Комментари хушас

17 Утă, 2023

Хурлăхлă цифрăсем киревсĕррипе кĕрешессине вăйлатма хистеççĕ

Чăваш Ен чылай енĕпе федерацин Атăлçи округĕнчи ытти регионтан ăнăçлăрах ĕçлет. Çак пĕтĕмлетĕве тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Надежда Столярова турĕ.

Канашлура Чăваш Енĕн 2023 çулăн пĕрремĕш çурринчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç. Тĕп докладпа сăмах илнĕ май Надежда Столярова промышленноç производствин ӳсĕмĕпе республика округра мала тухнине çирĕплетрĕ. Промышленноç производствин индексĕ çур çулта 120% танлашнă. Производствăна уйрăмах пысăклатнă предприяти те йышлă — В.Чапаев ячĕллĕ пĕрлешӳрен пуçласа «Элара» таран. Тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ 188 миллиард тенке çитнĕ — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 1/3 чухлĕ нумайрах.

Пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе Саратов, Пенза, Ульяновск облаçĕсен кăтартăвĕсем пирĕннинчен лайăхрах, анчах Чăваш Енĕнне те хурлама çук — 436 пин тăваткал метр хута ярса регион округра тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Тулашри суту-илӳ калăпăшĕ ӳсĕмлĕ пулнине те палăртма кăмăллă. Импорт ӳсĕмĕ пысăкрах, çапах экспорт хушăнни пушшех кăмăллă — вăл 5% пысăкланнă. Инфляци 1,7% танлашнă — Раççейри вăтам шайран /2,8%/ пĕчĕкрех. Ĕç укçин вăтам виçи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче 46,3 пин тенкĕпе танлашнă. Чи пысăкки информаципе çыхăну отраслĕнче — 64,7 пин тенкĕ.

Çур çулăн бюджетпа çыхăннă пĕтĕмлетĕвĕсемпе финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарчĕ. Бюджет тупăшĕн ӳсĕмĕпе те эпир Атăлçи округĕнче малта иккен. Республикăн пĕрлехи бюджечĕн тытăмĕнче хамăрăн тупăш та ӳсĕмлĕ, Мускав каялла тавăрмалла мар майпа паракан укçа та хушăннă.

Çавна май социаллă ыйтусене татса парассине укçапа никĕслесси чăрмавсăр. Çав вăхăтрах инвестицисем çине те алă сулман. Михаил Геннадьевич Шупашкарти «Волга» стадионти, роликлă йĕлтĕр трассипе çыхăннă ĕçсем малалла тăсăлнине çирĕплетрĕ. Шкулсен, çав шутра концесси мелĕпе тăваканнисен, ФАПсен, кăнтăр енчи округсене шывпа тивĕçтермелли водовод, Улатăрти, Куславккари, Çĕмĕрлери котельнăйсен, ытти объект строительствине укçапа тивĕçтересси те йĕркеллĕ пулса пырать.

Министр çак кунсенче федераци уйăракан укçапа çыхăннă контрактаци ĕçне вĕçлес енĕпе çине тăрса ĕçлемелли çинчен аса илтерчĕ. Хальлĕхе ку кăтарту 87% шайĕнче, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен самай пысăкрах. Çапах пурпĕр кĕрĕк арки йăваласа ларма юрамасть: контракт тумалли вăхăт кĕскелсех пырать — ку ĕçе текех ырана хăварса пыни вырăнсăр.

Темăна пĕтĕмлетнĕ май республика Пуçлăхĕ инвестицисемпе çыхăннă тăкаксем пысăкланнине ырласа палăртрĕ. Çав вăхăтрах çак инвестицисен усси паянах мар, ыран, виçмине палăрассине те шута илмелле. Инвестици проекчĕсене территорисен планĕсемпе çураçуллă тума тăрăшмалла — хайхи усă тата пысăкрах пулĕ.

www.hypar.ru