Комментари хушас

21 Çĕртме, 2023

Мальвина Петровăн иккĕмĕш кĕнеки кун çути курчĕ

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Мальвина Петровăн «Витĕр Çил» ятлă кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Унччен вулакансем ун хайлавĕсемпе «Пĕччен Хĕвел» кĕнекере, хаçат-журналта, коллективлă сборниксенче, социаллă тетелсенче паллашма пултарнă.

«Витĕр Çил» — çамрăк çыравçăн иккĕмĕш кĕнеки. Редакторĕ – Алина Майорова, ÿнерçи – Татьяна Бурдина. Кăларăма тĕрлĕ çулта çырнă сăвăсем кĕнĕ. Пултаруллă сăвăçпа хăйĕнпе паллаштарар-ха. Мальвина Петрова, Çĕрпӳ ен хĕрĕ, Шупашкарти Г.С. Лебедев ячĕллĕ наци лицейĕнче вĕреннĕ. Шкул çулĕсенчех республикăри ача-пăча хаçат-журналĕпе çыхăну тытнă. Çырма юратаканскер И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче ăс пухса пултарулăхне туптанă. Унтан Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕнче, Чăваш наци телерадиокомпанийĕнче, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче вăй хунă.

Мальвина Петрова тăван чĕлхен хăватне, илемне, асамлăхне туйса тăрать, çавăнпа пулĕ унăн сăввисем хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăраççĕ, вулакана тыткăна илеççĕ. Чуна пырса тивекен сăвăсене вуласан ирĕксĕрех пурнăç çине тарăнрах, витĕртерех пăхма тытăнатăн, çутçанталăка, тавралăха, çумри çынсене хаклама пуçлатăн.

Автор хăй сăмахне çирĕппĕн те хăюллăн калать, йывăрлăхсенче пуçне усмасть, малаллах ăнтăлать:

Паянтан ырана пăракан авăкра
Чарăнма юрамасть — авăссам хăвăртрах!

Ывăнсан, йăлăхсан, тарăхсан та — тӳссем!
Аллунтан ан вĕçерт, ӳкĕтлетĕп, кĕсмен!

Çылăхпа пăтранса тăракан авăра
Пăрăнса иртмеллех! Манпа чух — ан хăра!
(Ан хăра.)

Тăван чĕлхене юратни кашни сăвăра курăнса тăрать, вулакана халĕ калаçура сайра усă куракан е пачах та усă курман чăваш сăмахĕсемпе паллаштарать.
Ăраскал — мыскара, мешехин пур йĕрке —
Ăсупа чун-чĕрӳ пулччăрин кӳнтелен.
Пурнăç хăй макăрса савăнмалĕх пирке —
Алтăрне тыт паян — Вилĕмрен эмеллен.
(Паянах!)

Мальвина Петровăн поэзири пултарулăхĕпе тĕплĕнрех унăн сăвă пуххине вуласа паллашма пулать. Апла пулсан, хаклă вулаканăмăр, алла хăвăртрах çĕнĕ кĕнеке тытма васкăр!

www.hypar.ru

Рубрика: