Комментари хушас

30 Çу, 2023

Хыпар 58 (28086) № 30.05.2023

Иран, Бангладеш, Норвеги фильмĕсем – Шупашкарта

Тĕрлĕ вырăнта çынсем мĕнле пурăннине кăштах та пулин куç умне кăларма май паракан мелсенчен пĕри — кинофильм. Унта çав тăрăхри халăх пурнăçне сăнама пулать. Тата, паллах, киноиндустри аталанăвне те хамăрăннипе танлаштарса пăхайăн. Тĕрлĕ регионăн, çĕршывăн пĕрпĕринчен тĕслĕх илмелли те тупăнатех. Çав енчен вара Шупашкарта çулленех иртекен пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль питĕ лайăх пулăшу кÿрет. Кăçал 16-мĕш хут йĕркеленĕскере шăпах наци тата регион киновне халалланă.

Кинофестиваль çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче уçăлчĕ. Хăнасене хĕрлĕ кавир сарса кĕтсе илчĕç. Чылайăшĕ кунта — пĕрремĕш хут. Хăшĕ-пĕри вырăсла та пĕлмест. Çапах пурне те киноискусство чĕлхи çыхăнтарать. «Шупашкарта иртекен пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль аталансах пырать. Çакна унта хутшăнакансен шучĕ ÿсни те, географийĕ сарăлса пыни те çирĕплетет. Кинофестивале чикĕ леш енчен хутшăнакан нумайланчĕ, ку вара вăл анлăланса пынине пĕлтерет. Çăмăл мар лару-тăрăва пăхмасăрах культура пире пĕрлештерет, пĕрпĕринпе хутшăнма, пурнăçа туллилетме пулăшать», — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев мероприятие пухăннă тулли зал умĕнче. Кăçалхи фестивале 44 картина сĕннĕ. Вĕсем Раççейрен, Иранран, Таджикистанран, Бангладешран, Сербирен, Норвегирен тата Арменирен. Паллах, хамăрăн регионта йĕркеленĕ кинофестиваль чăваш кинематографĕн ĕçĕсемсĕр пулаймастех. Çавăнпа çак кун Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Николаев космонавт летчик çинчен ÿкернĕ «Мальчик из Шоршел» фильм /режиссерĕ – Елена Еделеева/ кăтартрĕç. Чăваш Енри пултарулăх пĕрлешĕвĕсем хатĕрленĕ хăш-пĕр ĕç конкурса хутшăнмасть, çапах вĕсене 22 лапамра курма пулĕ. Кинофестивалĕн илемлĕх ертÿçи Сергей Лаврентьев культура пулăмне йĕркелеме мĕнрен пуçланине аса илчĕ. Ун чухне конкурса 10 фильм çеç хутшăннă, вĕсене 5 çынран тăракан жюри хакланă. Хăнасем те çирĕмĕн çеç пулнă. «2014 çул. Жюрие ертсе пыма Глеб Панфилов патне йыхрав ятăм. Шанманччĕ те. «Пынă пулсан лайăхчĕ. Анчах, пĕрремĕшĕнчен, пирĕн театрпа гастроле каймалла. Иккĕмĕшĕнчен, манăн çуралнă кун», — терĕ вăл. Эпĕ ăна ăнланнине пĕлтерсе хуравларăм, унăн ĕçĕсене пурпĕрех юратассине, вĕсен тарăнлăхĕ тыткăнланине, яланах пăхассине каларăм. Вара хирĕç тепĕр хурав килчĕ: «Эпир Иннăпа сирĕн пата пырасах терĕмĕр». Инна Чуриковăпа килет, эппин. Çапла вăл хăйĕн 80 çулхи юбилейне кунта кĕтсе илчĕ. Глеб Анатольевича саламлама Кремльтен Шупашкара шăнкăравларĕç. Вăл тата Инна Михайловна кашни кун икшер фильм пăхрĕç. Хăйĕн çуралнă кунĕнче çеç пулмарĕ, çапах çав кун кăтартнă фильмсене Глеб Панфилов кайран уйрăммăн пăхрĕ», — аса илчĕ Сергей Александрович. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


ЯХПК тилхепи – çирĕп алăра

Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативне РФ ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Андреев ертсе пынă çулсенче мĕн пур йывăрлăха çĕнтерчĕ, вырăнти чылай çынна ĕçпе тивĕçтерчĕ. Николай Степанович тивĕçлĕ канăва кайсан коллектив пухăвĕ ЯХПК тилхепине председателĕн ресурспа тивĕçтерекен çумне Герман Владимирова, хуçалăхра 1994 çултанпа вăй хураканскере, тыттарчĕ. Унтанпа пилĕк çул иртрĕ. Çав хушăра кооператив аталану çулĕпе кайрĕ-ши е пĕр вырăнтах тăпăртатса тăчĕ-и?

Сăвăм çуллен ÿсет Ыйтăва уçăмлатассишĕн производство кăтартăвĕсене тишкертĕм. Николай Андреев 2018 çул тĕлне сăвакан ĕне кĕтĕвне 550 пуçа çитернĕ, Герман Владимиров унăн ĕçне малалла тăсса 30 пуç хушнă. Паян пĕтĕм ĕне выльăх — 1565. Йышĕ пилĕк çул каяллахинчен пысăкрах. «Хуçалăха Николай Степанович ертсе пынă çулсенче те, юлашки тапхăрта та кĕтĕве пысăклатрăмăр, çапла майпа сĕтрен тата какайран тупăш ытларах илтĕмĕр», — терĕ Герман Георгиевич. ЯХПК ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 2100 гектар çĕр çинче туса илнĕ продукципе тухăçлă усă курма тăрăшнине çирĕплетекен тĕслĕх чылай. 1000 гектартан пухса кĕртнĕ тырра пач сутмаççĕ, унăн пысăкрах пайне выльăха çитерме яраççĕ, ыттине кооператив членĕсене валеçсе параççĕ. Çĕнĕ председатель ĕнесен продуктивлăхне ÿстерме, сĕтрен тупăш ытларах илме тĕллев лартнă. Ăна епле пурнăçлаççĕ? Комбикорм хатĕрлемелли цех хута янă. Мĕн пур тырра унта авăртаççĕ. Ăна, хĕвел çаврăнăш производствинчен юлакан жмыха, пурра /мел/ тата биокомпонентсене хутăштарса комбикорм тăваççĕ. Ку апата ĕне выльăх кăмăлласах çиет, вăл продуктивлăхпа сĕт пахалăхне ÿстерет. Çапах ĕне выльăхăн тĕп апачĕ — сенажа, утта, улăма, çăнăха ятарлă агрегатпа вĕтетсе-пăтратса хатĕрленĕ хутăш апат. Унта йÿçек продуктпа крахмал тытса тăракан патокăна та хушаççĕ. Рациона çав апатпа пуянлатнă хыççăн ĕнесем сĕт маларахринчен чылай ытларах антараççĕ. Пилĕк çул каялла Атнаш ферминче кашни ĕнерен сĕт вăтамран 4200 килограмм çеç сунă, 2022 çула вара 6516-па вĕçленĕ. Çак чикĕ патне çитессишĕн самаях тăрăшма тивнĕ. 2013 çулта ĕçе кĕртнĕ 200 вырăнлă фермăра, çĕнĕ йышши проектпа тунăскерте, маларах алă вĕççĕн тунă ытти ĕçе те механизациленĕ. «Патока сивĕре шăнать, ăна алăпа хăйпăтса апата хутăштаракан агрегата яма йывăрччĕ. Ку ĕçе те механизацилерĕмĕр: çĕре алтса 20 кубла метр кĕрекен цистерна вырнаçтартăмăр, унтанпа патокăна насуспа пăрăх тăрăх уçлатпăр», — ăнлантарчĕ председатель. Сăмах май, Атнаш фермине тунă чухне явăçтарнă кредита тата процентне банка парса татнă ĕнтĕ. Кунта ĕç условийĕ лайăх: механизатор витене тракторпа кĕрсе апата вĕтетмелли-пăтратмалли агрегатран икĕ енне ĕнесен умне тăкса тухать, унтан каяша кăларассипе, выльăха шăварма шыв парса тăрассипе, ĕне сăвассипе, сĕте сивĕтмелли блокра пухассипе çыхăннă ĕçе те механизациленĕ. Витере çутă, ăна çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те уçăлтараççĕ. Карта тытса ĕнесене тата çамрăк выльăха витерен кăларма — уйрăм вырăнсем, тăрантарма вăрăм валашкасем тунă, айне тăрса çумăртан пытанма тăрă витнĕ. Ферма ĕçне ăнланман çын уçăлтарма картише кăларнă ĕне выльăха шăварма тултарнă шыв сивĕре шăнни çинчен шухăшламасть-тĕр. Выльăх пăхаканăн ăна куллен катса шăтарма тивет. Паллах, ку та ĕçе йывăрлатать. Ăна çăмăллатас тĕллевпе кунта тата Шăхасан ферминче чикĕ леш енче туса кăларнă шăвармалли хатĕр туянса вырнаçтарнă. Шартлама сивĕре те шăнмасть, выльăх шывсăр тăмасть. Апат çителĕклĕ Ферма заведующийĕ, РФ ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Иванова ертсе пынипе ветеринарсем тата осеменатор Атнашра иртнĕ çулсенче ăратлăха лайăхлатассишĕн пысăк ĕç туса ирттернĕ. Сĕт сахалрах антаракан ĕнесене кĕтÿрен кăларнă, продуктивлисене кĕртнĕ. Çулталăкăн кашни уйăхĕнче 12-18 ĕнене пăрулаттармалли йĕркене ĕçе кĕртеççĕ. «Маларах кăрлач-пуш уйăхĕсенче кăна пăрулаттарнă, — терĕ Герман Георгиевич. — Пăру илессине çулталăк тăршшĕпех йĕркелеменрен выльăх пăхакансене çăмăл марччĕ. Çав ĕçе кашни уйăха пайласа яма йышăнтăмăр». Ăна пурнăçлама ĕнесене ăратлă вăкăртан илнĕ вăрлăхпа пĕтĕлентерекен организаци специалисчĕсене явăçтараççĕ. Вĕсем сиплейменнисене пăрахăçлама, сывалма шанăç пулсан сиплеме, сиплев курсĕ витĕр кăларсан пĕтĕлентерме сĕнеççĕ. Çак ĕç малаллах пырать. Председателĕн ĕç кунĕ ирхи 5 сехетре фермăра пуçланать. Унта пире Елена Иванова кĕтсе илчĕ. Зоотехник-ветеринар чĕлхипе каласан — ĕнесемпе пăрусен «самăрлăхĕ» куçа тÿрех тăрăнчĕ. Ку — лайăх кăтарту. Аплă тăк ĕнесен сĕт аван антарма, çамрăк выльăхăн çитĕнме вăй пур. Вĕсен умĕнче — вĕтетнĕ хутăш апат çителĕклĕ. Ферма коллективĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклантăм. «Сăвăма ÿстересси паха апат çителĕклĕ хатĕрленинчен нумай килет, — терĕ Елена Ивановна. — Тепĕр тухăçчен вăл çитет, çу каçиччен тата янтăласси пирки иккĕленместпĕр. Ку ĕçе ЯХПК председателĕ кашни çулах пысăк тимлĕх уйăрать. Управа ешĕл курăк хывнă чухне хăй пăхса тăрать. Апат паха тата çителĕклĕ пулнăран сăвăма çуллен ÿстеретпĕр». Машинăпа ĕне сăвакан операторсемпе механизаторсене канма, çăвăнса тасалма май туса панă. Пÿлĕмре ăшă. Кунтах телевизор, холодильник пур… Хальхи вăхăтра кашни ĕнерен вăтамран 24 килограмм сĕт сăваççĕ. «2023 çулта кашни ĕнерен вăтамран 7000 килограмм сĕт суса илессишĕн çине тăрсах ĕçлетпĕр, — тĕллевне пытармарĕ Герман Георгиевич. — «Ĕнен сĕчĕ — чĕлхи çинче» теççĕ. Ваттисен сăмахне асра тытса кăçал та паха апат çителĕклĕ янтăлама палăртрăмăр. Пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăк 800 гектар йышăнать, унтан сенаж тата утă хатĕрлĕпĕр. Куккурус 300 гектар акса хăвартăмăр. Пĕлтĕр вăл 150 гектар çеçчĕ. Унтан паха силос хывăпăр. Иртнĕ çул утă 1500 тоннăччĕ, вăл та пĕтмен-ха. Кăçал тата пулĕ. 2010 çулхи шăрăха асра тытса улăма та тюклатпăр». Ферма коллективĕн ĕçĕпе кăмăллă председатель çăмăл машинине çур акине вĕçлесе пыракан механизаторсем ĕçлекен уялла пăрчĕ. Çула май Атнашри икĕ тырă ангарне, çĕнĕскерсене, кăтартрĕ. Шала автотранспорт кĕрсе пушатать е тиет, вĕсенче тырă упранать. Юнашарах 1972 çулта тунă йывăç кĕлете пăсаççĕ. Ун вырăнне кăçал виççĕмĕш ангар тăвасшăн. Кăшкарне тиесе килнĕ. «Шупашкар — Канаш» автоçулпа Шăхасана çитиччен, сăртран сылтăм енче, хĕвел пайăркипе çуталса ларакан КЗС курăнчĕ. «Кивви тухăçсăрччĕ, начарччĕ. Патшалăх унăн оборудованине туянма та субсиди пачĕ. Газпа ĕçлет. Кашни сехетре 40 тонна яхăн тырра витĕр кăларать. Нÿррине кĕртме тивсен 100% типĕтĕпĕр», — паллаштарчĕ вăл. «Сылтăм енче çÿллĕ тимĕр алăксене куратăн-и? — ыйтрĕ манран Шăхасан ферми çумĕпе иртнĕ чухне. — Темиçе çул каялла вĕсен вырăнĕнче пĕчĕк йывăç алăксемччĕ, шала тракторпа кĕрейместчĕç. Улăштарнăранпа апат валеçмелли агрегатпа кĕрсе параççĕ. Çапла майпа ĕçе çăмăллатрăмăр». Уя çитнĕ тĕле 350 лаша вăйĕллĕ К-700 тракторпа акма çĕр хатĕрлесе пĕтернĕччĕ, МТЗ тракторпа тăпрана куккурус варăнтаратчĕç. «Ÿсен-тăран тымарĕ шайĕнче нÿрĕк саппасĕ калчана шăтса тухма, çу уйăхĕнче лайăх çитĕнме çитет, — палăртрĕ председатель. — Çĕртме-утă уйăхĕсенче вăхăтран вăхăта çумăр çусан тем пекехчĕ. Кашни çур аки хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать, кăçалхи те çавах. Ытти хуçалăхри пекех ăна çулталăк каяллахинчен чылай маларах вĕçлерĕмĕр. Çумăрпа исленнĕ, техника путнă лаптăксене каярахпа, тăпра типсен, таврăнса акрăмăр». <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Çынсен даннăйĕсене «хура» аукционра та сутаççĕ

Пĕлтĕр кăна Чăваш Енре пурăнакансем ултавçăсене çур миллиард тенкĕ куçарса панă. Преступниксем епле майпа шанăçа кĕрсе шăнман пăр çине лартса хăвараççĕ? Вĕсем усă куракан чи анлă сарăлнă схемăсем мĕнлисем? Кун çинчен ЧР ШĔМĕн общество йĕркине сыхлассипе ĕçлекен полици пуçлăхĕн çумĕ Юрий Митрофанов каласа кăтартрĕ.

275 миллион тенкĕ куçарнă — Юрий Николаевич, кăçал пирĕн ентешсем ултавçăсенчен шар курнă миçе тĕслĕхе шута илнĕ? — Ку çивĕч ыйтупа çыхăннă информацие телевиденипе те кăтартаççĕ, хаçат-журналта та, интернетра та вуласа пĕлме пулать. Анчах çынна улталанă тĕслĕхсене кашни кун тенĕ пекех шута илетпĕр. Кăçалхи тăватă уйăхра, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, çакнашкал преступленисен шучĕ 20% ÿснĕ. Шел те, ултавçăсем кÿнĕ тăкак та ÿсет. Кăçал республикăри çынсем 275 миллион тенкĕсĕр юлнă. Ку калама çук пысăк укçа. Шел те, юлашки вăхăтра ултавçăсене 500 пин тенкĕрен ытларах куçаракан нумайланнă. Шар курнисемпе калаçатпăр та: «Эпир çынсене улталани пирки илтнĕ-ха, анчах ку хамăра пырса тивесси пирки шухăшламан», — теççĕ. Вĕсем ултавçа мĕнле майпа шанса укçа куçарса панине ăнлантараймаççĕ. — Ултавçăсен серепине ытларах кам çакланать: çамрăксем-и е аслă ÿсĕмри çынсем-и? — Ытларах чухне — хĕрсемпе хĕрарăмсем, кинемейсем. Ÿсĕм пирки калас тăк, унччен ватăсем нумайрах шар куратчĕç. Мĕншĕн тесен вĕсем компьютерпа, интернетпа ытлашши туслă мар. Хальхи вăхăтра та ватăсем ултавçăсен вăлтине çакланаççĕ-ха, анчах вĕсем асăрхануллăрах, пурнăç опычĕ те пысăкрах. Паян 35-50 çулсенчи çынсем ытларах шар кураççĕ. Вĕсем хăйсене никам та улталаймасть тесе шухăшлаççĕ. — Ултавçăсем мĕнле меслетсемпе усă кураççĕ? — Пĕтĕм преступление тишкернĕ хыççăн ултавçăсем усă куракан чи анлă сарăлнă пилĕк меслете палăртрăмăр. Вĕсенчен пĕри — çын патне шăнкăравласа хăйĕнпе банк ĕçченĕ е йĕрке хуралçи тесе паллаштарни. Вĕсем пулăшасшăн пек кăтартаççĕ-ха. Тĕрĕссипе вара тĕллевĕ урăхла — укçа сăптăрса илесшĕн. Акă, сăмахран, нумаях пулмасть арçынна унччен туяннă медикаментшăн компенсанци паратпăр тесе улталанă, куншăн укçа куçарса пама ыйтнă. Çапла вăл çур миллион тенкĕсĕр юлнă. Тепĕр тĕслĕх: çак кунсенче пĕр округ администрацийĕнче тăрăшакан çын патне хăйĕнпе полици ĕçченĕ тесе паллаштарнă ултавçă шăнкăравланă. Вăл должноçри çын Украина çарне пулăшма укçа куçарнă тесе хăратса «кĕмĕл» ыйтнă. Чи анлă сарăлнă тепĕр меслет — çын патне «банк ĕçченĕ» шăнкăравлать, унтан «йĕрке хуралçи» çыхăнăва тухать. Çав ултавçăсем такам çыннăн счет çинчи укçине хапсăнать е унăн ячĕпе кредит илме хăтланнă тесе суяççĕ. Çапла ăна хăйне кредит илтерсе укçана «хăрушсăр счет» çине куçармалли пирки калаççĕ. Çынсем тÿрех банка çул тытаççĕ. Çак кунсенчех пĕр арçын темиçе банкра кредит илнĕ. Унта ĕçлекенсем унпа ултавçăсем çыхăнман-и, укçа мĕн тĕллевпе кирлĕ тесе ыйтнă. Ултавçăсем вара малтанах «инструкци» ирттереççĕ: банк ĕçченĕсене ĕненмелле мар, вĕсем хăйсем те ку ĕçе явăçнă тесе суяççĕ. Ыйтусем парсан кредит мĕн те пулин туянма кирлĕ тесе хуравлама ыйтаççĕ. «Анне, эпĕ аварие лекрĕм» схема пирки те каламасăр хăварма çук. Ку меслет çĕнĕ мар пулсан та витĕмĕ вăйлă. Ашшĕ-амăшĕ линин леш енче ачи калаçать, вăл чăнласах та инкеке лекнĕ тесе шухăшласа пач палламан çынна укçа тыттарса ярать. Тавар сутма май паракан тÿлевсĕр сайтсем урлă шар куракан та чылай. Юлашки вăхăтра çамрăксен хушшинче инвестици, криптовалюта çинче тупăш тăвасси анлă сарăлчĕ. Ултавçăсем пысăк тупăш шантарса вĕсене нимсĕр тăратса хăвараççĕ. Анлă сарăлнă тепĕр меслет: соцсетьре укçа кивçен ыйтни. Аккаунта çĕмĕрсе çав çын ятĕнчен тусĕсем патне пулăшу ыйтса çыраççĕ. — Ултавçăсем тĕлĕрмеççĕ, халĕ çынсене суяс тесе вĕсем видео урлă та çыхăнăва тухаççĕ тенине илтрĕм. — Паян çынсем пурте тенĕ пек тĕрлĕ мессенджерпа /«Ватсап», «Вайбер» тата ытти/ усă кураççĕ, «Контактра», «Одноклассники» соцсетьсенче вăхăта ирттереççĕ. Ултавçăсем вĕсемпе те усă кураççĕ. Сăн-пите, сасса улăштарса калаçнă тĕслĕхсем пур, анчах сахал. Тăван, юлташ ятĕнчен çыхăнăва тухса укçан пулăшма ыйтнă ултав нумай. Эпир цифра ĕмĕрĕнче пурăнатпăр. Шел те, пирĕн даннăйсем 100 проценчĕпех вăрттăнлăхра упранаççĕ теме çук. Çавăнпа информаци тĕрĕс-и е çук-и — çав çынпа çыхăнса тĕрĕслемелле. Ятарлă çар операцийĕ пирки те каласа хăвармалла. Ултавçăсем çакăнпа усă курмалли тĕрлĕ меслет тупнă. Сăмахран, хăратса укçа сăптăраççĕ. Тепĕр чухне çыннăн счечĕ çине темĕнле укçа куçма пултарать. Вăл ăçтан тупăннине пĕлмесен çакăн пирки банкра е пуçлăхран ыйтса тĕпчемелле. Ултавçăсем юри, кайран хăратма тесе, çапла хăтланма пултараççĕ. Пирĕн республикăра кунашкал тĕслĕхсене шута илнĕ. Çавăнпа асăрхаттарам: счет çине куçнă ют укçапа усă курсан ку ăна вăрланипе тан пулнине те манмалла мар. — Çавнашкал преступленисене уçăмлатас ĕç мĕнле пырать? Çынсене улталакансене тупса палăртаççĕ-и? — Шăнман пăр çине лартса хăварчĕç пулсан тÿрех полицие шăнкăравламалла. Вăл кăна мар, ултавçăпа калаçнă вăхăтрах йĕрке хуралçисемпе çыхăнмалла. Аса илтерем: пирĕн пата 112 номерпе шăнкăравласа çитме пулать. Кăçал республикăра çынсене улталанă тĕслĕх 20% ÿснине маларах каларăм ĕнтĕ. Уçăмлатнă преступленисен шучĕ вара 120% ÿснĕ. Паян мар пулсан каярахпа ултавçăн йĕрĕ çине тухма пулать. Кирек мĕнле преступник те ăна хăçан та пулин тытассине пĕлет. Вăхăт кăна кирлĕ. Пирĕн ĕçтешсем вĕсене тупса палăртма тĕрлĕ региона командировкăна çÿреççĕ. Ун хыççăн преступник урăх тăрăхри çынсене улталанă тĕслĕхсем те çиеле тухаççĕ. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Мĕн суйлаççĕ вулакансем?

Генерал пулма ăнтăлакан салтак пекех, кашни автор лайăх çырма, кĕнеке кăларма ĕмĕтленет. Анчах хайлава кун çути кăтартнипех тĕллев пурнăçланнă тесе хĕпĕртеме иртерех. Тираж мĕнле саланни, вулакансем çĕнĕ «çимĕçе» епле йышăнни çыракана кăна мар, кăларăма пичетлекенсене те пăшăрхантарать. Чăваш кĕнеке издательстви çулсерен тĕрлĕ литература кăларать. 2022 çулта тухнисенчен хăшĕсем сутăнса пĕтме те ĕлкĕрнĕ-ха? Мĕнпе тыткăнланă вĕсем вулакана?

Тавралăх илемне асăрхама хистет

Чăваш халăх поэчĕн Светлана Асаматăн «Çурхи çаврăм» сăвăсен пуххи яш-кĕрĕмпе хĕрупраçа тавралăх илемне асăрхама хистет. Петр Сергеев художникăн илĕртÿллĕ ÿкерчĕкĕсем поэзи тĕнчине туртса кĕрсе каяççĕ, лирика геройĕн кăмăл-туйăмне ăнланма пулăшаççĕ. Çут çанталăка сăнлать-и вăл е пĕр-пĕр ачана-и – кашниех чĕрĕ пек туйăнать. Ача-пăча кĕнекинче вара ÿкерчĕксем капăр пулни пĕлтерĕшлине пурте пĕлетпĕр. Кăларăмри хайлавсенчен чылайăшĕнче автор тăван тавралăха мухтаса сăвăлать. Кулленхи ахаль пулăмсенчех мĕн чухлĕ тĕлĕнтермĕш пытаннă иккен! Çилсем те ĕшенеççĕ, мăшăл-мăшăл тăваççĕ, çулçă тăкакан йывăçсем хурланаççĕ, çÿл тÿпе пĕлĕтсен кĕпине пăрса çакать... Ача-пăча тĕнчине те юратса сăнарлать поэт. Çитĕнекен ăру вăйă-кулăра ăста, ĕçпе вĕренÿре хастар. — Сăввăмсене шăрçаланă чухне хам мĕн çырнине куç умĕнче ÿкерчĕк пек курса тăратăп. Ачасем манăн сăвăсене вулама çăмăлли пирки калаççĕ. «Никам курманнине Асамат куçĕ курать те, çавна сăвăç çемçе чĕлхепе çырса парать», — теççĕ çитĕннисем. Тен, çавăнпа кăмăллаççĕ пуль хайлавăмсене? — пĕлтерчĕ Светлана Васильевна. — Çĕнĕ Шупашкарти 5-8- мĕш классенче вĕренекенсен хушшинче нумаях пулмасть Асамат вулавĕсем иртрĕç. Арçын ачасемпе хĕр пĕрчисем «Çурхи çаврăм» кĕнекери сăвăсене тĕлĕнмелле хитре каларĕç, литмонтаж кăтартрĕç. Пăхса савăнса лартăм. Вĕрентекенсем ачасене тĕплĕн хатĕрленĕ. Чăваш наци телевиденийĕ репортаж ÿкерчĕ. Ачасем валли тата çырас килет. Сăвва пичетлесе кăлариччен ăна чылай юсатăп, вуламассерен мĕн те пулин улăштаратăп. Йăлтах яка, тикĕс пулмалла, сăмахсен пĕр-пĕрне тарăхтармалла мар. Шăнкăртатса юхтăр сăвă, ачан ăна вулас килсе тăтăр. Çут çанталăка пысăк тимлĕх уйăрнă Вăтам классенче вĕренекенсем валли пĕлтĕр Герасим Харлампьевăн «Палюк мучи кĕнеки» тухрĕ. Унта кĕнĕ хайлавсенчи тĕп сăнар Палюк мучипе пĕрле çут çанталăк хăйне евĕрлĕхне курма, сăнама вĕренет. «Ача чух тăлăххăн ÿснĕ Палюк мучи шкулта пĕр çул та вĕренеймен. Анчах унăн хăйĕн кĕнеки пур иккен: пурнăçа пĕлни, сăнаса вĕренни. Вăл кĕнекене Палюк мучи питĕ ăста вулать», — тенĕ ун çинчен. Ăна тимлĕ итлекенĕ — тăван тавралăх вăрттăнлăхĕсене уçас текен арçын ача. Мĕн кăна илтмест вăл аслă юлташĕнчен: упа та вăрманта çырла сăптăрса çÿрет иккен, шăхличе вара шăхăртма кăна мар, юхан шывра та тытма пулать, çуйăн текен пулă хур чĕппине çеç мар, пысăк хурне те çăтма пултарать, кăткăсем çумăр пулас умĕн хăйсен йăвине пуçтарăнаççĕ те шăтăкĕсене шалтан питĕреççĕ… — Вак-тĕвеке курма, сăнама, туйма пултаракана, мехел çитерекене çеç уçăлать тавралăх асамлăхĕ. Çавăн пек ăстасен шутне кĕрет те ĕнтĕ Герасим Харлампьев. Вăл ачасем валли чылай хайлав шăрçаланă, çут çанталăка уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Герасим Дмитриевичăн «Палюк мучи кĕнекийĕ» малтанхи хут 1958 çулта кун çути курнă. Унтанпа шыв-шур самай юхса иртнĕ. Пĕлтĕр кăларăм «Кивелми кĕнеке» ярăмпа тухрĕ. Килти выльăхчĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк, вăрманти чĕр чунсем – пурин çинчен те кăсăклă каласа кăтартнă Герасим Харлампьев. Калавсенчи ĕç-пуçа сăнлакан ÿкерчĕксем те питĕ илемлĕ. Вĕсен авторĕ – пултаруллă çамрăк ÿнерçĕ Екатерина Васильева. Çĕнĕ кĕнеке хăвăрт саланса пĕтнинче унăн тÿпи те пысăк, – шухăшне палăртрĕ калавсен пуххин редакторĕ Ольга Федорова. Паянхи ăру ачисем çинчен Дмитрий Моисеевăн «Ют пахчари хăмла çырлийĕ» – çамрăк прозаикăн пĕрремĕш уйрăм кĕнеки. Кăларăма вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ, апла пулин те вăл аслăрах ÿсĕмрисемшĕн те, çитĕннисемшĕн те кăсăклă. Унта хускатнă ыйтусем кашнинех пырса тивеççĕ. Çыравçă хăйĕн хайлавĕсенче ашшĕ-амăшĕпе ачи-пăчин хутшăнăвĕсене сăнлать, геройсене самана йывăрлăхĕсемпе «тĕл пултарать», кашни утăм пурнăçа мĕнле витĕм кÿнине, улăштарнине кăтартса парать. Мĕнлерех вăл – паянхи ăру ачи? Мĕнпе интересленет? Мĕнле шухăш-кăмăлпа кун кунлать? Мĕн çинчен ĕмĕтленет? Автор çак ыйтусен хуравĕсене пĕрле тупма йыхравлать вулакана. — Кĕнеке сутăнса пĕтнинчен те, вăл «Литературăллă Чăваш ен: çулталăк кĕнеки-2022» фестиваль-конкурсри «Ача-пăча валли çырнă чи лайăх кĕнеке» номинацире çĕнтернинчен те тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. Калавсен пуххи пичетленсе тухсанах вĕрентекенсемпе библиотекарьсенчен чылай шăнкăрав, электрон почтипе çырусем илтĕм. Муркаш округĕнчи тăван Калайкасси шкулĕнче учительсем тĕлпулу йĕркелерĕç, вырăсланма пуçланă ачасене те хайлавсем интереслентернине палăртрĕç. Вулакансем манăн хайлавсене ырă кăмăлпа йышăнни малашне те çырма хавхалантарасса шанатăп, – терĕ Дмитрий Андреевич. Кулленхи пулăмсене хаклама хистеççĕ Лариса Петрова поэтăн сăввисемпе вулакансем республикăра тухса тăракан хаçатжурналта, тĕрлĕ сборникре, интернет уçлăхĕнче паллашма, радиокăларăмсенче итлеме пултарнă. Мĕн ачаранах поэзи тĕнчине иленнĕскерĕн хайлавĕсене вырăсла тата тутарла куçарнă. Пĕлтĕр Чăваш кĕнеке издательствинче пултаруллă хĕрĕн пĕрремĕш кĕнеки — «Мĕн çинчен авăтать-ши куккук?» — пичетленчĕ. Кăларăма вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ. Çепĕç те тарăн шухăшлă йĕркесем чĕрене пырса тивеççĕ, шанăç парнелеççĕ, кулленхи пулăмсене хаклама хистеççĕ. Вĕсенче çут çанталăк илемĕпе киленни, Тăван çĕршывпа мăнаçланни, атте-аннепе вĕрентекенсене сума суни, юлташсемпе пĕрле савăнни мала тухать. — Кĕнекем сутăнса пĕтни пĕр енчен лайăх, тепĕр енчен — кăштах кулянтарать те, мĕншĕн тесен ăна туянаймăн. Лавккасем тăрăх хамăн сăвăсен пуххине шыраса чупрăм. Вăхăтĕнче мĕншĕн ытларах илсе юлмарăм-ши тесе пăшăрханатăп халĕ, — чунне уçрĕ Лариса Николаевна. — Икĕ лавккара сутуçă пулăшнипе икĕ кĕнекине тупнăччĕ. Сăвăсен пуххи халăхра анлă сарăлнишĕн чи малтанах вулавăшсен ĕçченĕсене тав тăвас килет. Вĕсем калама çук пысăк ĕç пурнăçласа пыраççĕ. Сăмахран, Шупашкар округĕн тĕп библиотеки тăрăшнипе поэзин онлайн марафонĕ иртрĕ, ачасем те, аслисем те «Мĕн çинчен авăтать-ши куккук?» кĕнекери сăвăсене каласа видео ÿкерчĕç, социаллă сете вырнаçтарчĕç. Каярахпа Хĕрлĕ Чутай округĕн тĕп вулавăшĕ «Чутай çыравçисене вулатпăр» фестиваль-конкурс йĕркелерĕ. Унта та халăх йышлă хутшăнчĕ, республика тулашĕнче пурăнакансем те сăввăмсене вуларĕç. Ку, паллах, мана савăнтарать. Çак мероприятисем те кĕнекене сутăнса пĕтме пулăшрĕç пулĕ. Чĕлхе эрешлĕхĕпе, вĕри туйăмлăхĕпе тыткăнлать Мальвина Петровăн «Пĕччен Хĕвел» кĕнекинчи сăвăсем шухăш çĕнĕлĕхĕпе, чĕлхе эрешлĕхĕпе, вĕри туйăмлăхĕпе тыткăнлаççĕ. Поэт шухăш-кăмăлне уççăн та çирĕппĕн палăртать, никам умĕнче те пуç таймасть. Поэзире унăн — хăйĕн сасси, тĕнче курăмĕ. Ăна ыттисенчен тÿрех уйăрса илетĕн. Тăван чĕлхе хăватне, асамлăхне, илемне çивĕч туяканскер çакна вулакансем патне те типтерлĕн, хăюллăн çитерме тăрăшать. Çуралса ÿснĕ тавралăх е юрату çинчен сăмах пырать-и, пурнăç тĕрĕсмарлăхĕпе тÿнтерлĕхĕ çамкана картлантарма хистеççĕ-и, ĕмĕтсем шухăш авăрне туртаççĕ-и — кирек мĕнле лару-тăрура та лирика геройĕ çирĕп, хăйĕн вăйне шанать. Философ теме те пулать ăна, мĕншĕн тесен йăлт вăхăтлăх пулнине тахçанах ăнланса илнĕ вăл. Пуçтахсем иртĕхни те, куççуль шăпăртатса юхни те, тарăхни те, мĕскĕнсем тертленни те — пĕтĕмпех иртет. Хурлăх вырăнне савăнăç килет, анчах вăл та яланлăх мар. Сăмах, халăх чунĕ-чĕмĕ — акă мĕн юлать. Ăна кăкласан-вăтăрсан та тĕп тăваймăн. Пачах урăхла, арăсланса, вăйланса çеç пырĕ. Мальвина Петрова çакна питĕ лайăх пĕлет. Тен, çавăнпа хăйсем патне туртаççĕ те унăн сăввисем. Хăй вара кун пирки нимĕн те шарламасть. «Пĕлместĕп», — тет кăна кĕскен. Сăмах май, çывăх вăхăтра Чăваш кĕнеке издательствинче унăн тепĕр кĕнеки — «Витĕр Çил» — кун çути курĕ. <...>

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

♦   ♦   ♦


Атăл урлă каçсанах…

Сирĕн хăçан та пулин Венецие çитсе курас шухăш пулнă-и? Илемлĕ урамсем, тĕкĕр пек тăрă шыв, тавралăхпа васкамасăр киленсе утакан çынсем… Ырă саманта çухатасран вăхăта чарса лартас килет. Анчах çавна курассишĕн 3 пин ытла çухрăм кайма кирлех-ши? 66 километр кайсан та çитĕ. Шăпах çавăн вăрăмăш çул выртать Шупашкартан Йошкар-Ола таран. Атăл урлă алă тăсмалла çеç тейĕн. Илемĕ вара куç тулли.

Куçа илĕртекен архитектура Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Надя Устинова та çак илеме ытараймасть. Шкул вăхăтĕнче класпа экскурсие кайса килни сахал пек туйăннă. Халĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн энергетикăпа электротехника факультетĕнче вĕренекенскер кÿршĕ регионăн «чĕрине» тепре çитсе килес тенĕ. Çапла пĕр кунхине аппăшĕпе тата юлташĕсемпе машинăна ларнă та çула тухнă. Йошкар-Ола — Мари Республикин тĕп хули. Пĕлетĕр-и: Казахстанри пĕр ту тăррине те çак хулан ятне панă. Ун¬сăр пуçне тĕнче уçлăхĕнче те ЙошкарОла ятлă астероид пур. Ку хулара 281 пин ытла çын пурăнать /танлаштарма: Шупашкарта — 498 пине яхăн/. Ытларахăшĕ — вырăссем, унтан — марисем. Çавăн пекех тутарсем, чăвашсем, ирçесем пур. Çакă та тĕлĕнтерет: Йошкар-Ола — Раççейри «й» сас паллирен пуçланакан пĕртен-пĕр хула. — Çыннисем пирĕн пекех ĕнтĕ, анчах темĕнле уйрăмлăх пурпĕрех сисĕнет, куçа тÿрех курăнмасан та, — терĕ Надя. Хулара ытларах вырăс чĕлхи янăранине асăрханă вăл. Эппин, çармăсла калаçакансенчен ытларахăшĕ ялсенче пурăнать. Архитектура енчен Йошкар-Ола пи¬тĕ пуян. Надя палăртнă тăрăх, çурчĕсем çÿллĕрех тата, пĕтĕмĕшле илсен, куçа хĕрлĕ кирпĕч тĕсĕ тăрăнать. Çав тери хăйне евĕрлисем те пур. Пĕр çуртăн чÿречисем çинче, сăмахран, çын сăнне касса кăларнă. Ун пеккисене урăх тата ăçта курма пулать-ши? Çапах чи илемлĕ çуртсем Брюгге çыранĕнче вырнаçнă пулĕ. Надя та туслă ушкăнпа пĕрле унталла çул тытнă. Çак хитрелĕх Пĕчĕк Кокшага юхан шывĕн хĕрринче вырнаçнă. Тахçан унта çара вырăн çеç пулнă. Анчах 15 çул иртсен пĕтĕмпех улшăннă. Çакă хулан ун чухнехи ертÿçи Европăн архитектура ÿнерне питĕ кăмăлланипе çыхăннă имĕш. Халĕ Брюгге çыранĕнче Спасск башнине, «12 апостола» тата кăсăклă çуртсемпе палăксене курма пулать. — Эпир пынă чухне Брюгге çыранĕнче çын нумайччĕ. Туристсем çак хулана килĕштерсе таçтан та пыни сисĕнет. Халĕ вĕсем унта тата нумайрах пулĕ, — терĕ Надя. Мускав тесен куç умне Кремль тухса тăрать. Йошкар-Ола пирки калаçнă чухне кăсăклантаракан вырăнсенчен пĕри — сехетлĕ Кремль. Мускаври пекех вăл, анчах пĕчĕкрех. Туристсем ун умĕнче сăн ÿкерĕнме юратаççĕ. Тĕрĕссипе, Йошкар-Олара сăн ÿкерĕнмелли вырăн нумай. Архитектура палăкĕсене туристсемшĕн меллĕ пултăр тесе пĕр çĕреллерех вырнаçтарнă. Тата çак хулара чиркÿ нумаййине асăрханă Надя. Брюгге çыранĕнчен инçе мар вырнаçнисем уйрăмах илемлĕ, куполĕсем хĕвел çутипе ялтăртатаççĕ. Хăш-пĕр чиркÿ умĕнче çветтуйсен кÿлеписем те пур. Ку хулари чи кивĕ çуртсене 18-мĕш ĕмĕртех çĕкленĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ упранса юлнă: Тихвин чиркĕвĕ, Воз¬несени чиркĕвĕ тата Пчелин купса çурчĕ. Асăрхарăр-и: унта та пулин виç¬çĕшĕнчен иккĕшĕ — чиркÿ. Эппин, тĕне ĕненекен нумай. Брюгге çыранĕнчен иртсе çÿлерех хăпарсан, çул хĕрриперех, илемлĕ кермен куç умне тухать. Ун тавра тимĕр карта тытнă, çавăнпа патнех пырса пăхма çук. Çак кермен шкул иккенне пĕлсен малтанах ĕненес те килмест. «Йошкар-Олари Хогвартс» тесе ахальтен каламаççĕ пулĕ ăна. Ун пек çĕрте такамăн та вĕренес килĕ. Йошкăн тусĕ те пур Йошка кушак аçипе сăн ÿкерĕнмесен Йошкар-Олара пулман теме те юрать. Надя та тÿрех çак палăка шырама тытăннă. Ăна вăл Мари патшалăх университечĕн скверĕнче тупнă. Хайхи Йошка кушак аçи, тăраниччен апат çинипе хырăмне каçăртнăскер, меллĕн çеç сак çине тайăнса ларнă. Студентсен хушшинче пĕр тĕшмĕш çÿрет: çак «кушак аçин» сăмсине хыçсан е шăлсан экзаменсене ăнăçлă тытатăн. Надя ун патне васкани те ахаль мар пуль ĕнтĕ — вăл кăçал университетран вĕренсе тухать, умра — хĕрÿ тапхăр. Çак хуларах кушака халалланă те¬пĕр палăк пур. Вăл çÿллĕ çĕрте выр¬наçнă. Надьăн шухăшĕпе, ку Мари Ре¬спубликинче пурăнакансем кушаксене питĕ юратнипе çыхăннă. Çак палăка хулана Мускав усламçисем парнеленĕ. Йошка кушак аçин сăнне пурнăçри кушака пăхса калăпланă. Хайхи чĕр чун скульпторсен умĕнче каллĕ-маллĕ уткаласа çÿренĕ теççĕ. Йошкар-Ола мĕн чухлĕ вăрттăнлăх пытарнине пĕлсе çитерме те çук. Унта хăш чухне асфальт путса анни çинчен илтме пулать. Ахальтен мар иккен. Хула айĕнче вăрттăн çÿремелли тоннельсем пулнă. Вĕсен стенисене кирпĕчрен купаласа туни паллă. Çакă ăнсăртран палăрнă-мĕн. Пĕчĕк Кокшага юхан шывĕ айĕпе те тоннель иртет текен сăмах çÿрет. — Урамĕсем урăхларах пек туйăнать. Шупашкартипе танлаштарсан машинăсем чупмалли çул ансăртарах, — тепĕр уйрăмлăх асăрханă Надя. Хула варрипе çÿрекен автомобильсем вара пирĕн патрисем пекех иккен — пĕри тепринчен чаплăрах. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Хĕç-пăшала пĕрле илсе çÿренĕ

Раççейри чикĕ хуралçисен служби йĕркеленнĕренпе çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче 105 çул çитрĕ. 1958 çултанпа çав кун пограничниксем хăйсен уявне паллă тăваççĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуриншĕн те пысăк тĕрĕслев пулса тăнă. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче фашистсен çарĕсем кĕтмен çĕртен пирĕн çĕршыва тапăнса кĕнĕ. Гитлеровецсен командованийĕ чикĕри заставăсене пĕтерсе тăкма хăйĕн планĕнче 30 минут çеç уйăрнă. Анчах чикĕри гарнизонсем, йĕритаврах хупăрласа илнĕскерсем, хирĕç тăнă, тăшмана парăнман. 17 пин ытла пограничнике орденпа тата медальпе наградăланă, 158 çын Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ. Муркаш округĕнче 2022 çулта çак тăрăхри пограничниксене халалланă монумент уçăлнă. Вăл тăван çĕр чиккине хÿтĕлекен мĕн пур ăрусен пограничникĕсен паттăрлăхне ĕмĕрлĕхех çирĕплетет. Халĕ Чикĕ хуралçисен службин ветеранĕсем пĕрле пухăнма, çĕршыв историне аса илме пултараççĕ. Муркаш шкулĕнче нумай çул ĕçленĕ Виталий Ефимов та салтак ретне тăрсан симĕс тум тăхăннă. Ăна Федерацин хăрушсăрлăх службин чикĕ хĕрринчи ятарлă подразделенийĕн салтакĕсем çеç тăхăнса çÿреççĕ. Вĕсене кăткăс вырăнсене кайма чи йывăр та хăрушă ĕç хушаççĕ. Виталий Архипович çарта 1980-1982 çулсенче пулнă. Унăн çар чаçĕ Уссурийск юхан шывĕн сылтăм çыранĕнче, Хабаровск крайĕнчи Венюково ялĕнче вырнаçнă. Унта ятарлă ирĕк парсан çеç кĕме пулать.

— Пограничниксене служба умĕн çирĕп суйланă. Чикĕ хуралне чи лайăххисене çеç янă. Унта яланах кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен çирĕп те ăслă çынсем кирлĕ. Хĕç-пăшала пĕрле илсе çÿремеллеччĕ. Автоматсене взводра авăрлаттăмăр. Пирĕнпе юнашар ял-хула çыннисем пулман, застава çеç. Ахаль чухне ăçта та пулин кайма ирĕк ыйтма пулмастчĕ, канмалли кунсенче çеç май килетчĕ. Çарта картинăсен эскизĕсене ÿкереттĕм. <...>

Всеволод НИКОЛАЕВ. Муркаш округĕ, Ярапайкасси шкулĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.