Куç харшине сăрлаттарма Мускавран та килеççĕ
Социаллă контракт унăн ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пулăшнă. «Эпĕ хама шырарăм, тинех тупрăм», — тет Шупашкарта пурăнакан Нина Шлăнская. Халĕ унăн илем пӳлĕмĕ пур.
Çĕвĕç те, парикмахер та
Элĕк районĕнчи Мăн Вылă ялĕнче çуралса ӳснĕ Нина шкулпа сыв пуллашнă хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕнĕ. Унăн амăшĕ — пуçламăш классен вĕрентекенĕ. Ăна кура хĕрĕ те учитель пулма шухăшланă. Нина — технологи, экономика тата черчени вĕрентекенĕ. Унсăр пуçне тепĕр дипломлă пулнă: психолога вĕреннĕ. 3-мĕш курс студентки пулнă чухне Нина качча тухнă, кӳршĕ Атмалкасси яшĕпе Леонидпа çемье çавăрнă. Аслă шкултан вĕренсе тухнă çул вăл ывăл çуратнă. Кайран тепĕр ача — хĕр — кун çути курнă.
— Хĕрĕм садике çӳреме тытăнсан эпĕ те çав ача саднех ĕçе вырнаçрăм. Унта 3 çул çĕвĕç кастеляншăра тăрăшрăм. Ĕçĕ килĕшетчĕ. Чи кирли — коллектив лайăхчĕ. Вырăн таврашĕ, ал шăлли, тĕрлĕ уяв валли костюм çĕлеттĕм. Хоттабыч старик тата Снежная королева сăнарĕсем валли çĕленĕ тумтир маншăн паянхи кун та чи лайăххи. Ĕçе хавхаланса тунăччĕ, — каласа кăтартрĕ 33-ри Нина Шленская. — Эпĕ алла илнĕ профессисемпе ĕçлемен. Шкула практика тухма кайсан учитель пулма чун выртманнине ăнлантăм. Психолог ĕçĕ килĕшетчĕ-ха. Анчах мăшăрăм час-часах командировкăсене çӳретчĕ. Çавăнпа хама тивĕçтерекен ĕç шырарăм. Графикĕ кăмăла кайтăр теттĕм, ачасемпе ытларах юнашар пулас килетчĕ. Çавăнпах ача садне вырнаçрăм та. Хĕрĕм 1-мĕш класа çӳреме тытăнсан ĕçрен кайрăм. Мĕншĕн тесен тĕпренчĕкĕме кашни кун пĕлӳ çуртне ăсатса ярса кĕтсе илмеллеччĕ. Нина ача садĕнчен кайнăшăн ӳкĕнмен, урăх ĕç тупаймасран хăраман. Вăл сахăр пастипе тата ăвăспа /воск/ депиляци тăвакан /урăхла çакна шугаринг теççĕ/ мастера вĕреннĕ. Вăл хĕр-хĕрарăма килте йышăнма тытăннă. Унăн куç харшине сăрласа илемлетекен мастера та вĕренес килнĕ. Вăхăт иртсен ятарлă курса çырăннă. Вăл малтанах куç харшине хнапа сăрлама хăнăхнă. Çур çултан вара куç хăрпăкне ламинировани тăвакана вĕреннĕ. Ламинировани вăл — куç хăрпăкĕ çине ятарлă хутăш сĕрсе ăна вăрăмлатни.
— Кунпа кăна çырлахмарăм. Пурăна киле куç харшине сăрăпа сăрлакан тата ăна ламинировани тăвакан мастера вĕренсе тухрăм. Малтан куç харшипе ĕçлесси питĕ хăрататчĕ. Мĕншĕн тесен вăл — çыннăн сăн-пичĕ. Илемсĕр сăрласа хурăп тесе кулянаттăм, хамăн вăя ĕненместĕм. Кайран хăтланса пăхрăм та ĕç килĕшме пуçларĕ. Юлташсене, пĕлĕшсене йышăнаттăм. Çапла опыт пухăнчĕ, — аса илчĕ çамрăк хĕрарăм.
2021 çулта Нина биржăна кайса учета тăнă. Унти специалистсем ăна тӳлевсĕр професси алла илме сĕннĕ. Çапла вăл парикмахера вĕреннĕ. Ку енĕпе ĕçлемест пулсан та çак ăсталăх ăна кулленхи пурнăçра кирлĕ: ывăлĕпе хĕрĕн çӳçне хăех касать, ачисем урăх çынна шанмаççĕ.
— Эпĕ ятарлă курсра 3 уйăх ăс пухрăм. Çавăн чухне пĕр преподаватель социаллă контракт пирки каласа кăтартрĕ, патшалăх пулăшăвне тивĕçме май пуррине ăнлантарчĕ. Паллах, эпĕ хавхаланса кайрăм. «Мĕншĕн хăтланса пăхас мар?» — тесе шухăшларăм. Ку ыйтупа Шупашкарти Ленин районĕн администрацийĕн халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен уйрăмне кайрăм. Пай пуçлăхĕпе специалист мĕнле документсем пухмаллине, мĕн тумаллине веçех ăнлантарчĕç. Эпĕ хăш енĕпе ĕçлеме палăртнине ыйтрĕç, бизнес-план çырма сĕнчĕç. «Шугаринг тăвакан мастер пулса ĕçлетĕп. Анчах электроэпиляци тума вĕренес килет», — пĕлтертĕм хамăн шухăша. «Эппин, эпир сана вĕренме яма пултаратпăр», — терĕç. Шухăшларăм та хăтланса пăхас терĕм. Пĕр эрнере бизнес-план çыртăм, ĕçлеме мĕн кирлине палăртрăм та проекта хӳтĕлеме кайрăм. Паллах, питĕ шиклентĕм, хама диплом ĕçне хӳтĕленĕ чухнехи пекех туйрăм. Комисси членĕсем çине-çине тĕрлĕ ыйту пачĕç. «Эсĕ ĕçлессишĕн çуннине куратпăр, куçу çиçет», — терĕç. Çапла эпĕ патшалăх пулăшăвне тивĕçессине пĕлтерчĕç. Вĕсем манăн вăя ĕненчĕç, — иртнине куç умне кăларчĕ Нина.
«Сараппан радиовĕ» лайăх ĕçлет
Вăл пĕлтĕрхи хĕлле 250 пин тенке тивĕçнĕ. Нина Мускаври мастер патне электроэпиляци тăвакан мастера вĕренме кайнă. Çĕршывăн тĕп хулинчех ĕçлеме кирлĕ япаласене туяннă: кушетка, электроэпиляци хатĕрĕ, лампа, профессионал сĕтелĕ…
— Çав вăхăтра мана мăшăрăм пулăшрĕ. Мускава пĕрле пычĕ. Кирлĕ япаласене пĕрле туянтăмăр, илсе килсе вырнаçтартăмăр. Илем пӳлĕмĕнче 4 процедура тума пуçларăм: электроэпиляци, шугаринг, куç хăрпăкĕн ламинированийĕ, куç харшине сăрлани. Паллах, манăн малтанах клиентсем пулнăран çăмăл килчĕ. Тем тесен те, опыт пурри хамăн вăя ытларах шанма пулăшрĕ. Сăмахран, электроэпиляци маншăн çĕнĕлĕхчĕ. Апла пулин те эпĕ хăраса тăмарăм, хам пата килекенсене ку процедурăна туса пăхма сĕнтĕм. Пĕр сăмахсăрах килĕшрĕç. Тĕрĕссипе, малтанах çак процедурăна хам çинче туса пăхрăм. Мускавра курсра вĕреннĕ вăхăтра пулчĕ ку. Йĕппе тирсе ӳт çинчи çăма пĕтерсе куртăм. Курсра вĕрентнĕ преподаватель: «Çынна ыраттариччен малтанах хăвăр çинче тĕрĕслесе пăхăр», — терĕ. Ку процедура ытлашши ыраттармасть, чăтма пулать. Тĕрĕс ĕçлеме пĕлмелле кăна. Клиентсене çак процедурăна камăн тума юраманнине тӳрех ăнлантаратăп. Сăмахран, ӳт çинче суран пулмалла мар. Алă-урана хуçнă хыççăн штырь вырнаçтарнă пулсан та тума юрамасть. Ку процедура хыççăн ӳт çинчи çăмран вуçех хăтăлма пулать. Анчах вăхăт кирлĕ: çулталăк- çулталăк çурă таран мастер патне çӳремелле, — малалла калаçрĕ Нина.
Унăн клиенчĕсенчен чылайăшĕ — Шупашкарта пурăнакансем. Мускав хĕрĕсем те пур. Вĕсем Нина патĕнче чиперленес тесе ятарласа Чăваш Ене килеççĕ. Унсăр пуçне мастер яла кайнă чухне пушă алăпа çула тухмасть: амăшĕн, унăн юлташĕсемпе пĕлĕшĕсен куç харшине сăрлать.
— Эпĕ хулари центрта пӳлĕм тара тытатăп. Уйăхсерен сахал мар укçа тӳлемелле паллах. Патшалăх пулăшăвне тивĕçсен укçан пĕр пайне тара тытнăшăн 3 уйăхшăн тӳлеме май пулчĕ, — пĕлтерчĕ Нина. Вăл хăйĕн ĕçне социаллă сетьре кăтартма тăрăшать. Унсăр пуçне ятарлă сайт тытса пырать. Çапах Нина каланă тăрăх, «сараппан радиовне» çитекенни нимĕн те çук. Ун патне килнĕ клиентсен юлташĕсем, тăванĕсем, пĕлĕшĕсем тĕрлĕ процедура тутарма пыраççĕ.
— Вăл кăна мар, яланхи клиентсен ĕçтешĕсем те килеççĕ. Иртнинче, сăмахран, пĕри килчĕ. «Эсир манăн ĕçтешĕн куç харшине мĕнле илемлетни питĕ килĕшет», — тесе хавхалантарчĕ, — пĕлтерчĕ мастер.
Çул çӳреме кăмăллаççĕ
Нина хĕр-хĕрарăма илемлĕрех пулма пулăшать кăна мар, хăйĕн ӳтне те тимлĕх уйăрать. Вăл косметолога онлайн мелпе вĕреннĕ. Çапах ку кăна çителĕксĕр тесе пĕлĕве тарăнлатма тепĕр курс витĕр тухма шухăшлать. Ӳте тĕрĕс пăхма, ăна тасатма, пилинг тума тĕплĕнрех вĕренесшĕн, хăйĕн клиенчĕсене те сĕнӳ-канашпа пулăшасшăн. Пушă вăхăтра çамрăк амăшĕ ал ĕçĕпе аппаланать. Нина чăваш тĕррисене те, хăюпа та тĕрлеме пĕлет. Тĕрлĕ чечек ӳстерме кăмăллать. Унсăр пуçне ачисене, çут çанталăка сăн ӳкерме кăмăллать. Унран ытла яла юратать.
— Мăшăрăн ялĕнче участок туянтăмăр. Нумаях пулмасть унта мунча лартма тытăнтăмăр. Халĕ пуçĕпех строительство ĕçне путрăмăр. Çĕр çинче тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтеретĕп. Ачасен каникул пулнă май вĕсене яла леçрĕмĕр. Вĕсем эпир ĕçленине курса ĕçе хăнăхаççĕ. Эпир, ашшĕпе амăшĕ, ачасемшĕн тĕслĕх пуласшăн. Тем тесен те, çемьере çапла пулмалла, — палăртрĕ Нина. — Пушă вăхăта çемьепе ирттерни пĕлтерĕшлĕ. Çулласерен палатка илсе çут çанталăка канма çӳретпĕр. Сăр юхан шывĕ, кӳршĕ Мари Республикинчи Таир, Карась пĕвесем патне çитсе куртăмăр. Кашни çулах Хура тинĕс хĕрринче канассине йăлана кĕртрĕмĕр. Азов тинĕсĕ патне те кайса курнă. Çула тухнă чухне серфинг хăмине, çул çӳревçĕсем усă куракан пысăках мар газ плитине илме манмастпăр. Чылайăшĕ кунашкаллине ăнланмасть. «Ку канни мар», — теççĕ. Эпир вара çапла шухăшламастпăр. Çут çанталăкра хамăра хăтлă туятпăр. Халĕ çемьепе пĕрле ту патне çитес ĕмĕтпе пурăнатпăр.
Нина социаллă контракт çырса хăйĕн ĕçне пуçарнăшăн савăнать. Вăл ĕç графикне хăех палăртма пултарать. Çакă — чи пĕлтерĕшли.
— Манăн шухăшпа, хăраса тăмалла мар. Хăвăн ĕçне йĕркелеме шутланă тăк халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен уйрăма каймалла та веçех ыйтса тĕпчемелле, — социаллă контракт çырма палăртакансене акă мĕн сĕнет Нина. — Малтан эпĕ те шикленнĕ. Мĕншĕн тесен ĕçе веçех хăвăн йĕркелемелле: клиентсене шырамалла, пӳлĕм тара тытмалла, мĕн кирлине туянмалла… Çапах пĕртте ӳкĕнместĕп. Чи кирли — çумра ăнланакан çынсем пурри. Хăй вăхăтĕнче мăшăрăм, аттепе анне манăн шухăша ырларĕç, хавхалантарса пычĕç. «Санăн веçех пулать», — ырă сăмах каласа хама ĕненме пулăшрĕç. Манăн ачасем шкулта 2-мĕш сменăра вĕренеççĕ. Эпĕ кăнтăрлаччен вăхăта вĕсемпе пĕрле ирттеретĕп, киле панă ĕçĕсене мĕнле тунине тĕрĕслесе ĕлкĕретĕп. Ачасем ӳснĕçемĕн, вĕсем хăйтĕллĕнлĕхе хăнăхса пынăран халĕ манăн ĕçлеме майĕ те ытларах.
www.hypar.ru Нина Шленская архивĕнчи сăн ÿкерчĕк