Комментари хушас

16 Çу, 2023

Хыпар 52 (28080) № 16.05.2023

Ял хуçалăхĕнче ветеринар та – малти ретре

Вăрнар округĕнчи ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсене выльăхран паха продукци туса илме чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станци пысăк пулăшу парать. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен учреждени ертÿçи Владимир Матвеев каласа кăтартрĕ.

Уя кăлариччен ĕçе вĕçлеççĕ

— Коллективăн 2023 çулхи тăватă уйăхри ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштараймăр-ши?

— Мĕн пур йышши хуçалăхсенче ĕне выльăх — 17286 (сăвакан ĕне — 7599), çав шутра ял хуçалăх организацийĕсенче — 8673 (çулталăк каяллахинчен 100,9%), хресчен-фермер хуçалăхĕсенче — 963 (124,7%), кил хуçалăхĕсенче 7650 пуç усраççĕ. Ял хуçалăх организацийĕсемпе ХФХсем иртнĕ çулсенче кĕтĕве çуллен пысăклатрĕç, малашне те хушасса шанатпăр, вĕсене ĕçре пулăшса пыратпăр, сутма сертификат паратпăр. Сысна ял хуçалăх организацийĕсемпе ХФХсенче — 16997, кил хуçалăхĕсенче 71 пуç усраççĕ.

— РФ Ял хуçалăх министерстви Африка мурĕнчен сыхланас тĕллевпе сысна комплексĕнчен 20 çухрăмри таврашра тивĕçлĕ компартмента тивĕçтерменрен чылай организацире, фермер тата кил хуçалăхĕсенче ăна усрамашкăн чарăнма сĕннине ял çыннисем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Чиртен сыхланма пурин те вĕренмелле.

— Тĕрĕсех. Халĕ фермерсем те, кил хуçалăхĕсем те ытти выльăхпа кайăк-кĕшĕкрен продукци туса илеççĕ. Вăрнарта кашни килограмм сысна ашне темиçе çул ĕнтĕ 170 тенкĕлле çеç сутаççĕ. Учреждени çуллен ĕне выльăхран икĕ хут юн илсе тĕрĕслеттерет. Çак ĕçе кăçал та туллин пурнăçлăпăр. Çу уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне ĕне выльăхăн бруцеллез чирне тупса палăртассишĕн — 9822, лейкозран 9817 тĕслĕх юн илтĕмĕр. Ветеринарин вăтăр пĕр специалисчĕ сивве пăхмасăр ку ĕçе пĕрремĕш кварталтах турĕ. Лейкозпа чирлекен выльăха иртнĕ пилĕк çулта пĕр хуçалăхра та тупса палăртман. Округа вăл та, бруцеллез та ерсе килме, кĕтĕве уя кăларсан пĕр выльăхран тепĕрне куçма пултарать. Унăн вирусĕ курăк çинче — 100, шывра 114 талăк таран упранаять. Çапла майпа хуçалăхсен умне хăрушлăх тухса тăрать. Амак çулне пÿлессишĕн юна тĕрĕслес ĕçе кĕтĕве уя кăларичченех вĕçлетпĕр. Тĕрлĕ категори, çав шутра ХФХсем, округа турттарса килнĕ выльăх сывлăхне тĕрĕслесе карантинран кăларатпăр тата виçĕ уйăхри пăрусене Çĕпĕр шыççипе уртаракан чир ересрен вакцинацилетпĕр. Тăватă уйăхра Çĕпĕр шыççинчен 4825 сурăха та прививка турăмăр.

— Уртаракан чир этеме килти чĕр чунран, выльăхран ерме пултарать. Ăна сарăлма парас мар тесе мĕнле ĕç туса ирттеретĕр?

— 2470 сурăха прививка турăмăр, ĕç малалла пырать. Çулталăк вĕçлениччен тата 1030 пуçа иммунизацилĕпĕр. Ешĕл курăк çитерме пуçличчен 6684 (72%) ĕнене те вакцинацилерĕмĕр. Çавăн пекех 3046 (91%) йытăпа 3314 (97%) кушака прививка турăмăр. Ку ĕçе плана тултариччен тăсăпăр. Тилĕ — уртаракан чире саракан тĕп чĕр чун. Прививка тунă тапхăрта хăш-пĕр кил е ХФХ хуçи ялта пулманран е иммунизацилемелли вăхăт çитменрен выльăх вакцинациленмесĕр юлать. Вĕсем патне каярахпа таврăнатпăр. Кашни выльăхпа кил чĕр чунне çулталăкра пĕр хутран кая мар прививка тăватпăр. Çакна уйрăммăн палăртатăп: фермерсемпе кил хуçисене пухса е вĕсен патĕнче пулнă чухне çак ыйтусемпе калаçатпăр, чир-чĕртен сыхланма вĕрентетпĕр.

Грипп тупса палăртман

— Уртаракан чир выльăха ернĕ тĕслĕхе юлашки хут хăçан шута илнĕ?

— Иртнĕ виçĕ çулта регистрацилемен. Маларах йытă тытса вĕлернĕ пăсара организмĕнче ЧР Ветлабораторийĕ унăн вирусне тупса палăртнăччĕ. Инфекци ялпоселока, фермăсене çитичченех, выльăха е йытă-кушака куçичченех çулне пÿлетпĕр. Кăçал ЧР Чĕр чун тĕнчине хÿтĕлекен дирекцийĕн инспекторĕ Петр Казаков тата пирĕн специалистсем тилĕ организмне вирусран иммунизацилес тĕллевпе йăвисем патне 900 вакцина хума палăртнă. Ку ĕçе Çĕрпел сунар хуçалăхĕн охотовечĕ Виталий Ларионов та хутшăнĕ. Вăл тилĕ йышне нормативпа килĕштерме кашни çулах пулăшать.

— Владимир Николаевич, выльăхпа кайăккĕшĕкрен юн иккĕмĕш хут хăçан илме пуçлатăр?

— Çурла уйăхĕнче. Ăна тĕрĕслеттерме те ветлабораторие леçетпĕр, чир-чĕр тупсан выльăхпа кайăк-кĕшĕке сиплеме е амак шала кайнăран шутран кăларма сĕнетпĕр. Кун пирки кашни категорипе вĕрентÿ ирттеретпĕр. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Килти ĕçсене çур сехетрех туса пĕтерме пултараççĕ

«Эпĕ урăх вырăнта ĕçлеме пĕлеес те çук», — тет Красноармейски округĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕн директорĕ Альбина Соловьева. Педагогика ĕçне чунтан парăннă çын вăл. Альбина Геннадьевнăпа вĕрентекенĕн çул-йĕрĕ, паянхи пĕлтерĕшĕ пирки калаçрăмăр.

Ача чухне шкулла вылянă

— Альбина Геннадьевна, сирĕн çемьере учительсем пулнă-и?

— Пирĕн çемье пысăк пулнă. Атте Геннадий Филиппович ĕмĕр тăршшĕпех штукатурта ĕçленĕ. Çамрăкрах чухне ял канашĕн председателĕнче тăрăшнă. Анне Нина Кирилловна колхозра тĕрлĕ вырăнта вăй хунă. Фермăра та пилĕк авма тивнĕ. Çемьере эпир саккăрăн ÿснĕ. Эпĕ — иккĕмĕшĕ. 3 ывăлпа 5 хĕр пулнă. Пĕри 2014 çулта чире пула çĕре кĕчĕ. Çиччĕн пурăнатпăр. Пире Трак шкулĕнче кĕçĕн классенче Нина Степанова вĕрентрĕ. Вăл мана яланах хăйĕнпе пĕрле тетрадьсем тĕрĕслеме хăваратчĕ. 4-мĕш класра учитель ĕçĕ килĕшме пуçларĕ. Ачасемпе пуçтарăнса пĕрмай шкулла выляттăмăр. Пирĕн пÿрт пĕчĕкчĕ. Фуфайка сарса кравать айĕнче те çывăраттăмăр. Кăмака çинче те вырăн тупаттăмăр. Апла пулин те интереслĕ пурăннă. Маларах, тĕрĕссипе, журналист пулас шухăш та пурччĕ. Сăвă çыраттăм. Вĕсем «Ял пурнăçĕ» хаçатра пичетленетчĕç. Çавăнпа ЧПУн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Каярахпа журналист пулас ĕмĕт çухалчĕ, учитель пулас тени çĕнтерчĕ.\ Шкулта ăс пухнă чухне нимĕç чĕлхине те юрататтăм. Ют чĕлхене Галина Егорова вĕрентетчĕ. Нимĕç чĕлхине тарăнрах пĕлес килнипех 3-мĕш курс хыççăн куçăн мар мелпе вĕренме Чулхулари Н.А.Добролюбов ячĕллĕ пединститутăн ют чĕлхесен факультетне куçрăм. Нимĕç чĕлхи вĕрентекенĕн дипломне илтĕм. 1974 çулта Енĕшкасси шкулĕнче ĕçлеме пуçларăм. Нимĕç тата чăваш чĕлхисем вĕрентеттĕм. Физкультура ертсе пыма та шаннăччĕ. Мĕншĕн тесен йĕлтĕрпе чупма юрататтăм, разряд та пурччĕ. Анне вилчĕ те 1977 çулта Янкасри 8 çул вĕренмелли шкула ĕçлеме куçрăм, мĕншĕн тесен йăмăксемпе шăллăмсене пăхмаллаччĕ. Унта та чăваш тата нимĕç чĕлхисемпе пĕлÿ патăм. Вожатăй ĕçне туса пытăм. Çав ĕçе питĕ килĕштереттĕм. Янкас шкулĕнче 26 çул вăй хутăм. 2003 çулта Вĕренÿпе производство комбиначĕн директорĕ Зоя Долгова завучра ĕçлеме чĕнчĕ. Унта та чăваш тата нимĕç чĕлхисенех вĕрентрĕм.

— Шăпа сире Кĕçĕн Шетмĕ шкулне епле илсе çитерчĕ?

— «Вĕренÿпе производство комбиначĕсене пĕтересси пирки сăмах тухрĕ», — асăрхаттарчĕ виçĕ çул иртсен Зоя Марковна. Роно пуçлăхĕ Николай Антонов хăй патне чĕнчĕ те: «Альбина Геннадьевна, эпир сире Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕн директорне ярасшăн», — терĕ. «Каймастăп, директор пулма килĕшместĕп. Эпĕ ку ĕçе пĕлместĕп», — хирĕçлерĕм эпĕ. «Пĕлетĕр, ан иккĕленĕр, завуч ĕçне лайăх туса пыратăр, сире ырлаççĕ», — çине тăчĕ Николай Иванович. Ÿкĕте кĕртес тесе пичче патне те шăнкăравланă вăл. Пичче Владимир ун чухне комбинат директорĕнче вăй хуратчĕ. Ронона каяссинчен пăрăнма тăрăшаттăм. «Зоя Марковна, документсене хăвăрах илсе кайăр-ха», — теттĕм. Пĕррехинче роно патĕнчен иртсе пынă чухне Николай Иванович хирĕç пулчĕ. «Эсир ăçталла?» — ыйтрĕ вăл. «Киле каясшăн», — терĕм эпĕ. «Тăхтăр-ха, эпир шăпах унталла çул тытатпăр. Сире лартса каятпăр, килĕр умĕнче антарса хăваратпăр», — сĕнчĕ роно пуçлăхĕ. Хистесе ыйтнăран лартăм. Машинăра ронора ĕçлекен Галина Алексеева та пурччĕ. Вĕсен шухăшĕ урăхла пулнă. Кил еннелле каймарĕç хайхисем, кĕпер еннелле вĕçтерчĕç. «Эпир сире Кĕçĕн Шетмĕ шкулне илсе кайса кăтартса килетпĕр. Кайран киле кĕртсе хăваратпăр», — ăнлантарчĕ Николай Иванович эпĕ хыпăнса ÿкнине кура. Эпир çитсен вĕрентекенсемпе пĕлÿ çуртĕнче ĕçлекенсене ларăва пуçтарчĕç. «Сирĕн патра Альбина Геннадьевна директорта ĕçлеме тытăнать», — терĕ Николай Иванович. «Эсир мана ун пек каламарăр вĕт», — тесе макăрма тытăнтăм. Çапла, мана ку шкула конвойпа тенĕ пекех илсе килчĕç. «Ан хăрăр, пулăшатпăр», — терĕç вĕрентекенсем. Ку 2006 çулхи раштав уйăхĕнче пулчĕ. Раштавăн 7-мĕшĕнче ĕçлеме пуçларăм. «Пĕр çул ĕçлетĕп те, урăх килĕшместĕп. Урăххине тупăр», — терĕм Николай Ивановича.

— Эсир ĕçлеме пуçланă чухне шкулта миçе ача вĕренетчĕ?

— Эпĕ килнĕ чухне 137 ача пулнă. Йыш çултан- çул сахалланса пычĕ. Директорта вун çиччĕмĕш çул ĕçлетĕп. Коллектив питĕ лайăх. Мана хавхалантарма, пулăшма тăрăшаççĕ. Ĕçе пикенсенех нумай çул ĕçлекен учительсене хам пата чĕнсе илсе ыйткаласа пĕлеттĕм. Ара, кашни шкулăн хăйне май йăла-йĕрке пур-çке. <...>

Роза ВЛАСОВА 

♦   ♦   


«Эпĕ упăшка каланине итлетĕп, вăл манăн сăмаха тăнлать»

Акă ăçта пытаннă телей вăрттăнлăхĕ

«Вăрăм çак çул çинче лайăххи те, усалли те сахал мар пулчĕ, çапах пурнăç сукмакĕпе ялан пĕр еннелле пăхса утнипе савăнма та, чăрмавсене сирме те вăй тупăнса тăчĕ», — теççĕ Вăрнар тăрăхĕнчи Кĕперлĕ Кÿлхĕрринче пурăнакан Антоновсем. Мария Ивановна тата Анатолий Антонович ака уйăхĕн вĕçĕнче тимĕр туйне паллă тунă.

Пĕр-пĕриншĕн çут тĕнчене килнĕ

65 çул — телейлĕ çемье палли мар-и-ха? Мăшăрлă пурнăç çулĕпе утма хатĕрленнĕ чухне кашниех юратса, ăнланса, килĕштерсе пурăнма ĕмĕтленет, çемье утравне инкек-синкекрен хÿтĕлеме, упрама тăрăшать. «Пĕр-пĕрне тĕрев парса, пулăшса çак тарана пурăнса çитрĕмĕр», — терĕ Мария Ивановна.

Антоновсем иккĕшĕ те Кĕперлĕ Кÿлхĕрри ялĕнче çуралса ÿснĕ. «Вăйăра пĕрле вылянă, — калаçăва тăсрĕ кил хуçи арăмĕ. — Хĕрпе каччă шутне кĕрсен Анатолий киле ăсатма пуçларĕ. Виçĕ-тăватă çул çÿрерĕмĕр те… Волонтер ял канашне кайса çырăнтăмăр». Çĕнĕ çемье чăмăртаннине 1958 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче хут çырса çирĕплетнĕ. Виçĕ кунран ялта туй кĕрленĕ.

«Шавлă туй туман ĕнтĕ. Ун чухне сăпайлăрах пулнă темелле-ши? Эпĕ çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. Хĕр туссем ман пата хăнана килнĕччĕ. Акă Анатолипе юлташĕсем урапа кÿлнĕ виçĕ лашапа вĕçтерсе çитрĕç. Ун чухне хальхи пек машинăсем пулман. Пуç çийĕн шурă простынь пĕркенсе кайрăм вара, — аса илчĕ Мария Ивановна. — Килĕнче ашшĕпе ама çури амăшĕ кĕтсе илчĕç. Унăн тăван амăшĕ çамрăклах ача çуратнă чухне пурнăçран уйрăлнă. Упăшка тăванĕсем мана килĕштеретчĕç».

Урăхла пулма та пултарайман ĕнтĕ. Ĕçчен, вашават кин камăн кăмăлне каймĕ? Çичĕ ачаллă çемьере çитĕннĕ хĕр пуçламăш класс пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренеймен. Мария Ивановна вун тăватă çултах фермăра ĕçлеме пуçланă. Çав вăхăтрах килти ĕçсене тума та ĕлкĕрнĕ. Анатолий Антонович та ылтăн алăллă çитĕннĕ. Вăл та çамрăклах колхозра ĕçлеме тытăннă. Чăннипех те, пĕрпĕриншĕн çут тĕнчене килнĕ çынсем пулнă вĕсем. Иккĕшĕ те пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ, ырă пурнăç туса ĕмĕре пĕрле ирттерес тĕллевлĕ…

Икĕ пÿрт лартнă

Çамрăк мăшăр ашшĕ-амăшĕпе виçĕ çул пурăннă хыççăн уйрăлса тухнă. Таса уйра хăйсен хуçалăхне çавăрнă.

Çамрăк упăшка хăйĕн аллипе çемйи валли илемлĕ пÿрт лартнă. «Вăл кивелсен теприне турăмăр», — терĕ Мария Ивановна. Кил хуçалăха çирĕплетессишĕн çемье пуçĕн аякри çĕрсене те ĕçлемешкĕн çÿреме тивнĕ. Иккĕмĕш пÿрт лартма хатĕрленнĕ чухне Анатолий Антонович ялти вунă çамрăкпа пĕрле Киров облаçне тухса кайнă, стройкăра вăй хунă.

…Анатолий Антонович çемье çавăриччен, 1957 çулта, пиччĕшĕ чĕннипе Çĕнĕ Куйбышевска тухса кайнă. Унта механизаторсен шкулĕнче вĕреннĕ. Алла документ илсен 83 çамрăка Оренбург облаçне ĕçлеме янă. Çулталăка яхăн унта ĕçлесен каччă тăван ялне таврăннă, Мичурин ячĕллĕ колхозра комбайнерта ĕçленĕ. Ялта çĕнĕ клуб хута ярсан пултаруллă çамрăка унăн ертÿçи пулма шаннă. Кăштахран каллех тăван хуçалăх ĕçне таврăннă вăл. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.