Комментари хушас

1 Юпа, 2014

Таможня ертÿçисемпе тĕл пулнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Атăлçи таможня управленийĕн пуçлăхĕпе Сергей Рыбкинпа курнăçнă. Тĕл пулăва çавăн пекех Чул хула таможнин пуçлăхĕ Юрий Лушников тата унăн çумĕ - Чăваш таможня посчĕн пуçлăхĕ Марат Гараев хутшăннă.

С.Рыбкин палăртнă тăрăх - Чăваш Енре экспорт-импорт операцийĕсен калăпăшĕ самай пысăк. Юлашки вăхăтра Раççейре, Атăл тăрăхĕнче таварсен экспорчĕ ÿсет. Республика Пуçлăхĕ Чăваш таможня посчĕн ĕçне пысăка хурса хакланă, ĕçĕн чылай енĕпе унăн кăтартăвĕсем лайăххине палăртнă. Çавăн пекех Чăваш Енĕн экспорт-импорт калăпăшĕнче хими, машиностроени тата электротехника предприятийĕсен тÿпи пысăккине çирĕплетнĕ.

О.ВОЛКОВ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.