Хыпар 70-71 (28098-28099) №№ 30.06.2023
«Пĕлÿ илмелли урăх çăл куçсене шыраççĕ»
Çĕртме уйăхĕ — 9-мĕш тата 11-мĕш класс пĕтерекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн, çавăн пекех вĕрентекенсемшĕн яваплă тапхăр. Шкулсенче патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем иртрĕç. Çак кунсенче ăсату каçĕсем пулчĕç. Çав вăхăтрах аслă шкулсенче абитуриентсенчен заявлени йышăнма пуçланă та ĕнтĕ. Кашни çамрăках пĕлтерĕшлĕ экзамена лайăх тытма, вузсемпе техникумсене вĕренме кĕмешкĕн тăрăшать. Кăçал шкул пĕтерекенсем ППЭне мĕнле шайра тытнă? Хăш предметсене суйласа илнĕ? 100 балл пухакан йышлă-и? Çак тата ытти ыйтăва паян пĕрле пăхса тухăпăр.
Информатика иккĕмĕш вырăна хăпарнă
ППЭ тытмалли тапхăр кăçал çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче пуçланса çĕртмен 20-мĕшĕччен пычĕ. Чăваш Республикинчи 5 пин ытла вĕренекен патшалăхăн пĕрлехи экзаменне, 12 пин те 600 ача патшалăхăн тĕп экзаменне панă. Начар паллă илнисем çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен экзаменсене тепĕр хут тытаççĕ. Республикăра ППЭ памалли 35 пункт ĕçленĕ. Кашнинчех онлайн видеосăнав вырнаçтарнă. Шкултан вĕренсе тухакансем çĕртме уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче информатикăпа тата ИКТпа экзамен тытнă. Ăна вĕсем компьютерпа усă курса панă. Çапла вара 2023 çулхи ППЭне тытмалли тĕп тапхăр вĕçленчĕ. Аса илтеретпĕр: экзамен тытакансемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ валли «хĕрӳ лини» йĕркеленĕ. Ыйтусем сиксе тухсан вĕсем специалистсенчен пулăшу ыйтма пултарнă. Сăмах май, халĕ те ĕçлет вăл. Ыйту пулсан 8 /8352/57- 21-60, 8/495/984-89-19 номерсемпе шăнкăравламалла. Информатикăпа тата ИКТпа мĕнле балл пухнине çамрăксем утă уйăхĕн 4-5-мĕшĕсенчен кая юлмасăр пĕлĕç. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕн кăтартăвĕ ытларах чухне 7-14 кунран паллă пулать. Çакă, паллах, экзамена миçе çын тытнинчен килет. Шкул пĕтерекенсем кăçал вырăс чĕлхипе тата математикăпа тĕп экзаменсем панисĕр пуçне мĕнле предметсене суйласа илнĕ-ха? ЧР Вĕрентӳ министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2022 çулхи пекех обществознани — пĕрремĕш вырăнта. Ăна яшкĕрĕмпе хĕр-упраç чи нумай суйласа илнĕ. Информатика вара кăçал иккĕмĕш вырăна хăпарнă, пĕлтĕр вăл тăваттăмĕшĕнче пулнă. Кăçал ăна 1 пин çурă çамрăк суйланă. Биологи — виççĕмĕш вырăнта. Унтан — истори, ют чĕлхесем, хими, вырăс литератури, географи тата физика. Физикăна ачасем çултан-çул сахалрах суйласа илни вĕрентекенсене те шухăшлаттарать иккен. Обществознание ытларах суйлани вара çамрăксем халĕ педагогика, юриспруденци, реклама, общественноçпа çыхăну тытас енĕпе вĕренме ытларах кайнине пĕлтерет. Информатикăпа ППЭне йышлăн тытни ITспециальноçсем модăра пулнипе çыхăннă. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Ял ĕçченне çумăр халĕ сывлăш пек кирлĕ
Вăл хăçан çӳпçерен тăкнă евĕр çăвĕ? Çанталăк типĕ тăнăран калча аманмарĕ-ши? Кăçалхи тата пĕлтĕрхи çу-çĕртме уйăхĕсенче нӳрĕк çĕре мĕн чухлĕ ӳкнĕ? Çак ыйтусене тишкерер-ха.
Çанталăкран нумай килет «Çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне пирĕн тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем хăйсене вăтам кăтартуран кăшт лайăхрах туяççĕ, — пĕлтерчĕ Йĕпреç округĕн администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертӳçи Михаил Ермошкин. — Уя техникăпа кĕрсе минерал удобренийĕпе апатлантарнă хыççăн хăвăрт çитĕнчĕç, халĕ куçа илĕртеççĕ. Нумай çул çитĕнекен курăкăн пĕрремĕш хутне пухса кĕртрĕмĕр, тухăçĕ иртнĕ çулхинчен пысăкрах. Çакна çу уйăхĕнче çумăр темиçе те çунипе, удобренипе апатлантарнипе ăнлантаратпăр. Ăна «Пионер», «Исток», «Красный партизан», «Империя» хуçалăхсенче 2022 çулхи чухлех пачĕç, çур акине агротехнологие пăхăнса йĕркелерĕç. Çумăр тата çусан лайăх тухăç илес шанăç çуралĕ. Çапах тухăç пĕлтĕрхипе танлашасси пирки иккĕленетпĕр». Çурхи ĕçсене вăхăтра тата паха пурнăçланă, удобрени иртнĕ çулхи чухлех хывнă тăк тата мĕн кулянтарать-ха? «Нӳрĕк саппасĕ калча тымарĕ патĕнче çак уйăхăн 28-мĕшĕ тĕлне çулталăк каяллахинчен сахалрах, çавăнпа культурăсен ӳсеслĕхĕпе пахалăхĕ пĕлтĕрхисемпе танлашаймаççĕ, — хуравларĕ агроном. — Çу уйăхĕнче çумăр округра темиçе те çуса иртрĕ, çавăнпа ӳсен-тăран ашкăрсах çитĕнчĕ. Пĕлтĕрхи пысăк тухăçпа хавхаланса çур акинче çутă ĕмĕтпе ĕçлерĕмĕр: элита вăрлăх чылай акрăмăр, çум курăка гербицидпестицидпа пĕтертĕмĕр, культурăсене сиенлекен сăтăрçăсемпе тата чир-чĕрпе кĕрешетпĕр. Ку ĕçе «Красный партизан», «Пионер» хуçалăхсенче технологие пăхăнса йĕркелерĕç. Хамăртан килекен мероприятисене вăхăтра пурнăçларăмăр, анчах çут çанталăкран çумăр ыйтса илейместпĕр». Тен, Атăл хĕрринчи Куславкка округĕнче çĕре витерсех çăвать? «Пирĕн уй-хирте çу уйăхĕн варринчен пуçласа çурхи ĕçсене вĕçличченех тусан йăсăрланчĕ, ку уйăхра çумăр тăпрана вырăнĕ-вырăнĕпе кăшткашт çеç йĕпетрĕ. Халĕ тăпрара нӳрĕк сахал. Вăл утă уйăхĕнче те начар ӳксен культурăсем епле пулса çитĕç? — пăшăрханса калаçрĕ администрацин ял хуçалăх пайĕн ертӳçи Инна Сидорова. — «Тырă тухăçĕ кăçал пĕлтĕрхи кăтартупа танлашаймĕ», — теççĕ хуçалăхсен ертӳçисем. Мĕншĕн тесен çумăр çĕре çĕртме уйăхĕнче алă лаппи хулăнăшĕ чухлĕ те витереймерĕ. Ӳсен-тăрана лайăх ӳсме нӳрĕк çитмест. Çĕр-аннемĕре пулăшма нимĕн те тăваймастпăр». Сăтăрçăсемпе, чир-чĕрпе Куславккасем те кĕрешеççĕ. Хăйсенчен килекен мĕн пур ĕçе тăваççĕ. Красноармейски округĕнче çанталăк шăрăх тăрасса пĕлсе вырмана маларах — утă уйăхĕн варринчен кая юлмасăр — тухма хатĕрленеççĕ. Кун пирки администрацин ял хуçалăх секторĕн ертӳçи Надежда Арсентьева хыпарларĕ. «Тĕш тырă культурисене кăçал маларах акрăмăр, вегетаци тапхăрĕ те маларах вĕçленме пултарать, — терĕ вăл. — Пĕр енчен, ку çĕр ĕçченĕшĕн лайăх: тырра çанталăк йĕпене кайиччен пухса кĕртĕпĕр». Калча Трак енре те парка шăтнă, пахалăхĕ аван. Кашни тĕмĕре хăвăл тунасем иртнĕ чылай çулхинчен ытларах шăтса çитĕннĕ. Çум курăка çу пуçламăшĕнчех пĕтернĕ, сăтăрçăсемпе чир-чĕре хими им-çамĕпе хăртаççĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Кредит илмесĕр ĕçлесе пыраççĕ
Вăрнар округĕнчи ура çинче çирĕп тăракан ял хуçалăх предприятийĕсенчен пĕри — Карл Маркс ячĕллĕ ЯХПК. Ăна ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Шумилов 20 çул ытла ертсе пырать.
Тӳрех — тĕп агронома
Валерий Филиппович Тутар Республикинче çуралса ӳснĕ. Совет саманинче çитĕннĕскер ача чухнех ĕçре пиçĕхнĕ. Çуллахи каникулта тантăшĕсемпе пĕрле кăшман анине çумланă, йĕтем çинче тыр-пул тасатнă. Салтак аттине хывсан Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн агрономи факультетне вĕренме кĕнĕ. «Тырă ӳстерес килнĕ пуль», — терĕ нумай сăмах ваклама юратманскер шăпине ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнин сăлтавĕ пирки ыйтсан. 30-40 çул каялла аслă шкул пĕтерекенсене дипломпа пĕрле алла направлени те тыттарнă. Çапла майпа 1988 çулта Валерий Филиппович Карл Маркс ячĕллĕ ЯХПКна лекнĕ. Çамрăк специалиста тӳрех тĕп агроном тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă. — Мăшăрпа пĕр факультетра, пĕр курсра вĕрентĕмĕр. Колхоз стипендиатки пулнăран унăн диплом илнĕ хыççăн тăван хуçалăхне таврăнмаллаччĕ. Эпĕ те çывăх çынран уйрăлмарăм. Малтанах çăмăл килмерĕ, çапах теме те хăнăхма пулать. Мăшăрăн ашшĕ агрономра вăй хуратчĕ, эпĕ хуçалăха килсен тивĕçлĕ канăва кайрĕ. Вăл нумай ăс пачĕ, колхозра тăрăшакансем пулăшса пычĕç. Пур ĕçе те пĕр-пĕринпе канашласа пурнăçласа пытăмăр, — аса илчĕ Валерий Филиппович ĕç стажĕнчи малтанхи утăмсене. Ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынине, тăрăшулăхне кура 2002 çулта ăна хуçалăх ертӳçине суйланă.
Тĕрлĕ сорт туса илеççĕ
Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăх вăрлăх ĕрчетекен предприяти шутланать. Кунта темиçе тĕрлĕ культура — ыраш, тулă, урпа, пăрçа, вика, козлятник, горчица, çу çарăкĕ, куккурус — акса ӳстереççĕ. Дипломлă специалист пулнă май кăткăс ĕçе Валерий Филиппович хăй йĕркелесе пырать. Ял хуçалăх предприятийĕ 1800 гектарпа усă курать, 965 гектар çинче тĕш тырă çитĕнтерет. — Çурхи туллăн «Маргарита» тата «Ульяновская 105», урпан «Надежный», «Владимир», «Эльф», пăрçан «Синбир», викăн «Льговская 22» сорчĕсене ӳстеретпĕр. Питомникрен илсе килекен тыр-пула акса супер элитăна çитеретпĕр, унран элита вăрлăх илетпĕр. Ăна хуçалăхсене сĕнетпĕр. Вăрлăха республикăри предприятисем кăна мар, Мускав, Киров облаçĕсенчисем те хапăлласах туянаççĕ. Урпапа горчицăна самантрах илсе пĕтереççĕ. Тырра вăхăтра вырса кĕртме, тасатса типĕтме техника та, управ та çителĕклĕ, — лару-тăрупа паллаштарчĕ ертӳçĕ. Асăннă хуçалăхпа тачă çыхăнса ĕçле¬кенсем пĕлеççĕ: кунти вăрлăх таса тата пахалăхлă.
Утă типĕтеççĕ, сенаж хываççĕ
Хуçалăхшăн тупăш илмелли тепĕр меслет — сĕт сутни. Кунта мăйракаллă шултра выльăх шучĕ — 900 пуçа яхăн. Сăвăнакан ĕнесем — 300, ыттисем — вăкăрсемпе тынасем. Паянхи кун уй-хирте хĕрӳ ĕççи пырать, хресченсем выльăха хĕл каçармашкăн утă-сенаж хатĕрлеççĕ. — Икĕ ферма пирĕн. Пĕри — Çавалкасра, тепри Сăкăтра вырнаçнă. Сĕт суса илесси¬пе малта та, хыçалта та мар, варринче пыратпăр. Фермăсенче пĕтĕм ĕçе механи-зациленĕ. Кунсерен 7 тонна сĕт ăсататпăр. Чи паха сортлă пĕр литр сĕтшĕн 20 тенкĕ тӳлеççĕ, пĕлтĕр çак тапхăрта унăн хакĕ 29 тенкĕччĕ, — пĕлтерчĕ Валерий Филиппович. — Паянхи кун 100 гектар çинче утă пресланă. Выльăх шутне пĕр пек шайра тытма тăрăшатпăр, апат яланах çителĕклĕ янтăлатпăр. Утă-улăм енчен аптăрамалла мар. Паянхи куна 3 пин ытла тонна сенаж, 600 ытла тонна утă хатĕрлерĕмĕр. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
«Пĕр ялта хĕрарăмсем хастар, тепринче – арçынсем»
Пуçаруллă бюджет программипе ял-салара курăмлă нумай ĕç пурнăçланать. Елчĕк округĕнчи Кĕçĕн Таяпа уйрăмĕнче халăх пуçарăвĕпе мĕн тума май килнĕ тата еплерех проектсем хута яма палăртаççĕ — ĕç-хĕлпе вырăна çитсе паллашрăмăр.
Часавай тунă, карта тытнă
— Пирĕн уйрăма ултă ял — Кĕçĕн Таяпа, Таяпа Энтри, Каркалар, Çĕнĕ Патреккел, Петровка, Çĕнĕ Тӳскел — кĕрет. Çĕнĕ Тӳскелте пĕр çемье кун кунлать, Петровкăра çуллахи вăхăтра кăна çынсем пурăнаççĕ. Кĕçĕн Таяпа тата Таяпа Энтри — чи йышлисем, анчах вĕсенче те ача-пăча сахал. Ялсем ватăлаççĕ. Пирĕн тăрăхра — 715 хуçалăх, 1374 çын пропискăра тăрать, — вырăнти лару-тăрупа паллаштарчĕ Кĕçĕн Таяпа уйрăмĕн ертӳçи Лариса Ильина. Пуçаруллă бюджет программипе ку тăрăхра вăл хута кайсанах ĕçлеме пуçланă. Чи малтанах халăх пуçарăвĕпе Таяпа Энтри ялĕнче часавай тунă тата Кĕçĕн Таяпа масарĕ тавра карта тытнă. Çулталăкран часавай, палăк тата клуб йĕри-тавра карта çавăрнă. Таяпа Энтри тата Кĕçĕн Таяпа ялĕсенчи ача-пăча лапамĕсем те асăннă программăна хутшăннипе хăтлăланнă: карта тытас ĕçе ял çыннисем хăйсен тӳпине хывнă. — Малтанхи çулсенче кашни хуçалăхран çулталăкра 100-шер тенкĕ пуçтарасси йăлана кĕнĕччĕ. Кĕпер юсамалла-и, масар çинчен çӳп-çап илсе тухмалла-и — çакăн пек саплаштарса пыраттăмăр. Таяпа Энтри ялĕнчи часавая фермерсен, усламçăсен пулăшăвĕпе турăмăр. Ăна хута ярас тесе ку тăрăхра çуралса ӳснĕ пĕртăван Столбовсем, Александр Романов нумай тăрăшрĕç, — тăван тавралăха хăтлăх кĕртес ĕçе ку тăрăхра çуралса ӳснĕ, халĕ урăх вырăнта тĕпленнĕ çынсем те хутшăннине асăнчĕ ертӳçĕ.
Халăх пухăнмалли вырăн пулĕ
2022 çулта Кĕçĕн Таяпа уйрăмĕнче тăватă проект хута янă. Кĕçĕн Патреккелте масар тавра карта тытнă /проект хакĕ — 180 пине яхăн тенкĕ/, Таяпа Энтринче пушар машинине шыв уçламалли вырăн тунă /420 пине яхăн тенкĕ/, çак ялти Çамрăксен урамĕнче вак чул сарнă /388 пине яхăн тенкĕ/, ăна йĕркене кĕртмешкĕн Анатолий Петров фермер укçа хывнă, Кĕçĕн Таяпара пĕве пĕвелеме 150 пине яхăн тенкĕ тăкакланă. Кăçал та ЧР Ял хуçалăх министерстви Кĕçĕн Таяпа уйрăмĕн тăватă проектне ырланă. Ун тăрăх Кĕçĕн Таяпа тата Кĕçĕн Патреккел ялĕсенчи урамсенче вак чул сармалла, Таяпа Энтри ялĕнче çĕр кĕперне çирĕплетмелле, Каркалар ялĕнче ФАП çумĕнчи пӳлĕме юсамалла. — Арманкас урамне кĕрекен кĕпере юсасси пирки ял çынни Сергей Борисов сăмах хускатрĕ. Пухура çак ыйтăва сӳтсе яврăмăр, çынсем хирĕç пулмарĕç. Çуркунне шыв-шур ансан тăпраран купаланă кĕпере юхтарса каяс хăрушлăх пур, çавăнпа ăна çирĕплетесшĕн. Проект хакĕ — 660 пине яхăн тенкĕ. Халăхран 10% — 66 пин тенкĕ — пухнă. Кăçал тума палăртнă ĕçсем валли халăх иртнĕ çулхи кĕркуннех укçа пухса счет çине хунă. Кĕçĕн Патреккел ялĕнче вак чул сармалли проект хакĕ — 300 пин ытла тенкĕ, вунă процентне ялти фермер Анатолий Зайламов хыврĕ. Территори уйрăмĕнче укçа-тенкĕ пухас ĕçе пуçаруллă ушкăн йĕркелет. Сергей Борисов депутата, Петр Васильев старостăна ырăпа асăнас килет. Вĕсем çынсемпе лайăх ĕçлеççĕ. Вĕрентекенре нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Елена Петрова та халăха хускатма пултарать, — общество ĕçĕнче хастаррисене палăртрĕ уйрăм ертӳçи. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
Хăв курни-илтнине мĕн çиттĕр?
Республикăра Раççей ял хуçалăх банкĕн «Фермер шкулĕ» проекчĕн тăваттăмĕш тапхăрĕнче 49-ăн парта хушшине ларчĕç. Ял бизнесне аталантаракансем теорие ăса хывнипе пĕрлех республикăри тата тулашри паллă хуçалăхсенче, предприятисенче практикăра пулчĕç, пуян опытпа паллашрĕç. «Çырла çитĕнтересси» специальноçа суйланисем Патăрьелти улма-çырла питомникĕн тата Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнăччĕ, тухăçа, тупăшлăха ӳстерес вăрттăнлăха алла илнĕччĕ.
Улма-çырла пахчинче
«Фермер шкулĕнче» «Çырла çитĕнтересси» специальноçа 19-ăн суйланă. Йышра çивĕч конкурсра çĕнтерсе вĕренме кĕнисем те, пĕлĕве тӳлевлĕ ӳстерекенсем те пулнă. Вĕсене пĕр тĕллев — çырла тухăçне ӳстересси тата бизнеса тупăшлă йĕркелесси — канăç памасть. «Фермер шкулĕ» проекта хутшăнни çивĕч ыйтăва татса пама пулăшасси пирки иккĕленмеççĕ. «Фермер шкулĕнче» вĕренекенсем яланах практикăна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Хăв курнине-илтнине мĕн çиттĕр? Патăрьелти улма-çырла питомникĕнче вара курмалли, ăса хывмалли пайтах. Предприяти директорĕ Александр Седойкин ĕçлĕ çул çӳреве тухнисене техника паркĕпе паллаштарнинчен пуçларĕ. Çĕр ĕçĕнче, çырла отраслĕнче хăватлă машинатракторсăр йывăр. Йывăç-тĕм лаптăкĕсем пысăкланнă май хурлăхан, йĕплĕ хурлăхан татса пуçтарма ятарлă комбайн туяннă. Вăл çырлана татнипе пĕрлех çӳп-çапран тасатать, çулçипе туратне вĕтетет. Çавна май вĕсемпе производствăра та усă курма пулать. — Комбайнпа татса пуçтарма мĕн пур хурлăхан каймасть. Эпир хытă хупăллă, çирĕп сортсене çитĕнтерме тăрăшатпăр. Сăмахран, «Загадка» сорт пиçсен те тĕмĕрен тăкăнмасть. Техникăпа татса турттарсан та пахалăхне çухатмасть. Çакна ытти хуçалăхра курса ĕнентĕм. Ыттисемпе танлаштарсан çырли йӳçекрех. Кăçал 30 гектар хура хурлăханăн «Бена» сортне лартасшăн. Унăн тухăçĕ пысăк, анчах пиçсен те çырли йӳçек. Тирпейлеме вара аван, — пĕлтерчĕ Александр Седойкин. Хаклă агрегат пысăк предприятин кĕсйине те самай пушатать. Фермера е хăй тĕллĕн ĕçлекене туянма çăмăл тивмĕ. Республикăра çырла туса илесси аталаннă май кун пек техникăна вырăнтах хатĕрлесе кăларма тытăнĕç-и, тен? Пан улмине хальлĕхе алăпах татма тивет. Питомникре пан улмин хĕллехи сорчĕсене туса илме тăрăшаççĕ. Вĕсем лайăх упранаççĕ, пахалăхĕ те чакмасть. Сада ватă йывăç-тĕмрен тасатаççĕ, çĕнетеççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче лартнă улмуççисене йăлтах пĕтернĕ. Вĕсен тухăçĕ пĕчĕк, вырăн йышăнни кăна. Пулас сад валли 30 гектар çĕр уйăрнă. Çу кунĕсенче çамрăк йывăçсене шăвараççĕ, типме памаççĕ. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Хунав лартнипех çырла çитĕнмест
Александр Калькин майор тивĕçлĕ канăва тухсан хуларан Патăрьел округĕнчи Нăрваш Шăхальне пурăнма куçнă та ял бизнесне аталантарма тытăннă.
Майор йывăç çурнă, сухан çитĕнтернĕ
— Ятарлă тата аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн Шупашкарта шалти ĕçсен пайĕнче вăй хутăм. Майор званийĕпе 39 çултах тивĕçлĕ канăва тухрăм. Арçыншăн вăй питти кăна темелле. Пенсионер тесе алă усса лараймăн. Тăван тăрăха таврăнса ял хуçалăх ĕçне кӳлĕнтĕм. Пурте лавкка уçса суту-илӳпе аппаланаймаççĕ, çĕр çинче тăрмашакан та кирлĕ. Вăрман касса йывăç çурнă, пахча çимĕç çитĕнтернĕ… — ялта ĕç сахал-им? Тăвансен пай çĕрĕсем пурччĕ. Вĕсем куçман пурлăхĕпе пире усă курма сĕнчĕç. Малтанлăха 1 гектар çинче севок сухан çитĕнтерсе пăхрăмăр. Ун хыççăн çырлапа ĕçлеме пуçăнтăмăр, — калаçăва пуçларĕ Александр Васильевич.
Пакунлă тума хывса алла кĕреçе тытма йывăр пулман-ши ăна?
— Ачаран ял хуçалăхĕнче пиçĕхсе ӳснĕ-çке. 2-мĕш класра чухнех колхоза ĕçлеме çӳренĕ. Мана çĕр çинче вăй хума килĕшет. Чăн та, ĕçĕ çăмăл мар, анчах тăрăшни харама кайманни, патшалăх хресчене пулăшни çĕнĕ ĕмĕт-шухăшпа хавхалантарать, вăй хушать. Халĕ предприятисенче çеç-и, фермер, хушма хуçалăхсенче те техникăпа анлă усă кураççĕ. Çакă ĕçе хăвăртлатать, çăмăллатать. Фермер хуçалăхне тин йĕркеленĕрен хăватлă техника çук-ха, анчах малашлăх пирки иккĕленместĕп, — хуравларĕ вăл.
Калькинсем тăрăшнине кура ыттисем те хăйсен пай çĕрĕсене илме сĕннĕ. Майĕпен лаптăк ӳссех пынă. Хальхи вăхăтра 10 гектар ытла çĕрпе усă кураççĕ.
— Патăрьел тăрăхĕ севок сухан туса илнипе палăрса тăрать. Кил хуçалăхĕсен пахча çимĕç — ани-анипе. Эсир вара улма- çырла çитĕнтеретĕр, — терĕм ăна.
— Кашниех вăй-халне, пултарулăхне, чун туртăмне кура ĕç суйлать. Суханне халĕ те туса илетĕп, лаптăкне кăна пĕчĕклетнĕ. Мана улма-çырлапа ĕçлеме ытларах килĕшет. Пирĕн тăрăхра ку отрасль те вăй илсе пырать. Предприятисем, кил тата фермер хуçалăхĕсем çитĕнтереççĕ. Çĕр çырлин «Азия», «Клери», «Кама», «Полька» сорчĕсене Адыгейран саккас парса туянтăм. Каярахпа республикăри сад ăстисенчен хунавсем илсе лаптăка пысăклатса пытăм, — ăнлантарчĕ вăл.
Сортсене вырăнта хунаттарнă май чи тухăçлисене, ăнăçлисене хăварнă. Пурте пирĕн тăрăхра йĕркеллĕ çитĕнмеççĕ иккен. Çавăнпа хунав туяннă чухне çĕр пулăхне, çанталăк условийĕсене шута илмелле. — Татнă, турттарнă чухне ванман, çирĕп, пылак, пăхма илемлĕ сортсене хăвартăмăр. Пĕлтĕр çĕр çырли 0,60 гектар пулнă. Кăçал лаптăка пысăклатса 1 гектара çитертĕмĕр. Эпир унсăр пуçне хура хурлăхан, хăмла çырли çитĕнтеретпĕр. Хăмла çырлине пăхсах тăмалла: вăхăтра апатлантармалла, ытлашши, хăрăк туратран иртмелле, сăтăрçăсенчен им-çам сапмалла тата ытти те. Технологие пăхăнмасан çĕр çырли вĕтелет, сутма кансĕр, — кăмăллăн пĕлтерчĕ Александр Васильевич. Хура хурлăханăн «Селеченская 2» сортне лартса хăварнă. Вăл шултра пулать, пылак. Çавăнпа çынсене те килĕшет. Çимĕçе татсан тӳрех вырнаçтарма тăрăшаççĕ. Сивĕтмелли çукран çырла пăсăлма пултарать.
Продукцие туса илме кăна мар, сутма та пĕлмелле. Унччен пылак та сиплĕ çимĕçпе Хусана, Чĕмпĕре çитнĕ вĕсем. Ытти пайтаçă ĕçне сăнанă, тавара мĕнле вырнаçтарнипе кăсăкланнă. Çакă рынокри лару-тăрăва лайăхрах ăнланма пулăшнă, хаксене танлаштарма вĕрентнĕ. Çырла лайăх сутăнни çемьене ял бизнесне сарма хавхалантарнă. Хальхи вăхăтра Калькинсен усă куракан çĕр 10 гектар ытларах. Хĕрӳ тапхăрта, çырла пиçнĕ вăхăтра ял çыннисем татма пулăшаççĕ. — Пĕрре, иккĕ такăнатăн, виççĕмĕшĕнче мĕн шухăшлани пулатех, — терĕ вăл. — Эпĕ те ыттисене кура рынокра хама хăюллăрах тытма пуçларăм, суту-илӳ вăрттăнлăхне алла илтĕм, — чунрине уçрĕ Александр Калькин. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Чун туртнă чухне ывăннине туймастăн
— Эпĕ çул çӳреме юрататăп. Виçĕм çул Раççейри «кĕмĕл ункă» тăрăх экскурсие кайнăччĕ. Çавна май тĕрлĕ хулана çитсе куртăмăр. Пĕлтĕр Дивеевăра пултăмăр. Питĕ килĕшрĕ. Кăçал та ăçта та пулин çитсе курма тĕв турăм. Туроператор сĕнекен вырăнсене пăхрăм та Эльбрус тенине курах кайрăм. Мĕншĕн ту çине кайса курас мар вара? Мĕншĕн кун пирки эпĕ малтанах шухăшламан? Хакĕ те питех çыртмасть пек. Лере хушма тӳлевсем пулчĕç-ха ĕнтĕ. Анчах вăл темех мар, — çул çӳрев мĕнрен пуçланнине аса илчĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕ Нина Иванова. Отпуск вăхăтне вăл яланах кăсăклă ирттерме тăрăшать.
«Пĕрех каятăп терĕм»
Тӳрех палăртмалла: Кавказа çитме çулĕ кĕске мар. Апла пулин те Нина Евгеньевнăшăн вăл нимĕнле йывăрлăх та кăларса тăратман. — Эпир, чăвашсем, чăтăмлă халăх, — терĕ вăл кăмăллăн. Нина Евгеньевнăн шухăшĕпе, çыннăн çул çӳреме юратасси — юнра. Акă, сăмахран, ача чухне вăл Хусанта час-часах пулнă. Çĕрпӳ тăрăхĕнче çуралнăскер çывăх çыннисемпе Сĕве автобусĕпе Хусана кайнă. Каç еннелле вара килне таврăннă. Аслашшĕ те, таварсем турттараканскер, тĕрлĕ хулана тăтăшах çитнĕ. — Эльбруса каятăпах тесе тĕллев лартрăм, — калаçăва тăсрĕ Нина Евгеньевна. — Упăшкана сĕнтĕм те — килĕшрĕ. Шупашкартан каçхи 9 сехетре тухрăмăр. Ытти чухне автобус Хусантан килнĕ пулсан хальхинче пире чи малтан лартса кайрĕ. Ку вара нумай хула курса çӳреме май пачĕ. Эпĕ Йошкар-Олара ку таранччен пулса курман. Пирĕн автобус шăп çав хулари чи илемлĕ вырăнта — Брюгге çыранĕнче — чарăнчĕ. Мĕн тери илемлĕ! Унтан Тутарстанăн тĕп хулине çитрĕмĕр. Каçхи Хусанта та эпĕ пулса курман. Кăнтăрлахипе танлаштарма çук. Мĕн тери хитрен ялтăртатса ларать вăл! Çула май Волгоград хулинче те чарăнтăмăр. 32 градус ăшăччĕ. Мамай сăртĕнче пулни хăех çав тери хумхантарать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи чи хаяр çапăçусенчен пĕри иртнĕ вырăнта чун çӳçенмесĕр май çук. Курмалли нумай унта. Мамай сăрчĕ çынра паттăрлăх туйăмне вăратать, Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсемпе мăнаçланма хистет. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Шурă халатлă… коррупци
Сывлăх сыхлавĕн сфери коррупцишĕн илĕртӳлли паллă, анчах шурă халатлă çынсен хушшинче ку «чир» аплах тарăн тымар янă тесе шутламан. Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин ытларикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче çак ыйтăва тишкерчĕç те — медицина хăй те «чирли» куçкĕрет палăрчĕ.
Ларура патшалăхăн сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче коррупципе кĕрешессине мĕнле йĕркеленине пăхса тухрĕç. Вице-премьерăн — сывлăх сыхлавĕн министрĕн Владимир Степановăн доклачĕ хавхалануллă пулчĕ теме те юрать: министерство коррупцирен сыхланмалли стандартсемпе процедурăсене пурнăçланине çирĕп сăнаса тăрать, планпа пăхнă тĕрĕслевсене вăхăтра ирттереççĕ, профилактика ĕçĕ те кирлĕ шайра. Анлă ĕç пурнăçланă — ĕçлĕ парнесене улăштарса илмелли правилăсене çирĕплетнинчен тытăнса медиксене тивĕçлĕ чарусене уямаллине ăнлантарни таранах. Тĕрĕслевсем саккуна пăснă, уголовлă майпа явап тыттармалли тĕслĕхсене тупса палăртман — асăрхаттармалли самантсем кăна. Унтан вара ЧР прокуратурин коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсене пурнăçланине сăнаса тăракан пайĕн пуçлăхĕ Денис Васильев сăмах илчĕ — урăхларах, тĕрĕсрех калас тăк — пачах урăхла ӳкерчĕк сăнларĕ, сывлăх сыхлавĕнчи коррупципе кĕрешессипе çыхăннă лару-тăрăва татăклăн тиркерĕ. Вăл палăртнă тăрăх, 2020 çулта республикăри сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче коррупципе çыхăннă 31 преступление тăрă шыв çине кăларнă. Пĕлтĕр — 26 тĕслĕх. Кăçал вара пилĕк уйăх çурăрах çак кăтарту 17-е çитнĕ. Шурă халатлă çынсенчен нумайăшĕ укçашăн саккунпа урлă пулма хатĕррине Денис Александрович йышлă тĕслĕхпе çирĕплетрĕ. Денис Александрович шучĕпе, тупса палăртнă преступленисем — коррупци ятлă айсбергăн курăнакан пайĕ кăна, чăннипе вара вăл чылай пысăкрах. Пушшех пăшăрхантараканни — пĕр çынах нумай преступлени тунă тĕслĕх чылаййи. Кăçалхи уголовлă ĕçсен шутĕнче — Шупашкарти пĕр больница врачĕ граждансенчен вак взятка илнин 100 ытла тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларни. Эппин, çакнашкал çынсем тахçантанпах взятка илеççĕ — çакна йăлана кĕртнĕ теме те юрать. Ку вара е медицина учрежденийĕсенче тивĕçлĕ тĕрĕслев çуккине, е ертӳçĕсем çакна курмăш тунине çирĕплетет. Тепĕр тесен, ертӳçĕсем хăйсем те тап-таса тееймĕн — вĕсем те саккуна пăсма хирĕç мар. Юлашки тĕслĕхсем — онкологи диспансерĕн тата Сĕнтĕрвăрри районĕн тĕп больницин тĕп врачĕсемпе çыхăннă ĕç-пуç. Вĕсем пысăк çав должноçсене йышăннă хыççăнах коррупципе çыхăннă преступленисем тунине прокурор пусăм туса палăртрĕ. Укçашăн шурă халатлă çынсенчен хăшĕ-пĕри сывă çынна та чирлĕ пек кăтартма пултарать. Хулан 2-мĕш больницин хирург тухтăрĕ ку чирпе нихăçан та чирлемен призывник С гепатитпа чирлĕ тесе ăна больницăна вырттарнă, кайран çак чире тепĕр учрежденире суя анализ хатĕрлесе çирĕплетнĕ — йĕкĕте çара каяссинчен хăтарнă. Улатăр районĕн больницинче пĕлтĕр врач çынсене суя больничнăйсемпе тивĕçтерни çиеле тухнăччĕ. Тĕрĕссипе, çак преступленисене ăнсăртран тупса палăртнă теме те пулать — тепĕр преступление тĕпченĕ май тăрă шыв çине кăларнă. «Вăл кĕске вăхăтра 6 взятка илни çирĕпленнĕ. Вăрахрах вăхăта илнĕ тĕк, тен, взяткăсен шучĕ те пысăкрах пулатчĕ-тĕр…» — тĕшмĕртрĕ Денис Александрович. Нумаях пулмасть çакнашкалли Етĕрнере те çиеле тухнă — унта та хирург тухтăр суя больничнăйсем валеçнĕ. Е тата — медицинăпа социаллă экспертиза бюровĕн ĕçченĕсем çынсене инвалида тухма укçалла пулăшни… Ку тĕслĕхре прокурор интереслĕ çĕнĕ самантсем те пулма пултарассине систерчĕ. Тĕп хулари Калинин районĕнче эндоскопист тухтăр та призывниксене «пулăшнă» — ятарлă хатĕрпе усă курса хырăмлăха пĕçерттернĕ те çакна хырăмлăх çĕрни пек кăтартнă. Çак ретрех — çынсене коронавирусран вакцинациленĕ пек кăтартса тивĕçлĕ сертификатсем панă медиксем. Вĕсем те, паллах, укçашăн саккунпа урлă пулнă. Денис Васильев иккĕленмест: медицинăра коррупци тымар янин сăлтавĕсенчен пĕри — сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче ведомство тĕрĕслевне кирлĕ пек йĕркелеменни. Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕ, министерство, больницăсем хăйсем ĕç-пуçа тимлĕ сăнаса тăма тивĕç, анчах çулталăк тăршшĕпе вĕсенчен коррупци тĕслĕхĕсем пирки право хуралĕн органĕсене пĕлтерни пĕрре те пулман иккен. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...