Комментари хушас

1 Çĕртме, 2023

Чăваш ачисем Мускаври Акатуйра юрлĕç

Çак фестивале хутшăнакан ачасен Грецире, Китайра, Португалире, Грузире тата ытти патшалăхра сцена çинче юрласа курма май пур. «Чăваш Ен ахахĕсем» конкурсра тĕрлĕ çулта çĕнтернĕ Анастасия Егоркинăн, Анна Андреевăн, Ксения Гришинăн, Анна Окликовăн хамăр çĕршыври кăна мар, чикĕ леш енчи пысăк залсенче те пултарулăхĕпе савăнтарма май килнĕ сăмахран. Чăвашра «ахахсене» тупас ĕç малалла пырать. Иртнĕ эрнере фестивалĕн гала-концерчĕ пирĕн республикăра кăçалхипе 19-мĕш хут иртрĕ. Унта хутшăннă пĕчĕк артистсенчен хăшĕ-пĕри çитес вăхăтра Мускава парăнтарĕ.

Иосиф Кобзонпа — пĕр сцена çинче

«Чăваш Ен ахахĕсем» конкурс-фестивале пирĕн республикăра 2000 çулта пуçарнă. Ăна вăл вăхăтра Шупашкар районĕн администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ пулнă Маргарита Павлова йĕркелесе яма шутланă. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Сергей Бреус усламçă пулăшма килĕшнĕ. Хăй вăхăтĕнче Сергей Николаевич, Тверь тăрăхĕнче çуралнă вырăс, пирĕн республикăна направленипе ĕçлеме килнĕ. Унтанпа унăн пурнăçĕ Чăваш Енпе тачă çыхăннă. — «Пĕр çын сурать — типсе ларать, халăх сурать — кӳлĕ пулать», — теççĕ. Сергей Николаевича чунран тав тăватăп. Вăл пирĕн ачасене аталантарма пулăшассине каласан питĕ савăннăччĕ. Çапла пирĕн конкурс республика кăна мар, Раççей шайне тухрĕ. Ачасем хамăрăн халăхăн пуян культурипе ытти çĕрте паллаштарма пултараççĕ. Фестивальте çĕнтернĕ хĕрачасем Иосиф Кобзонпа пĕр сцена çинче юрласа курчĕç. «Чăваш Ен ахахĕсем» — çĕр-çĕр шăпа историйĕ. Ачасем кайран пурнăçне искусствăпа, музыкăпа çыхăнтармаççĕ пулсан та фестивале хутшăнни вĕсен чĕринче яланлăхах çырăнса юлать, — палăртрĕ Маргарита Яковлевна. Малтанах фестиваль районта кăна иртнĕ пулсан кайран республика шайне тухнă. Юрă конкурсне тĕрлĕ муниципалитетри ачасем хутшăнма тытăннă. Çавăн хыççăн Сергей Бреус пултаруллă шăпăрлансене урăх регионсене, çĕршывсене илсе çӳреме тытăннă. Малтан ачасем паллă поэт, совет мультфильмĕсем валли чылай юрă çырнă Юрий Энтинăн пултарулăх центрĕ йĕркелекен проектсене хутшăнма пуçланă. Çак центрпа паянхи кун та тачă çыхăну тытаççĕ. Пĕлтĕр «Чăваш Ен ахахĕсем» фестивальте палăрнă ачасем, сăмахран, çак центр йĕркеленĕ «Юрий Энтинăн интерактивлă ача-пăча музыка театрĕ» проекта хутшăннă, ятарлă курсра юрă-ташă ăстисемпе тĕл пулса пĕлĕвне тарăнлатнă, унтан Юрий Энтин çырнă сăвăлла юмахсем тăрăх лартнă спектакльсенче вылянă. Сăмах май, ку проекта культура пуçарулăхĕсен Президент фончĕ пулăшнипе пурнăçа кĕртнĕ. Çак центрăн директорĕ Константин Мулин пирĕн республикăна час-часах килет. Вăл — «Чăваш Ен ахахĕсем» фестивалĕн кĕтнĕ хăни. — Эпир кунта чăваш ачисене «вăрлама» килетпĕр, — шӳтлесе калаçрĕ Константин Юрьевич. — Çак фестивале чи лайăх ачасене пухаççĕ. Эпир вара килетпĕр те вĕсенчен тĕлĕнсе пĕтерейместпĕр. Кайран çав ачасене малалла аталанма пулăшатпăр, хамăрăн проектсене хутшăнтаратпăр. Эпĕ — Мускавра çуралса ӳснĕ вырăс. Анчах Чăваш Ене яланах тулли кăмăлпа килетĕп. Мана уйрăмах Шупашкар тăрăхĕнчи Апаш килĕшет, вăл хăйĕн патне туртакан вырăн пулса тăчĕ. Кунта пулнă хыççăн ĕçлеме вăй-хăват тупăнать. Манăн килте чăваш ялавĕ те пур. Эпир чăваш ачисемпе Америкăна, Португалие, Грецие тата ытти çĕре кайнă чухне ăна яланах пĕрле илсе çӳренĕ. Çак шăпăрлансене пулăшса пыракан Сергей Бреус та пирĕншĕн чăваш пекех. Фестивале яланах шанăçпа килетпĕр, «Хамăр пата тата кама илсе каятпăрши?» — тетпĕр. Чăн та, пурте ахах. Чăваш ачисемшĕн Мускаври ача-пăча юррин «Солнышко» центрĕн ĕçченĕсем те çывăх пулса тăнă. Унăн директорĕ Эдуард Дмитриев Константин Мулинпа пĕрле чăваш ачисен пултарулăхне хаклама Шупашкара килнĕ. — Эпĕ Чăваш Республикинче — виççĕмĕш хут. Хама хăна пек мар, юлташ пек туятăп. «Чăваш Ен ахахĕсем» фестивале хутшăнакан ачасене халĕ сăнран кăна мар, ятран та пĕлетпĕр. Вĕсем эпир йĕркелекен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. «Чăваш Ен ахахĕсем юлташĕсене йыхравлаççĕ» фестивале пуçарасси пирки те сăмах пулчĕ. Çак шухăш пурнăçа кĕрессе шанатăп. Эпир ку енĕпе пулăшма хатĕр. Манăн шухăшпа, фестивальте хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарса çĕнтерекен ачасем пурнăçра çухалса каймаççĕ, вĕсем кайран çĕршыва усă кӳрĕç, — палăртрĕ Мускаври хăна.

Тĕплĕнрех - "Çамрăксен хаçачĕн" 21-мĕш номерĕнче (01.06.2023)

www.hypar.ru

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.