Комментари хушас

23 Çу, 2023

Хыпар 55 (28083) № 23.05.2023

Раççейри чи пысăк издательствăсен кĕнекисем Чăваш Енре пичетленеççĕ

Çул хыççăн çул иртет, çапах пичет продукцийĕ пĕлтерĕшне çухатмасть. «Чăваш Ен» издательствăпа полиграфи комплексĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 55 çул çитрĕ. Иртнĕ ĕмĕрте уçăлнăскер çак вăхăт талккăшĕнче темĕнле улшăнăва та тÿссе ирттернĕ, йывăрлăхсене те парăнтарнă. Паянхи кун унăн ячĕ-сумĕ пысăк. «Чăваш Ен» ИПК пулăшăвĕпе ытти регионсем те усă кураççĕ. Эппин, ку предприяти кирлине пĕлтерет.

Иртнинчен — хальхи таран

Юбилей çулталăкĕ çитни Пичет çурчĕн иккĕмĕш хутне пырса кĕрсенех сисĕнет. Коридор тăршшĕпе стенана ĕлĕкхи сăн ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Унта издательствăпа полиграфи комплексĕн кун-çулĕ малтанхи утăмсенчен пуçласа паянхи кунчченех курăнать. Çак курав — юбилее халалланă мероприятисен программин пуçламăшĕ çеç. Тĕп уяв утă уйăхĕнче иртĕ.

«Чăваш Ен» издательствăпа полиграфи комплексĕн историйĕ 1941 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче çырăнма пуçланă. Çав кун полиграфи издательствисен управленине туса хунă. Унăн тытăмне республикăри полиграфи промышленноçĕн мĕн пур предприятине тата типографийĕсене кĕртнĕ. 1942 çулта управлени йышĕнче полиграфи предприятийĕсене кăна хăварнă. Чăваш патшалăх издательстви тата Хаçат-журнал издательстви уйрăм организацисем пулса тăнă. Пилĕк çултан учреждение каллех çĕнетнĕ. Ку хутĕнче вăл полиграфи промышленноçĕн ĕçĕн, издательствăсен тата кĕнеке суту-илĕвĕн управленийĕ пулса тăнă, 31 типографи, Чăваш патшалăх издательствин, Хаçатжурнал издательствин, «Чăваш кĕнеке суту-илĕвĕ» кантурăн ĕç-хĕлне йĕркелесе пынă.

КПСС Чăваш обкомĕн бюровĕн 1968 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнчи ларăвĕнче ЧАССР Хаçат-журнал издательствинчен КПСС обкомĕн издательстви туса хума йышăннă. Çак кун «Чăваш Ен» ИПК çуралнă кунĕ пулса тăнă. Ун чухне предприятин хăйĕн полиграфи никĕсĕ те пулман. 1974 çулта республика типографине реорганизациленĕ хыççăн пичет машинисемпе тивĕçтернĕ. Ун чухне 155 специалист ĕçленĕ, халĕ вара — 170-е яхăн. Малтанах издательство Володарский урамĕнчи 5-мĕш çуртра вырнаçнă. 1928 çулта хальхи вырăна — И.Яковлев проспектĕнчи 13-мĕш çурта — куçнă. Полиграфи комплексĕн вăйлă аталанăвĕ çакăнтан пуçланнă та: производствăпа редакци-издательство корпусĕсем уçăлнă, çĕнĕ техника вырнаçтарнă. 1980 çулта пичетĕн офсет меслечĕ çине куçнă. Ку вара производствăна тата çĕклеме май панă.

Çулсем иртнĕ май çĕршыври лару-тăру улшăнса пынă, полиграфи комплексĕ те мĕн пуррипе чарăнса тăман — çĕнĕлĕхсем кĕртсех тăнă. Кĕçех тулли тĕслĕ продукци кăларасси вăй илме тытăннă. 2010 çул хыççăн комплекс хытă тата çемçе хуплашкаллă кĕнекесем пичетлес енĕпе ытларах ĕçлеме пуçланă. <...>

Лариса ПЕТРОВА

♦   ♦   


Николай ЭРИВАНОВ: Композитор кашни кун кĕвĕ çыртăр

«Карăнать, анаслать сар хĕвел, пайăрки тĕр тĕрлет мĕнешкел. Сас тăвать урхамахăн утти шаккăлтти. Шаккăлтти, шакăлтти, сас тăвать урхамахăн утти». «Улăхри ир» — унăн чи паллă юррисенчен пĕри. Чăваш музыка инструменчĕсене ăсталакан композитор, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Эриванов «Сăрнай» халăх фольклор ансамбльне 53 çул ертсе пырать. Николай Лазаревич «Хыпар» вулаканĕсене хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе пурнăçĕ çинчен каласа кăтартма килĕшрĕ.

Купăс туянма укçа кирлĕ

— Николай Лазаревич, сирĕн хушамат питĕ хăйне евĕр, сайра тĕл пулакан йышши.

— Асатте Захар Митрофанович 1944 çулта кинĕсене /манăн инкесене ĕнтĕ/ пĕчĕк ĕçке пухрĕ. Инкесен упăшкисем вăрçăраччĕ. Эпĕ пилĕк çултанах купăс калаттăм. «Пăятам, Микуле чĕн-ха, купăс калатăр», — сĕннĕччĕ хайхисем. Асатте мана купăс памастчĕ. Эпĕ ăна вăрттăн илсе калама хăнăхнăччĕ. Фронта кайнă Йăкăнат тетепе Энтруш тете валли илнĕ вăл ăна. Лешсем купăсне килте хăварнă. Апла пулин те асатте мана купăс тыттармастчĕ. «Калама пĕлет-и вăл?» — пат! татса хунăччĕ вăл ун чухне. Питĕ çирĕп ыйтакан çынччĕ. Купăса илсе тухса пачĕ те инкесене юрлаттартăм, ташлаттартăм. Ун чухне эпĕ улттăраччĕ. «Пăятам, Эривановсем ăçтан пулса кайни çинчен каласа пар-ха» – чĕвĕлтететчĕç инкесем. «Манăн асатте Петр Ишлĕрен куçса килнĕ», — тенине астуса юлнăччĕ. Каярахпа, Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлеме тытăнсан, пĕр хĕрарăм шăнкăравланăччĕ. Вĕсем те Эривановсем пулни çинчен каланăччĕ. «Пирĕн йăхсем пĕр кăкранах тухман-ши?» — интересленнĕччĕ вăл. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче çав хĕрарăмпа тĕл пулса калаçрăм. Пирĕн йăхташсем Кипеккассинчен тухнине ăнланса илтĕм. Пурăна киле çав яла çитсе килтĕм, анчах хушамачĕ ăçтан тухнине пĕлеймерĕм. Вăл чăнах та сайра тĕл пулать. Тунмастăп, хама килĕшет.

— Йăхра купăс калакансем пулнă-и?

— Анне Наталья Павловна купăс калакалатчĕ. Манăн та пĕчĕк чухнех купăс калас килетчĕ. 1954 çулта, 16-ра чухне, Киров хулинчи вăрман хуçалăхне ĕçлеме тухса кайрăм. Манăн ĕмĕт — купăс туянма укçа ĕçлесе илессиччĕ. Нимĕн те илеймерĕм, аран-аран тухса килтĕмĕр. Кÿршĕре Михаля пурччĕ. Вăл Мускавра ĕçлетчĕ. «Атя Мускава, эсĕ унта ĕçлесе икĕ уйăхранах купăс туянăн», — сĕннĕччĕ вăл. Кировран тарса килсен ман пата штраф тÿлемелли çинчен пĕлтерекен хутсем килчĕç. Фуфайка, ытти çи-пуç панăччĕ. Çавсемшĕн укçа шыраса илесшĕн-мĕн. Аннепе атте тÿлерĕç вара. Çавăнпа атте мана Мускава ярасшăн марччĕ. «Мĕн тума каятăн? Каллех тарса килсе пире çурта суттарасшăн-им?» — терĕ. Атте мана çав таранччен çапманччĕ. «Каймастăн ниçта та», — тесе мана çавăн чухне тапрĕ. Вăрçăран таврăннă Ванькка тете Турханти лесничествăра тĕп бухгалтерта ĕçлетчĕ. Атте тетепе пĕрле мотоциклпа ларса кайрĕ. Хайхискерсем ана çине кĕнĕ те çаврăнса ÿкнĕ. Атте урине амантнă. Каçхине киле таврăнсан «хăватлине» сыпкаласа сĕтел хушшинче калаçкаласа ларчĕç. «Натюк, чĕнсе кил-ха Микуле, мана Турă айăпларĕ пуль. Ывăла мĕншĕн тапрăм-ши?» — терĕ çывăх çыннăм. Унччен те пулмарĕ — вăл ман пата пычĕ, ыталаса йĕчĕ. Вара Мускава кайма текехрен чармарĕç. Икĕ уйăхранах купăс туянтăм. Çамрăксен хушшинче купăс каласа, мухтанса çÿреттĕм. Общежитире пурăнаттăм. Пĕррехинче туссем Мускавра чăваш хорне йĕркелени çинчен пĕлтерчĕç. Мана та унта илсе кайрĕç. Çавăнта баян калама вĕрентĕм. Кĕçех Пĕтĕм тĕнчери студентсемпе çамрăксен 6-мĕш фестивалĕ иртрĕ. Унта та хутшăнтăмăр. Тĕлĕнмелле вăйлă пулчĕ вăл. Мускаври «Лужники» стадиона, Останкино башнине тунă çĕрте ĕçлерĕм. Çĕр чаврăм. Укçа ĕçлесе илес тенĕ ĕнтĕ. Пĕррехинче хамăр ял ачисем Вăрманхĕрри Шăхальне килессине пĕлтерчĕç. Мана та чĕнчĕç. Мишăпа тата Михаляпа яла купăс каласа пырса кĕтĕмĕр. Хамăр пата çитичченех янăраттартăмăр. «Мĕн, ята ярса çÿретĕр?» — вăрçнăччĕ ун чухне анне. Пурăнсан-пурăнсан укçа пĕтрĕ. Çул укçи паракан пулмарĕ, Мускава каяймарăм. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Чăваш ялĕн пурнăçĕпе паллаштарать

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Николай Евдокимовăн «Çулсем-йĕрсем» романĕ кун çути курчĕ. Кăларăм редакторĕ – Владимир Степанов, ÿнерçи – Татьяна Бурдина.

Хайлав Хĕрлĕшур ялĕнче пурăнакан Лерисен çемйине, пултаруллă та мал курăмлă, вăрçă вутĕнче тата тăшман тыткăнĕнче туптаннă Александр Лери хирург ĕç-хĕлне сăнлать. Автор вăрçă умĕнхи тата вăрçă вăхăтĕнчи чăваш ялĕн пурнăçĕпе тĕплĕн паллаштарать, çынсен характерĕсене çутатать. Халăх йăли-йĕркин енĕсене, кил-çурт, хуçалăх, ĕç хатĕрĕсен уйрăмлăхĕсене тĕрĕс кăтартса пани Николай Евдокимовăн романне кăсăклă, вĕрентÿллĕ, кăштах тунсăхлă тăвать.

Автор ял пурнăçне пĕлни, çут çанталăка юратни произведени пуçламăшĕнче уйрăмах сисĕнет. Сантăрăн ашшĕ Лери Иванĕ колхоз председательне ларсан хуçалăха аталантарассишĕн ырми-канми вăй хурать, çĕрпе тухăçлă усă курасшăн, çукран пур тăвасшăн. Çав хушăрах уншăн ăссăрлăх ют. Тăван тавралăх çитменлĕхĕсемпе ырă енĕсене аван пĕлет вăл.

Çыравçă сăнарсен ĕç-хĕлне çутатса панипе кăна çырлахмасть – çут çанталăка, ÿнерçĕ пек, илемлĕ сăнлать: «Çăвăн хитре кунĕсем иртсе кайрĕç, ырă та тутă кĕркунне çитрĕ. Аслă тĕнчен сăн-сăпачĕ тĕксĕмленчĕ. Тÿпере вĕçĕмрен тачка пĕлĕтсем юхаççĕ, тарăн варсем тăрăх, уй-хир урлă сулхăн çил васкаса чупать. Çăра пĕлĕтсен хушшинчен кĕр хĕвелĕ пăхса илет те ÿркенсе каяллах пытанать. Ăмăр тÿпере кăнтăралла кайăк-хур картисем иртеççĕ. Йывăçсем çинчен саралнă çулçăсем çаврăнса ÿкеççĕ. Хыçри садра сар кайăк сасси илтĕнмест. Çаралса юлнă хирте уçăм пуссисем кăна симĕссĕн-кăваккăн курăнса выртаççĕ. Ларан курăк кĕрхи сулхăнпа шанса йăванать. Хăмăр пĕлĕт çăралсан вĕтĕ çумăр пĕрĕхме тытăнать. Тĕнчене кĕр сулхăнĕ çапрĕ». <...>

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

♦    ♦   


Поэтпа композитор туслашсан...

Шупашкар округĕнчи Шупашкаркасси клубĕнче Раççей Писательсен союзĕн членĕпе Владимир Мишшан [Васильев] поэтпа, куçаруçăпа Чăваш композиторĕсен пĕрлĕхĕн членĕн Николай Андреев композиторăн пултарулăх каçĕ иртрĕ.

Чи малтанах хăнасем Шупашкаркасси клубĕн библиотекипе паллашрĕç. Унăн ертÿçи Ирина Ерманова кунта 15 çул тăрăшать. Библиотекăра — 7 пин кĕнеке. Вĕсен шутĕнче Владимир Мишшанăн «Аякри çăлтăр çути» сăвăсен пуххи те пур. Ачасем хăнасемпе паллашмашкăн малти рете вырнаçрĕç. Малтанах Николай Андреев композитор хăйĕнпе паллаштарчĕ. Вăл Вăрнар районĕнчи Кивĕял Хапăсра çичĕ ачаллă çемьере 1940 çулта çуралнă. Вăрнарти вăтам шкула пилĕк çухрăм çуран утнă. Вăрçă ачин пурнăçĕ йывăр пулнă. Пĕрех пуç усман вăл. Пĕчĕкренех юрлама юратнă. 1959-1962 çулсенче Венгрири Секешфехервар хулинчи Совет çарĕсен ушкăнĕнче çар тивĕçне пурнăçланă.

«Пĕррехинче старшина столовăйра çĕр улми тасатма хушрĕ. Ăна шуратнă чухне украин халăхĕсен «Дивлюсь я на небо, да думку гадаю…» юррине юрласа ятăм. Старшина итлесе тăнă, хăй патне чĕнсе илчĕ. Çавăн хыççăн эпĕ виçĕ çул пĕтĕм рота умĕнче юрă пуçлакан пултăм. Пĕтĕм рота юрлать, эпĕ — малта», — аса илчĕ ветеран.

Çартан таврăнсан вăл Орлов-Шуçăм конкурсĕ витĕр тухса 1962-1965 çулсенче Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн солисчĕ пулнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1969-1978 çулсенче Чăваш патшалăх радио хорĕн артисчĕ пулнă. 1970 çулсенче юрăсем çырма пуçланă. Унтан 20 çул Шупашкарти А.Николаев космонавт ячĕллĕ ача-пăча паркĕн ертÿçинче ĕçленĕ. Юхма Мишшин, Геннадий Ирхин, Юрий Сементерĕн сăввисемпе 60 ытла юрă çырнă. Владимир Мишшанпа пĕрле ĕçлесе 150 юрă кĕвĕленĕ, вĕсенчен 60 юрри патриотизмпа çыхăннă: «Савнă ялăм», «Сан çуралнă кун паян», «Лантăш», «Кăн-кăвак чечек», «Ай, выляр-и, выляр-и», «Ан йĕр, савни», «Кĕмĕл кĕвĕ», «Савни», «Салтак çырăвĕ» тата ытти те. Унăн нумай юрри Чăваш патшалăх радио фондĕнче упранать. Николай Андреев Филипп Лукин, Герман Лебедев, Григорий Хирпÿ, Тимофей Фандеев юррисене шăрантарнă. Вăл — «Ăш сăмахăм юррăмра» тата «Юррăмпа çуралтăм çĕнĕрен» юрăсен пуххисен авторĕ. 53 юрă кĕнĕ кĕнекене автор Шупашкаркасси ял клубĕн ертÿçине Любовь Ивановăна парнелерĕ. «Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлетпĕр, музыкăна ăнланакан поэт. Сăвă библиотекăра выртать, юрă ăна çунат хушать», — терĕ Николай Андреев. <...>

Николай СМИРНОВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.