Комментари хушас

3 Çу, 2023

Хресчен сасси 17 (2956) № 03.05.2023

Ĕç династийĕ — пысăк пуянлăх

Çуркуннепе Ĕç уявĕнче Шупашкарта çемье династийĕсене чысларĕç. Савăнăçлă саманта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, яваплă ытти çын хутшăнчĕç.

Уява пуçтарăннисен кăмăлне ăнланнăн хĕвел çутă пайăркисене ир-ирех çĕр çине сапаларĕ. Тÿпе те хура пĕлĕтсенчен тасалчĕ. «Амазони» этнокомплекс капăр тумлă çынсемпе, хаваслă юрă-кĕвĕпе тулма тытăнчĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие республикăри хисеплĕ çынсем пуçтарăнчĕç. Вĕсем ĕç династийĕпе тивĕçлипе мăнаçланма пултараççĕ.

— Ĕç династийĕ — Чăваш Енĕн, пĕтĕм çĕршывăн пуянлăхĕ. Эсир хăвăр ĕçе парăннă, çамрăк ăрăва тăрăшма, пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантаратăр. Сире тав тăватăп, Çуркуннепе Ĕç уявĕпе саламлатăп, — терĕ Олег Николаев пĕлтерĕшлĕ мероприятие уçнă май.

Ĕç çынна ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен ÿсме, аталанма пулăшать, тăван çĕршыва хисеплеме вĕрентет. Ĕç династийĕ кирек мĕнле предприятишĕн, регионшăн, çĕршывшăн шанчăклă тĕрев, мăнаçлăх. Чăваш халăхĕ яланах ĕçе тĕплĕ пурнăçланипе, пысăк çитĕнÿсем тунипе палăрса тăрать. Регион ертÿçи палăртнă тăрăх, Педагогпа наставник çулталăкĕнче ĕç династийĕсене чыслани пĕлтерĕшлĕ. Çемьере аслă ăру çамрăксемшĕн яланах наставник вырăнĕнче, хăйсен ĕçне малалла аталантарма хавхалантарать. Регион ертÿçи ĕç династийĕн юхăмне малашне те сарассине, ăна пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ.

Сцена çине уяв хăнисем — учительсем, тухтăрсем, бухгалтерсем, музыкантсем, ял, коммуналлă, вăрман хуçалăхĕсен, промышленноç предприятийĕсен ĕçченĕсем — тухрĕç. 27 ĕç династийĕн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 10 пин çул ытла. Акă Çĕрпÿ округĕнчи Филимоновсен педагогика стажĕ — 932 çул. Аслисене кура ачисем, мăнукĕсем те педагог специальноçне суйлаççĕ. Пархатарлă ĕç ăруран ăрăва куçса пырать. Николайпа Ираида Филимоновсем историпе тавра пĕлÿ музейне йĕркеленĕ. Малтанхи тапхăрта экспонатсемпе уроксенче вĕрентме усă курнă. Каярахпа вĕсемпе музее пуянлатнă. Ăруран ăрăва куçса пынă авалхи хатĕр те пайтах. <...>

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦   


Тавăшкассин хастар çыннисем

Вĕсен йышĕнче тĕрĕ ăстисем, пахчаçăсем, вырăнти артистсемпе юрă-ташă ăстисем. «Ку вăл – чун киленĕçĕ, чун ыйтни», — теççĕ Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Тавăшкасси ялĕнче пурăнакансем. Хушма хуçалăхра, сад-пахчара кунĕн- çĕрĕн пуç çĕклеми ĕçленипе кăна мар-çке, кăмăла каякан ĕç валли те вăхăт тупмалла.

Çивиттипе чÿрече карри капăрлатать

Юлия Петрова 75 çулта. Ыттисенчен вăл пултарулăхĕпе тата хастарлăхĕпе уйрăлса тăрать. Вунă çул ытла «Тавăшсем» хĕрарăмсен ансамбльне çÿрет, сценкăсенче пĕрмаях хутшăнать. Яка тĕрĕпе тĕрлесси – унăн чун киленĕçĕ. «Хамăн пĕрремĕш ĕçе лайăх астăватăп. Ун чухне эпĕ 4-мĕш класраччĕ. Çĕвĕсем тума мана пĕрремĕш вĕрентекен Александра Васильева хăнăхтарнă. Çак çула çитиччен те эпĕ йĕппе çипрен пĕрре те уйрăлман», — пĕлтерчĕ вăл. Унăн чи юратнă ĕçĕсенчен пĕри – сĕтел çивиттийĕпе чÿрече карри капăрлатасси. «Эпĕ ытларах шурă тюль çине тĕрлетĕп. Тĕрлĕ тĕспе илемлетнĕ ÿкерчĕк питĕ селĕм курăнать. Ытларах чечексем тĕрлеме кăмăллатăп, чĕрĕ çеçкесем çине пăхса савăнатăп», — тет пултаруллă ал ĕç ăсти. Пĕр ĕçе вăтамран пĕр уйăх пурнăçлать вăл. Ăна хавхалантараканĕсем — мăшăрĕ, ачисемпе мăнукĕсем. Мăшăрĕпе 51 çул пĕрле пурăнаççĕ, ултă ача пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине тăратнă, халĕ 16 мăнукпа савăнаççĕ. Алина хĕрĕ, амăшĕ пекех, тĕрлеме ăста. 25 çулти Настя мăнукĕ те вĕсенчен юласшăн мар. Яка тĕрĕпе кăна мар, хĕресле те тĕрлет: сĕтел çивитти-и, пит шăлли-и, чÿрече карри-и е сăмса тутри-и — пĕтĕмпех ал çемми уншăн. Çамрăксем аслă ÿсĕмрисенчен вĕренсе пыни, ăсталăх ăруран ăрăва куçса пыни çав тери паха.

Чечек ÿстересси — чун киленĕçĕ

Галина Павлова – таврари паллă сад ăсти-пахчаçă. Ял халăхĕ унран пĕрмай сĕнÿ-канаш ыйтать. Хăй вăхăтĕнче вăл Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ, пахча çимĕç маçтăрĕ специальноçа алла илнĕ. Тавăшкассине вара 1991 çулта куçса килнĕ, 20 çул çыхăну уйрăмĕнче вăй хунă. Хăй каланă тăрăх, сад ăсталăхĕпе ачаранах кăсăкланнă. «Анне мана пахчара пĕр лаптăк çĕр уйăрса панине лайăх астăватăп. Унта эпĕ чечексем ÿстереттĕм: шăвараттăм, çумлаттăм, кăпкалататтăм. Вăл вăхăтра шыв çырмаран ăсаттăмăр. Пĕчĕкскер, икĕ витрепе, кĕвентепе çырмана чупаттăм. Çав тери килĕшетчĕ çĕр çинче чакаланма», — куç умне кăларчĕ вăл ачалăх çулĕсене. Паянхи кун Галина Павлова тĕрлĕ йышши çĕр çырли, чечек, йывăç хунавĕсемпе çырла тĕммисем ÿстерет. «Мĕн ĕмĕтленнине, мĕн шутланине пурнăçа кĕртме май килчĕ», — тет вăл. Чун киленĕçĕ ăна пĕчĕк тупăш та парать. Общество ĕçĕсене те хастар хутшăнать чăваш хĕрарăмĕ. Ял уявĕ-и, ваттисен кунĕ-и — унăн аллинче яланах чечек çыххи. Тавăшкассинчи культура çурчĕ умĕнчи çеçке çурнă калчасем те вăл пăхса ÿстернисем. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Мăнаçлантарчĕ, хавхалантарчĕ

Апрелĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Енре Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунне паллă турĕç. Тĕп уяв Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре иртрĕ.

12 сехет тĕлне кунта ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, хула çыннисем пухăнчĕç, студентсем ЧР символĕсенчен пĕрне — ялавне — вĕлкĕштерсе çитрĕç. Патшалăх символĕсен кунĕ ячĕпе пухăннисене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ.

— Паян пирĕншĕн питĕ паллă кун, — терĕ вăл. — Республикăн патшалăх символĕсем — ялавĕ, гербĕ тата гимнĕ — чăваш халăхĕн еткерлĕхне, йăли-йĕркине, культурине çывăхрах йышăнма пулăшаççĕ. Раççейре нумай халăх пурăннине, федераци субъекчĕсенче чăмăртаннине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Пирĕнни пек символсем кашнин пур. Вĕсене РФ Конституцийĕнче çирĕплетсе лайăх тытăм тунă. Раççей Федерацийĕ çĕршыври кашни халăха ĕмĕрсен хушшинче пурнăçа кĕртсе çирĕплетнĕ йăла-йĕркене, çав шутра несĕлĕмĕрсем ламран лама тăсса пирĕн пата çитернине, тытса пурăнма яланах май туса панă. Эпир республика ялавĕ, гербĕ тата гимнĕ урлă пирĕн халăх аслăлăхĕпе пуянлăхне туятпăр. Несĕлĕмĕрсен иртнĕ саманари хăвачĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе мăнаçланатпăр. Чăвашсене çутта кăларас ĕçе суйласа илнĕ Иван Яковлев вĕрентÿпе воспитани никĕсне хывса халăхăмăра ырă тĕслĕх кăтартнипе пĕрлех унăн вĕренекенĕсем чăваш чĕлхи сăвăюрăра, спектакль-концертра, кинора, оперăра, ытти енĕпе янăраса тăтăр тесе ĕçĕ-хĕлĕпе усă курнă, ăна малалла аталантарнă. Паллах, ун чухне туса хăварни чăваш халăхĕшĕн — саманан кашни тапхăрĕнче пурăнакан вăхăтпа килĕштерме хистекен виçейми пуянлăх. Паян блогерсем тăван чĕлхепе унăн уйрăмлăхĕ çинчен çырса кăтартса халăхăмăрпа, унăн йăли-йĕркипе, çав шутра çула май туризм урлă республика экономикипе кăсăклантарма тăрăшни савăнтарать.

ЧР Пуçлăхĕ сăмаха пĕтĕмлетсе чăвашсем авалтан куçса паянхи куна çитнине, вырăс цивилизацийĕнчи сахалтан та 277 наци çемйинче пĕр халăх пулса тăнине палăртрĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.