Комментари хушас

4 Утă, 2023

Мускавра чăваш чĕлхи, юрри-кĕвви янăрарĕ

Шăматкун ирпе ирех Мускаври «Сокольники» паркра чăваш кĕвви янăрарĕ — Патăрьел хут купăсçисем пысăк уяв умĕн репетици ирттерчĕç. Аслă Арапуçĕнчи Валерий Фролов Мускаври Акатуя тăваттăмĕш çул хутшăнать.

«Шуçăм» фольклор ансамблĕн коллективĕпе чылай çĕре çитсе куртăмăр. Çĕршывăмăрăн тĕп хулинче иртекен Акатуя 2005 çулта пуçласа хутшăнтăмăр. Ун чухне вăл ВДНХра пулнăччĕ. Вăхăт шăвать, кăçал уяв анлăрах иртессĕн туйăнать», — терĕ те Валерий Васильевич хут купăсне тăсса ячĕ. Мускав тÿпине хупланă пĕлĕтсем часах çухалчĕç, сарă хĕвел Чăваш Енрен çитнĕ хăнасем валли ăшшине шеллемерĕ. «Эрнипех çумăр çурĕ. Эсир çуллахи çанталăк илсе килтĕр», — терĕç Мускавра пурăнакан ентешсем.

Тĕрлĕ тăрăхри ăстасем пухăнчĕç

Çĕр ĕçченĕ хĕвелпе тан тăрса ĕçе пикенет. «Сокольники» те ирех чĕрĕлчĕ. Чăваш Республикин 10 муниципалитет округĕ хăйĕнпе паллаштарма хатĕрленчĕ. Улатăрсем чăваш хĕрарăмĕн авалхи тумтирне илсе килнĕ. «Хаклăран та хаклă экспонатсем. Эпир вĕсене куç пек упратпăр. Ку кĕпесене кăнтăр кунĕнче хунар çутипе шырасан та тупаймăр», — терĕ манекена тĕрĕллĕ кĕпе тăхăнтартакан хĕрарăм.

Муркаш тăрăхĕ пултаруллă ăстасен ĕçĕсемпе паллаштарма шут тытнă. Курава Тамара Петрова çыхнă хăлха çаккисемпе çухавасем, салфеткăсем тăратнă. Ăста фриволите техникипе усă курса хĕрарăм эрешĕсем хатĕрлет. Тамара Алексеевна хăйĕн экспоначĕсемпе тĕрлĕ тăрăха çитнĕ, Мускаври Акатуйра вара — пĕрремĕш хут. «Çакнашкал пысăк мероприятие çитсе курма хавас», — терĕ вăл.

Чăваш Республикинчи сумлă предприятисем те паркăн Фонтан лапамĕнче куравсем йĕркелерĕç. Кондитер искусствин Пĕтĕм тĕнчери чемпионатне хутшăнса пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă Юрий Сиволоб Акатуя «Чăваш çеммисем» торт илсе çитернĕ. Унти тухьяпа пир татăкĕ, йĕппе çип — йăлтах çимеллискерсем. ЧР Кулинарсен ассоциацийĕн председателĕ Николай Уездный чăваш кондитерĕсем çĕршыври паллă шеф-поварсенчен нимĕнпе те юлманнине палăртрĕ.

Чăн та, Чăваш Енĕн ал ĕç ăстисемпе мăнаçланмалли пур. Çамрăк маçтăрсем ăруран ăрăва куçса пыракан тĕрĕ-эреше пĕтме памаççĕ. Йĕпреç тăрăхĕнчи Дина Трякова вĕтĕ шăрçаран тухья-хушпу, мăй çыххисем ăсталать. Унăн ĕçĕсем Мускавра пурăнакан чăвашсен кăмăлне те кайрĕç. Ăста киле пушă алăпах таврăннине пĕлтерчĕ. Тимĕр-тăмăртан тĕрлĕ эреш тăвакан Людмила Семеновăн куравĕ умĕнчен çын татăлмарĕ. Хĕрĕн ĕçĕсем Мускавра тĕпленнĕ ентешĕмĕрсене кăсăклантарчĕç. Шупашкар хулин куравĕ лаптăкĕпе чи пысăкки пулчĕ. Çитес çул Чăваш Республикин тĕп хули 555-мĕш çуралнă кунне паллă тăвĕ — Мускавсене уява çитсе курма чĕнчĕç.

«Пуринчен те ирттертĕр»

Уява çитнĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, сумлă хăнасем чăваш культурине сăнлакан экспозицисемпе паллашрĕç. Акатуя театрализациленĕ курăну уçрĕ. Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн, Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕсем çĕр ĕçченĕн йăли-йĕркине сăнларĕç. Сарă тулă пучахĕсемпе тухнă хĕрсем Акатуй уявĕн тĕп шухăшне аса илтерчĕç. Пирĕн несĕлсем уяв мĕнле чаплă иртет, тыр-пул тухăçĕ те çапла пуян пуласса ĕненнĕ. Тулăх пурнăç, йышлă выльăх-чĕрлĕх, сывлăх ыйтса Турă ячĕпе кĕлĕ вуланă, апат-çимĕçпе сăйланнă.

«Акатуй çурхи ĕçсем вĕçленнине пĕлтерет. Вăл тĕрлĕ ăру çыннине пĕрле пухать. Мускав хулин Правительствине чăваш наци культурипе, юрри-ташшипе, кухнипе, йăли-йĕркипе паллаштарма май туса панăшăн тав тăватăп. Акатуй кĕрешÿ спорчĕсĕр иртмест. Авăн уйăхĕн вĕçĕнче-юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкарта наци кĕрешĕвĕсен Пĕтĕм тĕнчери вăййисем иртĕç. Паянхи тупăшăва чемпионат умĕнхи хатĕрленÿ теме пулать.

Пирĕн çĕршыва витĕм кÿрессишĕн, çултан пăрассишĕн тăрăшаççĕ. Эпир, темиçе ĕмĕр вырăс тĕнчипе туслă çыхăнура пурăнакан халăхсем, тĕрлĕ çăл куçран вăй пухатпăр. Чăваш халăхĕ пысăк çак çемьен пĕр пайĕ. Эпир йăла-йĕрке çинче никĕсленнĕ вăя кăтартатпăр. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ пулин те пĕр-пĕринпе килĕштеретпĕр. Пĕрле чухне пире никам та çĕнеймĕ», — терĕ Акатуя уçнă май Олег Алексеевич. Раççей Геройĕ, чăвашсен Наципе культурин федераци автономийĕн канашĕн председателĕ Николай Гаврилов уяв Раççейшĕн йывăр тапхăрта иртнине палăртрĕ.

«Çĕршыв хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Уй-хире сухаласа акаççĕ, промышленноç аталанать, оборона çирĕпленет. Тăшман пире аталанма чарасшăн пулчĕ. Анчах эпир малашне те çитĕнÿ тăвăпăр. Паянхи уявра Мускавра пурăнакан, ытти регионра тĕпленнĕ чăвашсем Раççей халăхĕпе пĕрле пулнине кăтартаççĕ. Эпир Раççей патшалăх вăй-хăватне ÿстерессишĕн тăрăшатпăр», — терĕ вăл.

Акатуй — ĕçпе юрă тата спорт уявĕ. Сцена çине тĕрлĕ тăрăхран çитнĕ артистсем тухрĕç. Уявра кĕçĕн çултисем те пулчĕç. Кÿкеçри «Пучах» ача сачĕн ачисем Мускавра пирвайхи хут. Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕнче вĕсем ташласа савăнтарчĕç. Хăнасен хушшинче паллă ентешсем те пулчĕç.

«Чăваш Ен манăн чĕрере. Ачалăхăм Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра иртрĕ. Ÿссе çитĕнсен эпĕ унта пулаймарăм-ха, çапах тăван салана манассăм çук. Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне кашни çулах çитсе куратăп. Ăна кăçалхи пек анлăн уявланине астумастăп. Манăн шухăшпа, эсир пуринчен те ирттертĕр», — терĕ Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш Республикин халăх артисчĕ Станислав Садальский.

Кĕрешÿ — хăюллисен спорчĕ

Мускава Чăваш Ен спортсменĕсен сумлă делегацийĕ çитрĕ. Пурте ăмăрту пуçланасса кĕтрĕç. Тупăшăва Сĕнтĕрвăрри пăхаттирĕпе Юрий Андреевпа Мускав спортсменĕ уçрĕç. Шел те, чăваш каччине ăнмарĕ.

«Кавир çине тухакан мĕн пур спортсмена тав тăватăп. Эпир кĕрешĕве аталантарма тăрăшăпăр», — терĕ Олег Николаев ăмăртăва уçнă май. Тупăшу, чăн та, çивĕч пулчĕ.

Кĕрешÿçĕсем 4 виçе категорийĕнче тупăшрĕç. 70 килограмлă виçе категорийĕнче 6:1 шутпа Шупашкар каччи Роман Иванов çĕнтерчĕ. Çак номинацире пирĕн ентеш Леонид Кузнецов пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине çĕкленчĕ. 80 килограмлă виçе категорийĕнче Ĕпхÿ спортсменĕ Артур Зульканаев мала тухрĕ. Чăваш Ен спортсменĕ Станислав Никифоров кĕмĕл медале тивĕçрĕ. 90 килограмлă виçе категорийĕн финалне чăваш спортсменĕсем çеç тухрĕç. Куракансем кама хавхалантармаллине те пĕлмерĕç: «Чăвашсем, малалла», — тесе кăшкăрчĕç. Çивĕч тупăшура Евгений Абрамов /Елчĕк сали/ мала тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Владимир Козлов /Патăрьел сали/, виççĕмĕшĕнче — Игорь Чеблуков /Шупашкар хули/. 90 килограмм ытла виçе категорийĕнче «ылтăна» Шупашкар спортсменĕ Александр Ефимов çĕнсе илчĕ. «Кĕмĕлпе» «бронзăна» Мускав спортсменĕсем Шейк Али Мохамедпа Ованес Оганисян тивĕçрĕç.

«Кĕрешÿ — чăваш наци вăййи. Чи малтанах вăл çар искусстви евĕр аталаннă. Акатуйăн тĕп палли пулса тăнăскер тĕрлĕ тăрăхри чăваш пăхаттирĕсене пухать. Вĕсем хăйсен вăйне, çаврăнăçулăхне кăтартаççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тăрăшнипе кĕрешÿ çĕнĕ вăйпа аталанма пуçларĕ. Вăл чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, культурипе танах республикăн тупри пулса тăчĕ», — терĕ Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров.

«Сокольники» паркра кунĕпех чăваш юрри-кĕвви янăрарĕ, пур çĕрте те чăваш чĕлхи илтĕнчĕ. Нацисен уçланкинче авалхи йăла-йĕркене сăнларĕç. Уçăлма килнисем кăсăкланăва пытармарĕç. «Спортăн хăш тĕсĕ ку?» — кĕрешÿçĕсене сăнанă май тĕпчерĕ Елена. Чăваш Енрен çитнĕ тренерсем ăна спортăн çак вăййи хăçан тата ăçта вăй илнине каласа кăтартрĕç. Ăсталăх класĕсем ĕçлерĕç. Кăмăл пуррисем пуканесем ăсталарĕç, чăваш тĕррин эрешĕсене ÿкерчĕç. Хут купăс сасси пурне те тыткăнларĕ. Мускавра пурăнакан ентешсем айккинчен иртсе каяймарĕç — пĕрле ташша ячĕç.

«Анне — Канаш тăрăхĕнчен, атте — Хĕрлĕ Чутай салинчен. Нумай çул Мускавра пурăнатăп. Çуллахи каникулта уй-хирте ĕне кĕтĕвне çÿреттĕм. Пичче паян «Сокольники» паркра Акатуй иртнине пĕлтерчĕ. Пĕлĕшĕм Коломенское паркри Сабантуя йыхравларĕ. Эпĕ унта каймасăр Акатуя васкарăм», — пĕлтерчĕ чăваш фольклор коллективĕпе сăн ÿкерĕнекен Евгений.

Акатуй каçченех кĕрлерĕ. Уява чăваш кăкĕнчен тухнă ентешĕмĕрсем кăна мар, ытти наци çынни те çитсе курчĕ, ăмăртусене хутшăнчĕ. Вĕсем чăвашсемпе пĕрле савăнчĕç, юрларĕç, ташларĕç.

Ольга КАЛИТОВА

Алексей ИВАНОВ сăн ÿкерчĕкĕ

Анатолий АКСАКОВ, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Финанс рынокĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ:

— Эпĕ чăваш наци культурин автономийĕн пĕрремĕш ертÿçи пултăм. Акатуя ВДНХра ирттереттĕмĕр. Мускавра пурăнакан пин-пин ентеш унта çитсе куратчĕ. Эпир хамăр йăла-йĕркене, культурăна сыхласа хăваратпăр, ытти халăх çыннипе туслашатпăр. Паян та çак уявăн тарăн шухăшне куратăп. Чăвашсенчен тĕслĕх илмелле — тымарсене манмасăр пĕрлĕх пирки шухăшламалла.

Алла САЛАЕВА, РФ Патшалăх Думин депутачĕ:

— Мускавра Акатуя 1930 çулта паллă тума пуçланă. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ăна кăçал анлă ирттерме сĕнчĕ. Концерт программисĕр пуçне йăла-йĕркене кăтартакан лапамсем пулчĕç. Тĕрлĕ тăрăхран çитнĕ пултарулăх коллективĕсене тав тăватăп. Уяв программи анлă: вăл Мускав çыннисене илĕртрĕ. Вĕсем чăваш культурипе кăсăклансан Чăваш Республикине те çитсе курасшăн пулĕç. Çакă вара туризма аталантарма пулăшĕ.

Алена АРШИНОВА, РФ Патшалăх Думин депутачĕ:

— «Сокольники» паркра кашни кун пин-пин çын пулать. Акатуя кунта ирттерни пĕлтерĕшлĕ. Раççейри халăхсен хăйĕн чĕлхи, культури, йăлийĕрки. Эпир хамăрăн нумай енлĕхе кăтартатпăр. Чăваш культури тĕлĕнмелле илемлĕ. Куравсемпе паллашнă май ал ĕç ăстин ĕçне ытараймасăр туянтăм. Хăнасемпе пĕрле ÿкертĕмĕр, тĕрлерĕмĕр. Уява йĕркелес умĕн Мускав çыннисене чăваш культури кăсăклантарасса шантăмăр. Çапла пулса тухрĕ те. Халăх пултарулăх лапамĕсен ĕçне хаваспах хутшăнчĕ.

Светлана КАЛИКОВА, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕсен министрĕ:

— Тĕлĕнмелле илемлĕ уяв иртрĕ. Акатуя хутшăнакансем Чăваш Республикипе мухтаннине пĕлтерчĕç. Пирĕн чи илемлĕ тумтир, тĕрĕ-эреш пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕмĕр. Çĕршывăн тĕрлĕ тăрăхĕнче тĕпленнĕ чăвашсен пĕрлĕхне аркатаймĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.