Комментари хушас

31 Çу, 2023

Хресчен сасси 21 (2960) № 31.05.2023

Шăпăрлансене çĕр ĕçне хăнăхтараççĕ

«Лаша пуласси тихаран паллă», — тенĕ халăхра. Ачасене пĕчĕкренех çĕр ĕçне хăнăхтарас тесе республикăра «Агролаборатори» проект ĕçлет. Унăн витĕмĕ куç умĕнче.

Нумаях пулмасть Канаш округĕнчи Уçырмари «Хĕвел» ача садĕнче черетлĕ агролаборатори уçăлнă. «Агат» хуçалăх ертӳçи Николай Ильин пулăшнипе тĕрлĕ хатĕр туяннă, теплица вырнаçтарнă. Пĕрлешӳ хăй те тĕш тырă ӳстерет, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет. Уйăрса панă лаптăкра ачасем редис, пăрăç, помидор, хăяр, сухан лартса ӳстереççĕ. Ача сачĕн директорĕ Роза Малина сăмахĕпе, пĕчĕк агрономсем хăйсемех шăвараççĕ, кăпкалатаççĕ, çум çумлаççĕ, калча мĕнле çитĕннине микроскоппа лупа витĕр сăнаса тăраççĕ. Пĕчĕккисене ачаранах çут çанталăка юратма, çĕр ĕçне хисеплеме хăнăхтараççĕ. «Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр», — тенĕ ваттисем. Канаш муниципалитет округĕн администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçал кун йышши агролаборатори темиçе ача садĕнче хута кайĕ. Сăмах май, маларах Тăвай округĕнче сĕт тирпейлессипе ĕçлекен Сергей Илларионов фермер пулăшнипе Турикас Тушкил салинчи ача садĕнче кун евĕр лаборатори ĕçлесе кайнăччĕ. Округ пуçлăхĕ Владимир Михайлов Тăвай тăрăхĕнче ачасене ял хуçалăхĕпе паллаштарма виçĕ çын килĕшнине, кĕркунне тепĕр икĕ агролаборатори хута ярассине пĕлтернĕччĕ. Чăваш Енре пĕрремĕш агролабораторие 2016 çулта Шупашкарти 7-мĕш ача-пăча садĕнче уçнă. Çак хушăра воспитательсемпе шăпăрлансем тĕрлĕ проектпа республика тата çĕршыв шайĕнчи мероприятисене хутшăнса пысăк хаклава тивĕçнĕ. Вĕрентӳ учрежденийĕнче «Чиполлино» агротеатр та ĕçлет, хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   


Пуласлăх — çамрăксенче

Ялсенче çамрăксем юлччăр тесен мĕн тумалла? Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç валли ялта тĕпленсе пурăнма мĕнле условисем туса памалла? Патшалăхран пулăшу пур-и? Çак ыйтусене ялти çамрăксем агроволонтерсен «Ялта чи лайăххисем» черетлĕ слетĕнче хускатрĕç, тивĕçлĕ хуравсем илчĕç.

Республикăн мĕн пур округĕнчен килнĕ çамрăксем Тăвай тăрăхĕнчи «Упа кĕтесĕ» кану базинче пухăнчĕç. Вĕсем – ял хуçалăхĕнче, вĕрентӳре, культурăра, сывлăх сыхлавĕнче, муниципалитет влаçĕн тытăмĕнче тăрăшакансем. Пĕтĕмпе 1500 çын. Çамрăксене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата Тăвай округĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов саламларĕç. Агрослет географийĕ çултан-çул анлăланса, унта хутшăнакансен йышĕ ӳссе пырать. Йĕркелӳçĕсем яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç валли пуян программа хатĕрленĕ: уçă калаçусем, «çавра сĕтелсем», ăсталăх класĕсем, спартакиада, культура мероприятийĕсем. Кун йышши тĕлпулусенче çамрăксем хăйсен пуçарулăхне кăтартаççĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ. Слета палатка лагерĕн формачĕпе йĕркеленĕ. Ку проект «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Раççей ялĕ» проекчĕ пулăшнипе пурнăçланать. Вăл пĕртен-пĕрре. Ялти çамрăксене агроволонтерсен ĕçне явăçтарасси, вĕсене тĕл пулма, çивĕч ыйтусене сӳтсе явма хутшăнма вырăн йĕркелесси агрослетăн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Слетра темиçе лапам\ĕçлерĕ. Унта пухăннисем ял малашлăхне сӳтсе яврĕç, патшалăхран килекен пулăшу пирки ăнлантарчĕç. Туризм теми те айккинче юлмарĕ. Секци ĕçĕ-хĕлне ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та хутшăнчĕ. Уçă калаçу вăхăтĕнче çамрăксем ыйтусене хăюллăн та хастаррăн пачĕç. Вĕсене канăçсăрлантараканни, шухăша яраканни самай иккен. Тĕслĕхрен, ялти предпринимательсен пĕрлешĕвне йĕркелесси, спортра çитĕнӳ тăвакан пултаруллă спортсменсене ӳсĕмсем тума пулăшасси тата ытти те. Акă, сăмахран, Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Михаил Хохлов фермера туса илнĕ пахча çимĕçе вырнăçтарасси шухăшлаттарать. Вăл виççĕмĕш çул çĕр улми лартса ӳстерет, малашлăхра лаптăксене татах пысăклатма хатĕр, анчах та туянакана тупма йывăр. Ял хуçалăх министрĕ лайăх çĕр улмине яланах сутма май пуррине, тепĕр чухне вăл çителĕксĕр пулнине каларĕ. Кун пек лару-тăрура пулăшу ыйтма именсе тăмалла маррине палăртрĕ, сортсемпе ытларах ĕçлеме сĕнчĕ. Часах Патăрьел округĕнчи «ЛУК-АГРО» кооперативра чипс кăларакан цех хута каймалла. Çакă çĕр улмипе ĕçлекенсене çĕнĕ майсем туса парĕ. «Пĕтĕм ыйтăва шута илетпĕр, пĕри те тимлĕхсĕр юлмĕ», — палăртрĕ Сергей Артамонов. Ял пурнăçне кăмăллакан 19 çулти Кирилл Степанов Элĕк тăрăхĕнчен. Вăл агрослета пĕрремĕш хут хутшăнать. «Мана кунта питĕ килĕшрĕ. Кăсăклă. Хам валли çĕнĕ туссем тупрăм, пулас фермерсемпе паллашрăм», — çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăмне пытармарĕ йĕкĕт. Кирилл килти хуçалăхпа интересленет. Уйрăмах ăна кайăк-кĕшĕк килĕшет. Сăмахран, кашни ăратăн хăйĕн уйрăмлăхĕсем: хăшĕсем тĕрлĕ тĕслĕ çăмарта тăваççĕ, теприсем хăйсен тĕкĕпе палăраççĕ. Ял хуçалăхĕпе вăл 8-мĕш класра интересленме тытăннă. Ĕмĕтре — ял туризмне аталантарасси. Çĕр ĕçне туртăнни ăна пĕр аслă шкултан Чăваш патшалăх аграри университетне куçма хистенĕ. Хуларан час-часах яла çӳрекенскере автобус енчен йывăрлăх пулни хумхантарать. Кирилл ялти пурнăçпа паллаштарас тĕллевпе видеоблог ертсе пырать, унта хăйĕн хуçалăхĕпе паллаштарать, хушăран сĕнӳ-канаш парать, кулăшла видеороликсем те ӳкерме маçтăр. Ялсенче çамрăксем юлччăр тесен мĕн тумалла-ха? Патăрьел округĕнче пурăнакан Юлия Селиванова шухăшĕпе, ялти çамрăксем валли тата вĕсен ачисене аталантарма майсем туса памалла. Ку тăрăхри ача-пăча искусство шкулне юсав кирлине асăнчĕ вăл. Проектне тунă, экспертиза тухнă. Çитес вăхăтра ăна федераци программине кĕртес шанчăк пур. Шăмăршă округĕнчи «Победа» хуçалăх ертӳçи Артем Саблин та агрослетра пĕрремĕш хут. 25 çулти каччă Ульяновск хулинче çуралнă. Пилĕк çул каялла Чăваш Ене килнĕ, çу кăларакан культурăсем ӳстерме пуçланă. Ялта ĕçлесе тупăш илме май пуррине, ăс-тăн кăна кирлине палăртрĕ çамрăк. Сăмах май, Артем — Шăмăршă тăрăхĕнчи ялти çамрăксен союзĕн председателĕ. Лидия Гордеева та çак тăрăхран. Паян ăна патриотизм воспитанине пысăк тимлĕх уйăрни савăнтарать. Светлана Васильева — Элĕк тăрăхĕнчен. Ку слета иккĕмĕш хут хутшăнать. Танлаштармалли, хакламалли пур унăн. Пĕлтĕрхи кăлтăксене пĕтернине, лайăхрах хатĕрленнине палăртрĕ. Çитес çул та çак уява хутшăнма кăмăл пуррине пытармарĕ вăл. Канашсем те хастарлăхпа палăрчĕç. Хĕрсем юрă-ташă конкурсĕнче ташларĕç, юрларĕç, хăйне евĕрлĕ çи-пуçĕпе тыткăнларĕç. Çамрăксене ялта пурăнмашкăн вĕсене ĕçлеме тата канма условисем туса памалла, пулăшса пымалла. Паян хăш-пĕр ял хуларан та ирттерет. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   


Хамăрăннисене пăрахмастпăр

«Пĕрле» фонд Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ янă. Ку хутĕнче инçе çула 60 кубла метр вăрман, автомобилĕн саппас пайĕсем, строительство материалĕсем, çĕр улми, тушенка ăсатнă.

Çак ыр кăмăллăх ĕçне Чăваш Ен Правительстви, «Пĕрле» фонд, çавăн пекех Шупашкар, Çĕрпӳ, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Канаш муниципалитет округĕсен предпринимателĕсем тата ял хуçалăх таварне туса илекенсем хутшăннă. Отпуска килнĕ салтаксемпе пĕрле ăшă паракан «пушкăсем», генераторсем тата санитари чаçĕ валли хатĕрсем парса янă. Кăçал Чăваш Енрен гуманитари пулăшăвне 9 хутчен ăсатнă. Пĕтĕмпе 5,8 миллион тенкĕлĕх. Вăл шутра: 34 машина, 157 кубла метр вăрман, автомобилĕн саппас пайĕсем. Уйрăм çынсемпе предприятисем те хастар пулнă. Акă, сăмахран, Вăрнар округĕнчи «Август» фирма ĕçченĕсем Раççейĕн çĕнĕ регионĕсенче пурăнакансене апат-çимĕçпе, утиялсемпе, электроплиткăсемпе тата ытти кирлĕ хатĕрпе пулăшас тенĕ. <...>

Ирина МИХАЙЛОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.