Комментари хушас

28 Ака, 2023

Сĕнтĕрвăрринче çĕклекен шкула 375 ача кайĕ

Паян ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял xyçaлăx министрĕ Ceргей Артамонов Сĕнтĕрвăрринче тăвакан шкул строительствипе паллашрĕ. Ăна пĕлтĕр тума пуçланă, кăçaлхи çyрла уйăxĕнче туса пĕтермелле. Халĕ cтроительсем шкул стенине тул енчен ятарлă материалпа изоляцилеççĕ, пÿлĕмсемпе коридора электричество пралукĕ тăcaççĕ, ытти ĕçe пурнăçлаççĕ.

Шкула "Единая Россия" партин федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн тăваççĕ. Кунта кăçaл 375 ача çÿреме пуçлать. Подряд организацийĕн пуçлăxĕ шкула çĕнĕ вĕренÿ çyлĕ умĕн хута яма шантарчĕ.

Сергей Артамонов "Единая Россия" партин тепĕр проекчĕпе тăвакан проекта Октябрьски ялĕнче епле пурнăçланине кайса курчĕ. Кунта ака уйăxĕнче хоккей коробки тума пуçланă, yтă уйăxĕнче туса пĕтересшĕн.

Вице-премьер сĕтĕн сутлăx xaкĕпе çыхăннă ыйтăва та хуравларĕ. "Республикăра сĕт рынокĕ тулса çитрĕ, çaвăнпа унăн хакĕ ÿкрĕ"' - терĕ. Ял çыннисен ытти ыйтăвне те хуравларĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: