Комментари хушас

17 Çу, 2023

Хресчен сасси 19 (2958) № 17.05.2023

Мамонт шăлне курма килеççĕ

Тăвай округĕнчи историпе тавра пĕлÿ халăх музейĕнче «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Укçа федераци тата регион бюджечĕсенчен куçать. Финанс пулăшăвĕ 15 миллион ытла тенкĕпе танлашать.

План тăрăх çуртăн шалти пайне тĕпрен çĕнетмелле, çав хушăрах электричество сетьне, ăшă тата шыв тытăмĕсене йăлтах улăштармалла. Халĕ рабочисем урай сарассипе тимлеççĕ. Обћект хатĕрлĕхĕ 15% танлашать. Сăмах май, çурт умне пĕлтĕр çĕнетнĕ. Тăвайсем мĕн пур ĕçе кĕркунне вĕçлеме палăртаççĕ.

Музей ертÿçи Владимир Федоров юсав вăхăтĕнче çуртри пурлăха вăхăтлăха Тăвайри ачасемпе çамрăксен центрне куçарнине пĕлтерчĕ. Музей 232 тăваткал метр йышăнать, ăна 36 çул каяллах хута янă. Пуçласа çак учреждение Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă педагогика ĕçĕн ветеранĕ Александр Семенов ертсе пынă. 1990 çулта аваллăх управçи «Халăх музейĕ» ята тивĕçнĕ. Паянхи кунччен музейра 6 зал ĕçленĕ пулсан çитес вăхăтра çĕнĕ пÿлĕмсем уçăлмалла. Вĕсен йышĕнче: картина галерейи, курав тата ăсталăх класĕсем йĕркелемелли конференци залĕсем. Владимир Федоров палăртнă тăрăх, музей тĕрлĕ мероприяти ирттерессипе тухăçлă ĕçлесе пырать. Акă, сăмахран, çурта юсава хупиччен унта вырăнти ÿнерçĕн Виктор Альфонсăн юбилей куравĕ ĕçленĕ. Куракансем сăрă ăстин 30 ытла ĕçĕпе киленнĕ. Вĕсен йышĕнче пейзаж, портрет тата ытти техникăпа ÿкернĕ картинăсем пулнă. Тăвай салинче пурăнакан ал ăсти Алена Степанова çăм арлама вĕрентнĕ. Çăм арласси пĕчĕккĕн манăçа тухса пырать пулин те ачасемшĕн кун йышши тĕлпулусем уйрăмах интереслĕ. Аслисен опычĕпе паллашни, хăйсем тĕллĕн çип арлама вĕренни тем пек паха вĕсемшĕн. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Тар тăкмасăр тупăш илеймĕн

«Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн нумай шухăшласа лармарăмăр: 22 гектар çĕр илтĕмĕр, ĕне усрама пуçларăмăр», — каласа параççĕ Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Шулю ялĕнче пурăнакан Анатолий Ивановичпа Галина Александровна Емельяновсем.

Паян хушма хуçалăхра 14 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Вĕсенчен сумалли ĕнесем — 9. Емельяновсем кунсерен 130 литр сĕт суса илеççĕ. Аппаратпа усă курни ĕçе самай çăмăллатать. Сĕт пуçтаракансене чĕр тавара 14 тенкĕпе парса яраççĕ. Çитменнине кашни юнкунпа шăматкун Çĕмĕрлене юр-вар сутма çÿреççĕ. Хушма хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх тытакансене сĕт хакĕ йÿнĕ пулни самай кулянтарать. Мĕн пытармалли, хăшĕ-пĕриншĕн вăл çемьери тĕп тупăш пулса тăрать-çке. «Ĕне шутне чакарас, сутса ярас шухăшсем пуçра пĕрре мар явăннă. Текех çамрăк мар ĕнтĕ, çулĕсем пур. Мăшăрпа иксĕмĕр 7 теçетке çула çывхарса пыратпăр», — хăйĕн ыратăвĕпе пайланчĕ кил хуçи. «Выльăх-чĕрлĕхе питĕ юрататăп, ĕнесене пĕчĕк пăруранах пăхма пуçлатăп, кашниех маншăн ача евĕр çывăх та хаклă», — хушса хучĕ мăшăрĕ Галина выльăх сутасси пирки сăмах тапратсан.

Çу кунĕсенче килти выльăх хăй тĕллĕнех улăх-çаранта апатланать. Вĕсене электрокĕтÿç «сыхлать». Ирхи сăвăм хыççăнах ĕнесем кил картинчен тухса каяççĕ те каç кÿлĕм çеç таврăнаççĕ. Выльăх апатне хатĕрлес ĕç те çемье яваплăхĕнче. Емельяновсен ку енĕпе такама йăлăнас нуша çук-ха. Пур ял хуçалăх техники те ал айĕнче: икĕ трактор, косилка, пресс, машина пур. Çулсерен выльăха хĕл каçарма самай апат хатĕрлеме тивет. Çитменнине туянни те пулкалать. Ĕç кунĕ ирхи 4 сехетрен пуçласа каçхине 9 сехетре тин вĕçленет. Çĕр ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Ку ĕçре ватă ашшĕпе амăшне ывăлĕсем пулăшаççĕ. Емельяновсен вĕсем виççĕн. Асли Сергей — Хĕрлĕ Чутайра, вăтамми Евгений Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ, кĕçĕнни Александр Мускав облаçĕнче тĕпленнĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Ял хуçалăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнă

Çак кунсенче Канаш округĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче пурăнакан АПК ветеранĕ Геннадий Белов 90 çул тултарнине паллă тунă. Ăна çавра кун ячĕпе муниципалитет администрацийĕн представителĕсем те саламланă.

Сумлă хăнасен йышĕнче Канаш округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов, ветерансен канашĕн округри уйрăмĕн председателĕ Виталий Петров, АПК ветеранĕсен округри уйрăмĕн председателĕ Валерий Долгов пулнă. Вĕсем Геннадий Степановича Хисеп хучĕпе тата парнепе чысланă.

АПК ветеранĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ Геннадий Белов 20 çул Шаккăл территори уйрăмĕн ветерансен канашне ертсе пынă. Ăна ветерансен юхăмне хастар хутшăннăшăн тата юбилей ячĕпе Пĕтĕм Раççейри вăрçă тата тыл ветеранĕсен общество организацийĕн, Хĕç-пăшаллă вăйсен тата право сыхлавĕн органĕсен Хисеп паллипе чысланă.

Ветеран çĕршыва тата округа аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнă. Шаккăлти вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн вăл Канашри 22-мĕш училищĕре, кайран Вăрнарти совхоз-техникумра ăс пухнă. Алла диплом илсен салтак атти тăхăннă. Хĕсметрен таврăнсан ял хуçалăх отраслĕнче ĕçлеме пуçланă. Малтанах вăл «Хĕрлĕ путиловец» колхозра вăй хунă. <...>

Вера ШУМИЛОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.