Комментари хушас

23 Çу, 2023

Чăвашпотребсоюз "Хыпар" хаçата чысланă

Чăвашпотребсоюз массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе Комсомольски райповĕн предприятисем тăрăх пресс-тур йĕркелерĕ. Вĕсем суту-илÿ çурчĕсен, çăкăр завочĕн, хатĕрлев пункчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Пресс-тур хыççăн райпо офисĕнче семинар-канашлу иртрĕ.

Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов палăртнă тăрăх, иртнĕ çул суту-илÿ тата общество апатланăвĕн çаврăнăшĕ 8720 млн тенкĕпе танлашнă. Медицина, ветеринари аптекисем те ăнăçлă ĕçленĕ. Пĕлтĕр çăкăр тата çăкăр-булка изделийĕсене 7 пин тонна ытла хатĕрлесе кăларнă. Çулсерен çĕнĕ продукци кĕртеççĕ. Хушма хуçалăхсенчен аш-какай, сĕт, пахча çимĕç йышăнаççĕ. Вĕсене кайăк-кĕшĕкпе, комбикормпа тивĕçтереççĕ, саккаспа тавар илсе килсе параççĕ. Автолавккасем аякри пĕчĕк ялсене те çитеççĕ. Райпосем пурнăçран юлмаççĕ, ĕçе çĕнĕлле йеркелеççĕ, сентресене таварпа пуянлатаççĕ. Конкуренци çивĕчленнине пăхмасăр Чăвашпотребсоюз предприятийĕсем рынокра тарăн тымар янă. 130 çул вăл халăх ырлăхĕшĕн тăрăшать.

Чăвашпотребсоюз юбилей умĕн массăллă информаци хатĕрĕсен хушшинче конкурс йĕркеленĕ. "Хыпар" издательство çурчĕ конкурсра 1-мĕш вырăн йышăнма тивĕçнĕ. Ăна Диплом парса чысларĕç. Çавăн пекех кооператорсен ĕç-хĕлне çутатса тăракансене те наградăсемпе хавхалантарчĕç.

www.hypar.ru