Комментари хушас

23 Çĕртме, 2023

Çĕршыври мĕн пур регион хутшăнать

«Шупашкар — Арена» пăр керменте Раççейри ĕç ярмăрккин иккĕмĕш тапхăрĕ уçăлчĕ.

Ярмăрккăна Чăваш Енри 60 предприяти, 15 аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учреждени хутшăнать. Ĕç паракансем тĕрлĕ профессипе 8 пин ваканси сĕнеççĕ. Çавăн пекех ĕç шыракансене професси шайне ӳстермелли е çĕнĕ специальноçа вĕренмелли майсем пирки, урăх региона ĕçлеме каякансене патшалăхран мĕнле пулăшу килни пирки ăнлантараççĕ, ытти ыйтăва хуравлаççĕ.

Эльвира Васильева акă ярмăрккăран тулли кăмăлпа кайрĕ. Ăна паянах «Акконда» пыма сĕннĕ. «Хĕлелхи вăхăтра эпĕ ачасем патне Питĕре каятăп. Çулла тăван килте Шупашкарта пурăнатăп. Пенсире пулин те ĕçсĕр ларас килмест. Акă кондитер фабрикине ĕçлеме илме шантарчĕç. Ĕç ярмăрккине хамăн ĕмĕте пурнăçласса шансах килтĕм», — каласа кăтартрĕ вăл.

Маринăпа Алина кăçал 9-мĕш класс пĕтернĕ. Хальлĕхе ăçта вĕренме каяссине татăклăн пĕлмеççĕ-ха. Вĕсем ĕç ярмăрккине килнĕ професси вĕрентĕвĕн заведенийĕсем сĕнекен специальноçсемпе паллашаççĕ. «Манăн повар пулас киле, — терĕ Марина. - Шупашкарта ку профессиt темиçе çĕрте те вĕрентеççĕ иккен. Хăшне суйламалла-ши? Буклетсем илтĕм. Вĕсене тĕплĕ тишкернĕ хыççăн, ахăртнех, çак ыйту хуравне тупăп».

Ĕçсĕррисем е професси улăштарас текенсем онлайн форматпа та ĕç ярмăрккинче кăмăла каякан ĕç вырăнĕ шырама пултараççĕ. Санкт-Петербургри, Самарти, Чĕмпĕрти, Астраханьти, Йошкар-Олари, ытти хулари предприяти-организаципе телекĕпер йĕрклеме палăртнă. Çавăн пекех, ЧР ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова палăртнă тăрăх, урăх регионсенче пурăнакансем те ĕç ярмăркки пулăшнипе пирĕн тăрăхра ĕç вырăнĕ тупас шанăç пысăк.

Ярмăрккăн пĕрремĕш тапхăрĕ ака уйăхĕнче иртнĕччĕ. Ун чухне ĕç шыракан 500 яхăн çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Алена Елизарова палăртнă тăрăх, вăл ăнăçлă иртнĕ. «Ярмăрккăна килнисен вунă проценчĕ ĕç тупни — лайăх кăтарту. Ку йышра ĕçсĕррисем кăна мар, професси улăштараса текенсем те. Федераци тапхăрĕн тухăçлăхĕ тата та пысăкрах, мĕншĕн тесен вăл мĕн пур региона пĕрлештерет», — терĕ министр.

www.hypar.ru

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.