Комментари хушас

11 Утă, 2023

Хыпар 75 (28103) № 11.07.2023

Сиктĕрмере Уяв кĕрлерĕ

Шăматкун Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн тăван кĕтесне — Тутар Республикинчи Элкел районĕнчи Сиктĕрмене — çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан чăваш халăхĕ Уява пуçтарăнчĕ: вăйă картине пĕрле тăрса чун каниччен савăнма, тус-тăванлăха, чăвашлăха тата аталантарма, ватă асаттеасаннен, кукамай-кукаçин ырă та сăваплă йăли-йĕркине ялан асра тытнине, сума сунине кăтартма…

Такана шыв хĕррине çавăтса кайнă

Уявăн тĕп сцени ир-ирех илемлĕ чăваш юрриташшипе пуянланчĕ. Унта Тутарстанри тата Чă¬ваш Енрен пынă ушкăнсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Çурхи ака-суха вĕçленсен пĕтĕм чăваш халăхĕ Уяв ирттернĕ. Тыр-пул ăнса пултăр тесе Аслă Турăран пулăшу ыйтнă, чÿксем тунă. Уявăн тĕп сцени çинче ака-суха вĕçленнĕ хыççăн ирттерекен йăла-йĕркене курма май килчĕ. Учук, Чÿклеме, туй, Çимĕке хатĕрленнине, Çумăр чÿкне ирттернине тата чăвашсен ытти уявне сăнларĕç. Учука тыр-пула лайăх çитĕнтернĕшĕн, выльăх-чĕрлĕхе лайăх хĕл каçарнăшăн тав туса, сывлăхпа çителĕклĕ пурнăç ыйтса ирттернĕ. Картишри чи пысăк такана шыв хĕррине çавăтса аннă, Турра тав туса сăваплă выльăха пуснă. Унта пĕтĕм ял халăхĕ валли йăла апатне хатĕрленĕ, пăтăпа какай пĕçернĕ.

Чÿклемене чăвашсем кĕркунне ирттернĕ. Ăна çĕнĕ тыр-пула халалланă, тухăçĕ лайăх пулнăшăн çут çанталăка тав тунă. Чÿклеме вăхăтĕнче çĕнĕ тырă салатĕнчен сăра вĕретнĕ. Кивĕ сăрана çĕннипе пĕрлештерсе ăна çĕнетнĕ. Малалла сцена çине чăваш туйĕ васкарĕ. Качча каякан пике хĕр йĕрри шăрантарнă чухне куракансен куçĕ шывланчĕ ахăртнех. Тăван килĕпе яланлăхах сыв пуллашакан шурă пĕркенчĕклĕ, шурă шупăрлă хĕр чуна витермелле йĕнĕ чухне куççульленмесĕр епле чăтăн?.. Йăмра чăваш халăхĕн юратнă йывăçĕ шутланнă. Ăна кашни кил умĕнчех, çурт тавра, урамра, çырмасенче, юхан шыв, кÿлĕ хĕррисенче лартнă, шăварсах тăнă. Ĕлĕк чăвашсен çурчĕсем йывăçран пулнă, тăррине улăм витнĕ. Вут-кăвар тухсан хăвăрт хыпса илес хăрушлăх пулнă. Пушарта ялĕ-ялĕпех çунас хăрушлăх тухса тăнă. Сăваплă йăмра вĕсене сыхланă, çулăма алхасма паман. Уявăн тĕп сцени варринче лаштра йăмрана вырнаçтарнă хыççăн ун тавра карталанса юрларĕç, ташларĕç, савăнчĕç. Тутарстан чăвашĕсем ырă йăла-йĕркене паянхи кунччен чыслăн упраса пурăнни куçкĕрет. Çакна аякран килнĕ йăхташăмăрсем те курса ĕненчĕç. Мероприятие сумлă хăнасем килсе çитрĕç. Вĕсен йышĕнче — Тутар Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Марат Ахметов, Сиктĕрме ялĕн мухтавлă ывăлĕ, «Звениговский» ял хуçалăх производство кооперативĕн пуçлă¬хĕ Иван Казанков, чăвашсен федераци наципе культура автономийĕн председателĕ Николай Гаврилов тата ыттисем пулчĕç. Уява пухăннисене саламланă май тĕрлĕ ĕçре çитĕнÿ тунисене чысларĕç, чăвашлăха, тăванлăха малти вырăна хума чĕнсе каларĕç

Петĕр Хусанкай урамĕ те пурччĕ

Уявра лапамсем, куравсем ĕçлерĕç. Прозă¬па поэзие кăмăллакансене «Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕсем» литература фестивалĕ пĕр чăмăра пухрĕ. Ăна Аслă Патриархăмăра Иван Яковлева тата Петĕр Хусанкая халалланă. Интерактивлă лапамра пултарулăх çыннисем сăвă каларĕç. Сăмах май, Уява Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев /унăн сăнарне К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Сергей Павлов калăпларĕ/ та çитнĕ. Вăл чăвашсене ырă кун-çул, тăван чĕлхене упрама сунчĕ, пил пачĕ, Халал сыпăкĕсене аса илчĕ. Петĕр Хусанкайăн урамне те йĕркеленĕ. Асăннă литература фестивальне çулсеренех ирттереççĕ. Кăçал ăна Светлана Асамат ертсе пычĕ.

Виçĕ куна тăсăлнă «Аталан» фестиваль чăваш чунĕллĕ мĕн пур çамрăка хăй ытамне пуçтарчĕ. Уяв шайĕнче пĕрремĕш хут иртнĕ пулин те хастарсем Пăваран, Теччĕрен, Аксуран, Нурлатран, Çыр Чаллăран нумаййăн килсе çитнĕ. Фестивальре çамрăксем чăваш эстрада юрăçипе Алексей Московскипе тĕл пулнă, «Хузангаевское» предприятире экскурсире пулнă, вокал, ташă ăсталăх класĕсене хутшăннă. «Аталан» фестиваль гала-концертпа вĕçленчĕ.<...>

Татьяна ИШМУРАТОВА

♦   ♦   ♦


Хуçалăхне кÿршисене шанса хăварнă

Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса яланах юнашар утасси — кашни çемье пурнăçĕнчех чи хакли. Раççейре 2008 çултанпа утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне уявлаççĕ. Ăна православи тĕнĕн праçникĕпе килĕшÿллĕн, çветтуй Петрпа Февроние халалланă. Вĕсен мăшăрланăвĕн çемье телейĕ, шанчăклăхĕ ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă.

Çак уяв умĕн Чăваш Республикинче кăçалхипе виççĕмĕш хут «Атăлçи тăрăхĕнчи чи ăнăçлă çемье» конкурс иртрĕ. Унта Раççейри вун тăватă регионти — Чăваш Енри, Тутарстанри, Пушкăртстанри, Мари Элти, Мордвари, Удмурт Республикинчи, Чулхула, Пенза, Самар, Чĕмпĕр, Оренбург, Киров, Саратов облаçĕсенчи тата Пермь крайĕнчи — чи пултаруллă çемьесем тупăшрĕç. Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармони залĕнче çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç.

— Паян эпир çемьери юратупа шанчăклăхшăн кĕлтăватпăр. Çветтуй Петрпа Феврони çамрăксемшĕн тĕслĕх пулччăр. Усалтан сыхланăр, ырри патне туртăнăр. Вара пирĕн çемьере, республикăра, çĕршывра юрату та савăнăç та пулĕç, — терĕ Николай Корниенко иерей мероприятие уçса. Сцена çине 14 çемье тухрĕ. Пурте туслă, сăнĕ-пичĕ савăнăçпа тулнă. Тупăшура вĕсем кашниех тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе палăрнă. Конкурса хутшăнакансем финала тĕплĕн хатĕрленнĕ. Кашни номершĕн пăшăрханнă. Сцена çине тухмассерен пăлханăвне çĕнтернĕ. Жюри членĕсене чи пултаруллисене палăртма çăмăл пулман паллах. Акă çĕнтерÿçĕ çемьесен ячĕсем янăрарĕç.

Пĕрремĕш вырăна Тутарстанри Камашевсен çемйи йышăнчĕ. Алексейпа Лия 16 çул ытла пĕрле пурăнаççĕ, тăхăр ача çитĕнтереççĕ. — Çĕнтерме ĕмĕтленнĕ паллах, анчах ĕненмен. Чунра телей, мăнаçлăх хуçаланаççĕ. Пирĕн ачасем пурте пултаруллă: юрра-ташша та маттур, спортра та çирĕп. Чи йывăрри — хуçалăха пăрахса репетицисене çÿресси пулчĕ. Пытармастпăр, пирĕн лашасем, качакасем, хур-кăвакал пур. Юрать, кÿршĕсем пулăшрĕç, — терĕç Çÿл ту районĕнчен килнĕ Камашевсем. <...>

Елена ЛУКИНА

♦   ♦   


Ырă та сăпайлă Демьян Филиппович

«Коммунизм ялавĕ» (халĕ «Хыпар») хаçат редакторĕ пулнă Демьян Семенов çуралнăранпа утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче 85 çул çитрĕ. Ун умĕн, утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче, «Хыпар» Издательство çуртĕнче «çавра сĕтел» хушшинчи калаçу иртрĕ.

— Демьян Филиппович 1959 çулта — Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен, 1973 çулта партин Тĕп Комитечĕ çумĕнчи партин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă, — биографийĕпе паллаштарчĕ Издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина калаçăва йĕркеленĕ май. — 1959-1988 çулсенче вăл «Коммунизм ялавĕн» редакцийĕнче ĕçленĕ: должноçĕпе литература сотрудникĕнчен пуç- ласа редактор ªку ĕçе 1974-1988 çулсенче пурнăçланăº таран ÿснĕ. 1985-1990 çулсенче — Чăваш АССР Аслă Канашĕн Председателĕ, 1988-1991 çулсенче — парти обкомĕн секретарĕ, 1995-2006 çулсенче ЧР Патшалăх Канашĕн аппарачĕн редакципе издательство пайĕн пуçлăхĕ пулнă. Çав тапхăрта саккунсен проекчĕсене, право акчĕсене редакциленĕ, вĕсене вырăсларан чăвашла куçарнă, пичете хатĕрленĕ. Вăл — Чăваш АССР Аслă Канашĕн 9-12-мĕш суйлавĕсенчи депутачĕ, 1984-1989 çулсенче Чăваш АССР Журналистсен союзĕн правленийĕн председателĕ. Ăна СССР Журналистсен союзĕн Тĕп канашне те кĕртнĕ. Сумлă ĕçтешĕмĕре патшалăхăн Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав, «Хисеп Палли» орденĕсемпе, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕпе республикăн Патшалăх Канашĕн, СССР тата РСФСР Журналистсен союзĕн Хисеп хучĕсемпе наградăланă. Вăл — республикăн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Шел те, унăн чĕри 2016 çулхи çĕртмен 25-мĕшĕнче тапма чарăннă, ăна Явăшри хисеплĕ ентешсен аллейинче пытарнă.

— Демьян Филиппович нумай вĕреннĕ, хăйне питĕ сăпайлă, йĕркеллĕ тытнă, анлă тавра курăмлă журналист, интеллигент тата патриот пулнă, — терĕ ЧР Патшалăх Канашĕн аграри, çут çанталăкпа усă курассин тата экологи комитечĕн председателĕ Алексей Шурчанов. — Патшалăх Канашĕн саккунĕсен проекчĕсемпе докуменчĕсене, пичете яма «Коммунизм ялавĕн» тексчĕсене пысăк яваплăхпа редакциленĕ. Пенсире чухне çак ĕçе компарти рескомĕн йĕркелÿпе парти пайĕн ертÿçи пулнă чухне те пурнăçларĕ.

ЧР Цифра министрĕ Михаил Степанов регион журналистикин аталанăвĕнче Демьян Семеновăн тÿпи пысăккине çирĕплетрĕ.

— Эпĕ Мускавра журналиста вĕреннĕ 1976 тата 1977 çулсенче Демьян Филиппович мана малтан «Коммунизм ялавĕн» редакцине — практикăна, диплом илсен, 1979 çулта, ĕçе илчĕ. Унтанпа яланах пĕрле пултăмăр, — аса илчĕ ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров. — «Коммунизм ялавĕн» ĕçченĕсене хваттерпе, ача сачĕпе тивĕçтерессишĕн нумай тăрăшрĕ. Эпĕ 1979- 1988 çулсенче корреспондентра вăй хунă çулсенче хваттерсĕр журналист пулман татăр. Союз членĕсем валли сад юлташлăхĕ туса хума Шупашкарта çĕр лаптăкĕ илме пулăшрĕ. Ку ыйтăва эпĕ тата вăл Правительство Председателĕпе Леонид Прокопьевпа тĕл пулса сÿтсе яврăмăр. Унпа пĕрле союзăн нумай мероприятине, çав шутра Атăл çинчи пăрахутра Мари Эл журналисчĕсемпе пĕрле семинар, ирттертĕмĕр. Çапла пĕтĕмлететĕп: союза вăл çÿллĕрех шая çĕклеме пулăшрĕ. Чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедине, эпир пуçарнипе хатĕрленĕ ытти кĕнекене, пичетлесе кăларас ĕçре унăн тÿпи питĕ пысăк. Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ пулнă çулсенче те вăл ырă сĕнÿ чылай пачĕ. Кирек хăш должноçра ĕçленĕ чухне те хăйне сăпайлă тытатчĕ, ыйтусене унпа сÿтсе явма çăмăлччĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.