Комментари хушас

17 Çу, 2023

Трак енри ялсенче информаци ушкăнĕсем ĕçлерĕç

Чăваш Республикин вĕренÿ министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Алексей Лукшин тата Красноармейски округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Долгов ертсе пынă ушкăн Яманак ялĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕ.

Владимир Долгов пĕлтернĕ тăрăх, Яманак тăрăхĕнче пурăнакансем валли Пшонкă ялĕн плотининче шыва кĕме ятарлă вырăн йĕркеленĕ.

Яманаксене пăшăрхантаракан тепĕр ыйту — яла общество транспорчĕ çÿременни. Владимир Долгов пĕлтернĕ тăрăх, çитес вăхăтра ыйту татăлĕ. «Красноармейски — Анаткас» маршрутпа çÿрекен автобус утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Яманака тата Шупуçа кĕрсе тухĕ.

Ял çыннисем Яманакран Ешкилте каякан çул пирки те сăмах хускатрĕç. «Объект проектне хатĕрлемелле те ĕçе пуçăнмалла, — терĕ Владимир Долгов. — Халĕ ЧР Ял хуçалăх е Транспорт министерстви урлă программăна кĕрессине татса парас тĕлĕшпе ĕçлетпĕр».

Яманакри Улăх урамĕнче пурăнакансем урамра çул сартарасшăн. Владимир Долгов палăртнă тăрăх, объекта пуçаруллă бюджет программипе хута яма пулать.