Комментари хушас

26 Çĕртме, 2023

Хăш-пĕр пуçлăх «эпир шантарман» тесе пăлахая перет

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăвăн кун йĕркинче Республика кунĕпе çыхăннă меропритисене пĕтĕмлетесси тĕп вырăнта пулчĕ.

Экономика форумĕ, Чăваш Енĕн Федераци Канашĕнчи кунĕ, ытти мероприяти — кашнин пиркиех «Хыпар» уйрăммăн çырнă тата çырать, çавăнпа канашлури калаçупа тĕплĕн паллаштарни кирлех мар-тăр. Çапах уйрăм самантсене палăртса хăвармаллах. Калаçăва Олег Николаев йышлă мероприятисене ăнăçлă йĕркеленĕшĕн, хăрушсăрлăха шанчăклăн тивĕçтернĕшĕн уйрăм министерствăсене тав тунинчен пуçларĕ. Чăннипех пысăк ĕç пурнăçланă. Çĕнĕ Шупашкарта пуçласа лашасен чупăвне ирттерниех мĕне тăрать!

Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов экономика форумĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Унăн программинче 18 мероприяти пулнă, вĕсене Раççейĕн 31 суб±екчĕн, 5 çĕршывăн, Патшалăх Думин, Федераци Канашĕн представителĕсем, ытти йышлă хăна хутшăннă. Чăваш Енĕн РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Алексей Ладыков регионăн Федераци Канашĕнчи презентацийĕ çинчен каланă май парламентăн çӳлти палатин комитечĕсенче республикăн нумай проектне ырланине, вĕсене пулăшма хатĕррине палăртрĕ. Халĕ çав проектсемпе ĕçлемелли «çул-йĕр карттине» хатĕрлемелле, проектсене тӳрре кăлармашкăн укçа уйăрассине документсемпе сăлтавламалла — сенаторсем пулăшу шантарнипе туллин усă курмалла.

Олег Николаев ФС комитечĕсен представителĕсем Чăваш Енри ĕç-пуçпа паллашма хăйсем те кунта килессине палăртрĕ. Пĕрремĕш визит çак эрнерех пулĕ — Бюджет тата финанс рынокĕсем енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Анатолий Артамонов килмелле. Олег Алексеевич çак визита май килнĕ таран тухăçлă йĕркелемелли пирки асăрхаттарчĕ.

ЧР Пуçлăхĕн çамрăксен политики управленийĕн ĕçĕпе унăн пуçлăхĕ Александра Бочкарева паллаштарчĕ. Республикăра муниципалитет округĕсен пуçлăхĕсен çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашçисен должноçĕсене туса хунă — вĕсен ĕçне хакларĕ. 22 округра канашçăсем ĕçлеççĕ, Хĕрлĕ Чутайра, Пăрачкавра, Çĕмĕрлере тата Çĕнĕ Шупашкарта вара çак должноçсем халĕ те вакантлă. Александра Сергеевна тепĕр саманта та палăртрĕ: канашçăсем — çамрăксен политикин идеологĕсем, вырăнсенче çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалистем вара, хальччен пулнăскерсем, яш-кĕрĕмпе, хĕр-упраçпа тĕрлĕ мероприяти ирттерессишĕн яваплă. Урăхла каласан, кашнин хăйĕн ĕçĕ, çавăнпа малтанах калаçса татăлнă: канашçăсем ĕçе кӳлĕнни администрацисенчи специалистсенчен хăтăлассине пĕлтермелле мар. Анчах хăш-пĕр округра çакна илтмĕш тунă пулас — специалистсене «катертнĕ».

Уйрăм муниципалитетсенче канашçăсем çине вĕсен профилĕпе çыхăнман тивĕçсем тиени те паллă — кунашкаллипе çырлахма юрамасть. Канашçăсен ĕçне управлени пуçлăхĕ çамрăксен социаллă хастарлăхне ӳстерессинче, патриотизм воспитанийĕнче, çамрăк талантсене пулăшассинче, ĕçлекен çамрăксене волонтерсен юхăмĕ йышши ĕçе явăçтарассинче курать. Вырăнсенче каншçăсен ĕçне кирлĕ пек ăнланса пĕтерейменнине регион ертӳçи те хирĕçлемерĕ, çавăнпа ĕнтĕ ку ĕçе хăй те тимлĕ сăнаса тăрасси çинчен каларĕ.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов «пуçаруллă бюджет» мелĕпе пурнăçламалли проектсем тавра сăмах пуçарчĕ. Ку мел республикăра çиччĕмĕш çул ĕçлет ĕнтĕ. Çак тапхăрта çулталăкра пурнăçлама палăртнă проектсен шучĕ вунă хут ӳснĕ — кăçал 1021-пе танлашнă. Ултă çулта 3,7 пине яхăн проекта пурнăçланă — 3 миллиард тенкĕлĕх. Темĕн тĕрлĕ ĕç те пурнăçланă — çулсене юсанинчен пуçласа масарсене тирпейлени таран. Сăмах май, шăпах çулсемпе çыхăннă проектсем — чи йышлисем. Унтан — коммуналлă хуçалăх об±екчĕсене тирпейлессипе çыхăннисем.

Шел те, «пыл каткинчи пĕр кашăк тикĕтсĕр» пулмарĕ. Сергей Геннадьевич хăш-пĕр муниципалитет плана кĕртнĕ проектсене пурнăçлама хирĕçлени /унашкаллисем пĕтĕмпе 21 проект/ çинчен каласа тĕлĕнтерчĕ. Вырăнсенчи влаç ертӳçисем çакна «вĕсене пурăçламашкăн эпир шантарман» тесе тӳрре тухасшăн иккен — укçа уйăрайманнипе сăлтавлаççĕ. Олег Николаев кунашкал логикăран тĕлĕннине пытармарĕ. Муниципалитетсен пуçлăхĕсем улшăнни маларах йышăннă проектсем çине алă сулма ирĕк памасть, çĕнĕ пуçлăхĕсем киввисен прависене йышăнса юлнă, вĕсем влаç хăйĕн çине илнĕ обязательствăсене пурнăçлассишĕн туллин явап тытаççĕ. Пуçаруллă проектсем тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçланă: вĕсене хатĕрленĕ, пурнăçламалли ĕçсем валли бюджетра укçа пăхса хăварнă... Е тата халăхран та укçа пухнă пулсан — пушшех ыйту çивĕч. Халĕ вара мĕн пулса тухать-ха: укçа пур, анчах ĕçлес кăмăл çук-и?.. Яваплăх илнĕ тĕк — ăна пурнăçламалла. Пурнăçлас кăмăл çук тăк пукан\йышăнса ларни те вырăнсăр.

Канашлу Патăрьел округĕнчи пăтăрмахпа çыхăннă ыйтупа вĕçленчĕ. Унта вăйă площадкинче ача суранланнă — пӳрнине таттарнă. Çакăн хыççăн республика Пуçлăхĕ республикăри мĕн пур вăйă площадкине, унти оборудовани юсавлăхне тĕрĕслеме хушнă. Строительство министрĕ Павел Данилов тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. 2 пин ытла площакăна тĕрĕсленĕ. 24-шне, юхăнса кивелнĕ май юрăхсăра тухнисене, сӳтмеллине, 197-шне юсамаллине палăрнă. Олег Николаев ял-хулари, урамсенчи вăйă площадкисемпе оборудованине пăхса тăма тивĕç тытăмсене палăртмалли, пурнăçламалли ĕç регламенчĕсене çирĕплетмелли çинчен каларĕ. Ку енĕпе хăрушсăрлăха тивĕçтерессин темине вăл уйрăм канашлу йĕркелесе тĕплĕ сӳтсе явма та сĕнчĕ — Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче кунашкал тишкерӳ пушшех ытлашши пулмĕ.

www.hypar.ru