Çамрăксен хаçачĕ 17 (6467) № 04.05.2023
«Останкинăра» ĕçлени маншăн — паха опыт
Пĕлтĕр Ольга Алексеевăн пурнăçĕ калама çук вăйлă улшăннă. Çулталăк пуçламăшĕнче вăл ирсерен Мускаври «Останкино» телецентр алăкне уçса кĕресси пирки ĕмĕтленме те пултарайман. Çуркуннехи пĕр кун вара ăна унта ĕçлеме чĕннĕ.
— Ольга, малтанах вулакансене хăвăн пирки кăшт каласа кăтарт-ха.
— Эпĕ Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнче çуралнă. Анчах Шупашкарта пурăннă тесен те юрать. 14 çулта чухне тĕп хулана вĕренме кайрăм. Эпĕ ытларах вырăсла калаçса ӳснĕ, мĕншĕн тесен анне Лариса Юрьевна — вырăс. Вăл Çĕпĕрте çуралнă, Тула хулинче пурăннă, диплом илсен ăна Чăваш Ене ĕçлеме янă. Анне пурнăçне педагогикăна халалланă, ачасене истори, обществознани, право предмечĕсене вĕрентнĕ. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура, репетитор ĕçĕпе аппаланать. Атте Николай Федорович агроном, «Авангард» колхоз директорĕ пулнă. Манăн аппа Марина пур, вăл — юрист.
— Тин кăна сана Чăваш наци телевиденийĕн экранĕ çинче кураттăмăр. Халĕ ав эсĕ Мускава çитнĕ. Ĕç биографийĕ хăçан тата ăçта пуçланчĕ?
— 2010 çулта «5 Плюс» телеканалта ĕçлеме пуçларăм. Ирхине «Просыпайся» программăна, «Афиша» тележурнала ертсе пытăм. Кайран «21+» телеканала ĕçлеме куçрăм. Вăл хупăнсан 2013 çулта мана Чăваш наци телевиденине чĕнчĕç. Унта «Ваше утро», «Время вкуса», «Время здоровья», «Время красоты» — манăн программăсемччĕ. Çавăн пекех «Чебоксарское время», «Новости республики» кăларăмсене ертсе пытăм.
— «Останкинăна» епле майпа чĕнчĕç?
— Чăваш наци телевиденине пĕр хушă Мускавран килнĕ директор Светлана Губанова ертсе пычĕ. Вăл федераци каналĕсенче нумай çул ĕçленĕ. Кайран директор каялла Мускава кайрĕ. Пĕр кунхине ман пата шăнкăравларĕ те: «ОТР каналта ĕçлесе пăхас килмест-и?» — тесе ыйтрĕ. Хама тĕрĕслесе пăхма шутларăм. Ку маншăн 1 миллионран пĕр шанчăк пулнă пек туйăнчĕ. «Кайран мана кам ĕçлеме чĕнĕ тата?» — тесе шутларăм ăшра.
— ОТР телеканалта кам пулса ĕçлетĕн? — Хыпарсен кăларăмĕн редакторĕнче тăрăшатăп. Информаци кăларăмĕсем тӳрĕ эфирта иртеççĕ. Эпĕ хыпарсем хатĕрлетĕп: сюжетсем, кĕске информацисем çыратăп. Шупашкарта вăй хунă чухнехи ĕçех тăватăп темелле. Анчах тăван тăрăхра ытларах çынсен хыпарĕсене тĕрĕслеттĕм, кунта вара хам ытларах хатĕрлетĕп.
— Эсĕ — çемьеллĕ çын, икĕ ача амăшĕ. Упăшку, ывăлупа хĕрӳ — Шупашкарта, хăв — Мускавра. Мăшăр хирĕç пулмарĕ-и?
— Саша мана хавхалантарчĕ кăна. Тĕп бухгалтерта ĕçленĕ чухне телевидение куçма шутласан та вăл хирĕç пулмарĕ. Паллах, мăшăрăм килĕшмен пулсан Мускава каймăттăм. Чăннипе, унта ĕç сĕнсен Саша мĕн калассине пĕлмерĕм те. «Хăвна тĕрĕслесе пăх», — тесе хавхалантарчĕ. Пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче малтан кастинга кайрăм. Кайран информацисен кăларăмне ĕçлеме чĕнчĕç. — Ачусем пĕчĕк. Вĕсем амăшĕ çумра çуккине епле йышăнчĕç?
— Хĕрĕм Анна кăçал 1-мĕш класа каять, ывăлăм Михаил 8 çулта. Капла вĕсем хăйсем тĕллĕнлĕхе ытларах хăнăхаççĕ пек туйăнать. Эпĕ пуçĕпех Мускавра пурăнмастăп, темиçе кун ĕçлесе темиçе кун канатăп. Çав хушăра Шупашкара килсе каятăп. Хĕрĕм эпĕ çумра яланах çуккине çăмăллăнах чăтса ирттерет. Ывăлăм вара урăхларах. Упăшка — предприниматель. Вăл яланах вĕсемпе юнашар. Ачасем патне кукамăшĕпе асламăшĕ те пĕрмаях килсе çӳреççĕ, черетпе пăхма пулăшаççĕ. Килтисемпе кашни каçах видеоçыхăну урлă калаçатăп. Тепĕр тесен, ачамсем унччен те мансăр пурăнма хăнăхнă: çуллахи каникула яланах Шупашкар округĕнче ирттереççĕ. Коронавирус вăхăтĕнче те ялтах пурăнчĕç. Вĕсем ытлах пĕчĕк мар ĕнтĕ, ку лару-тăрăва ăнланаççĕ. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Утăм хыççăн утăм тăватпăр – малаллах»
Раççейĕн çĕнĕ регионĕсемпе çыхăну тытасси, чăваш чĕлхине куллен янăраттарасси, сĕт хакĕ ӳсни, çĕршыва хӳтĕлекенсен фончĕ, Узбекистанпа çирĕплетнĕ килĕшӳсем, Çырла фестивалĕ, М-12 çул строительствипе çыхăннă пăтăрмахсем… Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева канăç паман ыйту сахал мар паян. Çапах, хăй каланă пек, тĕллевлĕ ĕçлесен палăртнă шухăшсем пурнăçа кĕреççех. Шăматкун «Хыпар» хаçата панă интервьюра Олег Алексеевич хăйĕн шухăшне уçăмлăн пĕлтерчĕ, малашнехи тĕллевсем пирки каларĕ. Хăш-пĕр самантпа сире паллаштарăпăр.
— Пире интервью пама паян тӳрех аэропортран килтĕр. Эпир пĕлнĕ тăрăх, эсир Запорожье облаçĕнче пулнă. Ку визит пирки тĕплĕнрех каласа парсамăр.
— Запорожье облаçне эпир чи малтанах шефа илес тĕллевпе кайрăмăр. РФ Президенчĕ Владимир Путин çĕнĕ территорисене — Донецк, Луганск халăх республикисене, Запорожье, Херсон облаçĕсене — пулăшма тĕрлĕ енлĕ аталану программи хатĕрлесси пирки самай калаçать. Çывăх вăхăтрах Правительство çав программăна çирĕплетĕ. Вăл анлă тĕллевлĕ пулнă май Раççейĕн кашни субъекчĕн пĕр-пĕр муниципалитета тĕрлĕ енлĕн пулăшса пымалла. Чи малтанах Евгений Балицкипе /Запорожье облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан. – Авт./ тĕл пулса килĕшӳ алă пусрăмăр. Шефа илме пирĕн республикăна Бердянск округне уйăрса пачĕç. Тепĕр кунхине асăннă округăн ĕç-хĕлне тарăннăн тĕпчесе малашне мĕнле ĕçлемеллине сӳтсе яврăмăр. Тĕп тĕллев — çу уйăхĕн 20-25-мĕшĕччен тĕллевсене çирĕплетсе Раççей Правительствипе килĕштермелле.
— Узбекистана Чăваш Енрен делегаципех кайрăр, йышра министрсем те пулчĕç. Унта килĕшӳсем çирĕплетни пирки пĕлетпĕр. Эсир çав çул çӳревпе кăмăллă-и?
— Чăваш Республикинчен «Иннопром» форума 80 яхăн çын хутшăнчĕ. Унта хамăра кăтартрăмăр, ыттисем мĕнле ĕçленине пăхрăмăр, тĕпчерĕмĕр. Чи малтанах СПИК 2.0 килĕшӳре палăртнă тăрăх тума пуçламалли тракторăн сăнавлă тĕслĕхне кăтартрăмăр. Денис Мантуров ăна пысăк хак пачĕ. Хăй продукцине кăна мар, СПИК 2.0 килĕшĕве пурнăçа кĕртессине лайăх йĕркеленине те палăртрĕ. Çак технологипе эпир итальянсемпе ĕçлеме пуçласшăнччĕ, анчах санкцисем вăя кĕнĕрен пирĕн шухăшсем, шел те, татăлчĕç. Пĕрремĕш сăнавлă трактора пуçтартăмăр. Утă уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен çак ĕçе анлăн йĕркелесшĕн. Ун хыççăн хамăр патри тăватă техникăна тĕрлĕ çĕршыва сутмалла. Тĕп Ази пирĕн тракторсемшĕн питĕ лайăх регион. Выставкăра Чăваш Ен стенчĕсене Денис Мантуровпа пĕрле Узбекистан правительствин вице-премьерĕ курчĕ. «Кун пек тракторсемпе пирĕн патри техникăн 70 ытла процентне паянах улăштармалла», — терĕ вăл тӳрех. Унсăр пуçне «Чăвашçăкăрпродукчĕн» çăнăхне унччен эпир Узбекистана тиесе янăччĕ. Çав çăнăха илекенсемпе те тĕл пулса калаçрăмăр. Вĕсем ăна пысăк хак пачĕç, малашне тата нумайрах илме шантарчĕç. Ку «Чăвашçăкăрпродукчĕ» аталану тĕллевĕсене тĕрĕс çирĕплетнине пĕлтерет, мĕншĕн тесен продукцин пахалăхĕ туянакана тивĕçтерет. Эпир «Чăвашçăкăрпродукчĕн» Канашри уйрăмĕнче пысăк элеватор тăвасшăн. Вăл ют çĕршывсемпе ĕçлемелли майсене тата анлăлатĕ. Курава акционерсен «Лента» обществин представителĕсем те пычĕç. Вĕсем темиçе çулта 36 предприятие çитсе тĕрлĕ енлĕ килĕшӳсем тума пултарнă. Узбекистанри çăмăл промышленноç предприятийĕсен ассоциацийĕпе кластер йĕркеленĕ, килĕшĕве алă пуснă. Электротехника кластерĕпе çитес вăхăтра çавăн пек килĕшӳ алă пусма калаçса татăлтăмăр. Çавăн пекех туризма аталантарас енĕпе те самай интереслĕ шухăшсем çуралчĕç. <...>
Татьяна ВАШУРКИНА.
♦ ♦ ♦
«Çыннăн çĕр çинче хăйĕн хыççăн ырă йĕр хăвармаллах»
Салминсем хăйсен килĕнче музей йĕркеленĕ
«Кĕçех 78 çул тултаратăп. Пурнăçăмра 68-а çитиччен ĕçлерĕм. Тĕрĕссипе, эпĕ паянхи кун та «Пĕрлĕхри Раççей» депутачĕсен пулăшуçи шутланса тăратăп. Пĕр кун ĕçсĕр ларас тăк ухмаха тухатăп пулĕ», — хăйĕн сăмахне пуçларĕ Валерий Салмин. Вăл — ЧР тава тивĕçлĕ экономисчĕ, ЧР тава тивĕçлĕ тавра пĕлӳçи, Чăваш Республикин халăх академикĕ, ĕç тата спорт ветеранĕ, Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ…
Пӳрт тăрринчен парашютпа сикнĕ
Ача чухне хăйĕн пурнăçне экономикăпа çыхăнтарасса шутлама та пултарайман вăл. Мĕн пĕчĕкрен летчик пулас ĕмĕтпе ӳснĕ. Хăйĕн тĕллевне пурнăçлас тесе мĕн кăна туса пăхман-ши вăл?! 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне çывăх юлташĕпе Гена Бадановпа парашют ăсталанă, унпа пӳрт тăрринчен сиксе пăхнă. Чутах вилмен. Унтан аэроçуна хатĕрленĕ. Ун пекки ялта никамăн та пулман. Валери ашшĕнчен, унăн тетĕшĕсенчен Антунпа Павелтан тĕслĕх илнĕ, вĕсем пурте вĕреннĕ çынсем пулнă. Ашшĕн икĕ аппăшĕн ывăлĕсем — летчик. Вăтам шкул пĕтерсен Валерий юлташĕсенчен юлас темен. Гена Бадановпа Федор Карягин Мускаври патшалăх университетне çул тытнă. Тепĕр тесен, Валерин вĕсенчен юлма сăлтавĕ те пулман: виççĕшĕ те шкула питĕ лайăх паллăсемпе вĕçленĕ. Генăпа иккĕшĕ физикăпа математика факультетне вĕренме кĕме палăртнă. Анчах математикăпа экзамена япăхрах тытнă. Мĕн тумалла? Яла мĕнле пырса кĕмелле? Генăпа Валерий Патăрьеле çитсен пысăк кĕпер айĕнче каç пуласса кĕтсе ларнă. Çĕрле, никам курман вăхăтра, пырса кĕнĕ вĕсем киле. Иккĕшĕ те хăйсем шутлайман задачăсене пĕрле илсе килнĕ. Кайран вĕсене хăйсене вĕрентнĕ учительсене шутлаттарнă. Чăннипех те, шкулта ачасене ун пек задачăсем шутлама вĕрентмен те. Пурпĕрех хуçăлса ӳкмен каччăсем. Валерий Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ, Гена – ял хуçалăх институчĕн механизаци факультетне. Анчах пĕр курс пĕтернĕ хыççăн Валерин салтак аттине тăхăнма тивнĕ. Çар-сывлăш вăйĕсен çарне лекнĕ вăл, кĕçĕн авиаспециалистсен шкулĕнче вĕреннĕ. Летчика вĕренес туртăм пуррине кура ăна Армавирти аслă çар летчикĕсен авиаци училищине янă. Анчах каллех ĕмĕчĕ пурнăçланайман — ăна вĕренме илмен. Çапла каялла Шупашкара таврăнса вăл институтра малалла ăс пухнă. Валерий Иванович халь те лара-тăра пĕлмен çын, çамрăк чухне мĕнлерех пулни вара каламасăрах паллă. Ăçта кăна хутшăнман-ши вăл? Пуласлăхĕ пысăк шанчăкпа тулнă. Анчах… Ах, çав юрату… Качча юрату çулăмĕ хĕмлентернĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра вĕренекен кӳршĕ район хĕрне Полинăна кăмăлланă вăл. Пике пĕр çул аслăрах курсра ăс пухнă. Полина вĕренсе пĕтернĕ тĕле çемье çавăрнă. Çамрăк арăма Елчĕк районĕнчи шкула вĕрентме янă, Валерий те мăшăрĕнчен юлман. Вăл куçăн мар майпа вĕренме куçса яла кайнă, Кушкă шкулĕнче географи, физика предмечĕсене, акăлчан чĕлхине вĕрентме тытăннă. Ĕçленĕ хушăрах Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне пĕтернĕ. 1982 çулта Валерий Иванович «Гвардеец» колхозра тĕп экономистра тăрăшма пуçланă. Унтанпа кам кăна пулса ĕçлеменши вăл? Тури Туçа ял тăрăхĕн администрацийĕн ертӳçи, Патăрьел районĕн администрацийĕн ревизорĕ, тĕрлĕ хуçалăхри тĕп экономист, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн Патăрьелти филиалĕн аслă преподавателĕ... Пур çĕрте те ăсталăхĕпе палăрнă. Валерий Салмина Тури Туçа ял тăрăхĕн, Патăрьел районĕн халăх канашĕн депутатне темиçе хутчен суйланă. Çав вăхăтрах Мускав облаçĕнчи Балашихăра аспирантура пĕтернĕ вăл. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Пастила хатĕрлесе те тупăш тума пулать
Экологи тĕлĕшĕнчен таса продуктран, сахăрсăр, красительсемсĕр, Е хутăшсемсĕр… Шупашкарта пурăнакан Татьяна Седова хатĕрлекен пастила, улма-çырла чипсĕ тĕрлĕ витаминпа, микро- тата макроэлементпа пуян. Ку продукци хырăм выççине те ирттерет: унпа çул çинче те, сĕтел хушшинче чей ĕçнĕ хушăра та сăйланма аван.
Малтан шкулта ĕçленĕ Татьяна пĕлтĕрхи пуш уйăхĕн вĕçĕнче социаллă контракт çырса патшалăхран 250 пин тенке тивĕçнĕ те пастила тата улмаçырла чипсĕ хатĕрлеме тытăннă. Хăй профессипе — вĕрентекен. 3 ача амăшĕ чăннипех хăйне килĕшекен ĕç тупнине савăнса каласа кăтартрĕ: «Эпĕ Канаш хулинче çуралса ӳснĕ. Аппапа иксĕмĕр аннен çулне суйларăмăр: ун пекех педагог пулса тăтăмăр. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн истори, управлени тата право факультетĕнче аслă пĕлӳ илтĕм. Эпĕ — истори учителĕ. 2013 çулта диплом илсен тӳрех Мускава çул тытрăм, унти пĕр шкула ĕçе вырнаçрăм. Ачасене истори, право, экономика предмечĕсене, тĕнчери ӳнер культурине вĕрентрĕм. Шкулта 2 çул ĕçленĕ хыççăн декрет отпускне кайрăм. Вăл 7 çула тăсăлчĕ. Эпĕ пĕр вырăнта ларма хăнăхман. «Зажигалка» пекех, манăн яланах мĕн те пулин тумалла. Декрет отпускĕнче ларнă вăхăтра водитель правине илтĕм, ятарлă курса çӳресе массаж, шугаринг тăвакан мастера вĕренсе тухрăм. Унсăр пуçне тепĕр аслă пĕлӳ илтĕм: И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче юриста вĕрентĕм. Ун чухне аслă ывăл 6-раччĕ. «Пĕлетĕн-и, пан улми типĕтес килет. Ачасем те усăллă çимĕç çийĕç», — терĕм мăшăра. Дегидратор /улма-çырла, пахча çимĕç типĕтмелли ятарлă хатĕр/ туянас — ытла хаклă, 50 пин тенке яхăн тăрать. Ăнсăртран соцсетьре типĕтнĕ улма-çырла курсан хамăн та çавнашкаллине хатĕрлес килчĕ. «Атя, хăв тĕллĕн ĕçлекен пек регистрацилен те социаллă контракт çыр. Патшалăхран субсиди илсе улма-çырла, пахча çимĕç типĕт. Ачасене те тутлă апатпа сăйлăн, çынсене те паха та усăллă продукци сутăн», — сĕнчĕ мăшăр. Çав самантрах Шупашкарти Ленин районĕн администрацине шăнкăравларăм. Хам тĕп хулара пурăннине, халĕ декрет отпускĕнче пулнине, 3 ача çитĕнтернине, пирĕн çемье сахал тупăшлине каласа кăтартрăм. «Социаллă контракт çырса патшалăх пулăшăвне тивĕçеетĕп-и?» — тесе кăсăклантăм. База тăрăх тĕрĕслерĕç те: «Тивĕçеетĕр», — çапла каласа мана ку ыйтăва вырăнта уçăмлатма чĕнчĕç. Калаçса пĕтернĕ хыççăнах тӳрех администрацие заявлени çырма вĕçтертĕм. Паллах, ку питĕ хумхануллă самант пулчĕ, алă та чĕтрерĕ. Хама экзамен тытнă пекех туйрăм /кулать. — Авт./ Анчах эпĕ пустуй ĕç туманнинче, веçех ăнăçлă пулассинче иккĕленмерĕм. Администрацие заявлени çырма кайиччен мăшăра çапла каларăм: «Эпĕ ку ĕçе пĕччен тăваймастăп. Мана санăн пулăшăву кирлĕ пулать». Вăл мана шаннине палăртса ĕçлеме хавхалантарчĕ, пĕрле тăрăшассине каларĕ. Веçех хăвăрт пулчĕ: заявлени çырнă хыççăн тепĕр эрнерен бизнес-проекта тĕрĕслеме патăм, унтан ăна комисси умĕнче хӳтĕлерĕм. Çав кун 6 çын, çав шутра эпĕ те, хăйĕн проекчĕ пирки каласа кăтартрĕ. Пиллĕкĕшĕнне ырласа вĕсемпе социаллă контракт çырассине пĕлтерчĕç, анчах ку йышра манăн хушамат çукчĕ. Паллах, питĕ кӳренмелле пулчĕ. «Мĕншĕн?» — хама çак ыйтăва кăна патăм. Эпĕ пирĕн наци сывлăхлă пултăр тесе тăрăшасшăн, манăн заявкăна вара йышăнмарĕç. Комисси членĕсене айăпламалла маррине ăнлантăм. Эппин, эпĕ хам мĕн каланине, хамăн вăя туллин ĕненмен тесе шухăшларăм. Киле çитсен кун пирки нумай шутларăм. Тепĕр эрнерен администрацие тепре çитрĕм. Проекта хӳтĕлеме пĕрремĕш кĕтĕм. Веçех тĕплĕ ăнлантарса патăм: мана холодильник, улма-çырла типĕтмелли хатĕр мĕн тума кирлине, хамăн продукцие мĕнле упрассине тата мĕнле сутассине, туянакансене ăçта шырассине… Комисси членĕсем хальхинче манăн проекта ырларĕç. Анчах вĕсен иккĕленӳ пурччĕ. «Эсир — çамрăк амăшĕ, Шупашкара Мускавран килнĕ. Патшалăх укçине илетĕр те ак каялла таврăнатăр», — терĕç. Эпĕ вĕсен иккĕленĕвне тӳрех сиртĕм: пирĕн тăван хуларан куçса каяс шухăш çук. Социаллă контракт çырнă хыççăн мана хам пекех хăй тĕллĕн ĕçлекен çынсемпе тĕлпулăва йыхравларĕç. Ун хыççăн Пĕтĕм Раççейри проекта хутшăнтăм». <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
Шавлă хуларан лăпкă яла куçса килсе тĕпленнĕ
Шупашкарта çитĕннĕ Аня Трифоновăшăн [ку унăн хĕр чухнехи хушамачĕ] 2010 çул уйрăмах палăрнă: 18-ти пике Шупашкарти экономикатехнологи колледжĕнчен вĕренсе тухнă та качча кайнă. Упăшкин ялне, Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Кăнара, пурăнма куçнă чухне, унта яланлăхах юласси пирки иккĕленнĕ вăл паллах. Халĕ вара Анна Сорокинăшăн ялти пурнăçран ырри çук!
Ача чухнех утă çулнă
Капмар та хăтлă икĕ хутлă çуртра пурăнакан Сорокинсен çемйи пысăк: кил вучахне чĕртнĕ 85 çулти Валерий Андреевич, унăн ывăлĕпе Юрий Валерьевичпа мăшăрĕ Анна Викторовна тата вĕсен тĕпренчĕкĕсем Игорь, Елена тата Яна. «Шкулта вĕреннĕ чухне кашни каникултах йăмăкпа кӳршĕ яла, Кивĕ Тутайкассине, килеттĕмĕр. Анне те, атте те çав ялта çуралса ӳснĕ. Канмалли кунсенче те çемьепе çав тăрăха çул тытаттăмăр. Кукамайпа асанне пире кĕтсех тăратчĕç. Çапла мĕн пĕчĕкрен яла хăнăхса ӳсрĕм. Шел те, кукамай çут тĕнчерен маларах уйрăлса кайрĕ. Асанне ĕне, сысна, чăх-чĕп тытатчĕ. Вĕсене тăрантарма вара апат самаях кирлĕ. Çулла утă хатĕрлеме пулăшаттăмăр. Çапла ача чухнех утă çулма вĕрентĕм. Ĕне сума аппаланса пăхнăччĕ — хăнăхсах çитеймерĕм. Ялти ĕçсене курса ӳснĕрен качча тухсан мана çăмăлрах пулчĕ. Уйрăм çуртра пурăнса, хушма хуçалăх тытса ачашланса лараймăн. Халĕ пысăк выльăх тытмастпăр, картара чăхсемпе кроликсем пур. Анчах вĕсене те пăхмалла. Кил çумĕнчи пахчара та çăвĕпех тăрмашма тивет. Эпĕ чечексем ӳстерме юрататăп. Пӳрт тавраллах лартса тултаратăп. Ача чухне ăна-кăна ăнланман, халĕ вара мана пахчари ĕç киленĕç кӳрет. Унта чунпа канатăп, — калаçу пуçарсан çапла пĕлтерчĕ Раççей ШĔМĕн Çĕрпӳри муниципалитетсен хушшинчи уйрăмĕн кадрсемпе ĕçлекен специалисчĕ Анна Сорокина. — Канмалли кун та дежурствăна тухма тивет. Хĕç-пăшал çумрах. Ĕçре тĕрлĕ лару-тăру пулать. Йывăр кун хыççăн киле çитсен ялти шăплăхра лăштах пулатăп». Анна хулара ӳссе унти шăв-шава, скверсемпе кану вырăнĕсем, пултарулăха аталантармалли тĕрлĕ лапам, кинотеатрсем пуррине хăнăхнă. Паллах, яла куçса кайсан вăл урăхларах лару-тăрăва лекнĕ. Хушăран çамрăкăн чĕрине тунсăх та пуснă-тăр. Анчах часах чунĕ шăпах шăплăхра каннине ăнланнă. Çапах хула хĕрĕ яла юратма пуçланинче юнашар пурăнакан çывăх çыннăн витĕмĕ те пурах-тăр. «Пĕрлешнĕ чухне мăшăрăм Юрий 27 çултаччĕ, эпĕ — 18-таччĕ. Çулла çамрăксемпе Кăнарти клуба килеттĕмĕр. Унта паллашрăмăр та пулас упăшкапа. Вĕсем — ялта сумлă çемье. Валерий Андреевич «Спутник» совхоз директорĕнче чылай вăхăт ĕçленĕ. Вăл халĕ те сывă пурнăç йĕркишĕн хытă çунать. Юрăн амăшĕ Генриетта Ананьевна шкулта пуçламăш класс ачисене вĕрентнĕ. Шел, чире пула пурнăçран ир уйрăлса кайнă. Юра, çемьери виçĕ ачаран кĕçĕнни, 17 çулта кăна пулнă ун чухне», — малалла сыпăнчĕ пирĕн калаçу. <...>
Ирина ИВАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...