Комментари хушас

30 Авăн, 2014

Классикăна "çăлтăрсем" вулаççĕ

В.Маяковский ячĕллĕ хула библиотекинче "Классикăна вулатпăр" акци старт илнĕ. Çавна май вулав çуртне республикăри паллă çыравçăсемпе артистсене йыхравлаççĕ.

Çак кунсенче Шупашкарти 39-мĕш шкулта 5-мĕш класра вĕренекен ачасем Светлана Асамат сăвăç-юрăçпа тĕл пулнă. 14 кенеке авторĕ çамрăк вулавçăсене хăйĕн сăввисемпе паллаштарнă, халăх юррисене шăрантарнă. Ачаран кĕнеке вуласа ÿсни пултарулăх çулĕ çине тăма пулăшнине палăртнă Светлана Васильевна хăйĕн кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартнă май. Хăна Антон Чеховăн "Лаша хушамачĕ" калавне вуласа панă, вĕренекенсем ăна тимлĕн итленĕ. Çыравçă "Чăваш халăх юмахĕсемпе халапĕсем" кĕнекери хайлавсемпе те паллаштарнă.

О.МАСЛОВ.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.