĕ, мана пĕчĕк Сергее курма пымашкăн чĕнчĕ. Анне парне янтăлама пуçларĕ. «Ача курма пушă алăпа каймаççĕ», — терĕ чăвашсен йăли-йĕркине асра тытса. Ак хайхи, килтен урама тухсанах утиялпа хупласа тытрĕç. Малтанах хăрарăм. Мана вăрласа кĕресси шухăшра та пулман. Бензин турттаракан машинăн кабинине кĕртсе лартрĕç. Утияла сирме тинех ирĕк пачĕç. Йĕри-тавра — палланă çынсем. Вĕсенчен пĕри — шăпах пулас упăшка. Каяс килменнипе вăрçăнма пуçларăм. Ку кăна-и? Пĕрин хыççăн теприн питне чĕрмелерĕм», — çамрăклăхне аса илет Галина Петровна. Николай Ландышевăн ашшĕ-амăшĕ пулас кинне çăкăртăварпа кĕтсе илнĕ. Вăрланă хĕре пӳрте кĕртнĕ. «Йӳçпанри тăвансем те пухăнма ĕлкĕрнĕ», — кашнине ятран калать вăл. Мĕн тумалла çавнашкал лару-тăрура? Тухса тармалла-и е юлмалла-и? «Ан тирке, вĕсем лайăх пурăнаççĕ?» — хĕре ăса вĕрентнĕ тăванĕсем. «Эпĕ сĕтел çиттин аркине пĕркелесе ларатăп. Унччен те пулмарĕ — стаканри эрехе тимĕр укçа ярса пачĕç. Ĕçме хистеççĕ. Мана ӳкĕте кĕртесшĕн. Ĕçни юлма килĕшнине пĕлтерет ĕнтĕ. Çав вăхăтрах Килтĕшрен аттепе аннене, мăн аккана лартса килчĕç. Каярахпа, сĕтел хушшинчен тухсан, вĕсем киле кайрĕç. Эпĕ Йӳçпанрах юлтăм. Çурçĕр тăрăхне хăнана та каяймарăм», — тăсăлать пирĕн калаçу. Каникултан шкула ĕçе тухсан Николай Васильевичпа Галина Петровнăна пурте саламланă. Тăванĕсемпе, ĕçтешĕсемпе канашласа 1976 çулхи раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче вĕсем туй кĕрлеттерме палăртнă. «Эпĕ сана юратмастăп», — çав-çавах парăнасшăн пулман Килтĕш хĕрĕ. «Мана эсĕ савни кирлех мар. Эпĕ хам сана хытă юрататăп», — йăл кулăпа çуталнă пулас упăшкин сăн-пичĕ. Унашкал çынна епле хирĕç кайăн? Çапах туйччен çурма çула çитсен те турткалашса пăхнă Галина Петровна. Ашшĕамăшĕн килне таврăнассипе хăратнă. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Чун ыйтнипе тепĕр килĕшÿ алă пуснă

— Украинăри ятарлă çар операцийĕнче манпа пĕрле ĕçленĕ тухтăр питĕ опытлăччĕ. Ăна тĕслĕх вырăнне хурса пурнăçра тата аталанмаллине ăса хыврăм. Хирургтравматолог питĕ ăста, йăнăшсăр ĕçлет. Ылтăн алăллă специалист. Чи йывăр операцисене те пĕрле ăнăçлă пурнăçларăмăр, — йывăр ĕçре хăйне кам хавхалантарни пирки каларĕ Республикăри катастрофăсен медицинин тата васкавлă медицина пулăшăвĕн центрĕнче ĕçлекен Максим Кузьмин фельдшер.

Çул çинчех пулăшнă

Максим Шупашкарта çуралнă. Çемйи Кӳкеç поселокне уйрăм çурта пурăнма куçсан вăл унти 1-мĕш шкула çӳреме тытăннă. Вун пĕрмĕш класс хыççăн каччă Шупашкарти медицина колледжне вĕренме кĕнĕ. — Вĕренме пуçласанах йывăртарахчĕ. Йывăрлăха парăнтармаллине ăнланма тытăнтăм. Фельдшер дипломне алла илсен салтак аттине тăхăнма вăхăт çитрĕ. Вара эпĕ, ун чухне 20 çултаччĕ, контракт мелĕпе çар ретне тăтăм. Служба Иваново тăрăхĕнче иртрĕ. 36-мĕш ятарлă медицина отрядĕнче госпитальте хамăн тивĕçе пурнăçларăм. Икĕ çуллăха контракт çырнăшăн эпĕ нихăçан та ӳкĕнмен, — хăйĕнпе паллаштарчĕ Максим Кузьмин. Медицина ĕçченĕн çулне каччă çынсене пулăшас, сыватас килнипе суйланă. Контракт вĕçленес умĕн Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçланнă. Максим та пăрăнса юлман. Çĕршыв йывăр лару-тăрура чухне хăйĕн профессийĕ уйрăмах кирлине ăнланнă вăл. — Çар операцийĕнче медбрат-анестезист тивĕçне пур¬нăçлама тиврĕ. Операцисенче тухтăрсене пулăшаттăм. Унтан мана тепĕр ĕç шанчĕç. Васкавлă медицина пулăшăвĕн машини вырăнне броньлĕ автомобильпе симĕс зонăна кайса аманнисене хамăр госпитале илсе килеттĕм. Хăçан мĕнле май пулать, лару-тăрăва шута илсе хăш-пĕр чухне тухтăрпа пĕрле каяттăмăр е пĕччен те çитсе килме тиветчĕ. Вĕсене çул çинчех пулăшу кӳреттĕм — система лартмалла-и е укол тумалла-и, е суран çыхмалла-и… — веçех ĕлкĕрмелле. Çар операцийĕ пуçлансанах йывăртарахчĕ. Ун пек лару-тăрăва лексе курманни те шиклентерчĕ пулĕ. Кăмăла хытарса хăвăрт хăнăхрăм, — аса илчĕ чăваш каччи.

Окоп та чавнă

Пациентсене пулăшу кӳнĕ вăхăтрах тăшман бомба пăрахни пĕрре мар пулнă. Медицина ĕçченĕсен окопсенче пытанма тивнĕ. Хăш-пĕр чухне вĕсене хăйсем те чавнă, май пулсан ытти салтак пулăшнă. Вырăнти çынсем, хĕрарăмсем вĕсенчен пулăшу ыйтма час-часах пынă. Максим каласа кăтартнă тăрăх, медиксем кӳрентермен — яланах хапăл тунă, эмелпе тивĕçтернĕ. Медицина пулăшăвĕ пама тивсен те тăхтаса тăмасăр васканă. — Пĕррехинче пирĕн пата аманнă ачасене илсе килчĕç. Неонацистсем пĕр яла пеме тытăннă та çынсем пурăнакан çурта лектернĕ. Ашшĕ-амăшĕ вилнĕ, тĕпренчĕкĕсене эпир пулăшрăмăр. Тепĕр ачан амăшĕ кайран пычĕ. Чылайăшне вертолета лартса Раççее ăсатрăмăр, — каласа кăтартрĕ çар операцийĕнче çичĕ уйăх пулнă каччă. «Чи лайăх тав — вĕсен питĕнче йăл кулă пулни», — палăртрĕ Максим. Унăн ашшĕ те Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă. Халĕ пиччĕшĕ Максим пекех патриот пулса неонацизмпа кĕрешет. Çемье пуçĕ ывăлĕсене çирĕп кăмăллă, чăн-чăн патриот пулса ӳстернĕ. Украинăри ятарлă çар операцийĕнчен таврăнсан Максим Кузьмин И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Çак утăма тума ăна кам хавхалантарнине маларах асăнтăмăр. Кăçалхи пуш уйăхĕнче Республикăри катастрофăсен медицинин тата васкавлă медицина пулăшăвĕн центрĕнче ĕçлеме пуçланă. Фельдшер çак кунсенче тепĕр контракт алă пуснă. Çитес вăхăтра каллех пирĕн медĕçченсене пулăшма тухса каймашкăн хатĕрленет вăл. Кĕçĕн лейтенант званипе ĕçе пуçăнĕ. Ăна салтакран мар, офицер тивĕçĕнче Полкăн медицина пункчĕн уйрăмĕн ертӳçин ĕçне пурнăçлама сĕннĕ. Виçĕ çула контракт çирĕплетнĕ каччă малашне Питĕрти академире вĕренме ĕмĕтленет. <...>

Елена ЛУКИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.