Кăçал Чăваш Енре 4,9 пин ытла яшпа хĕр патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытнă
Экзамен пĕтĕмлетĕвĕсемпе вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ирттернĕ канашлура паллаштарчĕ.
Пĕтĕмпе Тĕрĕслев йĕркеллĕ иртнĕ. Экзаменсене питĕ ăнăçлă тытнă çамрăксен йышĕ пысăк. Вăл е ку предметпа 100 балл пухнисен йышĕ 80 яхăнах — иртнĕ çулхинчен нумайрах. 5 çамрăк вара икшер предметпа 100-шер балл пухнă. Пĕлтĕр унашкаллисем республикăра иккĕн кăна пулнă.
«Вĕренӳри пысăк çитĕнӳсемшĕн» медале тивĕçнисен шучĕ те пысăк. Ку енĕпе Шупашкарти 5-мĕш гимнази, 4-мĕш тата 2-мĕш лицейсем чăннипех мăнаçланма пултараççĕ — вĕсен медалистен йышĕ уйрăмах пысăк.