Комментари хушас

24 Çĕртме, 2023

Чи лайăххисене палăртнă

Кăçал Çамрăксен патшалăх премине тивĕçес тесе 45 ĕç тăратнă. Комисси чи лайăххисене палăртнă.
Ăслăлăх, техника тата производство сферинче «Экра ИТ» инженер-тĕпчевçисем Мария Убасева тата Алексей Федоров премие тивĕçнĕ. Вĕрентÿ, воспитани тата çамрăксен политикин сферинче комисси И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕсене «Тĕнчене пĕрле уçатпăр» проектшăн Станислав Григорьева, Иван Емельянова, Анастасия Козловăна, Юлия Копыловăна, Артем Ревунова палăртнă.
Литература, культура тата искусство сферинче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕсем Ольга Ермолаева, Екатерина Иванова, Артем Самонов тата Егор Темяшкин палăрнă.
Журналистика сферинче «Чăваш Ен» ПТРКн ятарлă корресподенчĕ Вероника Павлова «Пирĕн хушăри паттăрсем» кăларăмсен ярăмĕшĕн премие тивĕçнĕ.
Сывлăх сыхлавĕн сферинче «Медик волонтерсем» - Карина Антонова, Илья Васильев, Элла Немцева, Ноанин Саидвалиева, Дарья Спиридонова - «Ачалăхри савăнăç» проектшăн преми илнĕ.
Тавралăха упрас сферăра И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕсем Анастасия Григорьева, Дмитрий Донской, Лариса Молярова, Владислава Смирнова, Мария Шашкина палăрнă.
Физкультурăпа спорт сферинче премие илме йывăр атлетика енĕпе Раççей спорт мастерĕ Полина Андреева илме тивĕçнĕ.
Волонтер ĕçĕн сферинче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕсене Юрий Захарова, Юлия Ивановăна, Анатолий Румянцева, Валерия Соколовăна, Мария Федоровăна палăртнă.
Патриотлăх воспитанийĕн сферинче Çĕнĕ Шупашкарти хими-механика техникумĕн студенчĕ Александр Ефимов преми илнĕ.
Çамрăксен общество юхăмĕн тытăмĕнче «Çĕнтерÿ волонтерĕсем» Дарья Герасимова, Анна Москалева, Анастасия Тарасова, Евгений Шляпников палăрнă.
Чăваш Енре палăртнă çулталăк темине тĕпчес тата аталантарас сферăра Чăваш патшалăх аграри университечĕн çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Алексей Леснов, çак университет студенчĕсем Марина Иванова тата Анастасия Хальфутдинова «АгроПамять» прокетшăн Çамрăксен патшалăх премине тивĕçнĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: