Комментари хушас

23 Çĕртме, 2023

Упраççĕ, тĕпчеççĕ, кăтартаççĕ...

«Чăваш вăрманĕ»... Вăл — республикăн ÿпки, çавăн пекех 182 тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк, 57 тĕрлĕ чĕр чун, 19 йышши пулă пурăнакан вырăн. Кунта 1 пине яхăн ÿсен-тăран çитĕнет. Вĕсен хушшинче сиплĕ курăк, çав шутра Хĕрлĕ кĕнекене кĕртни те, чылай.

Шăмăршă тăрăхĕнчи «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ — илемлĕ вырăн кăна мар, республика мăнаçĕ те. Унта çулсеренех 12 пин ытла çын пулса курать, 4 пин ытла турист çитет. Çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен килеççĕ. Унта канакансем валли 5 экологи сукмакĕ йĕркеленĕ. «Чăваш вăрманĕ» наци паркне йĕркеленĕренпе çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче 30 çул çитнĕ.

«Паян «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче 70 ытла çын ĕçлет. Парк 25200 гектар лаптăк йышăнать. Пирĕн ĕçе виçĕ сăмахпа сăнлас тăк, эпир вăрмана упратпăр /сыхлав пайĕ ĕçлет/, тĕпчетпĕр /ăслăлăх пайĕ/ тата кăтартатпăр. Экологи сукмакĕсем тĕрлĕ темăпа çыхăннă. Çулсерен нумай-нумай мероприяти ирттеретпĕр, вĕсенчен ытларахăшĕ çут çанталăка упрассипе çыхăннă. Çамрăк ăрăва çут çанталăка, вăрмана юратма вĕрентетпĕр. Ачасене пирĕн тăрăхра мĕнле тискер чĕр чунсем, кайăк-кĕшĕк, хурт-кăпшанкă, пулă пурăнни çинчен каласа паратпăр. Чи пысăк мероприяти — Пĕтĕм тĕнчери «Парксен маршĕ» акци. Унпа килĕшÿллĕн экологи мероприятийĕсем, чĕрĕ уроксем йĕркелетпĕр. Шкул ачисем спектакль сыпăкĕсем, концертсем хатĕрлеççĕ. Экологи сукмакĕсемпе çыхăнтарса вĕренекенсем валли экскурсисем ирттеретпĕр. Чăваш наци уявĕсене — Çинçе, Çимĕк, Сурхури — йĕркелетпĕр. Шкул çулне çитменнисемпе те ĕçлетпĕр. Вĕсем валли уйрăм программа хатĕрленĕ. Виçĕм кун та экологи сукмакĕпе утса тухрăмăр, чĕр чунсен тĕнчипе паллашрăмăр. Пирĕн патра ăслăлăх пайĕнче ĕçлекенсем вăрмана тĕпчесе наука ĕçĕсем çыраççĕ. Вăрмана сыхлакан пайра ытларах çын вăй хурать. Пирĕн тĕп тĕллев — вăрмана сыхласси-çке», — каласа кăтартрĕ «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн директорĕн çумĕ Наталья Игнатьева.

www.hypar.ru