Комментари хушас

9 Çĕртме, 2023

Хыпар 62-63 (28090-28091) №№ 09.06.2023

Отпуск пуçлансанах Сургутран килеççĕ

Кивĕ Шăмăршăри Владимирпа Елена Антоновсен икĕ хĕрĕнчен пĕри — çĕршывăн çурçĕр тăрăхĕнче, тепри кăнтăр регионĕнче тĕпленнĕ. Апла пулин те пĕртăвансем ашшĕ-амăшĕн килне çулталăкне темиçе хутчен те килеççĕ. Çак кунсенче Сургутра пурăнакан Анастасия Юмановăпа паллашма тÿр килчĕ. Сăмах май, унăн хĕрĕ Майя «Хыпар» Издательство çурчĕ йĕркеленĕ «Аслă Çĕнтерÿ асрах» видеоконкурсра çĕнтерчĕ.

Чăн чăваш хушамачĕ

Шупашкарта аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Анастасия çĕнĕ пурнăç пуçлас, ĕçе вырнаçас тĕллевпе Ханты-Манси автономи округне тухса кайнă. Çаврăнăçулăхĕпе палăраканскер халĕ «Сургутнефтегаз» организацире инженерта тăрăшать. Унăн мăшăрĕ, юнашар ялта çуралнăскер, ятарлă техникăпа нефть уçлать.

«Сургут — тĕрлĕ нацие пĕрлештерекен хула. Арçын укçа ĕçлесе илес тĕллевпе çемьене пăрахса урăх тăрăха тухса каймасть. Маншăн çакă хаклă. Ачасем ашшĕ-амăшĕн ăшшине туйса çитĕнеççĕ», — калаçăва тăсрĕ Анастасия Юманова. Вăл палăртнă тăрăх, çурçĕр тăрăхĕнчи çанталăка пĕлме çук. Тĕслĕхрен, ĕнер хĕвел хĕртнине пăхмасăр паян сивĕ хуçаланма пултарать. Тен, çавăнпах çынсем çуркунне тата кĕркунне илемĕпе вăрах киленеймеççĕ.

«Сургутра сивĕре сывлăш типĕ пулнине кура чир-чĕр çыпăçмасть. Ку тăрăхри çанталăка организм çăмăллăнах хăнăхрĕ», — ăнлантарчĕ йăхташăмăр. Юмановсен чăн чăвашла хушаматне астуса юлма ансат. Ют халăх çынни, тен, мĕнле сăмахпа çыхăннине тÿрех ăнланмĕ те. Тепĕр тесен, кăсăкланаканни ыйтса пĕлетех. Сургутра Юманов хушаматлă тухтăр ĕçленĕ теççĕ. Хисеп çĕнсе илнĕскере нумайăшĕ астăвать. «Эсир унăн тăванĕ мар-и?» — тĕпчеççĕ Шăмăршă чăвашĕсенчен. Сайра тĕл пулакан хушаматлă çынпа пĕр йăхран пулманнине ăнлантарма тивет вара. Çав тухтăр Чăваш Енрен пыракан Юмановсене çул уçса панă пекех пулса тухать.

«Глеба ача садне вырнаçтарнă чухне медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухрăмăр. Йĕрке тăрăх, больницăра травматологăн пÿлĕмне кĕмеллеччĕ. Ывăлăм Управçă Анне палăкне сăнланă брелок тытнăччĕ. «Эсир Чăваш Енрен-и?» — ыйтмасăр чăтайман тухтăр. Чăвашсем пулнине пĕлсен ыталасах илнĕ. Вăл, направленипе килнĕскер, Шупашкарта 10 çул ĕçленĕ-мĕн. Ăнсăртран тĕл пулнăскерсем республикăн тĕп хули тавра калаçу пуçарнă. «Унта манăн юлташсем пурăнаççĕ», — аса илÿ авăрне путнă сывлăх сыхлавçи. Ун чухне çав брелока тухтăра асăнмалăх парса хăварнă. Вăл та арçын ача валли кучченеç тупнă. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА

♦   ♦   


Анатолий НИКИТИН: Çĕнĕ юрăсем çырăнаççĕ – кăмăлăм çĕкленÿллĕ

«Урхамахсем тăраç тăпăртатса Çилхи вĕçĕсене вĕçтерсе…» — юрлать чăваш кĕрекене пуçтарăнсан. Чăваш халăх çыравçин Юхма Мишшин сăмахĕсемпе Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Анатолий Никитин композитор кĕвĕленĕ юрă тахçанах халăхăн пулса тăнă ĕнтĕ. Анатолий Никитич хăй вăхăтĕнче ку сăвва кĕвве ахальтен хывмантăр — вăл унăн кăмăл-туйăмне сăнласа кăтартать. Çитес кунсенчех 75 çул тултаракан паллă ентешĕмĕр паян та тăпăртатса тăрать, çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем хайлать. «Пĕтĕмпех — пурăнма хăват паракан тăван халăхăм валли», — палăртать хăй сăнарлăн.

Куракансем ыйтнипе

— Анатолий Никитич, черетлĕ юбилее мĕнле кăмăлтуйăмпа кĕтсе илетĕр?

— Кĕвĕ хайламасăр, ĕçлемесĕр пĕр кун та пурăнмасан та 75-мĕш çуралнă куна шăппăн кăна ирттересшĕнччĕ: пысăк концерт йĕркелемесĕр, гастроль таврашне тухмасăр… Коронавирус кăларса тăратнă ахăр самана, телее, хыçа юлчĕ. Тухкаласа çÿреме тытăнтăмăр. Урамра та, автобус-троллейбусра та, уяв каçĕсенче те çынсем чарсах: «Мĕншĕн концерт йĕркелеместĕр? Эсир сцена çинче юрланине курас килет», «Сирĕн пултарулăх каçĕ хăçан пулать?» — теççĕ. Çак сăмахсем хавхалантарчĕç. Эппин, эпир Надежда Ивановнăпа иксĕмĕр юрлани кураканăмăрсене кирлĕ. Унсăр пуçне çак çулсенче çĕнĕ юрă самай çуралчĕ. Вĕсене те халăх патне çитермеллех тесе шухăшларăмăр. Вара юбилей ячĕпе концерт йĕркелесех терĕмĕр. Ăна çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарти «Салют» культура çуртĕнче ирттерме палăртрăмăр.

— Эсир 70 çулхи юбилее паллă тунăранпа тĕнче тепĕр май çаврăнчĕ теме те пулать: коронавирус пандемийĕ, ятарлă çар операцийĕ, ытти… Тем тесен те, çакă пултарулăх çыннине витĕм кÿретех.

— Тĕрĕсех. Паллах, эсир асăннă икĕ пулăмĕ те халăха шиклентерчĕ, хăратрĕ те. Усал инфекцирен çăлăнса юлас тесе эпир çемйипех тухтăрсем сĕнни-хушнине пăхăнса пурăнтăмăр. Малтанах килтен, хамăрăн студирен ытлашши тухса çÿремерĕмĕр. Унтан, вакцина шухăшласа кăларсан, пурсăмăр та прививка тутартăмăр. Ятарлă çар операцийĕ те пурнăç хаклăхĕсем çинчен ытларах шухăшлаттарать. Пĕр-пĕрне хисеплемеллине, ырă тумаллине, кирлĕ чухне тав сăмахĕ калама манмалла маррине аса илтерсе тарăн философиллĕ юрăсем хайлама хĕтĕртсе тăрать. Чăнах та, çак тапхăрта манăн пуçа çÿлтен нумай кĕвĕ анчĕ. Хăш-пĕр каç харăсах икĕ-виçĕ юрă çурални те пулчĕ. «Ыр сăмах калама ан ÿркен», «Кĕлĕ», «Никама ан айăпла» тата ыттисем çырăнчĕç. Çирĕм-çирĕм пилĕк çул каялла патриотизм темипе хывнă юрăсене те — «Салтака ăсатни», «Салтак арăмĕсен юрри», «Великая Россия», «Хороша Россия», «Склонились ракиты», «Вальс Победы» — паян итлетĕн те вĕсем хальхи саманашăн мĕн тери витĕмлине ăнланса илетĕн. Ку таранччен 80 клипа интернетри социаллă сетьсене, телеграм-канала вырнаçтартăмăр ĕнтĕ. Вĕсене пăхнă куракансем-итлекенсем те çав сăмахсенех калаççĕ. «Куççуль кăларттаракан юрăсем», — теççĕ. Çавăнпа клипсене малашне те интернета кăларăпăр. Тата 300-тен ытларахăшĕн пахалăхне лайăхлатса вырнаçтармалла. Хăй вăхăтĕнче çынсем радио итлесе, телевизор пăхса юрăсене астуса юлатчĕç, халĕ вара интернет пуç пулса тăчĕ. <...>

Дмитрий МОИСЕЕВ

♦   ♦   


Пуçаруллă бюджет программи халăха кирлĕ

Шупашкар округĕнче ял-йыш çине тăнипе 103 проект пурнăçланать

Пуçаруллă бюджет программи халăха кирлĕ-и? Çынсем унта хутшăнса тăван тăрăха хăтлăх кĕртес ĕçе мĕнле йышăнаççĕ? Халăхпа курса калаçас, унăн кăмăл-шухăшне пĕлес тĕллевпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çак кунсенче Шупашкар округĕнчи ялсене çитсе килчĕ.

Пĕр каçра — 100 пин тенкĕ

Çĕньял Покровски уйрăмĕнчи Мăн Кивпулăх ялĕн çывăхĕнчи спорт лапамĕ — шăпăрлансен юратнă вырăнĕ. Кунта кунĕпех ача-пăча сасси янăрать. Ярăнчăксем, тăвайккисем, тренажерсем, беседкăсем… — мĕн кăна çук! Ура айĕнче те курăк мар, искусственнăй сий. Çакăнтах — баскетболла, футболла, волейболла вылямалли лапамсем. Çитменнине, кунта хĕвел ансан та çутă, хунарсем ĕçленĕрен шăпăрлансем тĕттĕм пуличченех выляса савăнма пултараççĕ. Спорт лапамне 2022 çулта пуçаруллă бюджет программипе тунă. Проект хакĕ — 2 миллиона яхăн тенкĕ.

— Çак вырăнта унччен стадион пулнăччĕ, ачасемпе çамрăксем курăк çинче футболла вылятчĕç. Çумăр çукаласанах унта чупма май çукчĕ паллах. Халĕ кунта питĕ чаплă, хăтлă, илемлĕ, хуларинчен пĕрре те кая мар. Пухура пуçаруллă бюджет программине хутшăнса спорт лапамĕ тăвасси пирки сăмах тапратсан çынсем, уйрăмах ачаллă çемьесем, хапăл пулчĕç. Укçа пуçтарма мана шанчĕç. Çемьесем пĕр каçра 100 пине яхăн тенкĕ куçарса пачĕç. Чылайăшĕ 5-шер пин тенкĕ пачĕ. Темиçе сехетре халăх çавăн чухлĕ укçа-тенкĕ пуçтарма пултарнинчен хам та тĕлĕнтĕм. Спорт лапамне уçнă чухне те çын нумай пухăнчĕ, мероприяти пысăк уява çаврăнчĕ. Хашлама пĕçертĕмĕр, округ администрацийĕнчен килнисем мечĕксем парнелерĕç. Спорт лапамĕ пĕр кун та пушă тăмасть. Кунта кану кунĕсенче çын уйрăмах чылай. Кану вырăнне ача-пăча 3 ялтан пуçтарăнать. Пирĕн тăрăхра ачаллă çемье сахал мар, çамрăк амăшĕсем кÿме тĕксех кунта килеççĕ, — спорт лапамĕ ачасен юратнă вырăнĕ пулнине çирĕплетрĕ Мăн Кивпулăх библиотекин ертÿçи Фаина Кириллова. Строительство ĕçĕсем нумая тăсăлман. Подряд организацийĕ, çĕртме уйăхĕнче ĕçе тытăннăскер, икĕ уйăхра хăтлă спорт лапамне хута янă.

— Пирĕншĕн спорт лапамĕ — пысăк савăнăç, — калаçăва хутшăнчĕ ялти хастарсенчен пĕри Елизавета Григорьева. — Халĕ ялти ачасен вылямалли, пĕр-пĕринпе хутшăнмалли вырăн пур.

Сергей Геннадьевич ялти халăхпа калаçнă май интернет уçлăхĕнче пуçаруллă бюджет программипе объектсем тумашкăн халăхран укçа-тенкĕ пухни пирки хăшĕ-пĕри сивлесе çырнине асăнчĕ. «Пуçаруллă бюджет программи сире кирлĕ-и? Унăн тухăçлăхне куратăр-и?» — ыйтрĕ вăл пухăннисенчен. Çынсем пĕр саслă пулса патшалăх программине ырласа йышăннине, унта хутшăнса хăйсен тăрăхĕнче курăмлă ĕçсем пурнăçланине пĕлтерчĕç. — Халăх пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртме май паракан программа пурришĕн эпир питĕ хавас. Çакăнпа кăна чарăнса тăрасшăн мар, патшалăх пулăшăвĕпе усă курса ялта тротуарсем, çул тăвасшăн, — терĕç вĕсем. Елизавета Григорьева пуçаруллă бюджет программине йышăнман çынсенчен тĕлĕннине пытармарĕ. — Халăх пуçарăвĕ çинче никĕсленнĕ проектсем пирки хамăн çуралнă тăрăхра, Вăрмар округĕнче, нумай каласа патăм. Тĕлĕнмелле те, унти çынсенчен чылайăшĕ патшалăх пулăшăвĕпе курăмлă ĕçсем пурнăçлама май килнине ăнланмасть. Хамăр тăрăх пирки каласа патăм, сăн ÿкерчĕксем кăтартрăм — тĕлĕнчĕç, — пĕлтерчĕ хастарскер. Мăн Кивпулăхра пурăнакан Юрий Савельев та улшăнусемпе кăмăллă.

— Халĕ лайăхран та лайăхрах пурăнас килет вĕт. Пирĕн ял пĕчĕкех мар, 130 кил ытла. Икĕ çул каялла Çĕнĕ урама вак чул сартăмăр, халĕ халăх асфальт хурасшăн. Проекта ырланă, унăн хакĕ 2 миллион та 700 пин тенкĕ. Кашни çемьерен 11-шер пин тенкĕ пухрăмăр. Подряд организацийĕ утă-çурла уйăхĕсенче ĕçе тытăнмалла. Çавăн пекех ялта тротуар тăвасшăн, пĕвене тасатсан та лайăхчĕ. Халăх пуçарăвĕ çинче никĕсленнĕ проектсене çынсем ырласа йышăнаççĕ. Питĕ лайăх, кирлĕ программа, — пĕлтерчĕ вăл хăйĕн шухăш-кăмăлне. <...>

Вера ШУМИЛОВА

♦   ♦   


Самана çĕнелсех пырсан та автолавкка кирлех

Роза Николаева ертсе пыракан Красноармейски райповĕ республикăра малтисен йышĕнче. Çав вăхăтрах Роза Александровна общество ĕçне те хастар хутшăнать, тĕрлĕ конкурсра малти вырăнсене йышăнать. Çавăн пекех вăл — лайăх амăшĕ те. Ачисене яланах пулăшса, хавхалантарса пырать. Çапла, пултаруллă çын пур енĕпе те маттур. Ку кăна-и? Роза Александровна çак тытăма ертсе пыма тытăннăранпа çĕртме уйăхĕнче вунă çул çитрĕ.

Кадрсем çитмеççĕ

— Красноармейски райповĕ паян мĕнле ĕçлесе пырать?

— Райпона анчах килтĕм пек. Вăхăт çав тери хăвăрт иртрĕ. Ир пулать те каç килет. Уйăх, çулталăк иртет. Çапах вунă çулта райпора нумай ĕç турăмăр. Темиçе райпона пĕрлештерме пултартăмăр. Акă, сăмахран, Куславкка райповĕ халĕ пирĕн шутланать. Тăвай райповне хамăр çине туллинех куçарман-ха, çапах вĕсем те председатель пулма шанчĕç. Виçĕ район райповне пĕрлештерсе ĕçлени, пĕр енчен, йывăр, тепĕр енчен лайăх самантсем те пур. Хаксене танлаштаратпăр, ăçта мĕнле тавар ытларах кайнине пăхатпăр. Пирĕн умра йывăр пĕр ыйту тăрать. Вăл — кадрсем çитменни. Хамăр округри çăкăр заводне илес тĕк, унта паян пекарь, кондитер кирлĕ. Лавккасенче сутуçăсем çитмеççĕ. Юлашки вăхăтра водительсем енĕпе те йывăрлăх пур. Ĕлĕк кирек епле вăхăтра та бухгалтер тупма май пулнă, халĕ вĕсем те çитмеççĕ. Икĕ çул каялла Красноармейски салинче «КООП-маркет» уçрăмăр. Çутă, хитре, ăшă лавкка вăл. Чи лайăх енĕ — ăна хальхи самана ыйтнă пек туни. Куславккасене те хамăртан хăварасшăн мар. Муркар ялĕнче кивĕ лавккана пăсса çĕннине хăпартатпăр. Мĕн пур лавккана çĕнĕ сентресем, хальхи йышши сивĕтмĕшсем вырнаçтарма тăрăшатпăр. Пĕр харăсах йăлт çĕнетме, паллах, çăмăл мар. Сăмахран, ялти лавккана юсама сахалтан та 700-800 пин тенкĕ кирлĕ. Район центрĕнчи лавккасене, вĕсем пысăкрах пирĕн, çĕнетме — 1 миллион ытла тенкĕ. Апла пулин те çăкăр комбиначĕ, апат-çимĕç предприятийĕсем валли çĕнĕ оборудовани илме вăй çитертĕмĕр. Чуста çăрмалли машина, çăкăр пĕçермелли кăмака туянтăмăр. Хамăр ĕçченсене çăмăлрах пултăр тесе тăрăшатпăр. Нумаях пулмасть Предприниматель кунне уявларăмăр. Шупашкартан тепĕр наградăпа таврăнтăмăр. Усламçăсен хушшинче йĕркеленĕ республика конкурсĕнче социаллă пулăшу кÿрекен предприятисен ертÿçисен хушшинче мала тухрăм. Эпир шкулсемпе тачă çыхăну тытатпăр. Пĕлтĕр Элĕксемпе пĕрле сăнавлă проекта хутшăнтăмăр. Шкул ачисене пахалăхлă апатпа тивĕçтерес тĕллевпе хамăр тăрăхри фермерсен, ял хуçалăх предприятийĕсен продукцине туянма тытăнтăмăр. Хăш-пĕр округра шкул ачисене предпринимательсем апат çитереççĕ. Çапах нумайăшĕ çак ĕçе Чăвашпотребсоюз тытăмне шаннă. Эпир пĕлтĕр вунă шкула апатпа тивĕçтернĕ тĕк /шкулсенче çул çитмен ачасен ушкăнĕсем те пур/, кăçал тăхăр пĕлÿ çурчĕ пулĕ. Пирĕн Куславккапа пĕрле — 61 лавкка. 20-шĕ Куславккара вырнаçнă, ыттисем — хамăр патра. Юлашки вăхăтра кашни лавккана автоматизацилерĕмĕр. Паян унсăрăн эрех, вырăн таврашĕ, атă-пушмак, сĕт, аш-какай сутаймастăмăр — вĕсене йăлт компьютер витĕр кăлармалла.

— Кадрсем хатĕрлес енĕпе мĕнле ĕçлетĕр?

— Пĕлтĕр шкулсемпе, Шупашкарти коопераци техникумĕпе пĕрле ĕçлеме килĕшÿ турăмăр. 9-мĕш классене ĕлĕкхи евĕр вĕрентме пуçларăмăр. Техникум преподавателĕ пирĕн округа килет. Ачасене Красноармейскинчи шкула пуçтаратпăр. Практика тухма вĕсене коопераци техникумне илсе кайрăмăр. Ачасене вĕрентме 100 пин ытла тенкĕ тÿлерĕмĕр. Вĕсем пурте 3-мĕш разрядлă повар пулнине çирĕплетекен свидетельство илчĕç. Паянхи кун тĕлне çамрăксен професси пур. Хăшĕсем малалла вĕренме кайма пултараççĕ. Çак 35 ачаран 3-шĕ тăван тăрăхра юлсан та питĕ савăнăттăм.

Роза ВЛАСОВА

«Мана пирĕшти алăран çавăтса пынă пек туйăнать»

Çирĕп кăмăллă пулнăран пурнăçра та çирĕп утăмсемпе утать вăл. Хăйĕн ĕçне çав тери юратать. Çак сăмахсем Ольга Туркай çыравçă, драматург, журналист çинчен. Ольга Николаевнăна хамăр тĕпеле чĕнтĕмĕр.

«Эсир вуланине ăнланса итлетпĕр»

— Ольга Николаевна, калăр-ха: эсир ача чухне кам пулма ĕмĕтленнĕ? — Ача чухне такам та пулас килнĕ. Учитель, бортпроводница ĕçĕ пирки шухăшланă. Йĕрке хуралĕнче вăй хума ĕмĕтленнĕ. Анне Галина Иванова Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнчен качча килнĕ. Унăн амăшĕ çичĕ ачана пĕччен ÿстернĕ. Кукаçи вăрçа кайсан 1942 çулта хыпарсăр çухалнă. Аннен ачалăхĕ çăмăл пулман. «Вĕренес, учитель пулас килетчĕ. Анне ямарĕ», — тетчĕ вăл. «Манăн укçа çук. Мĕнпе вĕрентсе кăларăп сана?» — хăй мĕншĕн хирĕçленине çапла сăлтавланă кукамай. Анне куншăн чунран кулянса макăрнă. Вĕсем аттепе пĕр вăхăт чукун çул çинче ĕçленĕ. Пÿрт лартма ĕмĕтленнĕ. Колхозра вăй хунăшăн ун чухне укçа паман. Нухрат ĕçлесе илсе, чăнах та, çурт çĕклерĕç. Анне каярахпа Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче нумай çул вăй хучĕ. Хастар ĕçленĕрен унăн сăн ÿкерчĕкне район хаçатĕнче пĕрмай пичетлетчĕç, портречĕ — Хисеп хăми çинчеччĕ. Ватăлас енне кайсан пуçĕ ыратма пуçларĕ, ĕçлеме Арапуçри участок больницин кухнине куçрĕ. Унтанах тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Атте чаплă платник, столяр пулнă. Ĕмĕр тăршшĕпех колхозра тар тăкнă. Çав тери нумай çурт хăпартнă вăл. Алли ылтăнччĕ. Çынсем те çаплах калатчĕç. Кăçатă та саплатчĕ, çăпата та хуçатчĕ. Йывăçран мĕн кăна касса кăларман-ши тата? Пуртă унăн аллинче выляса кăна тăратчĕ. Тимĕре те касса эрешлетчĕ. Атте 1998 çулта çĕре кĕчĕ. Анне кăçал 92 çула кайса, Мăнкунра, вилчĕ. Те Мăнкунра вилнĕрен чун çунни-пăшăрханни çук. Чирлетчĕ, начарлансах çитнĕччĕ. Сарăмсăр вилĕм мар. Сăваплă кун куçне яланлăхах хупни чуна лăплантарчĕ-ши, тен? Çемьере эпир икĕ хĕр ÿсрĕмĕр. Асли Наташа — 1960 çулхи. Вăл малтан Хусанта авиаци заводĕнче контролерта ĕçлерĕ. Шăпи çавăн пек çаврăнса тухрĕ — упăшкипе пĕрле пурăнаймарĕç, яла таврăнчĕ. Хĕрĕпе ывăлне пĕчченех ура çине тăратрĕ. Ялта тĕп килте пурăнать халĕ. Çĕнĕ çурт лартрĕ. Тĕлĕнсе каймалла маттур хĕрарăм. Аннене вăл ытларах пăхрĕ. Журналистикăна эпĕ ăнсăртран лекрĕм. Журналист, писатель пуласси пирки шухăшламан. Арапуç шкулĕнче вунă класс пĕтертĕм. Аттестат илсен учителе вĕренес тĕллевпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш уйрăмне кĕтĕм. Аслă пĕлÿ илнĕ вăхăтрах качча тухрăм. Студент çулĕсенче Илемпи çут тĕнчене килчĕ. 5-мĕш курсра чухне мăшăрăм Валери Туркай ЧР Профессионал писательсен союзĕн литература пропагандин уйрăмне вырнаçрĕ. Диплом илсен ĕç шырама пикентĕм. Шупашкарта темиçе шкула та çитрĕм. Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ ниçта та кирлĕ мар. Шăп çав вăхăтра Анатолий Смолин поэт шăнкăравларĕ. Ун чухне вăл «Хатĕр пул» журналта ĕçлетчĕ. Декрет отпускĕнчи çын вырăнне вăхăтлăха вырнаçма сĕнчĕ. Вара «Хатĕр пул» корреспонденчĕ пултăм. Унтан «Коммунизм ялавĕ» /халĕ «Хыпар»/ хаçатăн çырусен пайне декрета кайнă çын вырăнне илчĕç. Кĕнеке палатинче сакăр уйăх вăй хунă хыççăн «Ялав» журнала секретарь-машинисткăна чĕнчĕç. 1992 çулта Чăваш патшалăх телерадиокомпанине вырнаçрăм. Ачасемпе çамрăксен редакцийĕнче ĕçлерĕм. Ун чухне хамăн та икĕ ачаччĕ. Иккĕшĕ те пĕчĕкчĕ. Районсене кăларăмсем хатĕрлеме каймаллаччĕ. Передачăсене чăвашла тума йывăрччĕ тата. Хулара чăвашла пĕлекен ача çукчĕ. Вĕсене пÿрнепе шутласа тухма пулатчĕ. Çавăнпа «Шевле» кăларăма Илемпие те явăçтараттăм. Командировкăсене кайсан каярах юласси те пулатчĕ, садикрен ачасене вăхăтра кайса илмеллеччĕ. Вара икĕ çул ĕçлесен «Ялава» тепре кайрăм. Яваплă секретаре илчĕç. Çавăн чухне телерадиокомпанин ертÿçи Наталья Володина шăнкăравларĕ. «Мана чăвашла лайăх калаçма пĕлекен, çырма пултаракан тĕп редактор кирлĕ», — терĕ. Пĕр кун шухăшласа çÿренĕ хыççăн шăнкăравларăм. «Килĕшместĕп», — тесшĕнччĕ. Йышăну пÿлĕмĕнче ларакан та, Наталья Володина хăй те телефона тытмаççĕ. Вара пуçăма шухăш пырса кĕчĕ: «Тăхта-ха, унта ĕçлеме каймаллинех пĕлтермест-и ку?» Хам килĕшни çинчен калама шăнкăравларăм та Наталья Ивановнăна тÿрех тытрăм. Çавăн пек пулмаллах пулнă ĕнтĕ. 1998 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче радиона пырса кĕтĕм. Унта ĕçлеме пуçланăранпа кăçал 25 çул çитрĕ.

— Чĕрĕк ĕмĕр иртни сисĕнчĕ-и?

— Сисĕнмерĕ. Пĕр кун ĕçленĕ пек. Малтан тĕп редактор пултăм. 2001 çултан пире шефредактор теме пуçларĕç. Пĕр должноçрах чĕрĕк ĕмĕр иртрĕ. Малтан «Йывăрлăхсене çĕнтерсе» передача йĕркелеттĕм. «Тĕпел» кăларăма та нумай çул туса пыратăп. Пĕр вăхăт хатĕрлеменччĕ, кайран эфира çĕнĕрен кăларма тытăнтăм. «Çĕнĕ кĕнеке» кăларăмра çĕнĕ кĕнекесемпе, авторĕсемпе паллаштаратăп. «Паянхи кун» 2005 çултанпа эфира тухать. Ăна илтмен, пĕлмен çын çук та пулĕ. Тепĕр чухне сас тытăнни пулкалать. Ун пек чухне дикторсене вулама ыйтатăп. «Хăвăрах вулăр-ха. Эсĕ вуланине тахçанах хăнăхрăмăр. Эсĕ вуланине ăнланса итлетпĕр», — теççĕ вара радио итлекенсем. <...>

Роза ВЛАСОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.