Хыпар 61 (28089) № 06.06.2023
Хăш енĕпе ырă улшăнусем кĕтетпĕр?
«Чăваш Республикинчи ял территорийĕсене комплекслă майпа аталантарасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн 2022 çулта 977 проекта ĕçе кĕртме 1,3 миллиард тенкĕ уйăрнă, 2023 çулта мĕн пур мероприятие пурнăçлама 1,8 миллиард тенкĕ куçарма пăхса хăварнă.
Ипотека — вăйрах
Çав укçапа тума палăртнă ĕçсен пĕрремĕш пайĕпе «Хыпарăн» çу уйăхĕн 16-мĕшĕнчи номерĕнче кун çути курнă «Объектсенче строительство пырать» материалта паллаштарнăччĕ. Ку номерте вара ыттине тишкерер. Программăпа килĕшÿллĕн ялсенче пурăнакансене ĕç вырăнĕсем йĕркелеме те «кĕмĕл» параççĕ.
— Çак тĕллеве епле пурнăçланине уçăмлатма кашни муниципалитет валли кăтарту çирĕплетнĕ. Унпа ЧР Ял хуçалăх министерстви кăсăклансах тăрать, — пĕлтерчĕ министр çумĕ Ольга Кудрявцева. Кунта ял çыннисене ĕçпе тивĕçтересси çав-çавах çивĕч тăнине лайăх пĕлеççĕ, кăтартăва пурнăçлассишĕн çирĕп ыйтаççĕ.
Ялта тĕпленнисен пурăнмалли вырăнне лайăхлатассине те тимлĕх уйăраççĕ. Пурăнмалли вырăн тума е туянма çынсене çуллен социаллă тÿлевпе тивĕçтереççĕ. Сăмахран, 2023 çулта 20 çемье валли 16,5 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Çу уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне тÿлевпе ª13 миллион тенкĕлĕхº 17 çемьене тивĕçтернĕ.
— Тÿлев виçи халĕ пурăнмалли вырăнăн мĕн пур хакĕн 70% танлашать, тÿлеве тивĕçекенĕн 30% хăйĕн укçинчен саплаштармалла, — патшалăх кÿрекен çăмăллăхпа усă курса çурт тумалли е хваттер туянмалли условипе паллаштарчĕ Ольга Геннадьевна. — Социаллă тÿлеве агропромышленноç комплексĕпе социаллă пурнăç сферинче, ветеринарипе вăрман хуçалăхĕн организацийĕсенче ĕçлесе ялта пурăнакан граждансен илме ирĕк пур. Çапах агропромра ĕçлекен, çурт тума тĕллев лартнă, нумай ачаллă çемьесене унпа маларах усă курма ирĕк параççĕ. Тÿлев укçипе ялта пурăнмалли вырăн тунă е туяннă хыççăн ăна илнĕ кунран пуçласа çÿлте палăртнă вăл е ку сферăра, е предпринимательте 5 çултан кая мар ĕçлемелли услови кăçал та вăйрах тăрать. Кунсăр пуçне туса пĕтернĕ çурта е туяннă хваттере çемьен кашни членĕн, свидетельствăна кĕртнисен, пĕрлехи харпăрлăхне памалла.
Çăмăллăхлă ял ипотекине 2020 çултанпа пурнăçа кĕртни çинчен «Хыпар» пĕлтерсех тăрать. Кунта мĕнле çĕнĕ хыпар пур? Çав программăпа килĕшÿллĕн ял-салара пурăнмалли вырăн тума е хваттер туянма çулталăкра 3% çеç хушса тавăрмалли ставкăпа кредит илме пулать. Ăна паракан организацисене федераци бюджечĕн лимичĕ пирки çĕнĕ çулталăк пуçланичченех пĕлтереççĕ. Тавăрса памалли çулталăкри процент ставкине 3-рен 0,1% таран пĕчĕклетес тĕллевпе Чăваш Енре пурăнакансен уйрăм категорийĕсене республика бюджетĕнчен уйăрнă тÿлев укçипе тивĕçтереççĕ. Процент ставкине агропромра, вăрман çитĕнтерекен тата хатĕрлекен учрежденире, муниципалитет органĕн служащийĕнче, территори уйрăмĕн пуçлăхĕнче тăрăшаканшăн — 3-рен 0,5% таран, социаллă пурнăçпа потребительсен кооперацийĕн сферисенче, пушара сÿнтерекен организацире ĕçлекеншĕн — 3-рен 1% таран, нумай ачаллă çемьешĕн, çамрăк специалистшăн, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан çыншăн тата унăн çемье членĕсемшĕн 3-рен 0,1% таран пĕчĕклетеççĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ
♦ ♦ ♦
«Кăнтăр апачĕ çиме те вăхăт çукчĕ», е Вулавăш халĕ те пушă тăмасть
Вăл профессие чунтан парăннă. Пĕр вырăнта тăмасть, самана ыйтнă пек аталанса пырать. Паян пирĕн тĕпелте — Чăваш Республикинчи ачасемпе çамрăксен библиотекин тавра пĕлÿ уйрăмĕн ертÿçи Эвелина Малеева.
Кунта пĕрре те кичем мар
— Библиотекарь ĕçне мĕншĕн суйларăр?
— Эпĕ Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукал ялĕнче çуралса ÿснĕ. Виçĕ-тăватă çулта чухне асаттепе асанне умлăн-хыçлăн çĕре кĕчĕç. Çулталăкри шăллăмпа Женьăпа килте хамăр тĕллĕн юласран анне Анжелина Ивановна пире нумай чухне шкула илсе каятчĕ. Алгебра, геометри вĕрентетчĕ вăл. Класс ертÿçиччĕ. Класпа, ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлетчĕ. Уроксем хыççăн хăйĕн класĕпе тĕрлĕ мероприяти, ашшĕ-амăшĕпе пуху ирттеретчĕ. Ачасене Шупашкара хула курма, музейсене илсе çÿретчĕ. Эпир те пĕрле пыраттăмăр. Шкулта ÿснĕ май учитель профессийĕ кăмăла каятчĕ. Çавăнпа анне пекех педагог пулас килетчĕ. 11 класс хыççăн пединститутра кĕçĕн классен учительне вĕренсе тухрăм. Аслă шкулта пире чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ пулма та хатĕрлерĕç. Çав вăхăтра хула шкулĕсенче кĕçĕн класс учителĕсем кирлех марччĕ, мĕншĕн тесен ача сахалччĕ. Вырăн çуккине пула пирĕн курсран никам та хулари шкулсене вырнаçаймарĕ. Манăн тĕллев — хулара тытăнса юлассиччĕ. Çавăнпах Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче ĕçлекен иккĕмĕш сыпăкри аппа пырса пăхма сĕнчĕ. Çитрĕм, калаçрăм. Ĕçе илчĕç. Шăпа библиотекăна ахальтен илсе çитермерĕ ĕнтĕ. Манăн кукамайпа кукаçи Патăрьел тăрăхĕнчи Аслă Арапуç тата Анат Тăрмăш ялĕсенчи библиотекăсенче нумай çул вăй хунă. Çапла 2001 çулта ĕçлеме пуçларăм. Пĕрремĕш кунсенче тавра пĕлÿ уйрăмĕнче пĕччен пулнăран тата çуллахи тапхăрта вулакансем сахалрах килнĕрен кичем пек туйăнчĕ. Фондпа паллашрăм, чăваш çыравçисен кĕнекисене, республикăра тухса тăракан хаçат-журнала вуларăм. Те «чун çимĕçне» ăса хывнăран, те çуллахи шăрăх кунсем пулнăран ыйхă пусатчĕ. «Капла пулсан библиотекăра нумай тытăнса тăраймăп, ытла кичем, шкулах талпăнмалла», — тесе шухăшласа пурăнтăм. Уйрăм ертÿçи ĕçрен кайма заявлени çырчĕ те Тамара Григорьева директор тавра пĕлÿ уйрăмне вăхăтлăх ертсе пыма мана шанчĕ. «Хăвна кăтартма тăрăш. Хастар пулсан заведующие çирĕплетĕпĕр», — терĕ. Кĕçех Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ Наталия Петроградскаяна илчĕç. Темиçе кунран пирĕн уйрăмра Роза Прокопьевна ĕçлеме пуçларĕ. Кĕске хушăра чăмăртаннă ушкăнпа кар тăрса вăй хума тытăнтăмăр. Вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ, вулакансен йышĕ ÿссе пычĕ, ĕç кĕрлеме пикенчĕ. Авăн уйăхĕнчех Атăл тăрăхĕнчи ачасемпе çамрăксен библиотекисем валли Хусанта кĕнеке уявĕ иртрĕ. Чăваш Енрен хутшăннă делегаци шутĕнче библиотека ĕçченĕсемсĕр пуçне çыравçăсем, журналистсем пулчĕç. Вĕсен йышĕнче эпĕ те. Уяв чаплă иртрĕ. Çыравçăсемпе пĕрремĕш хут куçа-куçăн калаçни, тĕрлĕ регионăн кĕнеке куравĕпе паллашни кăмăла çĕклерĕç. Тен, çавă та хавхалантарчĕ пулĕ? Вулавăш ĕçне урăхларах курма пулăшрĕ. «Кунта кичем» текен шухăш пуçран тухса ÿкрĕ. Хавхаланса килнĕ май тулли кăмăлпа ĕçлеме пуçларăм. Виçĕ уйăхран заведующие çирĕплетрĕç. Пĕрле вăй хуракан опытлă библиотекарьсем пулăшса, вĕрентсе пычĕç. Çыравçăсемпе, кĕнеке авторĕсемпе, республикăри паллă çынсемпе паллашрăмăр. Вĕсемпе пĕрле вулакансем валли тĕлпулусем йĕркелеме тытăнтăмăр. Хастар та ăслă-тăнлă çынсемпе пĕрле чăмăртанса вулакансене кĕнекесемпе паллаштарни, вулама явăçтарни кунран-кун ытларах вăй-хăват пачĕ. Унсăр пуçне мероприятисем хыççăн пирĕн уйрăма кĕнеке илме килекен шăпăрлансем те хавхалантаратчĕç. Вĕсем валли интереслĕ мероприятисем ирттерсе, кĕнекесем çинчен каласа кăтартса ытларах вулаттарас килетчĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА
♦ ♦ ♦
Виççĕмĕш томĕ пичетленчĕ
Чăваш кĕнеке издательстви Хветĕр Уярăн тăватă томран тăракан «Çырнисен пуххине» кăларма пуçланине маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.
Пĕрремĕш томĕ 2021 çулта тухрĕ, унта «Шурча таврашĕнче» истори романĕн пĕрремĕш кĕнеки — «Таната» — кĕнĕ. Иккĕмĕш томра /2022/ асăннă романăн иккĕмĕш кĕнеки — «Таркăн» — вырнаçнă. Нумаях пулмасть «Çырнисен пуххин» виççĕмĕш томĕ пичетленчĕ. Унта тăватă повеçпе çирĕм калав кĕнĕ. Кăларăма Валерий Алексеев пухса хатĕрленĕ.
Кĕнекене кĕнĕ хайлавсем Хветĕр Уяр пултарулăхĕн тĕрлĕ тапхăрне уçса параççĕ. Автор калăпланă сăнарсем вулакана хăйсен тÿрĕ кăмăлĕпе, чун тасалăхĕпе тыткăнлаççĕ. Кулленхи йывăрлăхсене çĕнтерме вĕсене хăйсен шалти вăйне туйса тăни пулăшать. Çапах çирĕп чунлисемпе юнашарах хавшак хевтеллисем те тĕл пулаççĕ. Унашкаллисем юхăма май ишме кăмăллаççĕ, çăмăл çулпа утаççĕ, канлĕ пурăнма ĕмĕтленеççĕ. Акă «Виçĕ кун, виçĕ каç» повеçре калуçă хăнана кайма пуçтарăнать. Тахçан техникумра пĕрле вĕреннĕ Якурпа тĕл пуласшăн вăл. Тантăшсем пĕр-пĕрне вăтăр çул курман. Çавăнпа телеграмма илсен Роман Петров тÿрех килĕшет, хĕллехи сивве пăхмасăр çула тухать. Утнă май çамрăклăхне, пĕрле ăс пухнă тусĕсене аса илет. Якура хĕрсем тăтăшах куç хывнă-мĕн, каччăсем вара ăмсаннă. Ку пурне те тĕлĕнтерсе сасартăк тытнă та авланнă – педтехникум канцелярийĕнче ĕçлекен пуян майрана качча илнĕ. Лешĕн ача та пулнă, упăшки, художник, пăрахса тарнă. Çитменнине, Катя /хĕрарăма çапла чĕннĕ/ Якуртан самай аслăрах. Хăй ăна мĕншĕн суйланине çамрăк упăшка çапла ăнлантарнă: «Куратăп эп çынсем мĕнле пурăннине. Икĕ чухăн пĕрлешеççĕ те тытăнаççĕ вара ача ĕрчетме. Виç-тăват ачана çитет, хăйсем çаплах çынсем патĕнче пурăнаççĕ-ха… Çур шалу хваттершĕн тÿлеме каять. Тепĕр çурри – çиме. Ни хăй, ни арăмĕ йĕркеллĕ тумтир тăхăнса кураймаççĕ. Çапла çамрăк ĕмĕр иртсе каять, ĕçлес хĕрÿлĕх те пĕтет. Аллăсене çитсен тин вĕсем хваттер илеççĕ, пурнăçĕ те сыпăнма пуçлать пек. Анчах халь тин мĕн усси?.. Çук, Роман, ĕмĕре эп ун пек сая ямастăп. Пĕтĕм вăй манăн пурнăç тума мар, ĕçлеме кайтăр. Эп художник пулатăп. Катя пурлăхĕ пире ытлашшипех çитет…» Анчах вырăна çитсен мĕн курать-ха Роман? Якур ват çын пекех: пичĕ-куçĕ пĕркеленчĕк, курпунĕ аванах палăрать, сухалне хырман, хăйĕнчен эрех шăрши кĕрет. Ăна сахалтан та утмăлта теме пулать. Çав вăхăтрах Катя пачах та улшăнман тейĕн — мĕнле чипер пулнă, çаплипех яштака, хÿхĕм. «Аллине чуптунă чух пăхрăм та – шĕвĕр пÿрнеллĕ сивĕ алли çеç унăн ватăлса ларнă. Ытти енчен ăна никам та хĕрĕхрен ытла парас çук», – тет калуçă. Мĕнпе çыхăннă-ши çакă? Кунашкал ыйтусем хăнана килнĕ Романа кăна мар, вулакана та кăсăклантараççех. Вĕсен хуравĕсене повеçĕн вĕçĕнче çеç пĕлме май пур. Анчах кун хыççăн чуна канăçлăх вырнаçасса ан кĕтĕр, тунсăх пусса илĕ. <...>
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
♦ ♦ ♦
Пахча çимĕçе сивĕрен, шăрăхран мĕнле упрамалла?
Пахча çимĕçе, çĕр улмине, улма-çырлана кĕтмен сивĕрен, шăрăхран мĕнле упрамалла? Пысăк тухăç илес тесен мĕн шута илмелле?.. Ку ыйтусене уçăмлатма Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн агрономĕ Светлана Михайлова пулăшрĕ.
Сивĕ тата шăрăх çанталăк. Çурхи çанталăк вылявлă: е шăнтать, е шăрăх тăрать. Ир пулакан çĕр улмипе купăстана ака вĕçнелле лартатпăр. Çанталăк вара çу уйăхĕнче те сивĕтме пултарать. Кăçал акă ăшă кунсем хыççăн сасартăк 4 градус таран сивĕтрĕ. Ку вара пахча çимĕçшĕн, чечекленекен улма-çырлашăн сиенлĕ. Ир пулакан «Ривьера», «Коломба» çĕр улми çеçкисене амантса хăварчĕ. Вĕсене вăй илсе кайма «Гумат», «Эпин», «Циркон» препаратсемпе шăварни пулăшать. Азотлă удобрени хывсан та аван /1 тăваткал метра 1 апат кашăкĕ/. Çирĕп, вăйлă аталаннă культурăна чир-чĕр, хурт-кăпшанкă та ытлашши тапăнмасть. Пахча çимĕçе ирхине — 8-9, каçхине 15 сехетре шăвармалла. Каçчен çулçи кăштах типсе ĕлкĕрмелле. Ватăсем сăнанă тăрăх, палан çеçкене ларсан тек сивĕтмелле мар. Чăн та, халĕ çанталăк палăрмаллах ăшăтрĕ. Шăрăхра та ÿсен-тăрана асăрхаса тăмалла. Кун пек чухне сăтăрçăсем, курăк пыйти сарăлма тытăнаççĕ. Вĕсенчен им-çампа хÿтĕлемелле.
Çĕр улми. Вăтам тата кая юлса пулакан сортсене кăçал сивĕ тивмерĕ. Анчах хăшĕ-пĕрин ир пулаканни сиенленчĕ. Çакна мĕнле пĕлмелле-ха? Ÿсен-тăран çулçи хуралма тытăнать. Кăçал нумай çул ÿсекен курăк çăра та вăйлă çитĕнчĕ. Тăм ÿксен курăк лаптăкĕнче сивĕ тăчĕ. Юнашар анари çĕр улмине сиенлерĕ. Анчах каласа хăвармалла: тин шăтнă хунав пĕтсен те пăшăрханмалла мар, вăрлăхран çĕннисем вăй илеççĕ. Пĕрех асра тытмалла: пĕрремĕш хунав тухăçа пысăклатма пулăшать, каяраххи чакарать. Тухăçа пысăклатмашкăн пахча çимĕçе вăхăтра апатлантармалла, купаламалла, çум курăкран тасатмалла, сăтăрçăсемпе кĕрешмелле. Çĕр улми лартнă чухне шăтăка пĕр апат кашăкĕ минерал удобренийĕ хывмалла. Тухăçа пысăклатма, чир-чĕртен, сăтăрçăсенчен асăрханма пусă çаврăнăшне пăхăнмалла. Енчен çĕр сахаллипе çакна тума май килмесен 6-7 çултан çĕр улми сортне çĕнетмелле. Çĕр пулăхне пуянлатмалла: çĕрĕк тăпри, удобрени хывмалла, сидерат акмалла.
Сухан. Севок сухан сивве те, шăрăха та чăтăмлă, пĕтмест. Ăна ака уйăхĕнчех лартаççĕ. Çапах килти вăрлăха ытлашши ир лартсан вăл пушша кайма пултарать. Çу уйăхĕн вĕçнелле, çанталăк ăшăтсан лартни хăвăртрах шăтать, чирлемест, çирĕпрех пулать. Ватă çынсем ăна Микулай кунĕнче кăна лартма сĕннĕ. <...>
Лариса НИКИТИНА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...