Комментари хушас

27 Раштав, 2013

Тивĕçлисене - патшалăх наградисем

Раштавăн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн чи маттур ĕçченĕсене Раççей тата Чăваш Ен патшалăх наградисене пама йĕркеленĕ савăнăçлă церемоние хутшăннă.

«Сире пурне те çакă пĕрлештерет: эсир кашниех Чăваш Ен халăхĕн ырлăхĕшĕн тăрăшса хăвăрăн професси енĕпе чи çÿллĕ шая çĕкленнĕ, пысăк кăтартусемпе палăрнă». Михаил Васильевич республика кăçал бизнесăн экологи яваплăхĕн рейтингĕнче Раççейре пĕрремĕш вырăн йышăннине, «Раççей регионĕсем» номинацире физкультурăпа спорт енĕпе наци премине тивĕçнине, сывлăх сыхлавне çĕнетмелли программăна ăнăçлă пурнăçланине, вĕрентÿ тытăмĕ кал-кал ĕçленине, промышленноç, строительство отраслĕ, агропромышленноç комплексĕ малалла аталаннине палăртнă. Çакă - ĕçе яваплăха туйса пурнăçланин, суйласа илнĕ ĕçе парăннин кăтартăвĕ.

ЧР Пуçлăхĕ наградăсене тивĕçнисене кашнине уйрăммăн тав тунă. Вĕсен шутĕнче - РФ Президенчĕн В.Путинăн Тав хутне илме тивĕçнĕ Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов /сăн ÿкерчĕкре, сылтăмра/, Юрий Андреев хирург, Татьяна Мизурова врач, Любовь Ильина артистка, Валентина Михайлова машинист, Юлия Ильина маляр, Виктор Абруков физик тата ыттисем. «Сиртен кашнин ăнăçăвĕсем тимлĕхпе хисепе тивĕç», - тенĕ М.Игнатьев пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă май.

Н.СЕМЕНОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.