Чăваш хĕрарăмĕ 21 (1300) № 01.06.2023
Хĕрарăм мĕнпе телейлĕ?
Упăшкипе арăмĕ çинчен чăвашăн çакăн пек каларăш пур: «Хĕрарăм — кил турри, арçын — кил патши». Шупашкар районĕнчи Шинер Тăрăн ялĕнче çуралса ÿснĕ Римма Тимофеева çак хаклавпа килĕшет.
Ачалăх çулĕсем унăн ялтах иртнĕ. Килте те, колхозра та тĕрлĕ ĕçе хутшăнса пĕве кĕрсен Шупашкара çул тытать хĕр. Тимĕр-бетон комбинатне илсе çитерет ăна пурнăç çулĕ. Ĕç кĕнекине ĕненес пулсан вăтăр çичĕ çул пĕр вырăнта тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухать вăл. Çав хушăра хавхалантару сăмахĕсене тивĕçет. Ăна тăрăшулăхшăн, ÿсĕмсемшĕн «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе, III степень «Ĕç мухтавĕ» орденпа наградăланă. Заводра йĕркеленĕ музейра Римма Андрияновнăна халалланă ятарлă кĕтес пур.
Ĕçчен хĕр Красноармейски районĕнчи Йĕпрем каччипе Аркадий Тимофеевпа паллашать, шăпа вĕсене пĕрлештерет. Мăшăрĕ те нумай ачаллă çемьерен. Шкул хыççăн салтак атти тăхăнса тăватă çул моряккок пулса хĕсметре тăрать каччă. Милици шкулĕнчен вĕренсе тухсан çирĕм пилĕк çул патрульпе пост службинче вăй хурать. Ял ачи ĕçре пиçсе çирĕпленет. Тăван çĕр туртать хăй енне. «Çавна пулах, тен, тăван яла таврăнтăмăр, — каласа парать Римма аппа. — Малтан çурта çиелтен хăмапа çапса тухас шухăш пулчĕ, пĕренесем çĕрĕшнине курса çĕннинех лартас терĕмĕр». Мăшăрĕн алли-ури çыпăçуллă пулни кашни утăмра сисĕннине палăртать кил хуçи арăмĕ. Ку хĕрарăм ĕçĕ, ку арçыннăн тесе тиркемен. Платник пулнă, кирпĕч купаланă, йывăçпа, тимĕрпе ĕçленĕ, лăпă та çыхнă, ĕне те сунă, апат та пĕçернĕ — пĕр сăмахпа, ылтăн алăллă. Пÿрт хыççăн гараж, мунча, кĕлет, сарай, теплица, мастерской — пĕтĕмпех мăшăрĕн ĕçĕсем. Иккĕшех çавăрса лартаççĕ хуçалăха. Çапла вĕсен кил-тĕрĕшĕнче тĕкĕнмен юпа юлман. Çырмаран хăйăр турттарса блок та иккĕшех хатĕрленĕ. Куç хăрать те алă тăвать. Вĕр çĕнĕ хуçалăх çĕкленчĕ ял пуçĕнче. Килĕшÿллĕ çемьере пĕр-пĕрне итлесе, пулăшса пĕр çăвартан пурăннă чух кирек епле ĕç те уçăлсах пырать çав. Анчах вăхăт хăйне хăй хуçа. Ача ÿсет, этем ватăлать. Пурнăçра пылакки те, йÿççи те юнашарах. Римма Андрияновнăн мăшăрĕ йывăр чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать. <...>
Антонина ЕФИМОВА
♦ ♦ ♦
Саккунсене те пĕлмелле, вăрттăнлăха та упрамалла
«Ачалăх» тени, паллах, «телей», «йăл кулă», «савăнăç» сăмахсемпе çыхăнса тăмалла. Анчах пур чухне те апла пулмасть çав. Пĕчĕкскерсен те куççульленмелли, кулянмалли тупăнать. Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă центрĕнче вăй хуракансем çакна никамран аван курса-туйса тăраççĕ. Чуна ыраттаракан, тепĕр чухне хăпартлантараканнисем те пулаççĕ-ха, тĕслĕхсем тавра центр ертÿçипе Лариса Рябининăпа калаçрăмăр.
Амăшĕн çул-йĕрĕпе
«Анне — педагог. Вăл ĕмĕрĕпех ача садĕнче: малтан методистра, каярах заведующинче — ĕçленĕ. Атте — рабочи. Иккĕшĕ пĕрпĕрне яланах пулăшса пыма тăрăшатчĕç. Енчен те ĕçрен таврăнсан анне: «Ачасем валли вылямашкăн парикмахер кĕтесĕ кирлĕ», — тенĕ пулсан — атте мĕн те пулин шухăшласа кăларнах.
Эпир çитĕннĕ вăхăтра вĕренÿпе производство курсĕсем пурччĕ. Çавăнпах шкултан хăйне май профессипех тухнă. Эпĕ кам пулассине пирĕн килте сÿтсе явма мар, кун пек ыйту та пулман. Ача садĕнче ĕçлеме воспитателе вĕрентетчĕç шкулта. Çавăнпах эпĕ аттестат илнĕ хыççăн авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче тÿрех ĕçлеме пуçланă. Куçăнсăр майпа малалла та вĕрентĕм.
Ачасемпе ĕçлеме питĕ килĕшетчĕ мана. Педагогика халĕ те илĕртет», — тет Лариса Владимировна ачасемпе ĕçлеме еплерех пуçланине каласа пама ыйтсан.
Вăл тăрăшакан ача сачĕ пир-авăр комбиначĕн шутланнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хупăннă вăл. Лариса Рябининăна Калинин районĕнчи Çемьесемпе ачасене социаллă пулăшу кÿрекен центра социаллă педагог пулса ĕçлеме чĕннĕ. Пĕр хушăран районти центр тилхепине тытма шаннă, çапла 2001 çулта директор тивĕçне пурнăçлама пикеннĕ. 2013 çулта хула районĕсенчи социаллă центрсене пĕрлештернĕ. 2016 çултанпа унăн ĕçне Лариса Рябинина йĕркелесе пырать.
Ян! ян! гитара
«Малтан районсенче ĕçленĕ май кашни ачана паллаттăмăр пулсан, халĕ хулапа тата çывăхри пилĕк округпа ĕçленĕрен ачасен юхăмĕ пысăк. Çулсерен чакмасть, ÿссех пырать вăл. Пĕрин хыççăн тепри улшăнсах тăраççĕ. Патшалăх ачасене, нумай ачаллă çемьесене мĕн чухлĕ пулăшу кÿрет, мĕн чухлĕ пособи тÿлет паян — пирĕн пулăшусăр пурăнайман çемьесем вара çаплипех йышлă.
Паллах, асра юлакан тĕслĕх те сахал мар. Чылай çул иртрĕ унтанпа — пирĕн пата Шупашкар районĕнчи пĕр çемьере çитĕнекен ачасем лекрĕç. Асли 3-4-мĕш класра вĕренетчĕ пулмалла. Шăллĕпе йăмăкĕ пурччĕ тата. Кĕçĕннисемпе йывăрлăх çукчĕ-ха. Арçын ача вара пĕрмай тарма хăтланатчĕ. Вĕренес шухăш пачах çукчĕ унăн.
Пирĕн патра та пурăнатчĕ, «тупăннă» ашшĕ те илсе кайса пăхатчĕ ăна, анчах кирек ăçтан та тухса таратчĕ. Пирĕн центрта музыка ертÿçи пур. Хайхискерне ун патне гитара каламашкăн вĕрентме çыртăмăр. Тĕлĕнмелле — арçын ача пултаруллă иккен. Вăл гитара калама çăмăллăнах вĕренчĕ. Сасси те мĕн тери уçăччĕ! Мĕнле аван юрлатчĕ! Эпир ăна çакна кура концертсене — больницăна е ваттисен çуртне, тата ытти çĕре — пĕрле илсе çÿреме пуçларăмăр. Анчах ÿссе пынă май вăл пушшех тарма пуçларĕ. Кунта дисциплинăна пăхăнмалла çав, йĕрке пур. Каччă вара ирĕклĕхе туртăнатчĕ. Гитара каласа укçа ĕçлесе илме май пуррине пĕлсе çитнĕччĕ тата. Çул урлă çĕр айĕн каçмалли вырăнсенчен миçе хутчен тытса килмен ĕнтĕ ăна! Пирĕн патран ăна интерната илсе кайрĕç. Мĕнле майпа пĕлместĕп, анчах та пĕр хушăран вăл Мускава çитнĕ. Паллă артистсемпе паллашнă. Гитара каласа аван укçа та ĕçлесе илнĕ.
Татьяна НАУМОВА
♦ ♦ ♦
Географийĕ сарăлсах пырать
Шупашкарта çу уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль иртрĕ. Кăçалхипе вăл киноиндустри çыннисене пирĕн тăрăхра 16-мĕш хутчен пухрĕ.
Пĕрремĕш кинофестиваль 2008 çулта иртнĕччĕ. Ун чухне Шупашкара паллă кинорежиссерсемпе актерсем çывăхри кăна мар, аякри чикĕрен те çитнĕччĕ. Çак тапхăрта Чăваш Енри фестиваль кинокритиксем, режиссерсем, актерсем хушшинче палăрсах пычĕ. Ăна вун-вун пин çын çитсе курчĕ. Сумлă хăнасен йышĕнче тĕрлĕ çулсенче Эльдар Рязанов, Ирина Муравьева, Лидия ФедосееваШукшина, Михаил Ефремов, Ирина СкобцеваБондарчук, Дмитрий Астрахан, Борис Грачевский, Алексей Герман-кĕçĕнни, Юрий Грымов, Сергей Фетисов, Никита Высоцкий, Алексей Нилов, Семен Фурман, Григорий Гладков, Лиза Боярская, Дмитрий Харатьян, Инна Чурикова, Глеб Панфилов, Александр Панкратов-Черный тата Раççейри, Казахстанри, Эстонири, Грузири, Азербайджанри, Беларуçри, Сербири, Аслă Британири, Францири, Болгарири, Финляндири, Индири, АПШри паллă нумай актерпа режиссер килсе курчĕç.
Кăçал та фестивале килсе çитнĕ хăнасем йышлă. Вĕсен йышĕнче Александр Балуев, Екатерина Семенова, Светлана Бельская тата ыттисем те. Программа та пуян. Раççейре, Иранра, Таджикистанра, Бангладешра, Сербире, Норвегире, Арменире ÿкернĕ 44 фильм кĕнĕ унта. Фильмсен жанрĕ камитрен пуçласа драма таранах. Вĕсен йышĕнчен 6-шне Чăваш Ен кăтартать. Куракансем валли кăçал кино пăхмашкăн 22 лапам хатĕрленĕ. Вĕсенчен 12-шне республикăри хуласемпе округсенче вырнаçтарнă.
Кинофестиваль çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче уçăлнă. «Шупашкарта иртекен пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль аталансах пырать. Çакна унта хутшăнакансен шучĕ ÿсни те, географийĕ сарăлса пыни те çирĕплетет. Кинофестивале чикĕ леш енчен хутшăнакан нумайланчĕ, ку вара вăл анлăланса пынине пĕлтерет. Çăмăл мар лару-тăрăва пăхмасăрах культура пире пĕрлештерет, пĕр-пĕринпе хутшăнма, пурнăçа тĕрлĕ енлĕ пуянлатма пулăшать», — тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев мероприятие уçнă май.
Йĕркипе килĕшÿллĕн фильмсене виçĕ конкурс программине уйăрнă: тулли метрлă, наци тата регион, документлă кино. Хăйсен ĕçĕсемпе Раççей, Норвеги, Испани, Боливи, Инди, Бангладеш, Армени, Иран, Серби, Казахстан, Таджикистан, Азербайджан тата Кăркăсстан кино ăстисем паллаштарчĕç. Картинăсене Австралири «Russian Resurrection» кинофестиваль никĕслевçи тата директорĕ Николай Максимов, Раççей искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Валерий Ахадов, Иван Шахназаров режиссер тата актер, Наци университечĕн вырăс литературипе чĕлхи уйрăмĕн профессорĕ Кенгсанг Хонг Санг Ву /Кăнтăр Корея/ тата ыттисем хакларĕç. <...>
Татьяна НАУМОВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...