Комментари хушас

1 Юпа, 2014

Хамăр пулнăран ăста - тухăç пачĕ купăста

Çитĕнÿ çăл куçĕ: çĕнĕ технологисене алла илни, пусă çаврăнăшне тĕрĕс пăхăнни

Куславкка районĕнчи Василий Семенов хресчен-фермер хуçалăхĕ пахча çимĕç çитĕнтерессипе çултан-çул ÿсĕм туни, купăста фестивалĕ ирттерни çинчен халĕ Раççейре те лайăх пĕлеççĕ. Ывăлĕ Иван та ашшĕ çулне суйласа илчĕ: çĕр ĕçне, ял пурнăçне кăмăлларĕ. Фермер юхăмĕпе мĕн пĕчĕкрен кăсăкланса уй-хирте вăй хунăран Мускавра аслă пĕлÿ илсен те тăван тăрăхах таврăнчĕ. Кунта Василий Николаевич пысăк витĕм кÿни каламасăрах паллă.

Эпир пулнă кун хуçалăхра кая юлса çитĕнекен купăста пуçтаратчĕç. Пуçĕсем пурте пĕрешкел, йăтмалла марах пысăк çитĕннисем çук. Ытти çулта пахча çимĕç уявĕсенче пĕр пăта яхăнах таяканнисене курса тĕлĕнеттĕмĕр.

- Шултрисем те пур, вĕсене нарăс уйăхĕчченех тăварлатпăр. Кунне 3-3,5 тонна таранах, хĕлле - 4-4,5. Ĕçчен алăсем купăста тÿме хăнăхса çитеймен, хальлĕхе хăвăртлăх çавăнпа пĕчĕкрех, - тет Иван Васильевич. - Ку лаптăкра ятарлă сортлине çитĕнтертĕмĕр. Вăл 1,5-3 килограмран йывăрах мар. Халăх яшка валли пĕчĕкрех пуçлине туянасшăн. Пысăкки пĕр кастрюле кĕмест, тепре усă куриччен типсе шанать. Пасара е лавккана ытларах хĕрарăм çÿрет. Унăн мĕншĕн-ха йывăр пуçлă çимĕç туянмалла? Çак сăлтавсене пула малашне ятарлă сортлă купăста çитĕнтересшĕн.

- Тухăç чакмĕ-ши?

- Çук. Лартнă чухне калчасен тата ретсен хушшине пĕчĕклететпĕр. Йышĕпе выляса илетпĕр. Пирĕн тăрăхра гектартан 700-800 центнер тухăç илни питĕ лайăх.

Кăçал Семеновсен ХФХ 42 га çĕр улми, çавăн чухлех лаптăк купăста, 8 га - хăяр, 1,5 га - помидор тата 30 сотăй çĕр çинче сăнаса пăхма арпус, дыня çитĕнтернĕ. Мĕн пур лаптăк 300 га йышăнать. Виççĕмĕш пайĕпе çеç усă курнă. Ытти, пусă çаврăнăш йĕркипе килĕшÿллĕн, канать, çитес çул пысăк тухăç пама хатĕрленет.

2014 çулта Куславкка енче çу, çĕртме, утă уйăхĕсенче çумăр вуçех çуман. Семеновсем пахча çимĕçе кунсерен шăварнă. Тепĕр техника та илнĕ. Вăл халĕ çителĕклĕ, ÿлĕм калча лартакан лаптăка пысăклатасшăн.

Иван Васильевич тĕнче шайĕнчи технологисене çул парать пулсан та производство йăнăшĕсене асăрхама тăрăшать, вĕсенчен малашне сыхланать. Экологи енчен таса çимĕçе Шупашкарта, Хусанта, Чаллăра /Набережные Челны/ юратса туянаççĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.