Комментари хушас

25 Çу, 2023

Чăваш хĕрарăмĕ 20 (1299) № 25.05.2023

Чун ăшши

«Культура çĕнтерчĕ»

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн директорĕн Елена Николаевăн ĕç пÿлĕмĕн алăкĕ эпĕ çитсе кĕнĕ чухне яриех уçăччĕ. «Вăт çапла пурăнатпăр эпир, — ĕç иккĕмĕш киле çаврăннине çирĕплетрĕç унăн сăмахĕсем. — Тен, иккĕмĕш кăна мар, пĕрремĕш те, — эпĕ тĕлĕнерех пăхнине кура /ара, пуçлăхсем нумай чухне хура халăхран хупă алăкпа питĕрĕнсе лараççĕ вĕт/ тăсрĕ сăмахне малалла Елена Васильевна. — Пурнăçăн пысăк пайĕ килте мар, ĕçре иртет. Ачамсем те шкула килтен мар, манăн ĕçрен каяççĕ, кунтах таврăнаççĕ. Амăшне ăçта шырамаллине пĕлеççĕ вĕсем. Коллектив та халĕ — тăван çемье пекех. Пур ыйтăва та пĕрле канашласа татса паратпăр. Эпĕ çурăм хыçĕнче калаçса çÿренине питĕ юратмастăп. Хам та тÿрĕ çын, çавăнпах куçран каланине нимĕн те çитмест тесе шухăшлатăп. Мĕн килĕшмест манра е ĕçĕмре — тархасшăн, пĕрлехи канашлура çĕкле ыйтăва. Çакăн пек йĕркене пула халĕ пирĕн туслă ушкăнра кăмăлсăрланмалли самант чылай тесе калама çук». Пулнă, паллах, вĕсем: мăкăртатакансем те, йăпăлтатакансем те. Ĕçе пуçăннă чухне коллектив темиçе ушкăна пайланнине асăрханă: çамрăккисем /харсăррисем/, аслисем /ăслисем/ тата сăмах чĕнме хăраканнисем (именекеннисем). Çамрăкскер — директор тилхепине тытнă чухне вăл 37 çулта кăна пулнă-ха — опытсăрскер епле майпа улăштарма пултарнă-ха лару-тăрăва? «Атте калани яланах асра. Шел, халĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ хăй… «Кирек ăçта та, кирек хăçан та, кирек мĕнле лару-тăрура та чи малта çынлăх пулмалла», — тесе вĕрентетчĕ вăл, хăр тăлăх ÿснĕскер. Тен, шăпах вăл ăс панине пурнăçа кĕртсе пыратăп та», — пулчĕ хурав.

Тĕлĕнмелле çын вăл — Етĕрне округĕнчи Ачакра пилĕк ачаллă çемьере çуралнă, Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш чĕлхи учителĕ пулма вĕреннĕ, анчах та 2002 çултан пуçласа культура тытăмне суйласа илнĕ, 2011 çултанпа Çамрăксен театрне ертсе пыма пуçланă, 2017 çулта ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ Елена Николаева. Харсăрскер, ĕçченскер, пултаруллăскер, нимĕнрен те хăраманскер… Э, чим-ха, хăй каланă тăрăх, театр директорĕн конкурсне хутшăнса çĕнтернĕ /!/ хыççăн шикленсе ÿкнĕ вăл. Ара, унта мĕн ачаран пĕлекен, халăх юратакан сумлă артистсем ĕçлеççĕ. Халĕ вара унăн вĕсемпе пĕр тан калаçма тивет… Телее, пĕрремĕш курнăçу йăлтах кăмăллă иртнĕ. Театр коллективĕ çĕнĕ директора йышăннă. Çапла ĕç вĕреме пуçланă. Ĕнтĕ Елена Васильевнăна хăйне сăмах пама вăхăт — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн виççĕмĕш курсĕнчен пуçласа куçăмсăр майпа ăс пухма пуçларăм — ача çуралчĕ. Хулари 27-мĕш шкулта чăваш чĕлхи вĕрентме тытăнтăм. Унта — пилĕк çул, 51-мĕш шкулта тепĕр пилĕк çул ĕçлерĕм. Анчах туятăп — чун культура еннех туртăнать. Эпĕ шкулта пĕрремĕш класран пуçласа вун пĕрмĕшченех ташă кружокне çÿренĕ вĕт. Районти пĕр Акатуй та пирĕнсĕр иртмен. Паллă «Вирьял» ушкăна та хутшăнтăм… Культура ытларах та ытларах «калаçма» пуçларĕ манра. Мăшăрăм та культура çынни /Василий Николаев — Чăваш Оперăпа балет театрĕн солисчĕ. — Р.А./. Çапла вара 28 çулта культура тытăмĕнче ĕçлеме пуçларăм эпĕ. Малтанах Халăх пултарулăх çуртĕнче /ун чухне Республикăри наукăпа методологи центрĕ/ вăй хума тытăнтăм. Пурнăç вĕресе кăна тăратчĕ. Çитмен район юлмарĕ. Мĕнле кăна мероприяти ирттермен! Анчах татах та кăсăклăраххи умра пулнă иккен. Культура программисен дирекцийĕ уçăлчĕ, унта куçрăм. Республика кăна мар, регионсен шайĕнчи фестивальсем, тĕл пулусем йĕркелеме пуçларăмăр. Методистран пуçларăм та директор çумне çитерчĕç. Çиччĕн тăрăшаттăмăр. Лариса Ларионова нумай çул культура тытăмĕнче ĕçленĕ, Тамара Радченко агрегат завочĕн культура керменĕнче илемлĕх ертÿçинче тăрăшнă. Çав тери пысăк опыт пухрăм, çавăнпах питĕ пысăк тав сăмахĕ калатăп вĕсене. Тĕлĕнмелле пысăк мероприятисене, вĕсене 20-30 çын йĕркелет, эпир вара 3-4-ăн ирттереттĕмĕр. Ир пуçласа каçчен ĕçлеттĕмĕр. Питĕ килĕшетчĕ. Театр директорĕн должноçĕн конкурсĕ пирки пĕлмен те. Сĕнчĕç те — хамăн вăя тĕрĕслесе пăхма шухăшларăм. Конкурсра çĕнтертĕм. Анчах çĕнтернипе кăна мар вĕт-ха… Коллективпа паллашма каймалла. Хăраса ÿкрĕм. Сайта уçатăп та — мĕн тери пултаруллă, паллă артистсем… Мана йышăнĕç-и-ха вĕсем? Пултарăп-ши? Ачасем, кĕçĕннисем, йĕкĕрешсем, çулталăкра кăна. Мăшăр каларĕ: «Каймалла. Пултаратăн». Вăт çапла çитрĕм çакăнта. Коллектив питĕ килĕшрĕ. Ăшă коллектив. Халăх артисчĕсем те хăйсене мăн кăмăллă тытмарĕç. Чи малтанах вĕсем мана çын пек йышăннине тÿрре кăларас килчĕ. Пăтăрмахсемсĕр пулмарĕ паллах. Ĕçлемелли çав тери нумайччĕ. Мĕнрен тытăнмалла? Культура программисен дирекцийĕнче пухнă опыт пулăшрĕ. Проектсем çырма пуçларăмăр. Пĕрремĕш виç çĕр пин тенке тивĕçнине халĕ те ас тăватăп. Унпа усă курса «Мамаша Кураж» лартрăмăр чăвашла. «Чикĕ леш енчи классика — чăвашла» пулчĕ вăл проект. Ăна пурнăçа кĕртме Айрат Абушахманов режиссера чĕнсе илтĕмĕр. Проектсемпе ĕçлес юхăм çакăнтан пуçланса кайрĕ те. Артиста яланах кăсăклă ĕç кирлĕ. Шăпах тĕрлĕ режиссерпа ĕçлени пултарулăха уçма май парать. 2020 çулта «Шинель» Ачасен халăхсен хушшинчи фестивальте чи лайăх спектакль пулса тăчĕ. Пирĕн артистсен кĕлетке пиçĕлĕхне курса пурте тĕлĕнчĕç. Çакă ĕçлемесĕр пулмасть вĕт. Нумаях пулмасть «Куккук куççулĕ» кăлартăмăр. Çав тери интереслĕ ĕç. 2023 çулта «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкусра Венера Пайгильдина çак спектакльти ĕçпе «Хĕрарăм рольне чи лайăх калăплакан» пулса тăчĕ. Паян артистсем тĕрлĕ режиссерпа ĕçлеме пултарнишĕн хам та савăнатăп. Тĕрлĕ регионти режиссерсемпе ĕçлесех хам та 2021 çулта йĕркеленнĕ Наци театрĕсен ассоциацине кĕтĕм. Ку вара тата çĕнĕ лапамсем уçать. Унта — тавлашу, ăсталăх класĕсем… Вăт çакăн пек ĕçрен киленÿ илсе пурăнатăп паян. <...>

Рита АРТИ.

♦   ♦   


Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче — çур ĕмĕр

Учитель… Вăл çырма, вулама, шутлама кăна вĕрентмест, пирĕн валли çут çанталăк тĕнчин вăрттăнлăхĕсене те уçать. Вăлах çын хутшăнăвĕсемпе паллаштарать, ырăпа усала уйăрма вĕрентет. Этем обществин ырă йăли-йĕркисене хисеплеме хăнăхтарать. Кунсерен, çулран çул туса пырать çакна халăх ĕçне чунĕпе парăннăскер. Педагог вăл маншăн — ырă кăмăллă, хастар, пултаруллă, такама та ăнланма, йывăр вăхăтра пулăшу кÿме, кирек епле ыйтăва та татса пама пултаракан çын. Шăпах çак тата ытти паха енсемпе палăрать те Трак вăтам шкулĕнче çур ĕмĕре яхăн тăрăшакан Валентина Спасова. Сахал мар вĕт. Асăннă тапхăрта çĕр-çĕр ачана пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнă вăл.

Асран каймасть тăван ял

— Вăхăтăн хăйĕн чуппи. Çулсем малаллах васкаççĕ пулин те, ачалăхăм халĕ те куç умне тухать, — тет Валентина Петровна. — Пирĕн енчи пек илемлĕ вырăнсем урăх ниçта та çуках пулĕ. Шупашкар районĕнчи Шемшер тăрăхĕнчи Тавăшкасси ялĕнче çуралнă Валентина. Çичĕ ача çитĕннĕ çемьере. Çулталăкри чи пуян та илемлĕ вăхăтсенчен пĕринче — çурла уйăхĕнче, сад-пахча çимĕçрен, улма-çырларан пуян тапхăрта çут тĕнчене килнĕ вăл. Ашшĕ Петр Халапсин Ленинградри çар училищинче вĕреннĕ. Кунта икĕ çул пĕлÿ илнĕ хыççăн çамрăк курсантăн алла хĕç- пăшал тытма тивнĕ — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Хаяр çапăçусене вăл авиамеханик пулса хутшăннă. Вăрçа Çĕнтерÿпе вĕçлесен çуралнă вырăна ыррăн-сыввăн, кăкăр тулли наградăпа таврăннă. 1945 çулта Петĕр пултаруллă хĕрпе Татьянăпа çемье çавăрнă. Татьяна Григорьевна Ишек шкулĕнче тăрăшнă, ачасене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Çемьере пепкесенчен чи асли пулнă Валентина. Ачалăхĕ ыттисенчен нимĕнпех те уйрăлса тăман. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсем, çиме çăкăр та çитмен, укçи-тенки хĕсĕк. 1963 çулта Шемшер шкулĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Ача чухнех вĕрентекен профессине юратнă Тавăшкасси хĕрĕ. Шкул сакки çинче ларнă чухне вара çак çулпа утма тĕп йышăну тунă. Валя Халапсина тус-тантăшĕпе Валя Никифоровăпа комсомол райкомне çул тытнă. Мĕн тетĕр — ĕнерхи шкул ачисене Свердлов ячĕллĕ хуçалăхри сысна ферминче ĕçлеме комсомол путевки панă. Тĕрĕссипе, вăхăчĕ çапла пулнă ун чух: малтан производствăра тăрăшмасăр алла паспорт тыттарман, малалла вĕренме каяйман. Çул малаллах чĕнет Фермăра çулталăк вăй хунă хыççăн Валентина И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне çул тытнă. — Манăн нихăш самантра та тăван шкулти Николай Александров физикăн урокĕсем, каярахпа Кÿкеçри пĕрремĕш вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литератури вĕрентнĕ Валентина Васильевăн сăмахĕсем («Валя, санăн пединститута каймалла. Санран чăн-чăн педагог пулатех»), класс ертÿçин Клавдия Семеновăн, çамрăк натуралистсен кружокне ертсе пынă Валентина Гавриловăн ырă сĕнÿ-канашĕ пуçран тухман, — тет халĕ Валентина Петровна. — Тата юратнă аннен сăмахĕсене («Ан хăра, пурнăç хăех вĕрентсе пырать, йăлтах лайăх пулать») ялан чĕре патне илнĕ. Вăл пирĕншĕн çул кăтартмăш пулнă-çке. Экзаменсене ăнăçлă тытнă вăл, студент пулса тăнă. Ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ, малалла — татăклă вĕренÿ. <...>

Юрий БОРИСОВ.

♦   ♦   


«Пурнăç тăрăх ташăпа утатăп»

Хĕрарăмăн тивĕçĕ – ачасене вĕрентсе тĕрĕс воспитани парасси, çемьене ырă-сывă тытса тăрасси, кил ăшшине упрасси… Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Шуршăл ялĕнче пурăнакан Елена Терехова вара çемье тăнăçлăхĕсĕр пуçне хăйĕн чун ăшшине, тĕлĕнмелле ăсталăхне ачасене халалланă. Вăл 33 çул çитĕнекен ăрăва ташă ÿнерĕн асамлăхĕпе илемне курма, туйма вĕрентет.

Парне Алена (килĕнче çапла чĕнеççĕ) шкула кайичченех — купăс, каярах баян калама вĕреннĕ. Малалла аталанас шухăш ача пуçне ытла ир кĕнĕ. Ялти культура çуртĕнче музыка шкулĕ уçсан 5 çул уроксем хыççăн унта ăс пухнă тата ташă кружокне çÿренĕ. Вăтам пĕлÿ илнĕ хĕр И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче баян уйрăмĕн студенчĕ пулса тăнă. Музыка инструментне унчченех алла тытнăскер ăна çăмăллăнах парăнтарнă. Студентсен отрячĕн хастарĕсене ташшипе савăнтарнă, çĕнĕ композицисем вĕреннĕ. Çак киленĕç хĕре тата ытларах тыткăнланă. «Баян хĕлĕхĕсем тăрăх пÿрнесем аванах чупатчĕç, оркестрта та выляттăм. Ăсталăха туптаса çитернĕн туйрăм хама. Иккĕмĕш курс хыççăн Çĕрпÿри культура училищине çул тытрăм. Хореографи уйрăмĕн унта пÿлĕм çукчĕ, пире Шупашкарти ÿнер училищин общежитийĕнче вĕрентрĕç, унтах пурăнтăмăр. Институтран кайнăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Эпĕ пурнăç тăрăх ташăпа утатăп», – терĕ кăмăллăн Елена Анатольевна. Унтах вăл пулас мăшăрĕпе, Курган каччипе, паллашнă. «Шкулта вĕреннĕ чухне мана пионера илчĕç, – калаçăва Михаил Терехов тăсрĕ. – Ун чухне эпĕ Чăваш Республики çинчен илтмен те. Эпĕ, хĕрлĕ галстуклă пионер, киле савăнса чупрăм. Аттепе анне мана «Мальчик из Шоршел» кĕнеке парнелерĕç. Ăна тăрăшсах вуласа тухрăм. Кайран ун çинчен маннă. Çитĕнсен манăн, балет артисчĕн, ĕç вырăнне суйламалла пулчĕ: Пушкăрт е Чăваш Республики. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне суйларăм. Алена пурăнакан общежитире пулма тÿр килчĕ… Мăшăра тĕл пулнăранпа 35 çул иртрĕ. Ашшĕ-амăшĕпе паллашма Шуршăла килсен Алена: «Ку çуртра Андриян Николаев пурăннă», – терĕ. «Вăл космонавт мар-и? Ача чух парашют ăсталанă Андриян-и?» – парнеленĕ кĕнекери сыпăксене пуçра çавăрттартăм. «Çапла», – çирĕплетрĕ Алена. Каярах ăнлантăм: атте-анне парни манăн пурнăçри пулас çула уçнă. Шуршăла мана Андриян илсе килнĕн туятăп», – шăпи виççĕмĕш космонавт ялĕпе çыхăннине пысăка хурать арçын. Куç хывнă хĕре вĕçертмен Миша, общежитие çул такăрлатнă. Занятисене те пынă, савнă тусĕпе пĕрле постановкăсем хатĕрленĕ. Патшалăх экзаменĕнче кашнин ташă кăтартмалла, анчах Аленăсен ушкăнĕнче пĕр каччă çеç, ыттисем – хĕрсем. Мишăна вĕсем унталла-кунталла турткаланă кăна. Пултаруллă каччă 18 хĕрпе «экзамен ташши» ташланă. Аленăпа «За околицей» сюжетлă композици кăтартнă. «Пире ташă пĕрлештерчĕ», – терĕ Елена Анатольевна. Экзамен тытсан тепĕр кунах çамрăксем çемье çавăрнă. Иккĕмĕш кунне мăшăрĕ Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăнă. Çав вăхăтра дипломлă специалист тăван культура вучахне çĕнĕ варкăш илсе килнĕ. Балетмейстер ял ачисене, аслисене хăйĕн ăсталăхне туллин панă, ташă искусствине юратма вĕрентнĕ. <...>

Надежда КОЛЕСНИКОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.