Комментари хушас

26 Ака, 2023

Хресчен сасси 16 (2955) № 26.04.2023

Пуринчен малтан

Канаш округĕнчи Андрей Семенов хресчен-фермер хуçалăхĕ ытти çĕр ĕçченĕнчен малтан çĕр улми лартма тухнă. Кăçал муниципалитетра «иккĕмĕш çăкăра» 150 гектар çинче лартмалла.

Канаш тăрăхĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 9116 гектар йышăнмалла: 4280 гектар – тулă, 3836 гектар – урпа, 460 гектар – сĕлĕ, 150 гектар – пăрçа, 390 гектар – вика. Пĕр çул ÿсекен культурăсем — 780 гектар, техника культурисем 2056 гектар çинче акма палăртнă. Вĕсен йышĕнче рапс тата горчица пур. «Август Кайбицы» пĕрлешÿ Вăтакас Кипеч тăрăхĕнче хĕвел çаврăнăш акнă. Унăн лаптăкĕ — 1200 гектар. Çурхи уй-хир ĕçĕсене «Путь Ленина», «Урюм», «Хучел» хуçалăхсем, çавăн пекех И.Е.Лукиянов, А.А.Васильев, В.Н.Герасимов хресченфермер хуçалăхĕсем палăртнă вăхăтпа килĕшÿллĕн вĕçленĕ.

Комсомольски округĕнче паянхи кун тĕлне 4022 гектар — урпа, 933 гектар — сĕлĕ, 612 гектар пĕр çул ÿсекен культурăсем акнă. Кĕрхи культурăсене апатлантарнă, сÿреленĕ. Техника культурисенчен рапс 200 гектар йышăнать, хĕвел çаврăнăш акма хуçалăхсем тухайман-ха. «Комсомольские овощи» агрофирма 20 гектар кишĕр акса хăварнă. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем çĕр ăшăнса çитессе кĕтеççĕ. Вара çĕр улми лартма, куккурус акма та юрать, теççĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Кĕр кĕрлет ярмăрккă

Канмалли кунсенче Шупашкарти пилĕк суту-илÿ лапамĕнче — «Шупашкар», «Дар», «Николаевский», «Северный» тата «Фермер суту-илÿ речĕ» — ял хуçалăх ярмăрккисем кĕрлерĕç. Кунта хăйсен продукцине сутма тĕрлĕ округри ял хуçалăх предприятийĕсем, фермерсем, хушма хуçалăхра пахча çимĕç çитĕнтерекенсем, выльăх усракансем килсе çитнĕ. Эпир те суту-илÿ тăвакансемпе тата тавар туянакансемпе калаçрăмăр, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлтĕмĕр.

Чăвашпотребсоюзăн Элĕкри райповĕн представителĕ:

— Ярмăрккăна çулленех çуркунне тата кĕркунне хутшăнатпăр. Çуркунне — çĕр улми вăрлăхĕ, севок аван сутăнать, кĕркунне – купăста, кишĕр, кăшман, хăмла. Пирĕн ассортимент пысăк. Округри çăкăр завочĕпе улма-çырла комбиначĕн продукцийĕсем те пур. Вĕсене хула халăхĕ аван туянать. Ку хутĕнче çĕр улми аван сутăнчĕ. Пĕр килограмшăн 19 тенкĕ ыйтрăмăр. Ир пулакан «Ред Соня», «Коломбо», «Бернина» сортсене аван туянаççĕ.

Шупашкар округĕнчи «Сырьезная компания» представителĕ:

— Продукцие халăх кăмăллать. Сутуилÿре тĕрлĕ йышши сыр кăна мар, пастилапа улма-çырла чипсĕ те пур. Вĕсем ачасемшĕн уйрăмах усăллă. Кун йышши ярмăрккăсене час-часах хутшăнатпăр. Хамăр продукцие хулари «Фермер утравĕсене» те çитеретпĕр, саккассемпе те ĕçлетпĕр. Владимир Алексеев, ял хуçалăх продукцине туянакан: — Хулара пурăннă май ялта туса илнĕ экологи енчен таса та паха апат-çимĕçе туянас килет. Ассортимент пысăк: пахча çимĕç, вăрлăхпа йывăç-тĕм, пыл... Нихăçан та пушă алăпа каймастăп. Кун йышши ярмăрккăсем питĕ кирлĕ. Уйрăмах хулара пурăнакансемшĕн. <...>

Александра ЛАЗАРЕВА.

♦   ♦   


Ял хуçалăхне — специалистсем

Çĕршыври 43 аграри вузĕнче «Я в Агро» платформа хута каймалла. Çĕнĕлĕхе Раççей ял хуçалăх банкĕ аграри вĕрентĕвне сарас, АПКра ĕç шырама пулăшас тĕллевпе тунă.

Пĕлтерĕшлĕ проекта сÿтсе явмашкăн республикăран Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев хутшăннă. «Я в Агро» платформа квалификацие ÿстермешкĕн программа тупма, стажировка тухма тата ĕçлеме компани суйлама май парать. Çавăн пекех унта хыпарсен, тишкерÿ сервисĕсем те пур. Олимпиадăсем, лекцисемпе семинарсем ирттерме онлайн-сервиспа усă курма пулать.

Çĕнĕлĕх пулас специалистсемшĕн те пысăк пулăшу. «Я в Агро» платформăра абитуриентсем ятарлă тест тухса професси суйлама пултараççĕ. Студентсене резюме хатĕрлеме те çăмăлланĕ. Площадка урлă АПКри компанисенче е хуçалăхсенче практика, стажировка тухмашкăн е ĕçе вырнаçма май пур.

Андрей Макушев палăртнă тăрăх, «Я в Агро» платформа вĕрентÿ учрежденийĕсене кăна мар, çĕршыври агропромышленноç комплексне те кирлĕ. Отрасле хутшăнакансем валли платформа наукăпа вĕрентĕве, аграри производствине, патшалăх влаç органĕсене пур енлĕ çыхăнтарать. Ĕçлĕ тĕлпулăва хутшăнакансем платформа ĕçне лайăхлатассине те сÿтсе явнă.

«Я в Агро» — нумай енлĕ лапам, вăл студентсемшĕн, вузшăн, ĕçпе тивĕçтерекенсемшĕн те усăллă. Эпир хăйне евĕрлĕ хутлăх йĕркелерĕмĕр. Унта хутшăнакансем пĕр-пĕринпе çыхăннăран АПКра професси тĕлĕшпе аталанма çăмăлланĕ. Хальхи вăхăтра çамрăксем ял хуçалăхне каяççĕ, отрасльти карьера ыйтăвĕсемпе кăсăкланаççĕ. Пирĕн тĕллев — вĕсене пулăшасси», — палăртнă Раççей ял хуçалăх банкĕн представителĕ Елена Батурова.

АПКра ĕç шырама тата вĕренме «Я в Агро» платформăна банк 2022 çулта хута янă. Хальхи вăхăтра Раççейри ял хуçалăх отраслĕнче 13,5 пин вакансипе паллашма пулать. Çавăн пекех агропромышленноç отраслĕнчи вĕрентÿ программисем пирки те тулли информаци пур. Чăваш патшалăх аграри университечĕ банкăн регионти филиалĕпе АПКра кадрсен ыйтăвне татса парассипе курăмлă ĕçсем туса ирттерет. Аслă шкулăн аспиранчĕсем, студенчĕсем Раççей ял хуçалăх банкĕн стипендиачĕсем шутланаççĕ. Студентсем уйăхсерен — 15-шер, аспирантсем 20-шер пин тенкĕ илсе тăраççĕ. 2022-2023 вĕренÿ çулĕсенче банкăн стипендине пултаруллă пилĕк студентпа пĕр аспирант тивĕçнĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦   


Ватăлас темесен спортпа туслă пул

Çулĕсене пăхмасăр вĕсем пурнăç таппинчен юлмаççĕ: кашни ир зарядка тăваççĕ, сивĕ шывпа сапăнаççĕ, каçсерен чупма тухаççĕ, канмалли кунсенче вара бассейна ишме çÿреççĕ. «Сывлăхлă тата вăрăм ĕмĕрлĕ пуласси — хамăр алăра», — теççĕ аслă ăрурисем.

Муркаш округĕнчи «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕнче вырăнти ветерансен хушшинче иртнĕ спорт уявĕ те çак сăмахсене тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. ГТО нормативне пурнăçлама 60 ытла ветеран хутшăнчĕ. Вĕсен йышĕнче 55 çултан пуçласа 8 теçетке çула çитнисем те пулчĕç. Ку хутĕнче сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем пĕр çухрăма хутăш майпа чупса е утса тухассипе, кĕлеткене çĕклессипе, мала тайăлассипе, отжимани тăвассипе тата ишессипе нормативсем тултарчĕç. Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексне Муркаш округĕнчи ветерансем тăваттăмĕш хут хутшăнаççĕ. АПК ветеранĕсен союзĕн вырăнти уйрăмĕн пуçлăхĕ Валерий Вязов йĕркеленипех кăçал çак пулăма ял хуçалăх ветеранĕсене кăна мар, вăрçă ветеранĕсене тата ытти тытăмра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене те явăçтарнă.

Спорт уявне пухăннисене округ администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова, физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ Евгений Петров тата муниципалитетри ветерансен канашĕн ертÿçи Елена Максимова саламларĕç, пурне те ăнăçу сунчĕç. Ун хыççăн спортсменсем лапамсенче хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. 7 теçетке çула çывхарнă пулин те АПК ветеранĕ Эльвира Симакова хастарлăхĕпе палăрать. «Спорт — пирĕншĕн сывлăх, çĕнĕ сывлăш», — тет. Вăл ГТОн ылтăн паллине виçĕ хутчен илме тивĕçнĕ. Куна мĕнле хăнăхтаруран пуçлатăр тесен çапларах хурав илтĕм: «Зарядка тăватăп, шăм-шака хускататăп, кил картине выльăх-чĕрлĕх патне тухса сад-пахчара кĕштĕртетни те хăйне евĕр хускану». Анатолий Васильев çăмăл атлетикăна, йĕлтĕрпе чупма кăмăллать. «Хамăр сывлăхшăн хамăрăнах тăрăшмалла», — терĕ. Вăл 30 çула яхăн ирхине тата каçхине сивĕ шывпа сапăнать, хĕлле вакра шыва кĕрет. Шупуç ялĕнче пурăнакан яш-кĕрĕме те спорта явăçтарма тăрăшать, вĕсем валли тĕрлĕ ăмăрту йĕркелет. Михаил Романов хăй вăхăтĕнче администрацире спорт комитетне ертсе пынă, йĕлтĕрпе чупассипе спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Кун йышши мероприятисене хаваспах хутшăнать вăл. Юлташĕсемпе тĕл пулса калаçнишĕн чунтанах савăнать. Икĕ çул каялла вăл та ГТОн ылтăн паллине тивĕçнĕ. Спорт ĕçлеме пулăшать, вăй-хал парать, хавхалантарать. Муркаш округĕнчи Йÿçкассинчи территори уйрăмĕн ветеранĕсен союзĕн председателĕ Геннадий Малинин та сăмах хушрĕ. Çамрăксене аслă ăруран тĕслĕх илме, хастар пулма сунчĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.