Тантăш 21 (4841) № 01.06.2023
Кĕнеке вулама юратакансен юратакансен уявĕ
Кĕнеке — пĕлÿ çăл куçĕ. Вăл ырă сĕнÿ-канаш парать, ăна вуласан чун уçăлать. Ун урлă эпир пурнăçри тĕрлĕ ыйту хуравĕсене тупаятпăр, усаллинчен ыррине, начарринчен лайăххине уйăрма хăнăхатпăр. Вуласа çитĕнекен ачан тавра курăмĕ те анлăрах. Кĕнеке — çывăх юлташ та, шанчăклă тус та. Иртнĕ эрнере Республикăри ача-пăчапа çамрăксен библиотекинче «ВО!Круг книг» ятпа кĕнеке вулама юратакансен слечĕ пулчĕ. Мероприятие республикăри 100-е яхăн ача тата вĕсен ертÿçисем, ашшĕ-амăшĕ килсе çитрĕç.
Вулама юратакансен слетне кăçал пĕрремĕш хут ирттерчĕç. Ăна Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă. Çак кун вулавăшра кунĕпех ăсталăх лаççисем ĕçлерĕç, тĕлпулусем иртрĕç. Интерактивлă лапамсене те хутшăнчĕç ачасем. «Кĕнекене алла илсен чи малтанах эсир мĕн сăнатăр?» — уява пухăннисене çакăн пек ыйту пачĕç. Пĕр самант шăп ларнă хыççăн вĕсем пĕрин хыççăн тепри хуравлама тăрăшрĕç. Хитре, илĕртÿллĕ хуплашкаллăскере, çутă тĕслĕ ÿкерчĕксемлĕ, пуян содержаниллĕ кĕнекене камăн алла илсе вулас килмĕ-ха? Унти сăнарсем те хăй пĕр тĕнче. Вĕсемпе эпир кулянатпăр, савăнатпăр.
«Вулама юратакан ачасемпе черетлĕ хут тĕл пулнăшăн çав тери савăнатăп. Вĕсем çитĕнекен ăрăва çĕнĕ ĕçсем тума хавхалантараççĕ», — терĕ Чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи. «Кунта паян хамăн ачалăха аса илтĕм. Библиотекăран кĕнекесем илсе килеттĕм те кукамайпа иксĕмĕр вĕсене сасăпа вулаттăмăр. Вăл хăйĕн калаçăвĕнче ваттисен сăмахĕсемпе, каларăшсемпе усă курнă май эпĕ журналист пулса тăтăм. Çывăх çыннăм 88 çул тултарать, пĕр кун та вуламасăр пурăнмасть. Тахçанхи кĕнекисене те тепĕр хут алла илет, пĕтĕм литературăпа паллашса тăрать. Чăнах та, вулани вăл пирĕн ăс-тăна çирĕплетме, астăвăма нумай вăхăт лайăх упрама пулăшать, — хавхалану сунчĕ Дмитрий Моисеев çыравçă, журналист пухăннă ачасене. Çавăн пекех вăл «Тантăш» тата «Тетте» хаçат-журналпа та туслашма сĕнчĕ. Ольга Федорова çыравçă та сăмах илчĕ. «Паллах, кĕнеке вуламалла. Чи малтанах эпĕ сире чăваш çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ çыравçăсен тăван чĕлхепе хайланă кĕнекисемпе паллашма ыйтасшăн. Чăваш чĕлхине шăпах пирĕн çыравçăсем сирĕн пата çитереççĕ те», — терĕ вăл. <...>
Татьяна ИШМУРАТОВА
♦ ♦ ♦
«Волжские олжские встречи встречи-33»: мы еще вернемся вернемся!
Вот и подошел к концу фестиваль «Волжские встречи-33». Казалось, только недавно мы приехали на него, а уже уезжаем… Грустно принять это, но, как говорится, всему приходит конец, особенно – хорошему.
В первый день мы посетили «Татмедиа» – это уникальная российская компания, об±единившая десятки СМИ: газеты, журналы, радио и интернет-издания. Мы побывали в зале для пресс-конференций, смогли окунуться в атмосферу творчества и созидания. Сотрудники провели для нас экскурсию, я также смог узнать интересную информацию о нескольких печатных редакциях, одной из которых является «Салават купере». Затем наша делегация совершила пешую прогулку до Казанского Кремля, познакомилась с главными архитектурными достопримечательностями столицы. Мы покатались в метро, доехали на автобусе до лагеря «Восток», заселились и познакомились с его территорией, и, конечно, подкрепились. Далее мы участвовали в различных мастер-классах, играли на музыкальных инструментах и записывали видеоролики, а также побывали на занятии по ораторскому мастерству и квестах. Было очень много интересных мероприятий в этот день.
На следующий день мы поехали в Казань, где сняли новый видеоролик. Время пролетело очень быстро... Но за эти 5 дней мы узнали много нового об ораторском искусстве, верстке газет и журналов, режиссуре, съемке диалогов в кино и еще много чего интересного. Самые запоминающиеся моменты – это, конечно же, торжественное открытие и закрытие фестиваля. На церемонии открытия царил особый дух. Даже не описать словами, насколько было все великолепно. Уже то, как мы шли в лагерь «Солнечный» в сопровождении музыки выглядело очень круто. Я давно не испытывал подобных эмоций и мне так сильно хотелось их ощутить. На сцене очень красиво и зажигательно выступили наши чебоксарские танцевальные команды и волонтеры, исполнив песню «Сансары» и, конечно же, гимн Волжских встреч. После просмотра этих номеров по коже пробежались мурашки. Зрителям из других республик также очень понравились выступления юных дарований из нашей родной Чувашии. А подпевка ребят из зала и включенные фонарики лишь подтвердили это. Трудно подобрать слова, чтобы описать картину в целом, мне очень понравилось! <...>
Тимур ФЕДОРОВ
♦ ♦ ♦
Пограничниксен ограничниксен кунĕ
Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Йĕпреçре Пограничниксен кунĕ ячĕпе пысăк мероприяти иртрĕ. Ăна «Пограничниксен пĕрлĕхĕ» организаци йĕркеленĕ. Уява Астăвăм скверĕнче паллă турĕç. Тăван çĕршыв чиккине тĕрлĕ çулта хÿтĕленĕ пограничниксем йышлăн пухăннă. Чуна тыткăнлакан самант. Çак сумлă мероприятие пирĕн шкулти çамрăк пограничниксене те йыхравларĕç. Уява Çăкалăх шкулĕнчен тăватă ача хутшăнчĕ: Сергей Абрашев, Аня Артемьева, Денис Васильев тата эпĕ. Эпир обелиск умĕнче постра тăтăмăр. Çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунă пограничниксене асăнса пурте самантлăха шăплантăмăр. Малалла пире ветерансем саламларĕç.
Пирĕн шкулти çамрăк пограничниксен отрядне округ чысне республикăри ăмăртусенче чыслăн хÿтĕленĕшĕн «105 лет пограничным войскам» медальпе чысларĕç, кашнинех пылак кучченеçпе сăйларĕç. Пире çакăн пек чыс-хисеп туни малашне тата та тăрăшуллăрах пулма хавхалантарать. Уяв хыççăн пограничниксен ушкăнĕ Раççей Геройĕн Леонид Константиновăн тăван ялне çул тытрĕ. <...>
Ирина КОШЕЛЕВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...