Çулсене йĕркене кĕртме пуçланă
Паян Правительство çуртĕнче «Мускав — Чулхула — Хусан» автоçул строительстви вăхăтĕнче арканнă çулсене йĕркене кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврĕç. Канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.
«М-12 çул строительстви пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна пурнăçа кĕртни ытти ĕçсене хăвăртлатма та пулăшать, — терĕ Олег Николаев. — Çав вăхăтрах пысăк хăвăртлăхлă автоçул иртекен регионсенче ытти ыйту та тухса тăрать. Строительсвто ĕçĕсене пурнăçланă май республикăри çулсем арканаççĕ. Вĕсене кĕске вăхăтра йĕркене кĕртесси — пирĕн тĕллев».
ЧР транспорт министрĕ Владимир Осипов пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре 227 ытла çухрăм çула юсамалла. М-12 респбликăри тăватă район урлă иртет. Хăш-пĕр лаптăкра юсав ĕçĕсем пуçланнă та ĕнтĕ. Çул-йĕр ĕçченĕсем шăтăк-путăка саплаççĕ, асфальт хураççĕ.
www.hypar.ru Валентина Багадерова сăн ÿкерчĕкĕ